Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

75-МӖШ ЮРӐ Акӑ эпӗ, яр мана!

Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама хатӗр-и?

Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама хатӗр-и?

«Хама кӑтартнӑ мӗнпур ырӑлӑхшӑн Ҫӳлхуҫана мӗнле тав тӑвам-ши?» (ПС. 115:3).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иеговӑпа ҫывӑхрах пулса тӑрас тесен тата хамӑр пурнӑҫа ӑна халалласа шыва кӗме кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумалла?

1, 2. Шыва кӗрес умӗн мӗн тумалла?

 ЮЛАШКИ пилӗк ҫул хушшинче миллион ҫын ытла шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Тимофей пекех, чӑнлӑха «мӗн ҫуралнӑранпах» пӗлнӗ (2 Тим. 3:14, 15). Теприсем ӳссе ҫитӗнсен е ватӑлсан кӑна Иегова ҫинчен пӗлнӗ. Тӗслӗхрен, пӗр хӗрарӑм 97-ре шыва кӗнӗ!

2 Эсир Библи вӗренетӗр пулсан е Свидетельсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗнетӗр пулсан, шыва кӗресси пирки шухӑшлатӑр-и? Ку питӗ лайӑх тӗллев. Анчах та сирӗн малтан хӑвӑра Иеговӑна халалламалла. Ҫак статьяра хамӑра Турра халаллани мӗн иккенне ӑнлантарса панӑ. Тата эпир мӗншӗн хӑш-пӗрисем ҫак утӑма тума хӑяйманни ҫинчен тата хӑранине мӗнле ҫӗнтермелли ҫинчен пӗлӗпӗр.

ХАМӐРА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИ МӖН ВӐЛ?

3. Авалхи вӑхӑтра Иеговӑна халалланӑ ҫынсем шутне кам кӗнӗ?

3 Хамӑра Турра халаллани мӗн-ха вӑл? Библире «халаллани» тени мӗне те пулин сӑваплӑ тӗллев валли уйӑрнине пӗлтерет. Израильтянсем Иеговӑна халалланӑ халӑх пулнӑ. Анчах та ҫав халӑх хушшинче хӑш-пӗр ҫынсене Турӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлемешкӗн уйӑрнӑ. Сӑмахран, Аарона илер. Унӑн тюрбанӗ ҫине сӑваплӑ ҫутанкка ҫаклатнӑ пулнӑ. Ҫакӑ ӑна ятарлӑ тӗллев валли — аслӑ священник пулма — уйӑрса илнине кӑтартнӑ (Лев. 8:9). Ҫавнах назорейсем пирки те калама пулать. Назорей тени «назир» текен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ, вӑл «уйӑрнӑ», «халалланӑ» тенине пӗлтерет. Моисей законӗ тӑрӑх, назорейсен хӑш-пӗр ӗҫсене тума юраман (Йыш. 6:2—8).

4. а) Эпир хамӑра Иеговӑна халалласан пирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта мӗн пулмалла? ӑ) Хамӑршӑн пурӑнма пӑрахни мӗне пӗлтерет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

4 Ҫын хӑйне Иеговӑна халалланипе Иисусӑн вӗренекенӗ пуласшӑн пулнине тата Туррӑн ирӗкне малти вырӑна лартасшӑн пулнине кӑтартать. Кам та пулин христианин пулмашкӑн хӑйне Турра халаллать пулсан, унӑн мӗн тумалла? Иисус ҫапла каланӑ: «Кам ман хыҫҫӑн пырасшӑн, ҫавӑ хӑйӗншӗн пурӑнма пӑрахтӑр» (Матф. 16:24). «Хӑйӗншӗн пурӑнма пӑрахтӑр» текен грек сӑмах ҫаврӑнӑшне «унӑн хӑйне хӑй „ҫук“ каламалла» тесе те куҫарма пулать. Хӑйне Турра халалланӑ ҫыннӑн Иеговӑн ирӗкӗпе мӗн килӗшсе тӑмасть, ҫавна пурне те «ҫук» темелле (2 Кор. 5:14, 15). Апла, «ҫылӑхлӑ кӗлеткен ӗҫӗсене», сӑмахран, аскӑн ӗҫсене, тумалла мар (Гал. 5:19—21; 1 Кор. 6:18). Хамӑра ҫапла тытни пирӗн пурнӑҫа йывӑрлатса ярать-ши? Енчен те эсир Иеговӑна юрататӑр пулсан тата унӑн законӗсене тытса тӑни усӑ пани пирки иккӗленместӗр пулсан, йывӑрлатса ямасть (Пс. 118:97; Ис. 48:17, 18). Ни́колас ятлӑ арҫын тӑван ҫапла ӑнлантарса парать: «Иеговӑн нормисем пирки е мӗн тӑвас тенине тума чаракан тӗрме решетки тесе, е арӑслансенчен уйӑракан тата хӑрушлӑхран хӳтӗлекен решетке тесе шутлама пулать».

