Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

Арҫын тӑвансем, сирӗн старейшина пулас тӗллев пур-и?

Арҫын тӑвансем, сирӗн старейшина пулас тӗллев пур-и?

«Кам старейшина пуласшӑн, ҫавӑ лайӑх ӗҫ тӑвасшӑн» (1 ТИМ. 3:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Старейшина пулас текенсем валли Библире мӗнле требованисем пур?

1, 2. Старейшинӑсем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

 ЭСӖ пухура пулӑшакан пулса ӗҫлетӗн пулсан, апла старейшинӑн пулмалли нумай лайӑх ене аталантарнӑ ӗнтӗ. Санӑн старейшина пулса тӑрса пухури тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшас килет-и? (1 Тим. 3:1).

2 Старейшинӑсем тӑвансемшӗн мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ? Вӗсем пухури тӑвансемпе пӗрле хастаррӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ, вӗсене Библипе усӑ курса хавхалантараҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ тата харпӑр хӑйне мӗнле тытас тата мӗнле калаҫас тӗлӗшрен лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем тӑвансен ӗненӗвне ҫирӗплетеҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн Библире старейшинӑсем пирки «парне пек панӑ» ҫынсем тенӗ (Эф. 4:8).

3. Старейшина пулса тӑрас тесен арҫын тӑванӑн мӗн тумалла? (1 Тимофей 3:1—7; Тит 1:5—9).

3 Старейшина пулас тесен мӗн тумалла? Ахаль ӗҫ пирки калас пулсан, ҫынна ӗҫе илнӗ чухне унӑн пултарулӑхӗ тата ӑсталӑхӗ ҫине пӑхаҫҫӗ. Старейшина пулас тесен вара ырӑ хыпара лайӑх сарма тата лайӑх вӗрентме пӗлни ҫителӗксӗр. Унӑн тата 1 Тимофей 3:1—7 тата Тит 1:5—9 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) ҫырнӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен хӑш-пӗрисене сӳтсе явӑпӑр. Эпир арҫын тӑванӑн ырӑ ят илес тесен, лайӑх ҫемье пуҫӗ пулас тесен тата ыттисемшӗн тӑрӑшма кӑмӑл пултӑр тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

ЫРӐ ЯТ ИЛ

4. «Айӑпсӑр ҫын пулмалла» тени мӗне пӗлтерет?

4 Старейшина пулас тесен санӑн «айӑпсӑр ҫын пулмалла», урӑхла каласан, пухури тӑвансен сан пирки ырласа калаҫмалла тата хӑвна лайӑх тытнине пула сана айӑплама нимӗнле сӑлтав та пулмалла мар. Унсӑр пуҫне, «пухура маррисем умӗнче те ырӑ ятлӑ пулмалла». Паллах, Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем сана хӑв мӗне ӗненнишӗн тиркеме пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсен сана суйса-улталаса пурӑнать тесе айӑплама сӑлтав ан пултӑр (Дан. 6:4, 5). Хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Мана пухури тӑвансем тата Свидетель пулман ҫынсем мӗнле ҫын пек пӗлеҫҫӗ?»

5. «Ырра юратакан» тени мӗне пӗлтерет?

5 «Ырра юратакан» тени ыттисенче ыррине курни тата вӗсене лайӑх енӗсемшӗн мухтанине пӗлтерет. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ эсӗ ыттисене ырӑ тунӑ чухне хӑвӑнтан мӗн кӗтнинчен те ытларах тунине пӗлтерет (1 Фес. 2:8; «Тӗпчемелли Библире» (акӑлч.) Тит 1:8-мӗшӗ валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр, «lover of goodness» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.) Мӗншӗн старейшинӑсене ҫак лайӑх ен питӗ кирлӗ? Мӗншӗн тесен арҫын тӑван ырра юратать пулсан, пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшас тесе тата пухури тивӗҫсене тӑвас тесе хӑйӗн вӑхӑтне шеллемӗ (1 Пётр 5:1—3). Ҫак ӗҫсене тума нумай вӑй хумалла пулин те, ыттисемшӗн тӑрӑшса вӑл нумай савӑнӑҫ илет (Ап. ӗҫ. 20:35).

