12-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
77-МӖШ ЮРӐ Тӗттӗм тӗнчере ҫутатакан ҫутӑ
Тӗттӗмлӗхрен пӑрӑнӑр — ҫутӑра ҫӳрӗр
«Унччен эсир тӗттӗмлӗхре пулнӑ, анчах халӗ эсир ҫутӑра» (ЭФ. 5:8).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Эфесри христиансем патне янӑ ҫырури 5-мӗш сыпӑкра тӗттӗмлӗхпе ҫутӑ пирки калани пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ?
1, 2. а) Мӗнле лару-тӑрура Павел Эфесри христиансем патне ҫыру ҫырса янӑ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?
РИМРА килти арестра пулнӑ чухне Павел апостол пухури тӑвансене хавхалантарасшӑн пулнӑ. Вӑл вӗсемпе куҫа-куҫӑн курса калаҫайман, ҫавӑнпа та вӗсем патне ҫырусем ҫырнӑ. Ҫав ҫырусенчен пӗри — Эфесри христиансем патне янӑ ҫыру. Вӑл ӑна пирӗн эрӑри 60-мӗш е 61-мӗш ҫулсенче ҫырнӑ (Эф. 1:1; 4:1).
2 Вунӑ ҫула яхӑн маларах Павел нумай вӑхӑт хушши Эфесра ырӑ хыпар сарнӑ тата вӗренекенсене хатӗрленӗ (Ап. ӗҫ. 19:1, 8—10; 20:20, 21). Вӑл пухури тӑвансене юратнӑ, вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлччӑр тенӗ. Мӗншӗн-ха вара Павел святой сывлӑшпа суйласа илнӗ ҫав христиансене тӗттӗмлӗхпе ҫутӑ пирки ҫырса янӑ? Тата ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? Айтӑр ҫак ыйтусене сӳтсе явар.
ТӖТТӖМЛӖХРЕН — ҪУТТА
3. Эфесри христиансем патне янӑ ҫырура Павел мӗнле танлаштару илсе панӑ?
3 Павел Эфесри христиансем патне: «Унччен эсир тӗттӗмлӗхре пулнӑ, анчах халӗ эсир ҫутӑра», — тесе ҫырса янӑ (Эф. 5:8). Ҫапла ҫырса вӑл вӗсем ҫав тери вӑйлӑ улшӑннине палӑртнӑ. Мӗншӗн Павел Эфесри христиансем «унччен... тӗттӗмлӗхре пулнӑ» тесе каланӑ? Айтӑр пӑхса тухар.
4. Мӗншӗн Эфесри ҫынсем суя тӗн тӗттӗмлӗхӗнче пулнӑ теме пулать?
4 Суя тӗн тӗттӗмлӗхӗнче пулни. Эфесри христиансем чӑнлӑха пӗличчен тата христиансем пулса тӑриччен суя тӗн тата тӗшмӗш чуралӑхӗнче пулнӑ. Эфес хули Артемида храмӗпе паллӑ пулнӑ. Ӗлӗк-авал ҫав храм ҫынсем тунӑ тӗлӗнмелле ҫичӗ япаласенчен пӗри пулнӑ. Халӑх унта йӗрӗхсене пуҫҫапма ҫӳренӗ. Артемида храмӗ евӗрлӗ пӗчӗк храмсене ӑсталаса туса сутни нумай тупӑш панӑ (Ап. ӗҫ. 19:23—27). Унсӑр пуҫне, хулара пурӑнакансенчен нумайӑшӗ асамлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ (Ап. ӗҫ. 19:19).
5. Мӗншӗн Эфес ҫыннисем нравственность тӗлӗшӗнчен тӗттӗмлӗхре пулнӑ теме пулать?
5 Нравственность тӗлӗшӗнчен тӗттӗмлӗхре пулни. Эфесри ҫынсем питех те аскӑнланса пурӑннӑ. Театрта кӑтартакан спектакльсем тата тӗн уявӗсем час-часах аскӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ пулнӑ (Эф. 5:3). Эфесри ҫынсен нумайӑшӗн «совеҫӗ туйми» пулса ҫитнӗ (сӑмахран сӑмаха куҫарсан — «ыратнине туйми пулса тӑнӑ») (Эф. 4:17—19). Иегова мӗн пирки ырӑ, мӗн пирки усал тенине вӗсем пӗлмен. Ҫавӑнпа та совеҫӗ вӗсене кӑшламан — вӗсем Турӑ умӗнче нимӗнле яваплӑх та туйман. Акӑ мӗншӗн Павел: «Ӑсӗпе вӗсем тӗттӗмлӗхре тата Турӑ паракан пурнӑҫран вӗсене уйӑрнӑ», — тесе ҫырнӑ.
