11-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
Хӑвӑрӑн е ыттисен йӑнӑшӗсене пӑхмасӑрах малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
«Эсӗ... ман ятшӑн нумай тӳсрӗн» (ӲЛӖМ. 2:3).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Хамӑр е ыттисем йӑнӑшсем тунине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшӗ?
1. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн-мӗн парнеленӗ?
ҪАК тӗнчери лару-тӑру япӑхрах та япӑхрах пулса пырать. Анчах та Иеговӑн организацийӗнче эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туятпӑр. Иегова пире пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх — юратакан тӑвансене — парнеленӗ (Пс. 132:1). Унсӑр пуҫне, вӑл пире хамӑр ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать (Эф. 5:33—6:1). Тата чун канӑҫлӑхне мӗнле тупмаллине вӗрентет.
2. Мӗншӗн Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать?
2 Анчах та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Хӑш-пӗр чухне пухури тӑвансем мӗн те пулин каласа е туса пире кӳрентерме пултараҫҫӗ. Е эпир хамӑр йӑнӑшсемшӗн, уйрӑмах вӗсене ҫине-ҫинех тӑватпӑр пулсан, кулянма пултаратпӑр. Апла пулин те парӑнмалла мар. Пирӗн: 1) пухури пӗр-пӗр тӑван хамӑра кӳрентерсен те, 2) мӑшӑр хӑйне хамӑр кӗтнӗ пек тытмасан та тата 3) хамӑр йӑнӑшсене пула ал усӑнсан та, Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлемелле. Айтӑр Библире ҫырса панӑ Иеговӑн виҫӗ ӗҫлекенӗн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем ҫавӑн пекрех лару-тӑрура хӑйсене мӗнле тытнине тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӗлер.
ПУХУРИ ПӖР-ПӖР ТӐВАН ХӐВӐРА КӲРЕНТЕРСЕН ТЕ ИЕГОВӐШӐН ШАНЧӐКЛӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐРӐР
3. Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?
3 Йывӑрлӑх. Хӑш-пӗр чухне пухури тӑвансем шухӑшламасӑр мӗн те пулин каланипе е тунипе пире кӳрентерме пултараҫҫӗ. Е, тен, пире пӗр-пӗр тӑванӑн характерӗ тарӑхтарать. Старейшинӑсем те йӑнӑшсем тума пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗрисем ҫакӑ Туррӑн организацийӗ пулни пирки иккӗленме пултараҫҫӗ. Вара вӗсем пухури тӑвансемпе пӗрле Иеговӑшӑн «пӗр кӑмӑлпа» ӗҫлесе тӑрас вырӑнне хӑйсене кӳрентернӗ тӑвансенчен пӑрӑнса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ е пачах та тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахаҫҫӗ (Соф. 3:9). Ҫапла туни ӑслӑ-тӑнлӑ пулать-ши? Библире ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ ҫын ҫинчен ҫырса панӑ. Айтӑр вӑл хӑйне мӗнле тытнине пӗлер.
4. Павел апостол мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?
4 Библири тӗслӗх. Павел апостол пухури тӑвансен ҫитменлӗхсем пуррине лайӑх пӗлнӗ. Сӑмахран, вӑл христианин пулса тӑрсанах пухури хӑш-пӗр тӑвансем унран хӑранӑ (Ап. ӗҫ. 9:26). Каярахпа хӑш-пӗрисем Павелӑн ятне ярас тесе ун пирки сӑмах сарса ҫӳренӗ (2 Кор. 10:10). Павел пӗр старейшина хӑйне тӗрӗс мар тытнине те курнӑ, лешӗ мӗн туни тӑвансен ӗненӗвне хавшатма пултарнӑ (Гал. 2:11, 12). Унсӑр пуҫне, Павелӑн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри, Марк, хӑйне мӗнле тытнине пула Павелӑн ӗмӗчӗ татӑлнӑ (Ап. ӗҫ. 15:37, 38). Ҫав кашни лару-тӑрурах Павел хӑйне кӳрентернӗ тӑвансемпе хутшӑнма пӑрахма та пултарнӑ. Ҫапах та вӑл вӗсенче лайӑххине курма тӑрӑшса малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ. Ҫавна тума ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши?
