БИОГРАФИ
Иегова пире вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, мирлӗ вӑхӑтра та вӑй парса тӑнӑ
Пол: Пирӗн чун хӗпӗртетчӗ! 1985 ҫулхи ноябрь уйӑхӗччӗ. Пире анчах ҫеҫ Хӗвеланӑҫ Африкӑри Либерие миссионерсем пулса ӗҫлеме ячӗҫ. Пирӗн самолёт Сенегалра ларчӗ. Астӑватӑп Энн: «Сехетренех эпир Либерире пулатпӑр!» — терӗ. Анчах та ҫав самантрах пӗлтерӳ турӗҫ: «Либерие каякан пассажирсен самолётран тухмалла. Ҫав ҫӗршывра пӑлхав ҫӗкленине пула эпир унта самолёта лартаймастпӑр». Ҫавӑнпа та пирӗн Сенегалра юлма тиврӗ. Унта эпир 10 кун хушши ҫав вырӑнти миссионерсем патӗнче пурӑнтӑмӑр. Либерирен хӑрушӑ хыпарсем килетчӗҫ. Пире вилесем тиесе тултарнӑ грузовиксем ҫинчен, комендант вӑхӑтне палӑртса хуни ҫинчен тата ӑна пӑсакансене тӳрех персе вӗлерни ҫинчен каласа паратчӗҫ.
Энн: Пирӗн пирки приключени юратакансем тесе калаймӑн. Мана мӗн ачаранах «хӑравҫӑ Энни» тесе чӗнетчӗҫ. Эпӗ ҫул урлӑ каҫнӑ чухне те пӑлханатӑп. Ҫав-ҫавах эпир Либерие питӗ ҫитесшӗнччӗ.
Пол: Эпир Энпа Хӗвеланӑҫ Англире ҫуралса ӳснӗ. Пӗр-пӗринчен 8 ҫухрӑм ҫеҫ аякра пурӑнаттӑмӑр. Манӑн атте-анне те, Энӑн амӑшӗ те пире пионерсем пулса ӗҫлеме хавхалантаратчӗҫ. Ҫавӑнпа та шкул пӗтерсенех эпир пионерсем пулса тӑтӑмӑр. Эпир Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме шут тытнӑшӑн вӗсем питӗ савӑнчӗҫ. 19 ҫула ҫитсен мана Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗҫ. 1982 ҫулта эпир Энпа мӑшӑрлансан, вӑл та унта ӗҫлеме пуҫларӗ.
Энн: Вефильте пире килӗшетчӗ, ҫапах та пирӗн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна ялан куҫса каяс килнӗ. Унччен миссионерсем пулса ӗҫленӗ вефилецсемпе хутшӑнни вара ҫав кӑмӑла вӑйлататчӗ ҫеҫ. Виҫӗ ҫул хушши эпир кашни каҫ ҫавӑн пирки Иеговӑна уҫҫӑн калаттӑмӑр. Вара пире Галаад шкулӗн 79-мӗш класӗнче вӗренме чӗнсен, эпир ҫав тери савӑнтӑмӑр. Вӗренсе пӗтерсен пире Либерие ячӗҫ.
ТӐВАНСЕН ЮРАТӐВӖ ПИРЕ ВӐЙ КӖРТЕТЧӖ
Пол: Самолётсем Либерие каллех вӗҫме пуҫласан эпир пӗрремӗш самолётпах унта кайрӑмӑр. Либерире влаҫсем комендант сехетне пӑрахӑҫламанччӗ-ха тата унта ҫынсем хӑраса-чӗтресе пурӑнатчӗҫ. Машина глушителӗ шаплаттарсан та пурте сехӗрленсе ӳксе тарса пӗтетчӗҫ. Лӑпланас тесе эпир Энпа кашни каҫ пӗрле Псаломсем вулаттӑмӑр. Ҫӑмӑл мар пулнӑ пулин те, пире унта Иеговӑшӑн ӗҫлеме a ятлӑ опытлӑ тӑванпа ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме тӳр килчӗ. Вӑл Либерире нумай вӑхӑт хушши пурӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ҫав вырӑнти хыпарҫӑсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине лайӑх пӗлнӗ. Эпӗ унран нумай япалана вӗрентӗм.