6. «Хӑналама юратакан» тени мӗне пӗлтерет? (Еврейсем 13:2, 16; ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 «Хӑналама юратакан» тени хамӑр ҫывӑх туссене кӑна мар, пурне те ырӑ тунине пӗлтерет (1 Пётр 4:9). Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра хӑналама юратакан ҫын пирки ҫапла каланӑ: «Унӑн ҫурчӗн те, чӗрин те алӑкӗ палламан ҫынсем валли ялан уҫӑ». Хӑвӑнтан ҫапла ыйтса пӑх: «Мана пухӑва килекен хӑнасене хапӑл тусах йышӑнакан ҫын пек пӗлеҫҫӗ-и?» (Еврейсем 13:2, 16 вуласа парӑр.) Хӑналама юратакан ҫын пур хӑнапа та, пуянах маррисемпе те, район старейшинисемпе те, сӑмах тухса калама килнӗ тӑвансемпе те, тӑвансене хавхалантарас тесе нумай тӑвакан Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсемпе те тараватлӑ (Пулт. 18:2—8; Ытар. 3:27; Лука 14:13, 14; Ап. ӗҫ. 16:15; Рим 12:13).

Хӑналама юратакан пӗр мӑшӑр район старейшинипе унӑн арӑмне хӑйсем патне пурӑнма чӗннӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7. «Укҫа юратакан... пулмалла мар» тени мӗне пӗлтерет?

7 «Укҫа юратакан... пулмалла мар» тени укҫа пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли пулмалла маррине пӗлтерет. Эсӗ чухӑн-и, пуян-и, Турӑ Патшалӑхне хӑвӑн пурнӑҫунта малти вырӑна хур (Матф. 6:33). Хӑвӑн вӑхӑтупа, вӑюпа, укҫу-тенкӳпе Иеговӑна пуҫҫапас тесе, ҫемьешӗн тата пухушӑн тӑрӑшас тесе усӑ кур (Матф. 6:24; 1 Иоанн 2:15—17). Хӑвӑнтан ҫапла ыйт: «Эпӗ укҫа-тенкӗ ҫине мӗнле пӑхатӑп? Хамӑн мӗн пуррипе ҫырлахатӑп-и е нумайрах укҫа ӗҫлесе илессишӗн тата пӗрмай мӗн те пулин ҫӗнни илессишӗн ҫунатӑп-и?» (1 Тим. 6:6, 17—19).

8. Пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлни тата чаруллӑ пулни мӗне пӗлтерет?

8 Старейшинӑн «пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлмелле» тата «чаруллӑ... пулмалла». Ҫакӑ ытлашши нумай ӗҫмелле, ҫимелле маррине, вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен тӗрӗс йышӑнусем тумаллине тата ҫи-пуҫ сӑпайлӑ пулмаллине пӗлтерет. Старейшинӑн ҫак тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ, анчах та Библипе килӗшсе тӑман шухӑш-кӑмӑла хӑйӗн ҫине витӗм кӳме памалла мар (Лука 21:34; Иак. 4:4). Унсӑр пуҫне, хӑйне кам та пулин тарӑхтарса яма хӑтланнӑ чухне унӑн лӑпкӑ пулмалла. Старейшинӑн «ӗҫке юратакан... пулмалла мар». Тата ыттисем те ун пирки нумай ӗҫекен ҫын тесе шутламаҫҫӗ. Хӑвӑнтан ҫапла ыйтса пӑх: «Хам мӗнле пурӑннинчен эпӗ пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлни тата чаруллӑ пулни курӑнать-и?»

9. «Чипер ӑс-тӑнлӑ» тата «йӗркене юратакан» пулмалла тени мӗне пӗлтерет?