Эсир Иеговӑн нормисем ҫине хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тума чаракан тӗрме решетки ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и? Е арӑслансенчен уйӑракан тата хӑрушлӑхран хӳтӗлекен решетке ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и? (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. а) Эсир хӑвӑра Турра мӗнле халаллама пултаратӑр? ӑ) Хамӑра Турра халаллани шыва кӗнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

5 Хӑвӑра Турра халалланӑ чухне сирӗн мӗн тумалла? Иеговӑна кӗлтуса: «Сана кӑна пуҫҫапӑп тата санӑн ирӗкне хам пурнӑҫра малти вырӑна хурӑп», — тесе каламалла. Ун чухне эсир Иеговӑна «пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа, пӗтӗм вӑй-халпа» юратма сӑмах паратӑр (Марк 12:30). Хӑвӑра Турра халаллани вӑл — Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри калаҫу. Шыва кӗнине вара нумай ҫын курать. Ҫакна тунипе эсир хӑвӑра Турра халалланине пурне те кӑтартатӑр. Сирӗн хӑвӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Иегова та сирӗнтен ҫавна кӗтет (Еккл. 5:3, 4).

Хӑвӑра Турра халаллани вӑл — Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри калаҫу. Эсир Иеговӑна кӗлтуса ӑна кӑна пуҫҫапма тата унӑн ирӗкне тӑвассине малти вырӑна хума сӑмах паратӑр (5-мӗш абзаца пӑхӑр)


МӖНШӖН ХАМӐРА ИЕГОВӐНА ХАЛАЛЛАМАЛЛА?

6. Хӑйне Иеговӑна халаллама ҫынна мӗн хавхалантарать?

6 Мӗнле тӗп сӑлтава пула ҫын хӑйне Иеговӑна халаллать? Вӑл ҫавна Турра юратнӑран тӑвать. Ҫак юрату вӑл — туйӑм кӑна мар. Тӗрӗс пӗлӳ илнӗрен тата «ӑнланас пултарулӑх» ӳссе пынӑран эсир Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫланӑ (Кол. 1:9). Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченӗ май, эсир: 1) Иегова чӑнах та пуррине, 2) Библие Турӑ хавхалантарнипе ҫырнине тата 3) Турӑ хӑйӗн ирӗкне хӑйӗн организацийӗ урлӑ пурнӑҫланине ӗненме пуҫларӑр.

7. Эсир хӑвӑра Турра халаллама хатӗр пулни ӑҫтан курӑнӗ?

7 Хӑйсене Турра халалланӑ ҫынсем Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлеҫҫӗ тата Туррӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем мӗне ӗненнине, май килнӗ таран, ыттисене каласа пама тӑрӑшаҫҫӗ (Матф. 28:19, 20). Вӗсем Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлаҫҫӗ те уншӑн кӑна ӗҫлесшӗн пулаҫҫӗ. Тен, сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Сирӗн ҫакӑн пек юрату пур пулсан, эсир шыва кӗрессе те, аҫӑр-аннӗре е хӑвӑрпа Библи вӗренекене савӑнтарас тесе е ыттисем ҫапла тунӑран кӑна шыва кӗместӗр. Эсир Иеговӑна юратнӑран ҫав утӑма тӑватӑр.

8. Пархатарлӑ пулни хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама мӗнле хавхалантарӗ? (Псалом 115:3—5).

8 Иегова хӑвӑршӑн мӗн лайӑххине туни ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, хаваспах хӑвӑра ӑна халаллатӑр, ҫак кӑмӑл-туйӑм хӑйне хӑех ҫуралӗ. (Псалом 115:3—5 вуласа парӑр.) Библире Иегова пирки «ырӑ та паха парнесем» паракан Атте тесе каланӑ (Иак. 1:17). Ҫак парнесенчен чи хакли — унӑн Ывӑлӗн, Иисусӑн, каҫарттаракан парни. Шутласа пӑхӑр-ха, каҫарттаракан парне сире Туррӑн ҫывӑх тусӗсем пулма тата пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать (1 Иоанн 4:9, 10, 19). Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан, эсир ҫак тата ытти чаплӑ парнесемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр (Сак. аст. 16:17; 2 Кор. 5:15). Ҫак темӑна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекере 40-мӗш урокра, 4-мӗш пунктра пӑхса тухнӑ. Унта тата «Турра хӑвӑрӑн парнесене парӑр» ятлӑ виҫӗ минутлӑ видео пур.