питӗ килӗшетчӗ. Энн миссионер пулса ӗҫлетчӗ, эпӗ вара Вефильте вӑй хураттӑм. Манӑн Джон Чару́кЭнн: Эпир Либерие тӳрех юратса пӑрахрӑмӑр, мӗншӗн тесен унти тӑвансем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем ырӑ кӑмӑллӑччӗ, хутшӑнма юрататчӗҫ тата Турра шанчӑклӑччӗ. Эпир тӳрех вӗсемпе туслашса кайрӑмӑр та, вӗсем пирӗншӗн ҫемье пулса тӑчӗҫ. Тӑвансем пире усӑллӑ канашсем паратчӗҫ тата хавхалантаратчӗҫ. Ырӑ хыпар сарма та пире шутсӑр килӗшетчӗ. Ҫынсене вӗсем патне килни мар, вӗсем патӗнчен, хӑйсем шутланӑ тӑрӑх, час тухса кайни тарӑхтаратчӗ. Унсӑр пуҫне, урамра ҫынсем Библи пирки калаҫнине час-часах илтме пулатчӗ. Пирӗн вара калаҫӑва хутшӑнмаллаччӗ ҫеҫ. Библи вӗренекенсем ҫав тери нумай пулнӑран эпир пуринпе те вӗренме аран-аран ӗлкӗрсе пыраттӑмӑр. Ялан ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем тӳсесчӗ!
ЭПИР ХӐРАНӐ ЧУХНЕ ИЕГОВА ВӐЙ ПАРАТЧӖ
Пол: Тӑватӑ ҫул хушши лӑпкӑ пурӑнтӑмӑр теме пулать, анчах та 1989 ҫулта Либерире граждан вӑрҫи пуҫланчӗ. 1990 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче филиал вырнаҫнӑ района пӑлхавҫӑсем ярса илчӗҫ. Виҫӗ уйӑх хушши эпир никампа та, ҫав шутрах хурӑнташсемпе те, тӗп управленипе те ҫыхӑну тытаймарӑмӑр. Йӗри-тавра пусмӑрпа выҫлӑхчӗ, пӗр йӗрке те ҫукчӗ. Нумай хӗрарӑма ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Ҫӗршывра ҫавӑн пек лару-тӑру 14 ҫул хушши пулнӑ.
Энн: Пӗр халӑх ҫыннисем тепӗр халӑх ҫыннисене вӗлеретчӗҫ. Пӗтӗмпех хӗҫ-пӑшаланнӑ хурахсем, темскер тӑхӑнса янӑскерсем, урамсем тӑрӑх ҫӳресе кашни пӳрте ҫаратса тухатчӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисемшӗн ҫынна вӗлересси чӑх пусса пӑрахассипе пӗрехчӗ. Блокпостсенче (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Вефильпе юнашарччӗ) персе вӗлернӗ ҫынсем купи-купипе выртатчӗҫ. Вӗлернӗ ҫынсем хушшинче пирӗн тӑвансем те, ҫав шутрах икӗ миссионер та, пулнӑ.
Пӑлхавҫӑсем хӑйсем курайман халӑх ҫыннисене шыраса ҫӳретчӗҫ. Тупсан вара вӗлеретчӗҫ. Ҫавӑнпа та Свидетельсем нумайӑшӗ, ҫав шутрах миссионерсемпе вефилецсем те, хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене хӑйсем патӗнче пытарса пурӑнатчӗҫ. Филиалта хӑшӗ-пӗрисене пӗрремӗш этажра, офиссемпе коридорсенче, вырнаҫтарнӑччӗ, теприсене вара — ҫӳлте, пурӑнмалли пӳлӗмсенче. Сӑмахран, пирӗнпе пӗрле пӗр пӳлӗмре ҫичӗ ҫынран тӑракан ҫемье пурӑнатчӗ.
Пол: Хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫынсем Вефиле кашни кун пырса эпир кама та пулин пытарса усранипе усраманнине тӗрӗслетчӗҫ. Ҫавӑнпа та кашни кун тӑватӑ ҫын хуралта тӑратчӗ: иккӗшӗ хапха ҫумӗнче, тепӗр иккӗшӗ вӗсем ҫине кантӑкран пӑхса тӑратчӗҫ. Хапха ҫумӗнчисем аллисене умӗнче тытнӑ пулсан — апла Вефиле килнӗ ҫынсенчен хӑрамалла пулман. Аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытнӑ пулсан — тӑвансене часрах пытармалла пулнӑ.
