46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар
Арҫын тӑвансем, сирӗн пухура пулӑшакан пулас тӗллев пур-и?
«Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать» (АП. ӖҪ. 20:35).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Арҫын тӑвансене пухура пулӑшакан пулса тӑма мӗн пулӑшӗ?
1. Павел апостол пухура пулӑшакансем ҫине мӗнле пӑхнӑ?
ПУХУРА ПУЛӐШАКАНСЕМ питӗ кирлӗ ӗҫ туса тӑраҫҫӗ. Павел апостол Турра шанчӑклӑ ҫавӑн пек арҫынсене питӗ хакланӑ. Сӑмахран, Филиппӑри христиансем патне янӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл старейшинӑсене те, пухура пулӑшакансене те уйрӑммӑн саламланӑ (Флп. 1:1).
2. Луис ятлӑ арҫын тӑван хӑй пухура пулӑшакан пулса ӗҫлени ҫине мӗнле пӑхать?
2 Шыва кӗнӗ нумай арҫын тӑван — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — пухура пулӑшакансем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Сӑмахран, Де́ван ятлӑ арҫын тӑван 18 ҫулта пухура пулӑшакан пулса тӑнӑ, Лу́ис вара — 50-ра. Арҫын тӑвансем ҫапла майпа пухура ӗҫлесе тӑрса нумай савӑнӑҫ илеҫҫӗ. Луис ҫапла калать: «Пухура пулӑшакан пулса ӗҫленӗшӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Тӑвансем мана ҫав тери юратаҫҫӗ, халӗ эпӗ те вӗсемшӗн юратса тӑрӑшма пултаратӑп». Пӗтӗм тӗнчери нумай арҫын тӑван вӑл мӗн туйнинех туять.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Эсӗ шыва кӗнӗ арҫын тӑван пулсан, пухура пулӑшакан пулма тӗллев лартма пултаратӑн-и? Ҫак статьяра эпир пухура пулӑшакан пулма мӗн хавхалантармаллине тата ҫак тивӗҫлӗ ӗҫе тума юрӑхлӑ пулас тесен Библире ҫырнӑ мӗнле требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмаллине сӳтсе явӑпӑр. Малтан вара пухура пулӑшакансем мӗнле ӗҫсем туса тӑнине пӑхса тухар.
ПУХУРА ПУЛӐШАКАНСЕМ МӖН-МӖН ТӐВАҪҪӖ?
4. Пухура пулӑшакансем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 Пухура пулӑшакан вӑл — шыва кӗнӗ, старейшинӑсене тӗрлӗ ӗҫсене тума пулӑшакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑван. Пухура пулӑшакансенчен хӑшӗ-пӗрисем литературӑшӑн тата ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн яваплӑ. Теприсем Патшалӑх залне юсама, тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, пухура пулӑшакансем тӗлпулу вӑхӑтӗнче йӗрке пӑхса тӑраҫҫӗ тата аудио-видео аппаратурӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Пухура пулӑшакансем ытларах чухне тӗрлӗ ӗҫсем туса пулӑшаҫҫӗ. Анчах та чи кирли вӑл — вӗсем Иеговӑна юратаҫҫӗ тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пухури тӑвансене питӗ юратаҫҫӗ (Матф. 22:37—39). Шыва кӗнӗ арҫын тӑван пухура пулӑшакан пулса тӑрас тесе мӗн тума пултарать?
5. Пухура пулӑшакан пулса тӑрас тесен арҫын тӑванӑн мӗн тумалла?
5 Пухура пулӑшаканӑн мӗнлерех ҫын пулмаллине Библире ҫырса панӑ (1 Тим. 3:8—10, 12, 13). Ҫавна тӗплӗн тӗпче те мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑнмашкӑн вӑй хур. Анчах та чи малтан хӑв мӗншӗн пухура пулӑшакан пуласшӑн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑх.
ПУХУРА ПУЛӐШАКАН ПУЛМА МӖН ХАВХАЛАНТАРМАЛЛА?
