Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

Иегова хӑвӑра ырлани пирки ан иккӗленӗр

Иегова хӑвӑра ырлани пирки ан иккӗленӗр

«Эпӗ сана ырлатӑп» (ЛУКА 3:22).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова хамӑра ырлани пирки иккӗленес мар тесен мӗн тумалла?

1. Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем мӗн пирки иккӗленеҫҫӗ?

 ИЕГОВА хӑйӗн халӑхне ырлани пирки эпир иккӗленместпӗр. Библире: «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать», — тесе ҫырнӑ (Пс. 149:4). Анчах та хӑш-пӗрисем кулянса: «Иегова мана ырлать-ши?» — тесе шутлама пултараҫҫӗ. Библире асӑннӑ Туррӑн шанчӑклӑ хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем те вӑл хӑйсене ырлани пирки иккӗленнӗ (1 Патш. 1:6—10; Иов 29:2, 4; Пс. 50:13).

2. Иегова хамӑра ырлатӑр тесен мӗн тумалла?

2 Иегова ҫитменлӗхлӗ ҫынсене те ырлама пултарни Библирен уҫҫӑн курӑнать. Турӑ ырлатӑр тесен мӗн тумалла? Иисус Христоса ӗненме пуҫламалла тата шыва кӗмелле (Иоанн 3:16). Ҫакӑ эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе Турра унӑн ирӗкне тума сӑмах панине кӑтартать (Ап. ӗҫ. 2:38; 3:19). Эпир Турӑпа ҫывӑхланас тесе ҫак утӑмсене тунӑ чухне вӑл питӗ савӑнать. Хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан, Иегова пире ырлать тата хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тесе шутлать (Пс. 24:14).

3. Эпир мӗнле виҫӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр?

3 Мӗншӗн-ха вара хӑш-пӗрисем Турӑ хӑйсене ырламасть тесе шутлаҫҫӗ? Иегова пире ырланине хӑй мӗнле шантарать? Вӑл пире ырланине мӗн ҫирӗплетсе парать?

МӖНШӖН ХӐШ-ПӖРИСЕМ ИЕГОВА ХӐЙСЕНЕ ЫРЛАНИ ПИРКИ ИККӖЛЕНЕҪҪӖ?

4, 5. Кам хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлать, ҫавсене мӗн йӑпатма пултарать?

4 Хӑш-пӗрисем мӗн ачаранпах хӑйсем пирки ниме тӑман ҫын теҫҫӗ (Пс. 87:16). Адриа́н ятлӑ арҫын тӑван ҫапла каласа парать: «Хама мӗн чухлӗ астӑватӑп, эпӗ яланах хам пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутлаттӑмччӗ. Пӗчӗккӗ чухне килтисемшӗн вӗсем райра пурӑнччӑр тесе кӗлтӑваттӑмччӗ. Анчах хам унта пурӑнма тивӗҫлӗ мар тесе шутлаттӑмччӗ». То́ни, унӑн ашшӗ-амӑшӗ Свидетельсем пулман, акӑ мӗн калать: «Аттепе анне эпир сана юрататпӑр, санпа мухтанатпӑр тесе нихӑҫан та каламан. Эпӗ тем пек тӑрӑшсан та, вӗсене юрама пултараймастӑмччӗ».

5 Эпир хамӑра ниме юрӑхсӑр тесе шутлатпӑр пулсан, Иегова пирӗн пирки апла шутламасть тесе хамӑра аса илтерсех тӑмалла. Вӑл хӑй пире хӑйӗн патне илсе пынӑ вӗт (Иоанн 6:44). Вӑл пирӗнте хамӑр курман лайӑх енсене курать, эпир мӗнлерех ҫын пулнине хамӑртан лайӑхрах пӗлет (1 Патш. 16:7; 2 Ҫулс. 6:30). Ҫавӑнпа та вӑл эпир юратӑва тивӗҫлӗ тет пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки иккӗленмелле мар (1 Иоанн 3:19, 20).

6. Павел унччен хӑй ҫылӑхсем тунине пула мӗн туйнӑ?