ЭСИР ХӐВӐРА ТУРРА ХАЛАЛЛАСА ШЫВА КӖМЕ ХАТӖР-И?

9. Кашни хӑйӗн хӑвӑртлӑхӗпе ҫитӗнӳсем тунине мӗншӗн асра тытмалла?

9 Эсир: «Эпӗ хама Турра халалласа шыва кӗме хатӗр мар-ха», — тесе калама пултаратӑр. Тен, сирӗн Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе хӑвӑр пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштармалла. Е, тен, ӗненӳ ҫирӗплентӗр тесе сире нумайрах вӑхӑт кирлӗ (Кол. 2:6, 7). Пур Библи вӗренекенӗ те пӗрпек хӑвӑртлӑхпа ҫитӗнӳсем тумасть. Ҫамрӑксем те, пурте пӗр-пӗр ҫула ҫитсен кӑна шыва кӗме хатӗр пулса тӑмаҫҫӗ. Шӑп хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине ӑнланма тӑрӑшӑр, хӑвӑра ыттисемпе ан танлаштарӑр (Гал. 6:4, 5).

10. Эсир хальлӗхе хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗме хатӗр мар пулсан, мӗн тума пултаратӑр? ( «Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗнекен ҫамрӑксем валли» рамкӑна та пӑхӑр.)

10 Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама хальлӗхе хатӗр мар пулсан та, ҫав-ҫавах ҫак тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшӑр. Иегова хӑвӑра кирлӗ улшӑнусем тума пулӑштӑр тесе кӗлтӑвӑр (Флп. 2:13; 3:16). Вӑл сирӗн кӗлӗсене илтни пирки тата вӗсем ҫине хуравласси пирки ан иккӗленӗр (1 Иоанн 5:14).

МӖНШӖН ХӐШ-ПӖРИСЕМ ВӐРАХЛАҪҪӖ?

11. Иегова пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшать?

11 Хӑш-пӗрисем хӑйсене Турра халалласа шыва кӗме хатӗр пулсан та, ҫак утӑмсене тума хӑяймаҫҫӗ. Вӗсем: «Эпӗ йывӑр ҫылӑх тусан, вара мана пухуран кӑларса ярсан, мӗн пулать?» — тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Эсир те ҫакӑн пирки пӑшӑрханатӑр пулсан, ан иккӗленӗр: Иегова сире хӑйне «пур тӗлӗшрен те юраса» пурӑнма пулӑшӗ (Кол. 1:10). Ҫавӑн пекех, вӑл сире хӑвӑра тӗрӗс тытма вӑй парӗ. Нумай христианинӑн пурнӑҫӗ ҫакна кӑтартса парать: Турӑ ҫине шанма пулать (1 Кор. 10:13). Христиансен пухӑвӗнчен сахалӑшне кӑна кӑларса яраҫҫӗ. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнине ҫирӗплетсе парать.

12. Йывӑр ҫылӑхран пӑрӑнма пире мӗн пулӑшать?

12 Пур ҫылӑхлӑ ҫын та илӗртӳсемпе тӗл пулать (Иак. 1:14). Анчах та илӗртӳ хыҫҫӑн каймалла-и, каймалла мар-и, кашни хӑй суйласа илет. Хӑвӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен эсир хӑвӑр йышӑну тӑватӑр. Хӑш-пӗрисем кӑмӑл-туртӑма тытса чарма ҫук теҫҫӗ. Анчах та ҫапла калани тӗрӗс мар. Ҫавна тума вӗренме пулать. Вӑхӑтран вӑхӑта хӑш-пӗр туртӑмсем пирӗнпе хуҫаланасшӑн пулсан та, эпир тӗрӗс мар ӗҫ тӑвасран хамӑра тытса чарма пултараятпӑр. Акӑ ҫылӑхран пӑрӑнма пулӑшакан темиҫе канаш. Кашни кун Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Хӑвӑр тӗллӗн Библи тӗпчемелли график тӑвӑр та ӑна тытса тӑрӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрӗр. Хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа парӑр. Вара сирӗн хӑвӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма вӑй пулать. Тата ҫакна нихӑҫан та ан манӑр: Иегова сире пулӑшӗ (Гал. 5:16).

13. Иосифран эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Илӗртӳпе тӗл пулсан хӑвӑр мӗн тӑвассине маларах шутласа хурӑр. Вара сире хӑвӑра Турра халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ. Библире илӗртӳ сиксе тухсан ҫухалса кайман нумай ҫын пирки каланӑ. Иосиф тӗслӗхне пӑхса тухар. Потифарӑн арӑмӗ ӑна пӗрре кӑна мар илӗртме хӑтланнӑ. Анчах та Иосиф мӗн тумаллине малтанах шутласа хунӑ пулнӑ. Библире «Иосиф килӗшмен» тенӗ. Вӑл Потифарӑн арӑмне: «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» — тенӗ (Пулт. 39:8—10). Апла, ҫав хӗрарӑм ун ҫумне ҫулӑхма пуҫличченех Иосиф хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа Потифар арӑмӗ ҫыпҫӑнма пуҫласан Иосифа хӑйне тӗрӗс тытма ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

14. Иегова мӗне кураймасть, ҫавна тӳрех сирсе яма мӗнле вӗренмелле?

14 Иосифран тӗслӗх илес тесен мӗн тума пулать? Илӗртӳ сиксе тухсан мӗн тумаллине халех шутласа хурӑр. Иегова мӗне кураймасть, ҫавна тӳрех сирсе яма вӗренӗр, ӑна кулянтаракан ӗҫе тума сирӗн шухӑш та ан пултӑр (Пс. 96:10; 118:165). Мӗн тумаллине пӗлетӗр пулсан тата сирӗн пуҫра план пур пулсан, эсир илӗртӳ хыҫҫӑн каймӑр.

15. Ҫын Иеговӑна тӑрӑшса шыранине мӗнле кӑтартма пултарать? (Еврейсем 11:6).

15 Тен, эсир чӑнлӑха тупни пирки иккӗленместӗр тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесшӗн, ҫапах та хӑвӑра Турра халалласа шыва кӗме тӑхтаса тӑратӑр. Ҫапла пулсан, Давид патша тунӑ пек тӑвӑр. Иеговӑна ҫакӑн пек кӗлтӑвӑр: «Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ» (Пс. 138:23, 24). Ҫавӑн пек кӗлтунипе эсир Иеговӑра пулӑшу шыранине тата хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗрес тесе вӑй хунине кӑтартатӑр. Иегова вара «хӑйне тӑрӑшса шыракансене» награда паратех. (Еврейсем 11:6 вуласа парӑр.)

МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР

16, 17. Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫитӗнекенсене Иегова хӑйӗн патне мӗнле илсе пырать? (Иоанн 6:44).

16 Иисус каланӑ тӑрӑх, Иегова илсе пымасан никам та Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑраймӗ. (Иоанн 6:44 вуласа парӑр.) Мӗнле тарӑн шухӑш! Ҫакӑ сире мӗнле пырса тивет? Иегова кама та пулин хӑйӗн патне илсе пырать пулсан, апла вӑл унра темскер лайӑххине курать. Иегова ҫавӑн пек ҫынна юратать тата ун пирки хӑйӗн еткерлӗхӗ тесе калать (Мал. 3:16, 17). Турӑ сире те питӗ хаклать!

17 Пирӗн ҫамрӑксем пирки вара мӗн калама пулать? Эсӗ Свидетельсен ҫемйинче ҫуралнӑ пулсан, хӑв Иеговӑшӑн ӗҫлессе те ҫавна аҫу-аннӳ тунӑран ҫеҫ тӑватӑн пек туйӑнма пултарать. Ун пек пулсан, Библири ҫак сӑмахсене аса ил: «Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ» (Иак. 4:8; 1 Ҫулс. 28:9). Иеговӑпа хӑв малтан ҫывӑхланма пуҫласан, вӑл та ҫавна курса санпа ҫывӑхланӗ. Эсӗ Иеговӑшӑн пӗр-пӗр ушкӑнри ҫын кӑна мар. Вӑл кашнине, ҫав шутрах Свидетельсен ҫемйинче ҫитӗнекен ҫынна та, хӑйӗн патне уйрӑммӑн илсе пырать. Ҫавӑн пек ҫын Турӑ патне хӑй пӗрремӗш утӑм тӑвать пулсан, Турӑ та, Иаков 4:8-мӗшӗнче каланӑ пек, хирӗҫ утӑм тӑвать. (2 Фессалоника 2:13 танлаштарӑр.)

18. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр? (Псалом 39:9).

18 Эсир хӑвӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗнипе сирӗн шухӑш-кӑмӑл Иисусӑнни пекех пулнине кӑтартатӑр. Вӑл хӑйӗнчен Ашшӗ мӗн тума ыйтнине пӗтӗмпе хаваспах тунӑ (Псалом 39:9 вуласа парӑр; Евр. 10:7). Тепӗр статьяран шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пире мӗн пулӑшнине пӗлӗпӗр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллани мӗне пӗлтерет?

  • Пархатарлӑ пулни хӑвӑра Иеговӑна халаллама мӗнле хавхалантарма пултарать?

  • Йывӑр ҫылӑхран пӑрӑнма мӗн пулӑшать?

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