6. Ыттисемшӗн тӑрӑшма арҫын тӑвана мӗн хавхалантармалла? (Матфей 20:28; ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
6 Иисус Христос пирӗншӗн чи лайӑх тӗслӗх. Вӑл хӑйӗн Ашшӗне тата ҫынсене юратать. Акӑ мӗншӗн вӑл чуна парса ӗҫленӗ тата чыслах мар шутланакан ӗҫсене тунӑ. (Матфей 20:28 вуласа парӑр; Иоанн 13:5, 14, 15.) Сана та ыттисене пулӑшма юрату хавхалантарать пулсан, Иегова сана пиллӗ тата хӑвӑн тӗллеве пурнӑҫлама — пухура пулӑшакан пулса тӑма — пулӑшӗ (1 Кор. 16:14; 1 Пётр 5:5).
7. Чапшӑн ҫуннӑран ҫеҫ пухура пулӑшакан пуласшӑн пулни мӗншӗн тӗрӗс мар?
7 Ҫак тӗнчере пысӑк вырӑн йышӑннӑ ҫынсене ялан тенӗ пекех чыслаҫҫӗ. Иеговӑн организацийӗнче вара пачах урӑхла. Арҫын тӑвансен пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшасса та, влаҫшӑн ҫуннӑран мар, ыттисене Иисус пекех юратнӑран тӑрӑшмалла. Хӑйне мӑнна хуракан ҫынна старейшина е пухура пулӑшакан пулма лартсан, вӑл чыслах мар шутланакан, анчах та Иеговӑн хаклӑ сурӑхӗсене пӑхассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума килӗшмӗ пулӗ. Вӑл эпӗ ҫавӑн пек хура ӗҫе тумастӑп тесе шутлама пултарать (Иоанн 10:12). Мӑнкӑмӑллӑ та хӑйсене чапа кӑларассишӗн ҫунакан ҫынсем вӑй хурсан та, Иегова вӗсене нихӑҫан та пиллемӗ (1 Кор. 10:24, 33; 13:4, 5).
8. Иисус апостолсене мӗн ӑнлантарса панӑ?
8 Иисусӑн ҫывӑх тусӗсен те хӑш-пӗр чухне тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Унӑн икӗ апостолне, Иаковпа Иоана, аса илер. Вӗсем Иисуса унӑн Патшалӑхӗнче хӑйсене пысӑк вырӑн пама ыйтнӑ. Иисус вара ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ? Вӑл вӗсене ырласа илмен. Пачах урӑхла, хӑйӗн пур 12 апостолне те ҫапла ӑнлантарнӑ: «Кам сирӗн хушшӑрта асли пуласшӑн, ҫавӑн сирӗншӗн тарҫӑ пулмалла. Кам сирӗн хушшӑрта малти пуласшӑн, ҫавӑн пуриншӗн те чура пулмалла» (Марк 10:35—37, 43, 44). Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ — ыттисемшӗн тӑрӑшас кӑмӑллӑ — арҫын тӑвансем пухушӑн чӑн-чӑн парне пулӗҫ (1 Фес. 2:8).
ЫТТИСЕМШӖН ТӐРӐШАС КӐМӐЛ ПУЛТӐР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
9. Ыттисемшӗн тӑрӑшас кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумалла?
9 Паллах, эсӗ Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑн, ыттисемшӗн тӑрӑшма та хирӗҫ мар. Ҫапах та, тен, санӑн пухура пулӑшакансем туса тӑракан ӗҫсене тӑвас кӑмӑл ҫук. Кӑмӑл пултӑр тесен вара мӗн тума пулать? Тӑвансене пулӑшни хӑвна мӗн чухлӗ саванӑҫ кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх. Иисус: «Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать», — тенӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Вӑл хӑй те ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Вӑл ыттисемшӗн тӑрӑшса нумай савӑнӑҫ илнӗ. Эсӗ те Иисус пек тусан телейлӗрех пулӑн.
10. Иисус ыттисемшӗн тӑрӑшма хавас пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Марк 6:31—34).