9 «Чипер ӑс-тӑнлӑ пулмалла» тени йышӑнусем тунӑ чухне Библири принципсемпе усӑ курмаллине пӗлтерет. Чипер ӑс-тӑнлӑ ҫын Библири принципсем ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлать, ҫавна пула вӑл ӑнкаруллӑрах пулса пырать тата тӗрӗс йышӑнусем тӑвать. Вӑл васкаса пӗтӗмлетӳ тумасть, малтан пур факта та пӗлме тӑрӑшать (Ытар. 18:13). Вара вӑл мӗнле йышӑнусем тунинчен хӑй Иегова шухӑшланӑ пек шухӑшлани курӑнать. «Йӗркене юратакан» ҫын типтерлӗ тата веҫех вӑхӑтра тӑвать. Ун пек ҫын ҫине шанма пулать тата вӑл пур инструкцие те тытса тӑрать. Ҫак подзаголовокра ҫырса панӑ требованисемпе килӗшӳллӗн пурӑнатӑн пулсан, эсӗ ырӑ ят илме пултарӑн. Халӗ вара старейшина пулас текен ҫемье пуҫӗсем валли ҫырса панӑ требованисене пӑхса тухар.

ЛАЙӐХ ҪЕМЬЕ ПУҪӖ ПУЛ

10. Кил-йыша лайӑх пӑхса тӑмалла тени мӗне пӗлтерет?

10 Эсӗ ҫемье ҫавӑрнӑ пулсан тата старейшина пуласшӑн пулсан, килтисен пурин те ырӑ ятлӑ пулмалла. Ҫавӑнпа санӑн хӑвӑн кил-йышна «лайӑх пӑхса тӑмалла». Ҫакӑ килтисемшӗн юратса тӑрӑшмаллине тата вӗсене усӑ кӳрекен йышӑнусем тунине пӗлтерет. Апла, санӑн ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттермелле, арӑмпа ачасем тӗлпулусене ҫӳреччӗр тесе тӑрӑшмалла тата вӗсене кашнине ырӑ хыпар сарма пулӑшмалла. Мӗншӗн ҫапла тумалла? Павел апостол акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ҫын хӑйӗн кил-йышне пӑхса тӑма пӗлмест пулсан, мӗнле-ха вӑл Турӑ пухӑвӗшӗн тӑрӑшма пултартӑр?» (1 Тим. 3:5).

11, 12. Ачисем хӑйсене мӗнле тытни ашшӗ тивӗҫ илесси ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Санӑн ҫула ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсен «пӑхӑнса тӑракан тата хӑйсене йӗркеллӗ тытакан» пулмалла. Вӗсене юратса вӗрент. Паллах ӗнтӗ, ачасем вӗсем ачасемех, вӗсен выляс, кулас килет. Ҫапах та вӗсене ашшӗ-амӑшне итлеме, ытти ҫынсене хисеплеме тата хӑйсене лайӑх тытма вӗрентмелле. Унсӑр пуҫне, ачусене Туррӑн тусӗ пулса тӑма, Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма, шыва кӗме тӗллев лартса ӑна пурнӑҫлама пулӑшма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла.

12 «Унӑн ачисен ӗненекенсем пулмалла, ыттисем вӗсене иртӗхсе пурӑнакан тата пӑхӑнман ҫынсем пек ан пӗлччӗр». Шыва кӗнӗ е шыва кӗме тӗллев лартнӑ ача йывӑр ҫылӑх туни ашшӗне мӗнле пырса тивет? Ачине вӗрентмен тата ӑса кӗртмен пулсан вӑл, тен, старейшина пулма юрӑхлӑ мар. (1996 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 21-мӗш страница, 6, 7 абзацсем.)

Ҫемье пуҫӗсен ачисене тӑвансемшӗн тӑрӑшма тата сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ӗҫсене тума вӗрентмелле (11-мӗш абзаца пӑхӑр)


ПУХУРИ ТӐВАНСЕМШӖН ТӐРӐШ

13. Хамӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманни мӗне пӗлтерет? Кутӑн пулманни мӗне пӗлтерет?

13 Лайӑх енсем кӑтартакан арҫын тӑвансем пухушӑн чӑн-чӑн парне. Старейшинӑн «хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑракан... ҫын пулмалла мар». Унӑн хӑйӗн те ыттисемпе килӗштерсе пурӑнмалла, ыттисене те ҫавна тума пулӑшмалла. Вӑл ҫынсене итлеме пӗлет тата вӗсене ӑнланма тӑрӑшать. Калӑпӑр, эсӗ старейшина пулса тӑтӑн. Старейшинӑсен совечӗ пухӑнсан арҫын тӑвансенчен ытларахӑшӗ сана килӗшмен йышӑну тӑвать. Ҫак йышӑну Библири принципсене пӑсмасть пулсан эсӗ мӗн тӑвӑн? Ытларахӑшӗпе килӗшӗн-и? Старейшина пулас текен арҫын тӑванӑн «кутӑн... пулмалла мар». Апла пулсан, унӑн хӑйӗнни пек тутарас тесе ҫине тӑмалла мар. Вӑл ыттисемпе канашламаллине ӑнланать (Пулт. 13:8, 9; Ытар. 15:22). Унсӑр пуҫне, старейшинӑн «харкашса ҫӳрекен» тата «час тарӑхса каякан... ҫын пулмалла мар». Урӑхла каласан, унӑн ыттисемпе тӳрккес калаҫмалла мар тата тавлашмалла мар. Пачах урӑхла, унӑн ыррӑн та ыттисен туйӑмӗсене шута илсе калаҫмалла. Унсӑр пуҫне, ҫивӗч лару-тӑрусенче те мире упрама пӗтӗм вӑйран тӑрӑшмалла (Иак. 3:17, 18). Ыррӑн та лӑпкӑн калаҫни ҫынна лӑплантарма пултарать. Ҫакӑ уйрӑмах Свидетельсене юратсах кайман ҫынсемпе калаҫнӑ чухне кирлӗ (Тӳр. 8:1—3; Ытар. 20:3; 25:15; Матф. 5:23, 24).

14. «Анчахрах шыва кӗнӗ ҫын пулмалла мар» тени мӗне пӗлтерет? «Турра парӑнса пурӑнакан» ҫын пулмалла тени мӗне пӗлтерет?

14 Старейшина пулас текен арҫын тӑванӑн «анчахрах шыва кӗнӗ ҫын пулмалла мар». Паллах, нумай ҫул каялла шыва кӗнӗ арҫын тӑван ҫеҫ старейшина пулма пултарать тесе шутламалла мар. Ҫапах та ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма вӑхӑт кирлӗ. Иисусран тӗслӗх ил. Ҫакӑ сана хӑвна кӗҫӗне хума, пухура кирек мӗнле ӗҫе те туса тӑма тата Иегова хӑвна ытти тивӗҫсене шанса парасса тӳсӗмлӗн кӗтме пулӑшӗ (Матф. 20:23; Флп. 2:5—8). Унсӑр пуҫне, старейшинӑн «Турра парӑнса пурӑнакан... ҫын пулмалла». Урӑхла каласан, унӑн Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла тата Турӑ хӑйӗн организаци урлӑ парса тӑракан хушусене тытса тӑмалла (1 Тим. 4:15).

15. Старейшинӑн питӗ ӑста докладчик пулмаллах-и? Ӑнлантарса парӑр.

15 Библире старейшинӑн «вӗрентме пултаракан ҫын пулмалла» тесе уҫҫӑн каланӑ. Ҫакӑ санӑн питӗ ӑста докладчик пулмаллине пӗлтерет-и? Ҫук. Доклад туса парасси пурин те лайӑх пулмасть. («Тӗпчемелли Библире» (акӑлч.) 1 Тимофей 3:2-мӗшӗ валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр, «qualified to teach» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ; 1 Коринф 12:28, 29 тата Эфес 4:11 танлаштарӑр.) Ҫапах та старейшинӑн ырӑ хыпар сарнӑ чухне е тӑвансене хавхалантарма кайнӑ чухне Библипе лайӑх усӑ курма пӗлмелле. Унсӑр пуҫне, вӗрентес ӑсталӑха ӳстерсех пымалла. Ҫакна тума сана мӗн пулӑшӗ?