6. Мӗншӗн Павел Эфесри христиансене: «Халӗ эсир ҫутӑра», — тенӗ?
6 Анчах та Эфесри хӑш-пӗр ҫынсем тӗттӗмлӗхрен тухнӑ. Павел: «Халӗ эсир ҫутӑра, мӗншӗн тесен эсир Ҫӳлхуҫанӑн», — тесе ҫырнӑ (Эф. 5:8). Вӗсем хӑйсен ҫулне ҫутатакан Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн пурӑнма шут тытнӑ (Пс. 118:105). Ҫав ҫынсем йӗрӗхсене пуҫҫапма тата аскӑнланса пурӑнма пӑрахнӑ. Вӗсем Иеговӑран тӗслӗх илме пуҫланӑ тата уншӑн ӗҫлесе тӑрса ӑна савӑнтарма тӑрӑшнӑ (Эф. 5:1).
7. Пирӗнпе Эфесри христиансем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?
7 Эфесри христиансем пекех, эпир те чӑнлӑха пӗличчен тӗн тата нравственность тӗлӗшӗнчен тӗттӗмлӗхре пулнӑ. Пирӗнтен хӑш-пӗрисем суя тӗн уявӗсене уявланӑ, теприсем — аскӑнланса пурӑннӑ. Анчах та Иегова мӗне ырӑ, мӗне усал тенине пӗлсен эпир улшӑнусем турӑмӑр. Иеговӑна савӑнтарас тесе эпир унӑн сӑваплӑ нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнас терӗмӗр. Пирӗн пурнӑҫ самаях лайӑхланчӗ (Ис. 48:17). Анчах та сыхӑ тӑмасан каллех тӗттӗмлӗхе кӗрсе ӳкме пулать. Ҫавӑнпа та пирӗн тӗттӗмлӗхрен аякра тӑрса «ҫутӑ ачисем пек» пурӑнмалла. Ҫапла пултӑр тесен мӗн тумалла-ши?
ТӖТТӖМЛӖХРЕН ПӐРӐНӐР
8. Эфес 5:3—5 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Эфесри христиансен мӗнрен пӑрӑнмалла пулнӑ?
8 Эфес 5:3—5 вуласа парӑр. Нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулас тесен Эфесри христиансен Иеговӑна килӗшмен ӗҫсене тумалла пулман. Вӗсем шутне аскӑн ӗҫсем кӑна мар, киревсӗр калаҫусем те кӗреҫҫӗ. Павел Эфесри христиансене йӗркесӗр ӗҫсем тӑвакансем «Христосӑн тата Туррӑн Патшалӑхӗнче еткер илес ҫук» тесе аса илтернӗ.
9. Мӗншӗн таса мар тата аскӑн ӗҫсемпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пӑхмалла мар, итлемелле мар тата ҫавӑн ҫинчен калаҫмалла мар?
9 «Тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене» хутшӑнас мар тесен пирӗн те асӑрхануллӑ пулмалла (Эф. 5:11). Чӑнах та, ҫын таса мар тата аскӑн ӗҫпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавна пӑхать, итлет тата ҫавӑн ҫинчен калаҫать пулсан, ҫӑмӑллӑнах ҫылӑх тума пултарать (Пулт. 3:6; Иак. 1:14, 15). Пӗр ҫӗршывра вун-вун Свидетель чат йӗркелесе унта хутшӑнма пуҫланӑ. Малтан вӗсем унта чӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем Иеговӑна килӗшмен ӗҫсем ҫинчен калаҫма пуҫланӑ. Вӗсем ытларах та ытларах секс ҫинчен калаҫнӑ. Ҫав чатра хутшӑнакан хӑш-пӗр тӑвансемшӗн ҫакӑ япӑх вӗҫленнӗ — вӗсем аскӑн ӗҫ тунӑ. Каярахпа вӗсем ҫылӑх патне шӑп ҫав таса мар калаҫусем илсе ҫитернӗ тенӗ.
10. Шуйттан пире мӗнле улталама хӑтланать? (Эфес 5:6).