6 Хӑшӗ-пӗрисем чӑнлӑха пӗличчен тунӑ ӗҫӗсемшӗн халӗ те намӑсланаҫҫӗ (1 Пётр 4:3). Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме тивет. Тен, сире те чӗрӗр: «Эсӗ Турра юрӑхлӑ мар», — тесе айӑплать. Ун пек чухне сире Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те хӑйсене ҫапла туйнине пӗлни йӑпатма пултарать. Тӗслӗхрен, Павел апостол йӑнӑшсем тунишӗн куляннӑ, хӑйӗн пирки мӗскӗн ҫын тесе каланӑ (Рим 7:24). Павел хӑй унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсе шыва кӗнӗ пулин те, ҫав-ҫавах хӑйӗн пирки «апостолсенчен чи кӗҫӗнни» тата ҫынсенчен чи ҫылӑхли тенӗ (1 Кор. 15:9; 1 Тим. 1:15).

7. Ҫылӑх тусан пирӗн мӗн асра тытмалла?

7 Пирӗн ҫӳлти Атте ӳкӗнекен ҫынсене каҫарма сӑмах парать (Пс. 85:5). Ҫавӑнпа та эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, вӑл хӑйӗн сӑмахне тытасси пирки иккӗленмелле мар: каҫартӑм терӗ пулсан, апла вӑл каҫарнӑ (Кол. 2:13).

8, 9. Иеговӑшӑн ҫителӗклӗ тумастпӑр пек туйӑнсан мӗн тумалла?

8 Эпир Иеговӑшӑн пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлесшӗн. Анчах та хӑш-пӗрисем хӑйсем ҫителӗклӗ тумаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Иегова вӗсене нихӑҫан та ырламӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ама́нда ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Ман шутпа, Иеговӑна чи лайӑххине парасси вӑл — уншӑн ытларах та ытларах тӑвасси. Хӑш-пӗр чухне эпӗ хам пурнӑҫлама пултарайман тӗллевсем лартатӑп. Вӗсене пурнӑҫа кӗртеймесен вара манран ним усси те ҫук тесе шутлама пуҫлатӑп. Иегова та ман пирки ҫаплах шутлать пек туйӑнать».

9 Иеговӑшӑн ҫителӗклӗ тумастпӑр пек туйӑнсан мӗн тумалла? Ҫакна асра тытӑр: Иегова — ытлашши хытӑ ыйтакан Турӑ мар. Вӑл пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест. Уншӑн хамӑр мӗн тума пултарнине тусан, вӑл савӑнать. Ҫавӑн пекех, хӑйсене шеллемесӗр Иеговӑшӑн ӗҫленӗ Библире асӑннӑ ҫынсем ҫинчен шутласа пӑхӑр. Сӑмахран, Павел апостола аса илер. Вӑл нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн чуна парса ӗҫленӗ: ырӑ хыпар сарас тесе пиншер ҫухрӑм кайнӑ тата нумай пуху йӗркеленӗ. Анчах та хӑш-пӗр чухне, лару-тӑру улшӑннине пула, вӑл ырӑ хыпара унчченхи пекех нумай сарайман. Иегова ӑна ҫавӑншӑн ырлама пӑрахнӑ теме пулать-ши? Ҫук. Павел хӑй мӗн тума пултарнине тунӑ, Турӑ вара ӑна пилленӗ (Ап. ӗҫ. 28:30, 31). Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Тен, хӑш-пӗр чухне эпир Иеговӑшӑн сахалрах, хӑш-пӗр чухне вара ытларах тӑвӑпӑр. Анчах та Иеговӑшӑн эпир мӗн чухлӗ туни мар, ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа туни пӗлтерӗшлӗрех. Халӗ вара Иегова хӑй пире ырланине мӗнле шантарни ҫинчен пӗлер.

ТУРӐ ХӐЙ ПИРЕ ЫРЛАНИ ПИРКИ МӖНЛЕ ШАНТАРАТЬ?

10. Мӗнле майпа эпир Иегова хамӑр пирки ырласа калаҫнине «илтме» пултаратпӑр? (Иоанн 16:27).

10 Вӑл пире Библи панӑ. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юрататӑп тата ырлатӑп тесе шантарма юратать. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова Иисус пирки «манӑн юратнӑ Ывӑлӑм, эпӗ ӑна ырлатӑп» тесе икӗ хутчен каланӑ (Матф. 3:17; 17:5). Сирӗн те Иеговӑран ҫавӑн пек ӑшӑ сӑмахсене илтес килет-и? Паян вӑл пирӗнпе куҫа-куҫӑн мар, Библи урлӑ калаҫать. Евангелисенче Иисусӑн сӑмахӗсене вуланӑ чухне эпир Иегова хамӑра ырлани пирки шантаракан сӑмахсене «илтме» пултаратпӑр. (Иоанн 16:27 вуласа парӑр.) Иисус хӑйне яланах Ашшӗ пек тытнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхсем пулнӑ, ҫав-ҫавах вӗсем Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Иисус вӗсем пирки ырласа калаҫнӑ тата мухтанӑ. Ҫавӑнпа та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн калани пирки вуланӑ чухне, эпир ҫак сӑмахсенех Иегова пире калать тесе шутлама пултаратпӑр (Иоанн 15:9, 15).

Иегова хӑй пире ырланине тӗрлӗ майпа кӑтартать (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Мӗншӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухни Иегова пире пӑрахнине пӗлтермест? (Иаков 1:12).

11 Вӑл пире мӗн кирлине парать. Иегова пире пулӑшма яланах хатӗр. Сӑмахран, вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать. Апла пулин те, вӑл пире пур йывӑрлӑхран та хӑтармасть. Эпир те, Иов пекех, инкеке лекме пултаратпӑр (Иов 1:8—11). Йывӑрлӑх сиксе тухни Иегова пире пӑрахнине пӗлтермест. Йывӑрлӑхсем эпир Иеговӑна мӗн тери хытӑ юратнине тата шаннине кӑтартма май параҫҫӗ. (Иаков 1:12 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, йывӑр вӑхӑтсенче эпир Турӑ мӗн тери юратакан та шанчӑклӑ пулнине тата вӑл пире веҫех чӑтса ирттерме пулӑшнине лайӑхрах куратпӑр.

12. Дмитрийпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

12 Айтӑр Дмитрий ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Пӗррехинче вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ та нумай вӑхӑт хушши ҫӗнӗ ӗҫ тупайман. Вара вӑл Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тенӗ, ҫапла майпа ӑна пӗтӗмпех шаннине кӑтартасшӑн пулнӑ. Уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртнӗ, вӑл вара ӗҫ тупайман. Кайран Дмитрий выртмаллах йывӑр чирлесе кайнӑ. Вӑл ашшӗ тата упӑшка тивӗҫне лайӑх туса тӑрайманран, хӑйне Иегова ырлани пирки иккӗленме пуҫланӑ. Пӗррехинче каҫхине ун патне пӗчӗк хӗрӗ кӗнӗ те ӑна хут листи панӑ. Ун ҫинче Исаия 30:15-мӗшӗнчи: «Сирӗн тӗрекӗр — тӑнӑҫлӑх та Турра шанса тӑни», — текен сӑмахсене пичетленӗ пулнӑ. Вӑл ҫав хут листине вырӑн ҫине хурса ҫапла каланӑ: «Аттеҫӗм, куляннӑ чухне ҫак сӑмахсене аса ил». Вара Дмитрий хӑйӗн ҫемйишӗн Иегова тӑрӑшнине ӑнланса илнӗ. Вӗсен апат-ҫимӗҫ те, тумтир те, пурӑнмалли вырӑн та пулнӑ. «Манӑн лӑпкӑ пулса Иеговӑна шанмаллаччӗ ҫеҫ», — тет Дмитрий. Эсир те ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсем тӳсетӗр пулсан, Иеговӑна шанӑр. Вӑл сире пулӑшӗ тата веҫех чӑтса ирттерме вӑй парӗ.

Иегова хӑй пире ырланине тӗрлӗ майпа кӑтартать (12-мӗш абзаца пӑхӑр) a


13. Иегова пире кам урлӑ тата мӗнле майпа хӑй ырлани пирки шантарма пултарать?