16. Лайӑх вӗрентекен пулса тӑрас тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Старейшинӑн «Туррӑн шанӑҫа тивӗҫлӗ сӑмахне ҫирӗп тытса тӑмалла». Ҫавӑнпа сӑмах тухса каланӑ чухне те, пӗр-пӗр тӑвана канаш панӑ чухне те Турӑ Сӑмахӗпе усӑ кур. Библипе пирӗн публикацисене лайӑх тӗпче. (Ытар. 15:28; 16:23; «Тӗпчемелли Библире» (акӑлч.) Тит 1:9-мӗшӗ валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр, «holding firmly to the faithful word» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.) Тӗпченӗ чухне Библири сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнлантарса панине пӑх, вара эсӗ вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пултаратӑн. Ыттисене вӗрентнӗ чухне вӗсен чӗрине пырса тивме тӑрӑш. Лайӑх вӗрентекен пулса тӑрас тесе опытлӑ старейшинӑсенчен хӑвӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине ыйт та вӗсем каланӑ пек ту (1 Тим. 5:17). Старейшинӑсен тӑвансене хавхалантармалла, анчах та хӑш-пӗр чухне вӗсен тӑвансене канаш пама тата «питлеме те» тивет. Ҫавна веҫех ыррӑн тумалла. Эсӗ тӑвансене юрататӑн пулсан тата хӑвна ыррӑн тытатӑн пулсан, канаш панӑ чухне вара Турӑ Сӑмахӗпе усӑ куратӑн пулсан, апла эсӗ хамӑрӑн Аслӑ Вӗрентекенрен, Иисус Христосран, тӗслӗх илетӗн (Матф. 11:28—30; 2 Тим. 2:24).

Пухура пулӑшакан опытлӑ старейшинӑран ыттисене Библипе усӑ курса хавхалантарма вӗренет. Вӑлах тӗкӗр умӗнче тӑрса хӑйӗн докладне каласа пӑхать (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


МАЛАЛЛА ТА ВӐЙ ХУР

17. а) Пухура пулӑшакансен, старейшина пулас текенскерсен, мӗн тумалла? ӑ) Старейшинӑсен арҫын тӑван старейшина пулма юрӑхлӑ пулнипе пулмаллине пӑхса тухнӑ чухне мӗн асра тытмалла? ( «Старейшинӑсем, ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

17 Ҫак статьяри требованисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пухура пулӑшакансенчен хӑш-пӗрисем старейшина пулма эпӗ нихӑҫан та юрӑхлӑ пулаймӑп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакна асра тыт: Иегова та, унӑн организацийӗ те эсӗ пӗтӗмпех пӗр кӑлтӑксӑр тӑвасса кӗтмест (1 Пётр 2:21). Иегова сана нихӑҫан та пӗччен хӑварас ҫуккине те ан ман. Вӑл сана хӑйӗн святой сывлӑшне парса кирлӗ лайӑх енсене аталантарма пулӑшӗ (Флп. 2:13). Эсӗ хӑш енчен улшӑнасшӑн? Ҫакӑн пирки Иеговӑна каласа пар, пирӗн публикацисенче мӗн ҫырнине тӗпче тата старейшинӑсенчен хӑв мӗн тума пултарнине ыйтса пӗл.

18. Пухура пулӑшакансен мӗнле тӗллев лартмалла?

18 Эпир пурте, ҫав шутрах старейшинӑсем те, ҫак статьяра асӑннӑ лайӑх енсене малалла та аталантарасшӑн (Флп. 3:16). Эсӗ пухура пулӑшакан пулса ӗҫлетӗн-и? Ҫавӑн пек пулсан, пухушӑн ытларах тӑрӑшма тӗллев ларт. Тӑвансене лайӑхрах пулӑшма Иеговӑна хӑвна вӗрентме ыйт (Ис. 64:8). Ан иккӗлен: старейшина пулма вӑй хунӑшӑн вӑл сана пиллетех!

101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр