Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

Шыва кӗрсен те Иисус хыҫҫӑн пырӑр

Шыва кӗрсен те Иисус хыҫҫӑн пырӑр

«Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма пӑрахтӑр та кунран-кун хӑйӗн асап юпине йӑтса ман хыҫҫӑн пытӑр» (ЛУКА 9:23).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статья пире пурне те хамӑра Иеговӑна халаллани пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ. Нумай пулмасть шыва кӗнисем вара Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумаллине пӗлӗҫ.

1, 2. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ҫын мӗнле пиллӗхсем илет?

 ШЫВА кӗрсе Иеговӑн ҫемйинчи ҫын пулса тӑрсан эпир питӗ хӗпӗртетпӗр. Туррӑн тусӗ пуласси — пысӑк чыс. Эпир Давид туйнинех туятпӑр, вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн картишӳнте пурӑнмашкӑн суйласа илнӗ, Хӑв патна ҫывӑхартнӑ ҫын телейлӗ» (Пс. 64:5).

2 Иегова хӑйӗн картишне кама чӗнет? Унчченхи статьяра каланӑ пек, кам Турӑпа ҫывӑхланасшӑн, Турӑ ҫавӑнпа ҫывӑхланать (Иак. 4:8). Хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир унпа ҫывӑхрах пулса тӑратӑр, сирӗн хушӑра ятарлӑ хутшӑнусем пулӗҫ. Турӑ сире «иксӗлми пиллӗх» парасси пирки ан иккӗленӗр (Мал. 3:10; Иер. 17:7, 8).

3. Хӑйне Иеговӑна халалласа шыва кӗнипе ҫын хӑйӗн ҫине мӗнле яваплӑх илет? (Екклесиаст 5:3, 4).

3 Шыва кӗни — пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Ҫав утӑма тунӑ хыҫҫӑн пирӗн хамӑра Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма тата кирек мӗнле йывӑрлӑх е илӗртӳ сиксе тухсан та ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла. (Екклесиаст 5:3, 4 вуласа парӑр.) Христосӑн вӗренекенӗ пулнӑ май пирӗн ун йӗрӗпе май ҫитнӗ таран тӗрӗсрех пымалла тата унӑн заповечӗсене тытса тӑмалла (Матф. 28:19, 20; 1Пётр 2:21). Айтӑр ҫакна мӗнле тумаллине тӗплӗнрех пӑхса тухар.

ЙЫВӐРЛӐХСЕНЕ ТАТА ИЛӖРТӲСЕНЕ ПӐХМАСӐРАХ ИИСУС ХЫҪҪӐН ПЫРӐР

4. Иисусӑн вӗренекенӗсем «асап юпине» йӑтса пыраҫҫӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Лука 9:23).

4 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн сирӗн йывӑрлӑхсем тек пулмӗҫ тесе ан шутлӑр. Иисус мӗн каланине асра тытӑр. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем «асап юпине» йӑтса пырӗҫ тенӗ, ҫавна вӗсем «кунран-кун» тӑвӗҫ тесе те каланӑ. (Лука 9:23 вуласа парӑр.) Ҫакӑ христиансен асапланса кӑна пурӑнмаллине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук. Иисус пирӗн пиллӗхсемпе пӗрле йывӑрлӑхсем те пулӗҫ тесе палӑртнӑ ҫеҫ. Хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем вара питех те йывӑр пулӗҫ (2 Тим. 3:12).

5. Иисус каланӑ тӑрӑх, уншӑн ҫухатусем тӳсекенсене мӗнле пиллӗхсем кӗтеҫҫӗ?

5 Тен, сире тӑван-хурӑнташсем хӗсӗрлеҫҫӗ. Е, тен, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурас тесе эсир пурнӑҫа ансатлатрӑр (Матф. 6:33). Ҫапла пулсан ан иккӗленӗр: Иегова эсир хӑйӗншӗн мӗн тунине асӑрхать (Евр. 6:10). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем тӗрӗс пулнине эсир хӑвӑр ҫинче туйса илнӗ пулӗ: «Кам маншӑн тата ырӑ хыпаршӑн кил-ҫуртне е пиччӗш-шӑллӗне, е аппӑш-йӑмӑкне, е амӑшне, е ашшӗне, е ачисене, е уй-хирне хӑварнӑ, ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах кил-ҫуртне, пиччӗш-шӑллӗне, аппӑш-йӑмӑкне, амӑшне, ачисене тата уй-хирне 100 хут ытларах илӗ, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗ» (Марк 10:29, 30). Иегова хӑвӑрӑн хӑварма тивнинчен те чылай ытларах парать (Пс. 36:4).

6. Мӗншӗн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та «ҫылӑхлӑ кӗлетке илӗртнипе» кӗрешмелле?