13 Вӑл пире тӑванлӑх панӑ. Иегова хамӑра ырлани пирки пухури тӑвансем урлӑ шантарать. Сӑмахран, вӑл кама та пулин кирлӗ вӑхӑтра ырӑ сӑмах калама хавхалантарма пултарать. Азире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван ҫакна хӑйӗн ҫинче туйса илнӗ. Вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тата хытӑ чирлесе кайнӑ. Каярахпа унӑн упӑшки йывӑр ҫылӑх тунӑ та тек старейшина пулса ӗҫлеймен. «Эпӗ мӗншӗн ҫакӑ веҫех ман ҫине йӑтӑнса аннине ӑнланмастӑмччӗ, — тет вӑл. — Тен, эпӗ Иегова умӗнче айӑпа кӗнӗ те вӑл мана пиллеме пӑрахрӗ тесе шутлаттӑмччӗ». Ҫав хӗрарӑм тӑван Иеговӑна: «Мана ырланине кӑтартсам», — тесе йӑлӑннӑ. Иегова мӗнле хуравланӑ-ши? Хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Старейшинӑсем мана йӑпатрӗҫ тата Иегова хама ырлани пирки шантарчӗҫ». Вӑхӑт иртсен вӑл каллех Иеговӑна кӗлтуса хӑйне ырланине кӑтартма ыйтнӑ. «Ҫав кунах эпӗ пухури тӑвансенчен ҫыру илтӗм, — тет вӑл. — Вӗсем ҫырнӑ ӑшӑ сӑмахсене вуланӑ чухне эпӗ Иегова хама илтнине туйса илтӗм». Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова хамӑра ырлани пирки шантарас тесе ыттисене пире ырӑ сӑмах калама хавхалантарма пултарать (Пс. 9:38, 39).

Иегова хӑй пире ырланине тӗрлӗ майпа кӑтартать (13-мӗш абзаца пӑхӑр) b


14. Иегова пире ырланине тата мӗнле кӑтартать?

14 Пире канаш памалла чухне Иегова пухури тӑвансене ҫавна тума хавхалантарма пултарать. Ҫапла майпа та вӑл пире ырланине кӑтартать. Сӑмахран, пӗрремӗш ӗмӗрте Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе тӑвансем патне 14 ҫыру ҫырса янӑ. Ҫав ҫырусенче вӑл тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ыррӑн вӗсене канашсем панӑ. Мӗншӗн Иегова Павела ҫавна тума хавхалантарнӑ? Иегова, лайӑх Ашшӗ пулнӑран, хӑйӗн ачисене юратать, ҫавӑнпа вӗсене ӑс кӗртет (Ытар. 3:11, 12). Апла пулсан, пире Библи тӑрӑх канаш парсан, пирӗн кулянса ӳкмелле мар, савӑнмалла. Мӗншӗн тесен ҫакӑ Иегова пире ырламаннине мар, пачах урӑхла, юратнине кӑтартса парать (Евр. 12:6). Вӑл пире ырланине тата мӗн ҫирӗплетсе парать?

ИЕГОВА ПИРЕ ЫРЛАНИНЕ ТАТА МӖН ҪИРӖПЛЕТСЕ ПАРАТЬ?

15. Иегова пире святой сывлӑш пани мӗн пирки шантарать?

15 Иегова хӑй ырлакан ҫынсене святой сывлӑш парать (Матф. 12:18). Иеговӑн сывлӑшӗ пире лайӑх енсем аталантарма пулӑшать. Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ вӗсенчен хӑшӗсене аталантартӑм?» Сӑмахран, христиансен ҫулӗ ҫине тӑнӑранпа эсир тӳсӗмлӗрех пулса тӑтӑр-и? Эсир мӗн чухлӗ лайӑхрах святой сывлӑш ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене кӑтартатӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах Иегова хӑвӑра ырланине шанма пултаратӑр. ( «Святой сывлӑш мӗнле лайӑх енсене аталантарма пулӑшать?» рамкӑна пӑхӑр.)

Иегова хамӑра ырланине мӗн ҫирӗплетсе парать? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)


16. Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе кама шанса панӑ тата ҫакӑ сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать? (1 Фессалоника 2:4).