Энн: Темиҫе эрне иртсен урса кайнӑ хӗҫ-пӑшалланнӑ ушкӑн пирӗн филиала вирхӗнсе кӗчӗ. Эпир пӗр хӗрарӑм тӑванпа ваннӑйра питӗрӗнтӗмӗр. Унта шкаф тӗпӗнче пытанмалли вырӑн пурччӗ. Тӑван кӗрсе ларма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — пӑлхавҫӑсем алӑка ҫӗмӗрттерме пуҫларӗҫ. Вӗсем ман хыҫранах пынӑ иккен. Вӑхӑта кӑшт тӑсас тесе Пол: «Ман арӑм туалетра, ҫиччас тухать», — терӗ. Шкаф тӗпне шӑппӑн хупаймарӑм, япаласене каялла чиксе хума та вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Хӑраса, пӑлханса кайнине пула эпӗ чӗтрене ертӗм. «Алӑка мӗнле уҫас-ши, кун пек вӗсем веҫех ӑнкарса илӗҫ вӗт!» — тесе шутласа илтӗм. Иеговӑна йӑлӑнса кӗлтума пуҫларӑм. Алӑка уҫсан вара ним пулман пек сывлӑх сунма тӑрӑшрӑм. Пӑлхавҫӑсенчен пӗри мана тӗксе ячӗ те шкафа ухтарма пуҫларӗ. Нимӗн те тупмасан питӗ тӗлӗнчӗ. Кайран вӗсем ытти пӳлӗмсене те, мачча тӑррине те ухтарса тухрӗҫ, анчах ку хутӗнче те усси пулмарӗ.
ЧӐНЛӐХ ТӖТТӖМЛӖХРИ ҪУТӐ ПЕКЕХЧӖ
Пол: Пирӗн темиҫе уйӑх хушши апат ҫукпа пӗрехчӗ. Анчах та чи кирли — сӑнарлӑ апат — ялан пулнӑ. Хӑш чухне эпир ирхи апатра Библири шухӑшсене сӳтсе яваттӑмӑр ҫеҫ. Анчах шӑпах ҫавӑ пире кашни кун вӑй парса тӑратчӗ.
Филиалта апатпа шыв пӗтнӗ пулсан, пирӗн хамӑр патра пытанса пурӑннӑ тӑвансене пӗччен пӑрахса хӑварса апат шырама кайма тивнӗ пулӗччӗ. Ҫапла эпир вӗсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкернӗ пулӑттӑмӑр. Телее, Иегова пире мӗн кирлине шӑп кирлӗ вӑхӑтра паратчӗ, хӑш чухне ҫавна тӗлӗнмелле майпа тӑватчӗ. Вӑл ялан пирӗншӗн тӑрӑшатчӗ тата сехӗрленсе ӳкме памастчӗ.
Ҫӗршыври лару-тӑру япӑхлансах пынӑ пулин те, чӑнлӑх ҫути хытӑрах та хытӑрах ҫутатнӑ. Тӑвансен ҫӑлӑнас тесе пӗрре анчах мар тарма тивнӗ. Анчах та вӗсем веҫех тӳссе ирттернӗ тата вӗсен ӗненӗвӗ те хавшаман. Хӑшӗ-пӗрисем ҫак граждан вӑрҫи пире пысӑк хӗн-асапа тӳссе ирттерме хатӗрлерӗ тетчӗҫ. Хӑюллӑ старейшинӑсемпе ҫамрӑк арҫын тӑвансем хӑйсене шеллемесӗр пухусемшӗн тӑрӑшатчӗҫ. Нумай Свидетелӗн хӑйсен килӗсене хӑварма тиврӗ пулин те, вӗсем малалла та ырӑ хыпар саратчӗҫ тата пӗрле пуҫтарӑнатчӗҫ. Вӗсем вӑрманта мӗн тупатчӗҫ, ҫавӑнтан ансат Патшалӑх залӗсем тӑватчӗҫ. Ҫав вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл евӗр хӑрушӑ вӑхӑтра тӑвансем пухура хӑйсене лӑпкӑ туятчӗҫ. Вӗсем ыттисене калакан ырӑ хыпар вара хӑйсене те хавхалантаратчӗ. Гуманитарлӑ пулӑшу валеҫнӗ чухне нумайӑшӗ пирӗнтен тумтир ыйтас вырӑнне ырӑ хыпар сарма каймашкӑн сумка ыйтатчӗҫ. Ҫавӑ чуна пырса тиветчӗ. Нумай тискер ӗҫ курнӑ, асапланса пӗтнӗ Либери ҫыннисем ырӑ хыпаршӑн антӑхатчӗҫ. Матф. 5:14—16). Ҫавна пула ыттисене вӗлернӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем каярахпа Иегова Свидетелӗсем пулса тӑнӑ.
Свидетельсем телейлӗ те савӑнӑҫлӑччӗ. Вӗсем тӗттӗмлӗхре ҫутатса тӑракан ҫутӑ пекчӗ (ТУССЕМПЕ УЙРӐЛНӐ ЧУХНЕ ИЕГОВА ПИРЕ ҪИРӖПЛЕТРӖ
Пол: Либерирен пирӗн темиҫе хут та кайма тиврӗ: виҫӗ хут кӗске вӑхӑтлӑха, икӗ хут — ҫулталӑклӑха. Пӗр миссионерка эпир ҫав вӑхӑтсенче мӗн туйни пирки лайӑх каларӗ: «Галаадра вӗрентнӗ пек эпир хамӑр ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнти тӑвансене юратса пӑрахрӑмӑр. Ҫавӑнпа та ҫав тери йывӑр вӑхӑтра вӗсене пӑрахса кайма тивнӗрен чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ». Телее, эпир кӳршӗ ҫӗршывсенче пулнӑ чухне те тӑвансемшӗн тӑрӑшма пултартӑмӑр.
Энн: 1996 ҫулхи май уйӑхӗнче эпир Либерире ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ пӗтӗм кирлӗ документа хамӑрпа пӗрле илтӗмӗр те тепӗр икӗ Свидетельпе пӗрле машинӑпа филиалтан 16 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ хӑрушсӑртарах вырӑна кайрӑмӑр. Анчах ҫул ҫинче пире пӑлхавҫӑсем тӗл пулчӗҫ. Вӗсем сывлӑша пӑшалпа пеме пуҫларӗҫ, пире чарчӗҫ те виҫсӗмӗре машинӑран тӗртсе кӑларчӗҫ. Кайран Полпа пӗрле машинӑпа таҫта кайрӗҫ. Эпир шалт хытса тӑтӑмӑр, унтан пирӗн еннелле утакан Пола курах кайрӑмӑр. Унӑн ҫамкинчен юн юхатчӗ. Эпир тӳрех ӑна пуҫӗнчен пенӗ тесе шутласа илтӗмӗр. Анчах та ҫапла пулнӑ пулсан вӑл чӗрӗ тӑрса юлайман пулӗччӗ. Хӑраса ӳкнӗрен эпир ҫавна тӳрех ӑнланса илеймерӗмӗр те. Пӑлхавҫӑсенчен пӗри Пола машинӑран тӗксе кӑларнӑ чухне ӑна ҫапнӑ иккен. Телее, Пола хытах амантманччӗ.
Эпир грузовик курах кайрӑмӑр. Салтаксем унпа ҫынсене хӑрушсӑр вырӑна турттарнӑ. Халӑх грузовикра лӑк тулли пулнӑран эпир кузовран ҫеҫ ҫакланма пултартӑмӑр. Грузовик васкаса тапранса кайнӑран эпир чутах персе анаттӑмӑр. Эпир водителе чарӑнма йӑлӑнаттӑмӑр, анчах та хӑранӑран вӑл пире илтместчӗ. Мӗнле тытӑнса юлнине хамӑр та ӑнланмарӑмӑр. Тинех кирлӗ вырӑна ҫитрӗмӗр. Эпир ывӑнса ҫитнӗрен тата хытӑ хӑранӑран вӑйлӑ чӗтреттӗмӗр.
Пол: Пирӗн тумтир ҫуркаланса, вараланса пӗтрӗ. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхаттӑмӑр та мӗнле чӗрӗ тӑрса юлма пултартӑмӑр тесе тӗлӗнеттӗмӗр. Эпир уйра ҫӗр каҫрӑмӑр. Тепӗр кунне вара пӑшалпа персе шӑтарса пӗтернӗ вертолётпа пире Сьерра-Леонена ҫитерчӗҫ. Хамӑр чӗрӗ тӑрса юлнӑшӑн савӑнтӑмӑр пулин те, Либерире юлнӑ тӑвансемшӗн чун ырататчӗ.
ИЕГОВА ТЕПӖР ЙЫВӐРЛӐХА ТӲССЕ ИРТТЕРМЕ ПУЛӐШРӖ
Энн: Эпир Фрита́ун хулинчи филиала ҫитрӗмӗр. Унта пире питӗ лайӑх пӑхрӗҫ. Тинех эпир хӑрушсӑр вырӑнта! Анчах Либерире пирӗнпе мӗн пулса иртни ӑнсӑртран куҫ умне тухса тӑратчӗ. Кӑнтӑрла эпӗ ним ҫук ҫӗртенех хӑраса-пӑлханса ҫӳреттӗм, пуҫ минресе каятчӗ. Ҫӗрле вара хӑрушӑ тӗлӗксем кураттӑм, йӗп-йӗпе тара ӳксе вӑранаттӑм. Тата эпӗ сывлӑш ҫитменнипе аптрама пуҫларӑм. Ҫавӑн пек самантсенче Пол мана алран тытатчӗ те пӗрле кӗлтума пуҫлаттӑмӑр. Эпир хам чӗтреме пӑрахичченех Патшалӑх юррисене юрлаттӑмӑр. Эпӗ ухмаха тухатӑп пуль терӗм. Тек миссионер пулса ӗҫлейместӗп тесе шутлаттӑм.
Ҫавӑнпа та малалла мӗн пулса иртнине нихӑҫан та манас ҫук. Ҫав эрнерех, хам ҫапла асапланма пуҫласан, эпир икӗ журнал илтӗмӗр. Пӗри — 1996 ҫулхи июнӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журнал. Унта «Как справиться с приступами панического страха» статья пулнӑ. Хампа мӗн пулса иртнине эпӗ тинех ӑнланса илтӗм. Иккӗмӗшӗ — 1996 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни». Ҫав журналта «Откуда у них берутся силы?» статья пулнӑ. Унта лӗпӗшӗн ҫуначӗсем хытӑ аманнӑ пулсан та вӑл ҫав-ҫавах вӗҫме пултарать тесе ҫырнӑччӗ. Эпир те чун суранланса пӗтнине пӑхмасӑрах Иегова пулӑшнипе ыттисемшӗн малалла та тӑрӑшма пултаратпӑр. Ҫак статьясем маншӑн Иегова вӑхӑтра панӑ сӑнарлӑ апат пулчӗҫ (Матф. 24:45). Эпӗ ҫавӑн евӗрлӗ статьясене пухма пуҫларӑм тата вӗсене вӑхӑтран вӑхӑта вуласа тухаттӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн хӑрушӑ асаилӳсем мана малтанхи пек асаплантарма пӑрахрӗҫ.
ИЕГОВА ПИРЕ УЛШӐНУСЕНЕ ХӐНӐХМА ПУЛӐШРӖ
Пол: 2004 ҫул вӗҫнелле пире Либерие янӑранпа 20 ҫул патнелле иртрӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче Либери пирӗншӗн кил пулса тӑчӗ. Вӑрҫӑ та пӗтнӗччӗ ӗнтӗ, филиалта стройка пуҫланмалла пулнӑ, анчах та кӗтмен ҫӗртен пире урӑх ҫӗршыва куҫса кайма сӗнчӗҫ.
Ҫавна тума йывӑр пулчӗ. Либерири тӑвансем пирӗншӗн ҫемье пулса тӑчӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсенчен пӗртте уйрӑлас килместчӗ. Галаада каяс тесе эпир хамӑр хурӑнташсене тахҫан пӗрре хӑварнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн чухне эпир хамӑра Иеговӑн аллине шанса патӑмӑр. Вӑл вара пире нумай пиллӗх пачӗ. Акӑ мӗншӗн эпир ҫӗнӗ тивӗҫе йышӑнас терӗмӗр. Вара кӳршӗ Ганӑна ҫитрӗмӗр.
