БИБЛИРИ СӐМАХ ҪАВРӐНӐШӖ
Сирӗн ӗненӳ пур-и?
Иеговӑна савӑнтарас тесен пирӗн ӗненӳ пулмалла. Ҫапах та Библире: «Пурте ӗненмеҫҫӗ», — тенӗ (2 Фес. 3:2). Павел апостол ҫавна хӑйне хӗсӗрленӗ, сиен кӳнӗ «усал ҫынсем» пирки каланӑ. Анчах ытти ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать. Тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗрисем Турӑ пурне те тунине ӗненесшӗн мар (Рим 1:20). Теприсем вара темӗнле хӑватлӑ вӑй пур теҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗненӗвӗ Иеговӑна савӑнтармасть.
Пирӗн Иегова пурри пирки тата вӑл хытӑ ӗненекенсене пиллесси пирки иккӗленмелле мар (Евр. 11:6). Ӗненӳ святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрет. Святой сывлӑш илес тетпӗр пулсан вара, пирӗн ӑна Иеговӑран ыйтмалла (Лука 11:9, 10, 13). Унсӑр пуҫне, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Библие те вуламалла. Кайран мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла та пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла. Вара Иеговӑн сывлӑшӗ пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрӗ те Турра юрӑхлӑ ӗненӗве аталантарма пулӑшӗ.