Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

БИБЛИРИ СӐМАХ ҪАВРӐНӐШӖ

Турӑ «ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ»

Турӑ «ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ»

Иисус пирӗншӗн хӑйӗн юнне тӑкса тӳлесе илме панӑ парнене панине пула ҫеҫ пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ (Эф. 1:7). Анчах та Библире Турӑ «тӳсӗмлӗ пулса ӗлӗк те ҫылӑхсене каҫарнӑ» тенӗ, урӑхла каласан, Иисус хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илме панӑ парне пек паричченех Турӑ ҫылӑхсене каҫарнӑ (Рим 3:25). Мӗншӗн Иегова ҫавна законлӑ майпа, хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисене пӑсмасӑр, тунӑ теме пулать?

Турӑ вӑрлӑх, е тӑхӑм, пуласси пирки хӑй сӑмах парсанах тӳлесе илме панӑ парне пирки ӑна тӳленӗ ӗнтӗ тесе шутланӑ (Пулт. 3:15; 22:18). Иегова хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗртен-пӗр Ывӑлӗ хатӗр пулсах хӑйӗн пурнӑҫне парасси пирки иккӗленмен (Гал. 4:4; Евр. 10:7—10). Иисусӑн та ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ҫылӑхсене каҫарма власть пулнӑ. Мӗншӗн вӑл ҫылӑхсене каҫарма пултарнӑ? Мӗншӗн тесен хӑй пуласлӑхра тӳлесе илме панӑ парне парсан ҫынсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнасса пӗлнӗ (Матф. 9:2—6).