Библие кашни эрнере хамӑр тӗллӗн вӗренме мӗн пулӑшать?
ЭСИР Библие хӑвӑр тӗллӗн мӗнле вӗренетӗр? Тӑтӑшах-и тата хаваспах-и? Е, тен, сире ҫавна тума кичем тата кашни эрнере вӗренесси пулсах каймасть? Пурин те ҫавӑн пекки пулкалать пуль. Анчах та хамӑр тӑтӑшах тӑвакан ытти ӗҫсем ҫинчен, сӑмахран, ҫӑвӑнни ҫинчен, шухӑшласа пӑхӑр. Ҫӑвӑнас тесен вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. Ҫӑвӑнса тухсан вара мӗнле лайӑх! Кӗлетке ҫӑмӑлланса каять. Библи вӗреннине шывпа ҫӑвӑнса тасалнипе танлаштарма пулать (Эф. 5:26). Кашни эрнере хамӑр тӗллӗн Библи вӗренме мӗн пулӑшма пултарать?
Хӑвӑр хӑҫан вӗренессине палӑртса хурӑр. Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни кирлӗрех ӗҫсем шутне кӗрет, ҫавна кашни христианинӑн тумалла (Флп. 1:10). Хӑвӑршӑн майлӑ вӑхӑта палӑртса хурӑр, ӑна хут татӑкӗ ҫине ҫырса хурӑр та курӑнмалли вырӑна, сӑмахран, холодильник ҫине, ҫыпӑҫтарӑр. Е телефонра аса илтерӳ лартма пулать.
Хӑвӑр мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши вӗренме пултарнине шута илӗр. Хӑшӗ-пӗрисене нумайччен тӗпчеме килӗшет, теприсем сахалрах вӑхӑт хушши, анчах та час-часах тӗпчеме юратаҫҫӗ. Хӑвӑршӑн мӗн лайӑхрах пулнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Ҫавӑнпа мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши вӗренмеллине ҫавна шута илсе палӑртса хурӑр. Вӗренме вӑхӑт ҫитсен, ҫавна тума вара кӑмӑл пулмасан, мӗн тумалла? 10 минут та пулин вӗренсе пӑхӑр. Пачах вӗренменнинчен кун чухлӗ вӗренни те лайӑх. Кам пӗлет, тен, интересленсе кайӑр та ытларах вӗренес тейӗр (Флп. 2:13).
Мӗн тӗпчемеллине маларах шутласа хурӑр. Енчен те эсир вӗренме ларсан тин мӗн тӗпчемелли ҫинчен шутлатӑр пулсан, эсир вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ кураймӑр пуль (Эф. 5:16). Хӑвӑр тарӑнрах тӗпчес текен статьясен е темӑсен списокне туса пӑхӑр. Пӗр-пӗр ыйту сиксе тухсан ӑна тӳрех ҫав списока кӗртӗр. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кашнинчех сирӗн списока кӗртмелли темӑсем, тен, татах та тупӑнӗҫ.
Улшӑнусем кӗртме хатӗр пулӑр. Кирлӗ пулсан кунне, вӑхӑтне е тӗпчемелли темӑна улӑштарӑр. Хӑвӑр хӑҫан, мӗн чухлӗ тата мӗн вӗренни мар, ҫавна тӑтӑшах — кашни эрнерех — туни пӗлтерӗшлӗрех.
Библие тӑтӑшах тӗпчесен Иегова пире пиллетех. Эпир унпа ҫывӑхланӑпӑр, тӗрӗс йышӑнусем тума вӗренӗпӗр тата пирӗн вӑй та тапса тӑрӗ (Иис. Н. 1:8).