5. Мӗне пула Павел пухури тӑвансенчен сивӗнмен? (Колоссӑ 3:13, 14). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
5 Павел пухури тӑвансене юратнӑ. Юратнине пула вӑл тӑвансен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳремен, ун вырӑнне вӗсен лайӑх енӗсене курма тӑрӑшнӑ. Юратнине пулах Павел Колоссӑ 3:13, 14 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) хӑй мӗн ҫырнине тума пултарнӑ: вӑл тӑвансене ыттисене каҫарма вӗрентнӗ. Айтӑр Павел хӑйне ҫак канашпа килӗшӳллӗн мӗнле тытнине пӑхар. Пӗрремӗш миссионерла ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче Марк Павела хӑварса кайнӑ пулин те, лешӗ ун ҫине кӳренсе лартман. Каярахпа Павел Колоссӑри тӑвансем патне ӑшӑ ҫыру ҫырса янӑ. Унта вӑл хӑйне пулӑшнӑшӑн Марка мухтанӑ тата ун пирки хаклӑ пулӑшакан тенӗ (Кол. 4:10, 11). Римра тӗрмере ларнӑ чухне Павел хӑйӗн патне шӑп Марк килтӗр тесе ыйтнӑ (2 Тим. 4:11). Куратпӑр ӗнтӗ, Павел тӑвансене юратнӑ тата вӗсенчен сивӗнмен. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренме пултаратпӑр?
6, 7. Тӑвансен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах, вӗсене юратма мӗн пулӑшӗ? (Еврейсем 13:1).
6 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова пире пухури тӑвансене юратма пӑрахмалла мар тет. (Еврейсем 13:1 вуласа парӑр.) Вӗсем пире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерчӗҫ пулсан ҫавна юриех тунӑ тесе шутламалла мар (Ытар. 12:18). Тӑвансем хӑш-пӗр чухне йӑнӑшаҫҫӗ пулин те, хӑйсене тӗрӗс тытма тӑрӑшнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене вӗсен ҫитменлӗхӗсене пӑхмасӑрах юратать, вӑл вӗсенчен тунмасть. Библире вӑл «ӗмӗрех тарӑхса тӑмасть» тенӗ (Пс. 102:9). Пирӗн те ҫӳлти Аттемӗртен тӗслӗх илсе ыттисене каҫармалла (Эф. 4:32—5:1).
7 Асра тытӑр: ҫак тӗнче пӗтсе пынӑ май пирӗн пухури тӑвансемпе тата ҫывӑхрах пулма тӑрӑшмалла. Тен, пире ытларах хӗсӗрлеме пуҫлӗҫ. Хамӑр мӗне ӗненнишӗн эпир тӗрмене те лекме пултаратпӑр. Ун чухне вара тӑвансем пире нихҫанхинчен те кирлӗрех пулӗҫ (Ытар. 17:17). Испанири Хосе́п a ятлӑ старейшинӑпа акӑ мӗн пулса иртнӗ. Алла хӗҫ-пӑшал илме килӗшменшӗн ӑна ытти арҫын тӑвансемпе пӗрле тӗрмене лартнӑ пулнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Тӗрмере эпир пурте пӗр пӳлӗмре пулнине пула ҫӑмӑллӑнах харкашусем сиксе тухма пултарнӑ. Пирӗн пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтма тата пӗр-пӗрне хӑвӑрт каҫарма вӗренмеллеччӗ. Ҫакӑ пире пӗрлӗхре пулма пулӑшрӗ. Вара эпир пӗр-пӗрне хӳтӗлеме пултартӑмӑр, пирӗн тавра Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пулнӑ вӗт. Пӗррехинче эпӗ алла амантрӑм та ӑна ҫыхса ячӗҫ. Ҫавна пула эпӗ хӑш-пӗр ӗҫсене хам тӗллӗн тӑваймастӑмччӗ. Ҫавӑнпа та пӗр арҫын тӑван мана пулӑшсах тӑратчӗ, сӑмахран, кӗпе ҫуса паратчӗ. Инкеке лексен эпӗ чӑн-чӑн тӑванла юрату мӗн иккенне хам ҫинче туйса илтӗм». Айтӑр йывӑр вӑхӑтсем ҫитессе кӗтмесӗрех халех харкашусене татса пама вӗренер.
МӐШӐР ХӐЙНЕ ХӐВӐР КӖТНӖ ПЕК ТЫТМАСАН ТА ИЕГОВӐШӐН ШАНЧӐКЛӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐРӐР
8. Мӑшӑрсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ?
8 Йывӑрлӑх. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Библире мӑшӑрланнӑ ҫынсен «пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ» тесе тӳррӗн каланӑ (1 Кор. 7:28). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен упӑшкипе арӑмӗн иккӗшӗн те ҫитменлӗхсем пур тата вӗсем япаласем ҫине тӗрлӗрен пӑхма пултараҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ культурӑран пулма пултараҫҫӗ тата вӗсене тӗрлӗрен пӑхса ӳстернӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен пӗрлешиччен курӑнман хӑш-пӗр енсем палӑрма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ хирӗҫӳсем патне илсе ҫитерме пултарать. Вара ҫав йывӑрлӑхсене пӗрле татса пама тӑрӑшас вырӑнне упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне айӑплама пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем уйрӑм пурӑнсан е уйрӑлсан лайӑхрах пулать тесе те шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫапла тусан вӗсем телейлӗрех пулӗҫ-ши? b Айтӑр Библире асӑннӑ пӗр хӗрарӑмӑн тӗслӗхне аса илер. Упӑшки хӑйне мӗнле тытнине пула ӑна ытла та йывӑр килнӗ. Эпир ҫав хӗрарӑмран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9. Авигейӑн ҫемйинче мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?
9 Библири тӗслӗх. Авигейӑн упӑшки Навал ятлӑ пулнӑ. Библире ун пирки хаяр та усал кӑмӑллӑ тенӗ (1 Патш. 25:3). Авигейӑна унпа пурӑнма йывӑр пулнӑ пулӗ. Вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗнчен хӑтӑлма пултарнӑ-ши? Пӗррехинче унӑн ҫавӑн пек май чӑнах та сиксе тухнӑ. Навал Израилӗн пулас патшине, Давида, тата унӑн ҫар ҫыннисене хурланӑ. Ҫавӑншӑн Давид ӑна вӗлересшӗн пулнӑ (1 Патш. 25:9—13). Ҫавӑн чухне Авигея тарса Давида хӑй мӗн шутланине тума чармасан та пултарнӑ. Анчах та вӑл ҫапла туман. Пачах урӑхла, Авигея Давида йӑлӑнса Навала чӗрӗ хӑварма ыйтнӑ (1 Патш. 25:23—27). Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ?
10. Авигейӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ лайӑхах пулман пулин те, ҫемйине упраса хӑварма ӑна мӗн хавхалантарнӑ пулас?
10 Авигея Иеговӑна юратнӑ тата Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ нормӑсене хисепленӗ. Турӑ Адампа Евӑна пӗрлештерсен вӗсене мӗн хушнине Авигея пӗлнӗ пулас (Пулт. 2:24). Вӑл мӑшӑрлӑ пурнӑҫ Иеговӑшӑн сӑваплӑ пулнине ӑнланнӑ. Авигея Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та килтисене, ҫав шутрах упӑшкине те, ҫӑлас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Давид Навала вӗлересшӗн пулнине пӗлсен Авигея вӑрахламан. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑй туман усал ӗҫшӗн каҫару ыйтма та хатӗр пулнӑ. Паллах, Иегова ҫав хӑюллӑ та хӑйне шеллемен хӗрарӑма юратнӑ. Упӑшкасемпе арӑмсем Авигейӑран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
11. а) Иегова мӑшӑрсенчен мӗн кӗтет? (Эфес 5:33). ӑ) Кармен ҫемйине упраса хӑварма тӑрӑшнинчен эсир мӗне вӗренетӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма ҫӑмӑл мар пулсан та, Иегова вӗсем пӗрле пурӑнасса кӗтет. Мӑшӑрсем йывӑрлӑхӗсене татса пама тӑрӑшнине тата пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине, хисепленине курса Иегова питӗ савӑнать. (Эфес 5:33 вуласа парӑр.) Акӑ Ка́рмен тӗслӗхӗ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫула яхӑн иртсен вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ, каярахпа вара шыва кӗнӗ. Кармен ҫапла каласа парать: «Упӑшкана ҫакӑ килӗшместчӗ. Вӑл мана Иегова ҫумне кӗвӗҫме пуҫларӗ. Мана хӑртатчӗ тата тухса каяссипе хӑрататчӗ». Ҫавна пӑхмасӑрах Кармен ҫемьене упраса хӑварас тесе нумай вӑй хунӑ. Вӑл 50 ҫул хушши упӑшкине юратма тата хисеплеме тӑрӑшнӑ. Малалла вӑл ҫапла калать: «Ҫулсем иртнӗҫемӗн эпӗ упӑшкана лайӑхрах пӗлсе ҫитрӗм. Вара унӑн туйӑмӗсене шута илсе унпа калаҫма вӗрентӗм. Эпӗ ҫемьене упраса хӑварас тесе хамран мӗн килнине веҫех тӑваттӑм, мӗншӗн тесен Иеговӑшӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ сӑваплӑ пулнине пӗлеттӗм. Эпӗ Иеговӑна юрататӑп, ҫавӑнпа та упӑшкана пӑрахса кайма манӑн пӗр шухӑш та пулман» c. Сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Иеговӑна шанӑр. Вӑл сире тӗреклетет тата веҫех чӑтса ирттерме пулӑшатех.