16 Иегова хӑй ырлакан ҫынсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанса панӑ. (1 Фессалоника 2:4 вуласа парӑр.) Джо́селин ятлӑ хӗрарӑм тӑван ку чӑнах та ҫапла пулнине ӑнланса илнӗ. Пӗррехинче ирхине вӑл кӑмӑлсӑр вӑраннӑ. «Манӑн пӗр вӑй та ҫукчӗ, эпӗ ыттисемшӗн нимӗн те тӑваймастӑп пек туйӑнатчӗ, — тет вӑл. — Анчах та эпӗ пионер пулнӑ, ырӑ хыпар сарма кайма калаҫса татӑлнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа эпӗ кӗлтурӑм та тухса кайрӑм». Ҫав ирхине Джоселин Мэри ятлӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑма тӗл пулнӑ, лешӗ вара Библи вӗренме килӗшнӗ. Темиҫе уйӑх иртсен, Мэри хӑйӗн алӑкне Джоселин шакканӑ чухне хӑй ҫав вӑхӑтра Турӑран пулӑшу ыйтса кӗлтуса ларнӑ тенӗ. Хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине аса илсе Джоселин акӑ мӗн калать: «Иегова мана: „Маттур! Эпӗ сана ырлатӑп“, — каланӑн туйӑнчӗ». Паллах ӗнтӗ, ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫавӑн пек лайӑх итлекен ҫынсене кашнинчех тӗл пулмастпӑр. Анчах та ҫак ӗҫе эпир чун-чӗререн тусан, Иегова хамӑра ырлани пирки иккӗленмелле мар.

Иегова хамӑра ырланине мӗн ҫирӗплетсе парать? (16-мӗш абзаца пӑхӑр) c


17. Виктория тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшласа мӗн ӑнланса илнӗ? (Псалом 5:13).

17 Иегова хӑй ырлакан ҫынсенӗн ҫылӑхӗсене тӳлесе илме панӑ парнене пула каҫарать (1 Тим. 2:5, 6). Тен, эсир тӳлесе илме панӑ парнене ӗненетӗр тата шыва кӗнӗ, анчах та ҫав-ҫавах чӗрӗр Иегова хӑвӑра ырланине ӗненесшӗн мар. Айтӑр ҫакна асра тытар: хамӑр туйӑмсене хӑш-пӗр чухне шанма ҫук, Иеговӑна вара яланах шанма пулать. Тӳлесе илме панӑ парнене ӗненекенсене Иегова тӳрӗ тесе шутлать тата вӗсене пиллеме сӑмах парать (Псалом 5:13 вуласа парӑр; Рим 3:26). Акӑ Виктория тӗслӗхӗ. Пӗррехинче вӑл ҫав парне ҫинчен шухӑшланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: «Иегова нумай вӑхӑт хушши манпа чӑтӑмлӑ пулнӑ... Эпӗ вара ӑна ҫапла каланӑ пекех пулать: „Эсӗ мана юратаймастӑн. Санӑн Ывӑлу панӑ парне вара манӑн ҫылӑхсене каҫарттараймасть“». Виктория тӳлесе илме панӑ парнене шӑп хӑйӗншӗн панине ӑнланса илнӗ. Ҫапла вара вӑл хӑйне Иегова питӗ хытӑ юратни пирки иккӗленме пӑрахнӑ. Эпир те тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, Иегова пире хытӑ юратнине тата ырланине курса тӑрӑпӑр.

Иегова хамӑра ырланине мӗн ҫирӗплетсе парать? (17-мӗш абзаца пӑхӑр)


18. Хамӑр ҫӳлти Аттене юрататпӑр пулсан, пирӗн мӗн пирки иккӗленмелле мар?

18 Ҫак статьяри шухӑшсемпе усӑ курма тем пекех тӑрӑшсан та, пурпӗрех хӑш-пӗр чухне кулянса ӳксе Иегова хамӑра ырлани пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек самантсенче Иегова «хӑйне юратакансене» хакланине асра тытӑр (Иак. 1:12). Эппин, малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр, вӑл хӑвӑра ырланине мӗнле кӑтартнине асӑрхама тӑрӑшӑр. Вӑл пирӗнпе кашнипе ҫывӑх пулнине нихӑҫан та ан манӑр (Ап. ӗҫ. 17:27).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн хӑш-пӗрисем Иегова хӑйсене ырлани пирки иккӗленеҫҫӗ?

  • Турӑ хӑй пире ырлани пирки мӗнле шантарать?

  • Иегова пире ырланине тата мӗн ҫирӗплетсе парать?

88-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

a ӲКЕРЧӖК. Инсценировка.

b ӲКЕРЧӖК. Инсценировка.

c ӲКЕРЧӖК. Инсценировка.