10 Иисус ыттисемшӗн тӑрӑшма хавас пулнине кӑтартакан пӗр лару-тӑрӑва аса илер. (Марк 6:31—34 вуласа парӑр.) Пӗррехинче Иисус апостолӗсемпе питӗ хытӑ ывӑннӑран канас тесе лӑпкӑ вырӑна кайнӑ. Анчах та нумайӑшӗ ҫавӑн ҫинчен пӗлнӗ те Иисусран вӗренес тесе унта вӗсенчен маларах ҫитнӗ. Иисус ҫав ҫынсене вӗрентмесен те пултарнӑ, унӑн апостолӗсемпе «апат ҫиме те вӑхӑт пулман» вӗт. Е вӑл пухӑннӑ халӑха пӗр-ик шухӑш каласа килӗсене яма пултарнӑ. Анчах та ҫынсене юратнӑран «вӑл вӗсене нумай япала ҫинчен вӗрентме пуҫланӑ», «каҫ пуласпа» тин пӗтернӗ (Марк 6:35). Мӗншӗн Иисус ҫав ҫынсене вӗрентнӗ? Ҫавна тумалла пулнӑран-ши? Ҫук, вӑл «вӗсене питӗ шелленӗ». Иисус ҫав ҫынсене юратнӑ, ҫавӑнпа та унӑн вӗсене вӗрентес кӑмӑл пулнӑ. Ыттисемшӗн тӑрӑшни ӑна нумай савӑнӑҫ кӳнӗ.
11. Иисус хӑйне итлеме килнӗ ҫынсемшӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Ҫав лару-тӑрура Иисус ҫынсене вӗрентнӗ кӑна мар, вӗсене мӗн кирлипе те тивӗҫтернӗ. Иисус тӗлӗнмелле майпа апат тунӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫав апата ҫынсене валеҫсе пама хушнӑ (Марк 6:41). Ҫапла майпа вӑл вӗренекенӗсене ыттисемшӗн мӗнле тӑрӑшмаллине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ӗҫпе пулӑшни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартнӑ. Пухура пулӑшакансем вара шӑп ҫапла пулӑшаҫҫӗ те. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, апостолсем Иисуспа пӗрле питӗ нумай ҫынна тӗлӗнмелле майпа тӑраничченех ҫитерме пултарнӑшӑн ҫав тери савӑннӑ пулӗ! (Марк 6:42). Паллах, Иисус ыттисене мӗн кирлине хӑйне мӗн кирлинчен мала хуни пӗрре кӑна мар пулнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне яланах ҫапла тунӑ (Матф. 4:23; 8:16). Ҫынсене вӗрентни тата мӗн кирлипе тивӗҫтерни Иисуса нумай савӑнӑҫ кӳнӗ. Ан иккӗлен: пухура пулӑшакан пулса тӑрсан тата тӑвансемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшсан эсӗ те савӑнӑҫлӑ пулӑн.
12. Мӗншӗн пухӑва нимӗн те параймастӑп тесе шутламалла мар пирӗн?
12 Эсӗ хӑв пултаруллах мар тесе шутлатӑн пулсан, ан кулян. Санӑн лайӑх енсем пур, ҫавна пула эсӗ пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшма пултарӑн. 1 Коринф 12:12—30 сӑвӑ йӗркисенчи Павелӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑх та, вӗсем хӑвна мӗнле пырса тивнине курас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйт. Ҫак сӑвӑ йӗркисенчен эсӗ, Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗ пекех, пухура пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни курӑнать. Пухура пулӑшакан пулса тӑрас тесен хӑвӑн пӗр-пӗр енчен лайӑхланмаллине куртӑн пулсан, алла ан ус. Ун вырӑнне, Иеговӑшӑн тата тӑвансемшӗн ӗҫлес тесе хӑвӑнтан мӗн килнине веҫех ту. Ан иккӗлен: старейшинӑсем сан пултарулӑха шута илӗҫ те сана хӑв тума пултаракан ӗҫсене шанса парӗҫ (Рим 12:4—8).
13. Пухура пулӑшакансем валли ҫырса панӑ требованисенчен ытларахӑшӗ пирки мӗн калама пулать?