10 Шуйттан тӗнчи пире таса мар тата аскӑн ӗҫсене тунинче ним япӑххи те ҫук тесе ӗнентересшӗн (2 Пётр 2:19). Ҫакӑ пире тӗлӗнтермест. Шуйттан тахҫанах ҫак меслетпе усӑ курать: вӑл ҫынсене аташтарса вӗсем ыррипе усаллине уйӑрса ан илччӗр тет (Ис. 5:20; 2 Кор. 4:4). Акӑ мӗншӗн час-часах фильмсенче, телешоусенче тата сайтсенче Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшсе тӑман шухӑшсем нумай. Шуйттан ҫынсене аскӑнланса пурӑнсан ним япӑххи те пулмасть, пачах урӑхла, вӗсем телейлӗрех те савӑнӑҫлӑрах пулӗҫ тесе улталать. (Эфес 5:6 вуласа парӑр.)
11. Эфес 5:7-мӗшӗнчи канаш халӗ те усӑллӑ пулнине Анжелӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Эпир Иеговӑна юратман ҫынсемпе хутшӑнсан Шуйттан ҫав тери савӑнӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне пире Библири нормӑсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма йывӑртарах пулӗччӗ. Павел та ҫак хӑрушлӑх пирки пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Эфесри христиансене Турӑ куҫӗ умӗнче усал тӑвакан ҫынсемпе хутшӑнасран асӑрхаттарнӑ (Эф. 5:7). Пирӗн вара тата асӑрхануллӑрах пулмалла, мӗншӗн тесен халӗ ҫынсем тӗл пулса кӑна мар, социаллӑ сетьсенче те хутшӑнаҫҫӗ. Азире пурӑнакан Анже́ла a социаллӑ сетьсем сиен кӳме пултарнине хӑйӗн ҫинче туйса илнӗ. Вӑл каласа парать: «Ку чӑнах та таната. Майӗпен, хам асӑрхамасӑрах эпӗ Туррӑн нормисем ҫине урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Эпӗ туссем шутне Библие хисеплемен ҫынсене кӗртме тытӑнтӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара Иегова мӗн каланине шута илмесӗрех, хамӑн мӗнле пурӑнас килет, ҫавӑн пек пурӑннинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлама пуҫларӑм». Телее, юратакан старейшинӑсем Анжелӑна хӑй тӗрӗс мар шутланине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Вӑл калать: «Халӗ эпӗ социаллӑ сетьсем ҫинчен мар, Иегова ҫинчен тата ӑна мӗн килӗшни ҫинчен шухӑшлатӑп».
12. Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма пире мӗн пулӑшӗ?
12 Ҫак тӗнче пире хӑйӗн пӑсӑк нормисем тӑрӑх пурӑнтарасшӑн. Анчах та пире улталаймастӑн (Эф. 4:19, 20). Хӑвӑра хӳтӗлес тесе ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: «Эпӗ пӗрле ӗҫлекенсемпе, пӗрле вӗренекенсемпе тата Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнман ытти ҫынсемпе май килнӗ таран сахалрах хутшӑнма тӑрӑшатӑп-и? Ман пирки фанатик тесен те эпӗ Иеговӑн нормисене ҫирӗп тытса тӑратӑп-и?» Христиансен пухӑвӗнче туссене суйланӑ чухне те пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Шӑп ҫакӑн ҫинчен Павел 2 Тимофей 2:20—22 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ. Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан ҫынсемпе мар, уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма хавхалантаракан ҫынсемпе туслашасшӑн.
«ҪУТӐ АЧИСЕМ ПЕК ПУРӐНӐР»
13. «Ҫутӑ ачисем пек» пурӑнӑр тени мӗне пӗлтерет? (Эфес 5:7—9).
13 Павел христиансене тӗттӗмлӗхрен пӑрӑнма кӑна мар, «ҫутӑ ачисем пек» пурӑнма та хавхалантарнӑ. (Эфес 5:7—9 вуласа парӑр.) Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Кӗскен каласан — пирӗн талӑкра 24 сехет хушши христианин пулмалла. Ҫакна тума мӗн пулӑшӗ? Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тимлӗ вуласа тӗпчемелле. Уйрӑмах Иисус Христосӑн пурнӑҫӗпе вӗрентӗвӗсем ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен вӑл — «тӗнче ҫути» (Иоанн 8:12; Ытар. 6:23).
14. Святой сывлӑш пире мӗнле пулӑшать?
14 «Ҫутӑ ачисем» пулас тесе пире святой сывлӑш та кирлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унсӑрӑн эпир ҫак пӑсӑк тӗнчере таса тӑрса юлаймӑпӑр (1 Фес. 4:3—5, 7, 8). Святой сывлӑш пире Туррӑн шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑман ҫак тӗнчери философипе тӗрлӗ шухӑшсене сирсе яма пулӑшать. Унсӑр пуҫне, святой сывлӑш ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх енне ӑнтӑлма пулӑшать (Эф. 5:9).
15. Святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла? (Эфес 5:19, 20).
15 Святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла? Майсенчен пӗри — ӑна кӗлӗре ыйтмалла. Иисус Иегова «хӑйӗнчен ыйтакансене святой сывлӑш паратех» тенӗ (Лука 11:13). Унсӑр пуҫне, христиансен тӗлпулӑвӗсенче пурте пӗрле Иеговӑна мухтанӑ чухне те эпир святой сывлӑш илетпӗр. (Эфес 5:19, 20 вуласа парӑр.) Святой сывлӑш витӗм кӳнине пула эпир хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарма пултаратпӑр.
16. Тӗрӗс йышӑнусем тума мӗн пулӑшӗ? (Эфес 5:10, 17).
16 Пӗлтерӗшлӗ йышӑну тӑвас умӗн «Иеговӑн ирӗкне ӑнланма» тӑрӑшмалла, кайран вара унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тумалла. (Эфес 5:10, 17 вуласа парӑр.) Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлас тесен мӗн тумалла? Хамӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири принципсене шырамалла. Вӗсемпе усӑ курсан эпир тӗрӗс йышӑну тӑватпӑр пулӗ.
17. Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курас тесен мӗн тумалла? (Эфес 5:15, 16). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Унсӑр пуҫне, Павел Эфесри христиансене вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма хавхалантарнӑ. (Эфес 5:15, 16 вуласа парӑр.) Пирӗн тӑшман, Шуйттан, пире ҫак тӗнчери ӗҫсене пуҫӗпех путарасшӑн, Турӑ валли пирӗн вӑхӑт ан юлтӑр тет (1 Иоанн 5:19). Христианин укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илесси, пӗлӳ илесси е карьера тӑвасси Иеговӑшӑн ӗҫленинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлама пултарать. Ҫапла пулсан, вӑл ҫак тӗнчери ҫынсем пек шутлама пуҫланӑ эппин. Паллах, маларах асӑннӑ ӗҫсем япӑхах мар, анчах та вӗсем пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пулмалла мар. «Ҫутӑ ачисем пек» пурӑнас тесен пирӗн вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курмалла, урӑхла каласан, чӑннипех те пӗлтерӗшлине тумалла.
18. Вӑхӑтпа лайӑхрах усӑ курас тесе Доналд мӗн тунӑ?
18 Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлемешкӗн майсем шырӑр. Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан До́налд ҫапла тунӑ та. Вӑл каласа парать: «Эпӗ хам мӗнле пурӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхрӑм та, сӑваплӑ ӗҫре нумайрах тумашкӑн Иеговӑран пулӑшу ыйтрӑм. Ытларах ырӑ хыпар сарма май паракан ӗҫ тупас тесе кӗлтӑваттӑм. Вара Иегова пулӑшнипе ҫавӑн пек ӗҫ тупрӑм. Халӗ эпир арӑмпа пӗрле Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑратпӑр».
19. «Ҫутӑ ачисем пек» пурӑнас тесен мӗн тумалла?
19 Павелӑн ҫырӑвӗ Эфесри христиансене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ пулас. Туррӑн ҫав канашӗсем пирӗншӗн те усӑллӑ. Пирӗн те вӑйӑ-кулла тата кампа хутшӑнмаллине тӗрӗс суйламалла. Унсӑр пуҫне, чӑнлӑх ҫути пирӗн пурнӑҫ ҫине витӗм кӳтӗр тесен тӑтӑшах Библи тӗпчемелле. Лайӑх енсене аталантарма пулӑшакан святой сывлӑш та пире питӗ кирлӗ. Эфесри христиансем патне янӑ ҫырури сӑмахсене итлесен эпир Иеговӑна килӗшекен йышӑнусем тума пултаратпӑр. Ҫакӑ веҫех пире ҫак тӗнчен тӗттӗмлӗхӗнчен хӳтӗлӗ те «ҫутӑ ачисем пек» пурӑнма пулӑшӗ.
ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?
-
Эфес 5:8-мӗшӗнче асӑннӑ «тӗттӗмлӗх» тата «ҫутӑ» мӗне пӗлтереҫҫӗ?
-
«Тӗттӗмлӗхрен» пӑрӑнас тесен мӗн тумалла?
-
«Ҫутӑ ачисем пек» пурӑнас тесен мӗн тумалла?
95-МӖШ ЮРӐ Чӑнлӑх ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталать
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b ӲКЕРЧӖК. Павел Эфесри христиансем патне янӑ ҫырӑвӑн малтанхи копийӗ.