6 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пирӗн малалла та «ҫылӑхлӑ кӗлетке илӗртнипе» кӗрешмелле (1 Иоанн 2:16). Эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑмастпӑр-ҫке. Хӑш-пӗр чухне эсир хӑвӑра Павел апостол пек туйма пултаратӑр. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Чӗрере эпӗ Турӑ законне чӑннипех юрататӑп. Анчах хамӑн кӗлеткере урӑх закон куратӑп — вӑл манӑн ӑсӑм законне хирӗҫ ҫапӑҫать. Ҫак ҫылӑх законӗ мана хӑйӗн тыткӑнне илет» (Рим 7:22, 23). Хӑвӑрӑн тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсем пуррине асӑрхасан эсир кулянса ӳкме пултаратӑр. Ҫапах та алла ан усӑр. Хӑвӑра Иеговӑна халалланӑ чухне мӗн тума сӑмах пани ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакӑ сире ҫылӑхлӑ туртӑмсемпе кӗрешме вӑй парӗ. Тӗрӗссипе каласан, хӑвӑра Турра халалланине пула ҫавна тума сире ҫӑмӑлтарах та пулӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

7. Хамӑра Иеговӑна халаллани шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать?

7 Хӑвӑра Иеговӑна халалланӑранпа эсир хӑвӑршӑн пурӑнма пӑрахрӑр. Ҫакӑ эсир Иеговӑна кулянтарма пултаракан шухӑш-кӑмӑла та, тӗллевсене те сирсе яма шут тытнине пӗлтерет (Матф. 16:24). Ҫавӑнпа та йывӑр лару-тӑру сиксе тухсан, мӗн тумалла-ши тесе шутласа тӑмалла мар. Мӗншӗн тесен эсир Иеговӑна ҫеҫ шанчӑклӑ тӑрса юлатӑп тесе йышӑну тунӑ ӗнтӗ. Эсир ниме пӑхмасӑрах Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулӑр. Сирӗн шухӑш-кӑмӑл Иовӑнни пекех пулать. Вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ чухне те ҫирӗппӗн: «Хамӑн айӑпсӑрлӑха упрӑп», — тенӗ (Иов 27:5, ҪТ).

8. Хамӑра Иеговӑна халаллани илӗртӳсене сирсе яма мӗнле пулӑшӗ?

8 Иеговӑн ирӗкне тӑвассине ялан малти вырӑна хума сӑмах панине асра тытатӑр пулсан, сирӗн илӗртӳсене сирсе яма вӑй пулӗ. Сӑмахран, эсир мӑшӑрланнӑ ҫынпа якӑлтатма пуҫлӑр-и? Паллах, ҫук. Мӗншӗн тесен эсир Иеговӑна хӑвӑра ҫапла тытмастӑр тесе сӑмах панӑ ӗнтӗ. Тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑма аталанма памасан сирӗн кайран унпа кӗрешмелле те пулмасть. «Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ» ҫине тӑманшӑн эсир ҫав тери савӑнӑр пулӗ! (Ытар. 4:14, 15).

9. Хамӑра Иеговӑна халаллани уншӑн ӗҫлессине малти вырӑна хума мӗнле пулӑшать?

9 Енчен те сире тӗлпулусене ҫӳреме чӑрмантаракан ӗҫ сӗнсен мӗн тумалла? Мӗн тумаллине эсир пӗлетӗр. Эсир ҫавӑн пекрех сӗнӳсене сирсе яма тахҫанах йышӑну тунӑ. Ҫавӑнпа та ҫав ӗҫе кӗрсен ним япӑххи те пулмасть тесе шутласа хӑвӑра хӑвӑр улталамастӑр. Иисус тӗслӗхне асра тытӑр. Вӑл яланах хӑйӗн Ашшӗне савӑнтарасшӑн пулнӑ. Айтӑр Иисус пек тӑвар. Иеговӑна мӗн кӳрентерме пултарать, ҫавсене пӗтӗмпех сирсе яма ҫирӗп шут тытар, эпир хамӑра ӑна халалларӑмӑр вӗт (Матф. 4:10; Иоанн 8:29).

10. Шыва кӗрсен Иисус хыҫҫӑн пыма Иегова сире мӗнле пулӑшӗ?

10 Йывӑрлӑхсемпе илӗртӳсем сире Иисус хыҫҫӑн пыма ҫирӗп шут тытнине кӑтартма май параҫҫӗ. Ан иккӗленӗр: Иегова сире Иисус хыҫҫӑн пыма пулӑшатех. Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ шанчӑклӑ, вӑл сире хӑвӑр чӑтса ирттерме пултарнинчен ытла йывӑрлӑх курма памӗ. Йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ чухне вӑл сире ӑна чӑтса ирттерме пулӑшу та парӗ» (1 Кор. 10:13).