13 Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑх: Библире пухура пулӑшакансем валли ҫырнӑ требованисенчен ытларахӑшӗ пур христианина та пырса тивеҫҫӗ. Пирӗн пурин те хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле, ыттисене ырӑ тумалла тата Турра юрӑхлӑ пурӑнмалла. Ҫавӑнпа та пухура пулӑшакансен пулмалли лайӑх енсенчен чылайӑшне эсӗ аталантарнӑ пулӗ. Пухура тивӗҫсем илес текен арҫын тӑванӑн мӗнле ҫын пулмалла-ха?
ТӖЛЛЕВЕ ПУРНӐҪЛАС ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА?
14. Харпӑр хӑйне «тивӗҫлӗ тытмалла» тени мӗне пӗлтерет? (1 Тимофей 3:8—10, 12).
14 Айтӑр 1 Тимофей 3:8—10, 12 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырса панӑ хӑш-пӗр требованисене пӑхса тухар. Пухура пулӑшакансен «хӑйсене тивӗҫлӗ тытмалла». Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшне «яваплӑ», «хисепе тивӗҫлӗ пулмалла» тата «ӗҫе тӗплӗн тумалла» тесе те куҫарма пулать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ санӑн кулма е шӳтлеме юраманнине пӗлтермест (Еккл. 3:1, 4). Ҫапах та хӑвӑн тивӗҫӳсем ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Эсӗ хӑвна шанса панӑ ӗҫсене туса ҫитеретӗн пулсан тата вӗсене тӗплӗн тӑватӑн пулсан, пухури тӑвансем сан ҫине шанма юранине курӗҫ, вара сана хисеплӗҫ.
15. «Икӗпитлӗ» тата «тупӑш илессишӗн ҫунакан ҫынсем пулмалла мар» тени мӗне пӗлтерет?
15 «Икӗпитлӗ... пулмалла мар». Ҫакӑ суймалла-улталамалла маррине, шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмаллине тата панӑ сӑмаха тытмаллине пӗлтерет (Ытар. 3:32, ҪТ). «Тупӑш илессишӗн ҫунакан ҫынсем пулмалла мар» тени вара ӗҫпе тата укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусенче улталамалла маррине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ тупӑш илессишӗн пухури туссемпе усӑ курмалла маррине те пӗлтерет.
16. а) «Эрехпе иртӗхекен... ҫынсем пулмалла мар» тени мӗне пӗлтерет? ӑ) «Таса совеҫпе» пурӑнни тени мӗне пӗлтерет?
16 «Эрехпе иртӗхекен... ҫынсем пулмалла мар» тени христианин нумай ӗҫменнине пӗлтерет, унсӑр пуҫне, ыттисем те ӑна ӗҫкӗпе иртӗхмен ҫын пек пӗлеҫҫӗ. «Таса совеҫпе» пурӑнакан ҫын Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнать. Унӑн ҫитменлӗхсем пур пулин те, хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем лайӑх, ҫавна пула вара вӑл чунра канӑҫлӑх туять.
17. Арҫын тӑван пухура пулӑшакан пулма юрӑхлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарать? (1 Тимофей 3:10; ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Библире каланӑ тӑрӑх, арҫын тӑвансене пухура пулӑшакан пулма лартиччен «вӗсем ҫак ӗҫе юрӑхлӑ пулнипе пулманнине малтан тӗрӗслесе пӑхмалла». Старейшинӑсен эсӗ хӑвна шанса панӑ ӗҫсене лайӑх тунипе туманнине пӗлмелле. Ҫавӑнпа та хӑвна мӗн те пулин шанса парсан, старейшинӑсем тата Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене тытса тӑр. Хӑвӑнтан мӗн кӗтнине тата ӗҫе хӑҫан туса пӗтермеллине ӑнланма тӑрӑш. Эсӗ старейшинӑсем хӑвна шанса панӑ ӗҫсене лайӑх тата тӗплӗн тусан, пухури тӑвансем ҫавна курӗҫ, вара сана ытларах хаклама пуҫлӗҫ. Старейшинӑсем, шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене вӗрентмеллине асра тытӑр. (1 Тимофей 3:10 вуласа парӑр.) Сирӗн пухура шыва кӗнӗ 10—14 ҫулхи ҫамрӑксем е вӗсенчен кӗҫӗнреххисем пур-и? Вӗсем хӑйсем тӗллӗн Библи тӗпчеҫҫӗ-и тата пухӑва лайӑх хатӗрленеҫҫӗ-и? Вӗсем пухура комментарисем параҫҫӗ-и тата тӑтӑшах ырӑ хыпар сараҫҫӗ-и? Ҫапла пулсан, вӗсене, ҫулӗсене кура, ӗҫсем шанса парӑр. Ҫапла майпа эсир вӗсем «ҫак ӗҫе юрӑхлӑ пулнипе пулманнине» тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑр. Вара 17 ҫулта вӗсене пухура пулӑшакан пулма лартма пулать.
18. «Айӑпсӑр» тени мӗне пӗлтерет?
18 «Айӑпсӑр» тени христианина йывӑр ҫылӑх тунӑ тесе айӑплама сӑлтав ҫуккине пӗлтерет. Паллах ӗнтӗ, христиансене суйса айӑплама пултараҫҫӗ. Иисус пирки те час-часах элеклесе калаҫнӑ. Тата вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем те ҫавӑн пеккипе тӗл пулӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Иоанн 15:20). Анчах та эсӗ, Иисус пекех, малалла та хӑвна тӗрӗс тытатӑн пулсан, пухура ырӑ ят илме пултарӑн (Матф. 11:19).
19. «Пухура пулӑшаканӑн пӗр арӑм пулмалла» тенине мӗнле ӑнланмалла?
19 «Пухура пулӑшаканӑн пӗр арӑм пулмалла». Иегова шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫемьере пӗр упӑшкапа пӗр арӑм пулмалла (Матф. 19:3—9). Пур христианинӑн та ҫакӑнпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла (Евр. 13:4). Христианинӑн аскӑн ӗҫ тумалла мар. Унӑн хӑйӗн арӑмне шанчӑклӑ пулмалла тата ытти хӗрарӑмсемпе якӑлтатмалла мар (Иов 31:1).
20. Кил-йыша лайӑх пӑхса тӑмалла тени мӗне пӗлтерет?
20 «Унӑн хӑйӗн ачи-пӑчине те, пӗтӗм кил-йышне те лайӑх пӑхса тӑмалла». Эсӗ ҫемье пуҫӗ пулсан ҫак тивӗҫе лайӑх туса тӑр. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине тӑтӑшах ирттер, килтисемпе май килнӗ таран ытларах ырӑ хыпар сар, ачусене Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма пулӑш (Эф. 6:4). Эсӗ килтисене пӑхма пӗлетӗн пулсан, апла пухури тӑвансемшӗн те тӑрӑшаятӑн. (1 Тимофей 3:5 танлаштарӑр).
21. Хальлӗхе пухура пулӑшакан пулса тӑман арҫын тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?
21 Хаклӑ арҫын тӑванӑм, эсӗ хальлӗхе пухура пулӑшакан мар пулсан, ҫак статьяра мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑх тата Иеговӑна кӗлту. Пухура пулӑшакансем валли Библире ҫырса панӑ требованисене тӗплӗн тӗпче те вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе пӗтӗм вӑя хур. Тӑвансене хытӑрах та хытӑрах юратма тӑрӑш тата хӑв мӗншӗн вӗсемшӗн тӑрӑшасшӑн пулни ҫинчен шухӑшла (1 Пётр 4:8, 10). Пухура пулӑшакан пулма тӗллев ларт, вара ыттисене пулӑшса нумай савӑнӑҫ илӗн. Ан иккӗлен: Иегова сана туллин пиллӗ! (Флп. 2:13).
17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!
a ӲКЕРЧӖК. Сулахай енче: Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисемшӗн тӑрӑшать; сылтӑм енче: пухура пулӑшакан ватӑ арҫын тӑвана пулӑшать.