ХӐВӐР ЙӐНӐШСЕНЕ ПУЛА АЛ УСӐНСАН ТА ИЕГОВӐШӐН ШАНЧӐКЛӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐРӐР
12. Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынӑн мӗн тӳсме тивет?
12 Йывӑрлӑх. Йывӑр ҫылӑх тусан ҫын хӑйне хисеплеме пӑрахать. Библире ҫылӑх тунӑ ҫын питӗ хурлӑхлӑ пулма пултарать тенӗ (Пс. 33:19). Робе́рто ятлӑ арҫын тӑван пухура пулӑшакан пулса тӑмашкӑн нумай ҫул хушши тӑрӑшнӑ. Анчах та каярахпа вӑл йывӑр ҫылӑх тунӑ. Ҫапла тунипе вӑл Иеговӑна сутнине ӑнланнӑ. «Хам мӗн тунине ӑнланса илсен мана чӑтма ҫук йывӑрччӗ, — тет Роберто. — Хама йывӑр ҫӗклем йӑтса ҫӳренӗ пек туяттӑмччӗ, хамран йӗрӗнеттӗмччӗ. Эпӗ йӗреттӗм те Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑваттӑм. Турӑ манӑн кӗлӗсене урӑх нихӑҫан та итлемӗ тесе те шутлаттӑм. Мӗншӗн тесен эпӗ вӑл хамран мӗн кӗтнине тумарӑм». Ҫылӑх тусан пирӗн ал усӑнма пултарать. Ҫавӑн пек чухне эпир Иеговӑна кирлӗ мар, уншӑн ӗҫленинчен ним усси те ҫук текен шухӑш пуҫа кӗме пултарать (Пс. 37:5). Сирӗн те ҫавӑн пекрех туйӑмсем пур пулсан, пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пӗр христианина аса илӗр. Вӑл йывӑр ҫылӑх тусан та Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахман.
13. Пётр апостол мӗнле йывӑр ҫылӑх тунӑ тата ҫав ҫылӑх патне мӗн илсе ҫитернӗ?
13 Библири тӗслӗх. Иисуса вӗлерес умӗнхи каҫ Пётр апостол темиҫе пысӑк йӑнӑш тунӑ, вӗсем вара йывӑр ҫылӑх патне илсе ҫитернӗ. Малтанах Пётр хӑй ҫине ытлашши шанса ытти апостолсем Иисуса хӑварсан та хӑй шанчӑклӑ тӑрса юлать тесе мухтаннӑ (Марк 14:27—29). Каярахпа Гефсимани садӗнче вӑл темиҫе хут та ҫывӑрса кайнӑ (Марк 14:32, 37—41). Кайран, халӑх Иисуса арестлеме килсен, Пётр тарнӑ (Марк 14:50). Юлашкинчен вара вӑл Иисуса пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен каланӑ, ҫав суяна тупа туса та ҫирӗплетнӗ (Марк 14:66—71). Хӑй питӗ йывӑр ҫылӑх тунине ӑнланса илсен Пётр чӑтаймасӑр йӗрсе янӑ. Тен, ун чухне вӑл хӑй тунӑ ҫылӑх мӗн тери йывӑр пулнине ӑнланса илнӗ (Марк 14:72). Темиҫе сехетрен унӑн тусне, Иисуса, вӗлернӗ. Пётрӑн чӗри мӗн тери ыратнӑ пулӗ! Тен, вӑл хӑйӗн пирки ниме тӑман ҫын тесе шутланӑ.
14. Малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлеме Пётра мӗн пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех, ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Ҫапах та Пётр парӑнман, вӑл малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Пётр ыттисенчен пӑрӑнса ҫӳремен. Вӑл пӗр пек ӗненекенсем патне кайнӑ, лешӗсем ӑна, паллах, йӑпатнӑ (Лука 24:33). Унсӑр пуҫне, Пётра чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус курӑннӑ, вӑл Пётра тӗреклетесшӗн пулнӑ пулас (Лука 24:34; 1 Кор. 15:5). Каярахпа та Иисус Пётра йӑнӑшӗсемшӗн намӑслантарман. Пачах урӑхла, вӑл хӑйӗн тусне ытларах тивӗҫ шанса панӑ (Иоанн 21:15—17). Пётр хӑй йывӑр ҫылӑх тунине пӗлнӗ, ҫапах та хӑйӗн ҫине ал сулман. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑйне Иисус юратма пӑрахманнине пӗлнӗ. Пӗр пек ӗненекенсем те Пётра малалла та тӗреклетсе тӑнӑ. Пётрпа мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
15. Иегова пире мӗн пирки шантарать? (Неемия 9:17ӑ; Рим 8:38, 39). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иегова пире хӑй юратни тата каҫарасси пирки шантарать, пирӗн ҫавӑн пирки иккӗленӳ ан пултӑр тет. (Неемия 9:17ӑ; Рим 8:38, 39 вуласа парӑр.) Ҫылӑх тусан эпир хамӑра айӑплӑ туятпӑр. Ҫакӑ вӑл йӗркеллӗ япала. Анчах та Иегова халӗ хамӑра юратмасть тата нихӑҫан та каҫармасть тесе шутламалла мар. Ун вырӑнне тӳрех пулӑшу ыйтмалла. Маларах асӑннӑ Роберто ҫапла калать: «Эпӗ хам ҫине ытлашши шаннӑран тата хам вӑйпах илӗртӗве хирӗҫ тӑраятӑп тесе шутланӑран ҫылӑх турӑм». Вӑл старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмаллине ӑнланса илнӗ. Малалла Роберто ҫапла калать: «Иегова старейшинӑсем урлӑ хӑй мана юратни пирки шантарчӗ. Ҫак тӑвансем те хама хакланине эпӗ туйрӑм. Вӗсем мана Иегова ман ҫине ал сулманнине ӑнланма пулӑшрӗҫ». Пирӗн те Иегова хамӑра юратнине ҫирӗп шанмалла. Эпир ӳкӗнсен, пулӑшу шырасан тата йӑнӑшсене урӑх тӑвас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсан, вӑл пире каҫаратех (1 Иоанн 1:8, 9). Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленместпӗр пулсан, такӑнсан та, ӳксен те, эпир уншӑн малалла та ӗҫлесе тӑрӑпӑр.
16. Мӗншӗн эсир парӑнмасӑр малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрасшӑн?
16 Иегова эпир ҫак юлашки йывӑр кунсенче хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑма вӑй хунине питӗ хаклать. Хамӑрӑн е ыттисен йӑнӑшӗсене пула хӑш чухне ҫавна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫапах та, Иегова пулӑшнипе эпир уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултаратпӑр. Пирӗн пухури тӑвансене юратма вӗренмелле тата вӗсем пире кӳрентерсен каҫарма тӑрӑшмалла. Мӑшӑрсен ҫемьере сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӗрле татса пама тӑрӑшмалла. Ҫапла вӗсем ҫемьене йӗркеленӗ Турра юратнине тата хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Ҫылӑх тусан эпир Иеговӑра пулӑшу шыратпӑр. Тата вӑл хамӑра юратни тата каҫарасси пирки иккӗленмесӗр уншӑн малалла та ӗҫлесе тӑратпӑр. Ырӑ туса ал усмастпӑр пулсан, Иегова хамӑра нумай пиллӗх парассине шанма пултаратпӑр (Гал. 6:9).
ҪАК ЛАРУ-ТӐРУСЕНЧЕ МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐШӐН ШАНЧӐКЛӐН ӖҪЛЕСЕ ТӐМА МӖН ПУЛӐШАТЬ?
-
Пухури пӗр-пӗр тӑван хамӑра кӳрентерсен
-
Мӑшӑр хӑйне хамӑр кӗтнӗ пек тытмасан
-
Хамӑр йӑнӑшсене пула ал усӑнсан
139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b Библире упӑшкипе арӑмӗн уйрӑм пурӑнмалла мар тенӗ. Унта мӑшӑрсем уйрӑм пурӑнаҫҫӗ пулсан вӗсен урӑх ҫынпа мӑшӑрланма право ҫук тесе уҫҫӑн каланӑ. Анчах та хӑш-пӗр лару-тӑрусенче христианин мӑшӑрӗнчен уйрӑм пурӑнма витӗмлӗ сӑлтав пур тесе шутлама пултарать. «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери «Уйрӑм пурӑнасси» текен 4-мӗш хыҫсӑмаха пӑхӑр.
c Тата пӗр ҫемьен тӗслӗхне jw.org сайтри «Чӑн-чӑн мире суя мирпе ан улӑштарӑр! Даррелпа Дебора Фрисингерсем» видеора пӑхӑр.