ИИСУС ХЫҪҪӐН ПЫМА МӖН ПУЛӐШӖ?

11. Иисус хыҫҫӑн пыма пулӑшакан чи лайӑх майсенчен пӗри ҫинчен каласа парӑр. (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Иисус Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫленӗ тата яланах кӗлтунӑ (Лука 6:12). Тӗрӗссипе каласан, шыва кӗрсен Иисус хыҫҫӑн пыма пулӑшакан чи лайӑх майсенчен пӗри — Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туни. Библире ҫапла каланӑ: «Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар» (Флп. 3:16). Вӑхӑтран вӑхӑта эсир Иеговӑшӑн ытларах тума пуҫланӑ тӑвансем ҫинчен илтме пултаратӑр. Тен, хӑш-пӗрисем Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренсе тухнӑ, теприсем вара хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Эсир те ҫавӑн пек тӗллев лартма пултаратӑр пулсан, тӑхтаса ан тӑрӑр. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен Турришӗн ытларах тума яланах майсем шыраҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 16:9). Анчах та эсир хӑвӑр лару-тӑрура хальлӗхе ҫавна тума пултараймастӑр пулсан мӗн тумалла? Хӑвӑр ыттисенчен япӑхрах тесе ан шутлӑр. Христиансен ҫулӗпе пынӑ май парӑнмалла мар, унран пӑрӑнмасӑр малалла каймалла (Матф. 10:22). Ан манӑр: эсир хӑвӑр лару-тӑрура мӗн тума пултарнине тусан Иегова питӗ савӑнать. Ҫапла вара эсир шыва кӗрсен Иисус хыҫҫӑн малалла та пыма пултаратӑр (Пс. 25:1).

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума тӗллев лартӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр)


12, 13. Хастарлӑх сӳнме пуҫласан эсир мӗн тума пултаратӑр? (1 Коринф 9:16, 17). ( «Дистанцие малалла та чупӑр» рамкӑна та пӑхӑр.)

12 Тен, сире кӗлтунӑ чухне хӑвӑрӑн сӑмахсем чӗререн тухмаҫҫӗ пек туйӑнать. Е ырӑ хыпар сарасса та, ҫавна тумалла пулнӑран ҫеҫ тӑватӑр. Е Библи вулани сире унчченхи пекех нумай савӑнӑҫ кӳмест. Ҫавӑн пеккине асӑрхарӑр пулсан, Иегова хӑвӑра святой сывлӑш пама пӑрахнӑ тесе ан шутлӑр. Эпир ҫылӑхлӑ ҫынсем, ҫавӑнпа пирӗн туйӑмсем час-часах тата хӑвӑртах улшӑнма пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн хастарлӑх сӳнме пуҫларӗ пулсан, Павел апостолӑн тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл пур тӗлӗшрен те Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ пулин те, хӑйӗн хӑш-пӗр чухне Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл пулас ҫуккине те ӑнланнӑ. (1 Коринф 9:16, 17 вуласа парӑр.) Вӑл ҫапла каланӑ: «Хам ирӗкпе тумасан та, ҫав-ҫавах манӑн ӑна тумалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ мана шанса панӑ ӗҫ». Урӑхла каласан, Павел хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тӑвас килнӗ чухне те, тӑвас килмен чухне те тума ҫирӗп шут тытнӑ.

13 Ҫавӑн пекех эсир те, йышӑну тумалла чухне ҫылӑхлӑ туйӑмсем хыҫҫӑн ан кайӑр. Тӗрӗссине тӑвас килмест пулсан та, ҫавна тума ҫирӗп шут тытӑр. Тӗрӗссине туса тӑратӑр пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн сирӗн кӑмӑл-туйӑм та улшӑнӗ. Хальлӗхе вара Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тӑтӑшах тӑвӑр. Эсир парӑнмасӑр Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни пухури тӑвансене хавхалантарӗ (1 Фес. 5:11).

«ТӖРӖСЛЕСЕХ ТӐРӐР... СӐНАСА ТӐРӐР»

14. Хамӑра хамӑр хӑш тӗлӗшрен тӗрӗслесе тӑмалла тата мӗншӗн? (2 Коринф 13:5).

14 Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хамӑра хамӑр сӑнасах тӑрсан лайӑх пулать. (2 Коринф 13:5 вуласа парӑр.) Вӑхӑтран вӑхӑта хӑвӑр мӗнле пурӑннине тӗрӗслӗр. Эсир кашни кун кӗлтӑватӑр-и? Хӑвӑр тӗллӗн Библи тӗпчесси, тӗлпулусене ҫӳресси тата ырӑ хыпар сарасси пирки мӗн калама пулать? Ҫак ӗҫсем сире савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ-и тата усӑ параҫҫӗ-и? Ҫук пулсан, мӗн те пулин улӑштарма тӑрӑшӑр. Тӗслӗхрен, хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнлантарса пама пултаратӑп-и? Ырӑ хыпар сарни ытларах савӑнӑҫ кӳтӗр тесен эпӗ мӗн тума пултаратӑп? Эпӗ шӑп хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтӑватӑп-и тата манӑн кӗлӗсенче эпӗ Иеговӑна шанни курӑнать-и? Пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвнех ҫӳретӗп-и? Тӗлпулу вӑхӑтӗнче тимлӗрех пулас тесен тата комментарисем парас тесен мӗн тума пулать?»

