Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

МӖН ТӖПЧЕМЕ ПУЛАТЬ?

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗн тумалла?

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан мӗн тумалла?

Пултарни 37:23—28; 39:17—23 вулӑр та Иосиф мӗнле тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнине пӗлӗр.

Контекста пӑхӑр. Мӗншӗн ыттисем хӑйсене Иосифпа тӗрӗс мар тытнӑ? (Пулт. 37:3—11; 39:1, 6—10). Ҫакӑ мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑлнӑ? (Пулт. 37:2; 41:46). Ҫав йывӑр вӑхӑтра Иегова Иосифшӑн мӗн тунӑ, мӗн туман? (Пулт. 39:2, 21; w23.01 17-мӗш страница, 13-мӗш абзац).

Вак-тӗвексене шута илӗр. Потифар арӑмӗ Иосифа суйса айӑпланӑ чухне лешӗ хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ тесе Библире нимӗн те каламан. Ытарӑшсем 20:2, Иоанн 21:25 тата Апостолсен ӗҫӗсем 21:37 сӑвӑ йӗркисем ҫак ыйтусем пирки шухӑшлама мӗнле пулӑшаҫҫӗ: «Иосиф хӑйне хӳтӗлес вырӑнне чӗнмесӗр тӑнӑ пулсан, мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвас тенӗ? Мӗншӗн эпир ҫав лару-тӑрура мӗн-мӗн пулса иртнине халӗ пӗтӗмпех пӗлейместпӗр?» Мӗнле шутлатӑр, Иосифа тӗрӗсмарлӑха чӑтса ирттерме мӗнле лайӑх енсем пулӑшнӑ? (Мих. 7:7; Лука 14:11; Иак. 1:2, 3).

Эпир мӗне вӗренетпӗр? Хӑвӑртан ыйтӑр:

  • «Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ май эпӗ мӗнле лару-тӑрура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулма пултаратӑп?» (Лука 21:12, 16, 17; Евр. 10:33, 34).

  • «Пуласлӑхра тӗрӗсмарлӑха чӑтса ирттермешкӗн эпӗ халех мӗнле хатӗрленме пултаратӑп?» (Пс. 61:8, 9; 104:17—19; w19.07 2—7 страницӑсем).