Энн: Либерирен кайиччен эпир нумай макӑртӑмӑр. Пӗр ӑслӑ-тӑнлӑ ватӑ арҫын тӑван, Фрэнк ятлӑскер, пире: «Сирӗн пирӗн ҫинчен манса каймалла», — тесен эпир питӗ тӗлӗнтӗмӗр. Вӑл ҫапла ӑнлантарса пачӗ: «Паллах, эпир ялан сирӗн асӑрта пулӑпӑр. Анчах та сирӗн ҫӗнӗ ӗҫе чуна парса тумалла. Ӑна Иегова сире панӑ. Ҫавӑнпа халӗ Ганӑри тӑвансемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшӑр». Ҫак сӑмахсем пире питӗ хавхалантарчӗҫ. Вара эпир, Ганӑра пире сахаллӑшӗ кӑна пӗлнӗ пулин те тата унта пирӗншӗн веҫех ҫӗнӗ пулнӑ пулин те, тӳрех ҫӗнӗ туссем шырама хатӗр пултӑмӑр.
Пол: Нумай та вӑхӑт иртмерӗ — Ганӑри тӑвансем пирӗншӗн ҫемье пек пулса тӑчӗҫ. Унта Свидетельсем питӗ нумайччӗ. Турра шанчӑклӑ тата хытӑ ӗненекен унти тӑвансем пирӗншӗн лайӑх тӗслӗх пулчӗҫ. Ганӑра 13 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн пире Кенире вырнаҫнӑ Хӗвелтухӑҫ Африкӑри филиала ячӗҫ. Эпир Ганӑри те, Либерири те тӑвансемшӗн хытӑ тунсӑхлаттӑмӑр. Ҫапах та Кенире те тӳрех хамӑра килти пек туйма пуҫларӑмӑр. Унти филиал ырӑ хыпар сармалли питӗ пысӑк территоришӗн яваплӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ӗҫ питӗ нумайччӗ.
ПУЛНИ-ИРТНИНЕ АСА ИЛНӖ МАЙ
Энн: Пирӗн пурнӑҫра ҫивӗч те хӑрушӑ лару-тӑру нумай пулнӑ. Ытларах чухне, ҫавӑн пеккине тӳссе ирттерни ӳт-пӳ те, эмоци тӗлӗшӗнчен те сывлӑха хавшатать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫаксенчен тӗлӗнмелле майпа хӳтӗлемест. Пӑшалпа пенине е мӗн те пулин сирпӗннине илтсенех ман ӑш пӑтранма пуҫлать тата ал туйми пулать. Анчах та Иегова ялан пулӑшма хатӗр. Вӑл ҫавна тӑвансем урлӑ та тӑвать. Эпӗ ҫавна хам ҫинче туйса илтӗм. Ҫакна та ӑнлантӑм: малалла та Библи тӗпчесен, кӗлтусан, пухусене тата ырӑ хыпар сарма ҫӳресен Иегова кирек мӗнле ӗҫе тума та вӑй парӗ.
Пол: Пирӗнтен хӑш чухне: «Сире кунта килӗшет-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Пӗлетӗр-и, пирӗншӗн хӑш ҫӗршывра Турӑшӑн ӗҫлени пӗлтерӗшлех мар. Вӑл питӗ илемлӗ пулсан та унти лару-тӑру кирек хӑш самантра та ҫивӗчленсе кайма пултарать. Ҫӗршывран ытларах эпир унти тӑвансене хаклатпӑр. Эпир пурте тӗрлӗрен пулсан та пире Иеговӑна юратни пӗрлештерет. Пире Энпа урӑх ҫӗршывсене тӑвансене хавхалантармашкӑн яратчӗҫ. Тӗрӗссипе вара пачах урӑхла пулса тухатчӗ — вӗсем пире ҫирӗплететчӗҫ.
Пирӗн тӑванлӑх — Иегова панӑ тӗлӗнмелле парне! Кирек ӑҫта куҫса кайсан та эпир хамӑра ҫемьери пек туятпӑр. Иегова ҫине шансан вӑл пире пур йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме вӑй парасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр (Флп. 4:13).
a 1973 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑлч.) Джон Чарук тӑванӑн «Эпӗ Турӑпа Христоса пархатарлӑ» биографине пӑхӑр.