15, 16. Илӗртӳ хыҫҫӑн кайман арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗнчен эсир мӗне вӗренетӗр?

15 Унсӑр пуҫне, хамӑр хӑш енчен хавшак пулнине те пӗлмелле. Ҫакна тумаллине Ро́берт тӑван хӑйӗн ҫинче туйса илнӗ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Эпӗ 20-сенче пулнӑ чухне пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑм ӗҫ хыҫҫӑн мана хӑйӗн патне килне чӗнчӗ. Вӑл эпир иккӗн кӑна пулӑпӑр тата вӑхӑта лайӑх ирттерӗпӗр терӗ. Малтан эпӗ каяс мар тесе тӗрлӗ сӑлтавсем шырама пуҫларӑм. Юлашкинчен тин ҫирӗппӗн „ҫук“ терӗм те хам мӗншӗн каясшӑн пулманнине ӑнлантарса патӑм». Роберт маттур, вӑл илӗртӳ хыҫҫӑн кайман. Анчах та каярахпа ҫав лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа ҫавӑн чухне хӑйне урӑхларах тытмаллине ӑнланса илнӗ. Роберт калать: «Потифар арӑмӗ Иосиф ҫумне ҫулӑхнӑ чухне лешӗ ҫирӗп пулнӑ, ун патӗнчен тӳрех тарнӑ [Пулт. 39:7—9]. Эпӗ вара тӳрех ҫирӗппӗн „ҫук“ тесе калаймарӑм. Тӗрӗссипе каласан, „ҫук“ теме ҫав тери йывӑр пулать тесе эпӗ шутламан та. Ҫав лару-тӑру мана хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмеллине кӑтартса пачӗ».

16 Роберт пекех, эсир те, илӗртӳ сиксе тухнӑ чухне хӑвӑра мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратӑр. Ун чухне илӗртӳ хыҫҫӑн каймарӑр пулсан та, хӑвӑра ҫавӑн пек ыйту пама пултаратӑр: «„Ҫук“ тесе калама мана мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулчӗ?» Ҫак тӗлӗшрен хӑвӑрӑн лайӑхланмаллине куртӑр пулсан, ан кулянӑр, хӑвӑр хӑш енчен хавшак пулнине пӗлнишӗн савӑнӑр. Ҫав ҫитменлӗх пирки кӗлтӑвӑр тата Иеговӑна яланах итлес кӑмӑла аталантарӑр (Пс. 138:23, 24).

17. Роберт Иеговӑн ырӑ ятне мӗнле хӳтӗленӗ?

17 Робертпа мӗн пулса тухнинчен эпир тата пӗр япалана вӗренме пултаратпӑр. Малалла Роберт каласа парать: «Эпӗ пӗрле ӗҫлекен хӗрарӑма „ҫук“ тесен вӑл мана: „Маттур! Экзамен патӑн“, — терӗ. Эпӗ унран мӗншӗн вӑл ҫапла каланине ыйтсан вӑл мана ӑнлантарса пачӗ. Унӑн пӗр тусӗ, унччен Иегова Свидетелӗ пулнӑскер, ҫамрӑк Свидетельсем пурте иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тата вӗсене ҫӑмӑллӑнах илӗртме пулать тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем мана тӗрӗслесе пӑхас тенӗ иккен. Иеговӑн ятне яманшӑн эпӗ ҫав тери савӑнтӑм!»

18. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр? ( «Ҫамрӑксен кӑмӑлне каякан статьясем» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗнипе эсир яланах, пур лару-тӑрура та унӑн ятне мухтава кӑларасшӑн пулнине кӑтартатӑр. Ан иккӗленӗр: Иегова эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тата илӗртӳсемпе тӗл пулнине пӗлет. Уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма вӑй хунишӗн вӑл сире пиллет. Турӑ хӑвӑра святой сывлӑш панине пула эсир шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратӑрах (Лука 11:11—13). Иегова пулӑшнипе эсир шыва кӗрсен те Иисус хыҫҫӑн пыма пултаратӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Христиансем кунран-кун «асап юпине» йӑтса пыраҫҫӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?

  • Шыва кӗрсен те Иисус хыҫҫӑн пыма мӗн пулӑшать?

  • Пурнӑҫа Турра халаллани христианина Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать?

89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил