45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
138-МӖШ ЮРӐ Кӑвакарнӑ ҫӳҫ — ваттисен илемӗ
Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен юлашки сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
«Ватӑ ҫынра — ӑс, нумай пурӑннӑ ҫынра — ӑс-хакӑл» (ИОВ 12:12).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Хӑйне итлекен ҫынсене Иегова халех пиллеме тата пуласлӑхра ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать.
1. Мӗншӗн пирӗн аслӑраххисенчен вӗренмелле?
ПӖР-ПӖР йышӑну тумалла чухне кам та пулин пире лайӑх канаш парсан, эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫавӑн пек пулӑшӑва эпир старейшинӑсенчен тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ытти арҫын тӑвансемпе хӗрарӑм тӑвансенчен илме пултаратпӑр. Вӗсем пирӗнтен чылай аслӑрах пулни вӗсен канашӗ кивелсе кайнине пӗлтермест. Иегова пире ватӑ ҫынсенчен вӗренме хавхалантарать. Мӗншӗн тесен вӗсен опытпа ӑс-хакӑл пухма ытларах вӑхӑт пулнӑ (Иов 12:12).
2. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне пулӑшас тесе тата ертсе пырас тесе шанчӑклӑ ватӑ арҫынсемпе усӑ курнӑ. Вӗсем хушшинче Моисей, Давид тата Иоанн апостол пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ вӑхӑтра пурӑннӑ, лару-тӑрӑвӗ те вӗсен тӗрлӗрен пулнӑ. Вилес умӗн вӗсенчен кашни пулас ӑрӑва ӑслӑ канашсем парса хӑварнӑ. Виҫҫӗшӗ те Турра итлени мӗн тери кирлӗ пулни ҫинчен каланӑ. Вӗсен сӑмахӗсене Иегова пире валли Библире упраса хӑварнӑ. Вӗсен канашӗсем ҫинчен шухӑшлани пуриншӗн те — ҫамрӑккисемшӗн те, аслӑраххисемшӗн те — усӑллӑ пулӗ (Рим 15:4; 2 Тим. 3:16). Ҫак статьяра эпир ҫав виҫӗ арҫыннӑн юлашки сӑмахӗсене пӑхса тухӑпӑр тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
«КУНҪУЛУ ВӐРӐМА ПЫРАССИ ҪАКӐНТАН КИЛЕТ»
3. Эпир Моисей пирки мӗн пӗлетпӗр?
3 Моисей пурнӑҫӗ тӑршшӗпех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ. Вӑл пророк, судья, ҫар пуҫлӑхӗ тата историк пулнӑ. Пурнӑҫ опычӗ унӑн пысӑк пулнӑ. Вӑл Израиль халӑхне Египетран илсе тухнӑ тата Иегова тунӑ нумай тӗлӗнмелле ӗҫе хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Турӑ ӑна Библин малтанхи пилӗк кӗнекине, 89-мӗш тата, тен, 90-мӗш Псаломсене ҫырма хавхалантарнӑ. Иов кӗнекене те вӑлах ҫырнӑ пулас.
4. Моисей хӑйӗн сӑмахӗсемпе кама тӗреклетнӗ тата мӗншӗн?
4 Хӑй виличчен кӑшт маларах, 120 ҫула ҫитсен, Моисей израильтянсене пухса Иегова вӗсемшӗн мӗн-мӗн тунине аса илтернӗ. Турӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем туса Египет ҫине асапсем янӑ чухне вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем питӗ ҫамрӑк пулнӑ (Тух. 7:3, 4). Вӗсем Хӗрлӗ тинӗс шывӗсем икӗ енне уйрӑлнине курнӑ тата тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ. Кайран Иегова Египет ҫарне тӗп тунӑ (Тух. 14:29—31). Пушхирте Турӑ Израильтянсемшӗн тӑрӑшнӑ тата вӗсене хӳтӗленӗ (Сак. аст. 8:3, 4). Халӗ вара вӗсем Пама пулнӑ ҫӗрӗн чикки патӗнче тӑнӑ чухне Моисей вӗсене юлашки хут тӗреклетесшӗн пулнӑ a.
5. Саккуна астутарни 30:19, 20 сӑвӑ йӗркисенчи Моисейӑн юлашки сӑмахӗсем израильтянсене мӗн пирки шантарнӑ?
5 Моисей мӗн каланӑ? (Саккуна астутарни 30:19, 20 вуласа парӑр.) Вӑл израильтянсене хӑйсене чаплӑ пуласлӑх кӗтни пирки аса илтернӗ. Иеговӑна пула Пама пулнӑ ҫӗрте вӗсен кун-ҫулӗ вӑрӑм пулмалла пулнӑ. Унта вырӑнӗ те хитре пулнӑ, ҫӗрӗ те питех те тулӑхлӑ пулнӑ. Ҫав вырӑн пирки Моисей ҫапла каланӑ: «Унти пысӑк, лайӑх хуласене эсӗ туман, унти кил-ҫуртсенчи пурлӑха эсӗ пухман, унти чул касса алтнӑ пусӑсене те эсӗ алтман, унти иҫӗм пахчисемпе ҫу йывӑҫҫисене те эсӗ лартса ӳстермен» (Сак. аст. 6:10, 11).
6. Мӗншӗн Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Израиле ҫӗнсе илме ирӗк панӑ?
6 Тата Моисей израильтянсене ҫав пуян ҫӗрте нумай пурӑнас тесен вӗсен Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑмалла тесе асӑрхаттарнӑ. Вӑл халӑха пурнӑҫ суйласа илме, урӑхла каласан, Иеговӑна итлесе ӑна шанчӑклӑ пулма хавхалантарнӑ. Анчах та израильтянсем Иеговӑна итлемен. Ҫавӑнпа та каярахпа Турӑ Ассири ҫыннисене, кайран Вавилон ҫыннисене хӑйӗн халӑхне ҫӗнсе илсе тыткӑна илсе кайма ирӗк панӑ (4 Пат. 17:6—8, 13, 14; 2 Ҫул. 36:15—17, 20, 21).
7. Моисейӑн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
7 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Итлени пурнӑҫа ҫӑлать. Израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗрӗн чикки патӗнче тӑнӑ пекех, эпир те паян Турӑ пама пулнӑ ҫӗнӗ тӗнчен чикки патӗнче тӑратпӑр. Кӗҫех эпир пӗтӗм ҫӗр рай пулса тӑнине курӑпӑр (Ис. 35:1; Лука 23:43). Унта Шуйттанпа демонсем пулмӗҫ (Ӳлӗм. 20:2, 3). Иегова ҫинчен суяна вӗрентекен тӗнсем те пулмӗҫ (Ӳлӗм. 17:16). Ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене урӑх пусмӑрламӗҫ (Ӳлӗм. 19:19, 20). Райра пӑлхавҫӑсем те пулмӗҫ (Пс. 36:10, 11). Пурте Иеговӑн тӳрӗлӗх законӗсене итлесе, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пӗрлӗхре пурӑнӗҫ. Пӗр-пӗрне юратӗҫ тата шанӗҫ (Ис. 11:9). Эпир ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр! Иеговӑна итлесен, эпир райра ҫӗр-ҫӗр ҫул кӑна мар, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр (Пс. 36:29; Иоанн 3:16).
8. Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк пӗр миссионера мӗнле пулӑшнӑ? (Иуда 20, 21).
8 Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑк Иеговӑна шанчӑклӑ пулма тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшӗ. (Иуда 20, 21 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех ҫак шанчӑк пире хамӑрӑн ҫитменлӗхсемпе кӗрешме вӑй парса тӑрать. Африкӑра нумай ҫул хушши миссионер пулса ӗҫлекен пӗр арҫын тӑван тӗрӗс маррине тӑвас туртӑмпа кӗрешнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тесен манӑн Иеговӑна итлемеллине ӑнланса илтӗм. Ҫавӑнпа малалла та кӗрешме ҫирӗп шут тытрӑм. Хамӑн ҫитменлӗх пирки Иеговӑна тата хӗрӳллӗрех кӗлтума пуҫларӑм. Вара вӑл пулӑшнипе ҫав ҫитменлӗхе ҫӗнтерме пултартӑм».
ЭСӖ ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐН
9. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче Давид мӗнле-мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?
9 Давид Иегова халӑхӗн патши пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл юрӑ-кӗвӗ ӑсти, сӑвӑҫ, ҫар ҫынни тата пророк пулнӑ. Туррӑн ҫак ӗҫлекенӗ сахал мар йывӑрлӑх тӳснӗ. Нумай ҫул хушши вӑл тарса пытанса пурӑннӑ, мӗншӗн тесен Саул патша ӑна ӑмсанса хӗсӗрленӗ. Давид хӑй патша пулса тӑрсан, унӑн ывӑлӗ Авессалом ӑна вӗлерсе ун вырӑнне патшана ларасшӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа Давидӑн каллех тарса ҫӳреме тивнӗ. Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тата хӑйӗн йӑнӑшӗсене пӑхмасӑрах Давид мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Иегова ун пирки «хамӑн кӑмӑла каякан ҫын» тенӗ. Апла, Давид панӑ канашсене пирӗн итлемеллех! (Ап. ӗҫ. 13:22; 3 Пат. 15:5).
10. Мӗншӗн Соломона Давидӑн канашӗ кирлӗ пулнӑ?
10 Тӗслӗхрен, Давид хӑйӗн ывӑлне Соломона, пулас патшана, мӗн каланине пӑхса тухар. Иегова ҫак ҫамрӑк ҫынна вӑл халӑха малалла та Турра тӗрӗс пуҫҫапма пулӑштӑр тесе тата храм туса ларттӑр тесе суйласа илнӗ (1 Ҫул. 22:5). Соломонӑн тем пысӑкӑш ӗҫ тумалла пулнӑ тата пӗтӗм халӑхшӑн тӑрӑшмалла пулнӑ. Иегова пулӑшман пулсан, вӑл ҫавна тума пултарайман пулӗччӗ. Давид ӑна мӗн каланӑ-ши? Айтӑр пӑхар.
11. Давид Соломона мӗнле канаш панӑ тата ҫав канаша итлени Соломона мӗнле усӑ кӳнӗ? (3 Патшасен 2:2, 3). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
11 Давид мӗн каланӑ? (3 Патшасен 2:2, 3 вуласа парӑр.) Давид хӑйӗн ывӑлне вӑл Иеговӑна итлесен лайӑх ертӳҫӗ пулӗ тата Иегова ӑна пиллӗ тесе каланӑ. Соломон чӑнах та нумай ҫул хушши ӑнӑҫлӑн ертсе пынӑ (1 Ҫул. 29:23—25). Вӑл чаплӑ храм туса лартнӑ тата Библири темиҫе кӗнекене ҫырнӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн сӑмахӗсене Библири ытти кӗнекесенче те илсе панӑ. Соломонӑн ӑслӑлӑхӗпе пуянлӑхӗ ҫинчен аякри ҫӗршывсенче те илтнӗ (3 Пат. 4:34). Анчах та унӑн Давидӑн сӑмахӗсене асра тытмалла пулнӑ. Иегова хӑйне итлесен ҫеҫ ӑслӑлӑх парассине манмалла пулман. Шел пулин те, каярахпа Соломон урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫланӑ. Иеговӑна ҫакӑ килӗшмен, ҫавӑнпа та вӑл Соломона ӑслӑлӑх пама пӑрахнӑ. Унсӑр вара Соломон ырӑ та тӳрӗ патша пулма пултарайман (3 Пат. 11:9, 10; 12:4).
12. Давидӑн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
12 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Иеговӑна итлесен вӑл пире пиллӗ тата пулӑшӗ (Пс. 1:1—3). Паллах, Иегова пире Соломон пекех пуян та паллӑ ҫын пулса тӑратӑр тесе сӑмах паман. Анчах та Турра итлесен, вӑл пире ӑслӑлӑх парӗ (Ытар. 2:6, 7; Иак. 1:5). Библири принципсем пире ӗҫ, вӑйӑ-кулӑ, укҫа-тенкӗ тата мӗнле пӗлӳ илес тӗлӗшрен тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗҫ. Туррӑн канашӗсене итлесен, эпир хамӑрпа унӑн хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварӑпӑр тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр (Ытар. 2:10, 11). Унсӑр пуҫне, пирӗн шанчӑклӑ туссем пулӗҫ, ҫемье те тӗлейлӗ пулӗ.
13. Кармен пурнӑҫӗ мӗне пула чӑннипех те ӑнӑҫлӑ пулса тӑнӑ?
13 Мозамбикри Ка́рмен аслӑ пӗлӳ илмесен пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулаймӑн тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл университета архитектора вӗренме кӗнӗ. «Мана вӗренме килӗшетчӗ, — тесе ҫырнӑ вӑл. — Анчах та вӗренме нумай вӑхӑтпа вӑй каятчӗ. Эпӗ ҫиччӗ ҫурӑран пуҫласа каҫхи улттӑччен вӗренеттӗмччӗ. Тӗлпулусене вӑхӑтра ҫитме йывӑрччӗ. Юлашкинчен хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем арканма пуҫларӗҫ. Эпӗ икӗ хуҫашӑн ӗҫлеме хӑтланнине ӑнланса илтӗм» (Матф. 6:24). Кармен ҫавӑн пирки кӗлтунӑ тата пирӗн публикацисене тӗпченӗ. Малалла вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ старейшинӑсемпе тата аннепе канашларӑм та университетран тухса кайса пионер пулас терӗм. Ҫакӑ чи лайӑх йышӑну пулчӗ. Эпӗ ҫавӑншӑн пӗртте кулянмастӑп».
14. Хӑйсен юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне Моисей та, Давид та мӗнле питӗ кирлӗ шухӑша палӑртасшӑн пулнӑ?
14 Моисей та, Давид та Иеговӑна юратнӑ тата ӑна итлеме мӗн тери кирлӗ пулнине ӑнланнӑ. Хӑйсен юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне вӗсем ыттисене хӑйсенчен тӗслӗх илме тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем, кам Иеговӑна итлемест, ҫавсене вӑл ырлама пӑрахӗ тата пама пулнӑ пиллӗхсене памӗ тесе асӑрхаттарнӑ. Моисейпа Давидӑн сӑмахӗсем паян кун та усӑллӑ. Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен вара Иеговӑн тепӗр ӗҫлекенӗ мӗншӗн Турра шанчӑклӑ пулмалли ҫинчен каланӑ.
«МАНА ПУРИНЧЕН ТЕ ЫТЛА САВӐНТАРАТЬ»
15. Иоанн апостол хӑйӗн вӑрӑм кун-ҫулӗнче мӗн-мӗн курнӑ?
15 Иоанн Иисус Христосӑн ҫывӑх тусӗ тата апостолӗ пулнӑ (Матф. 10:2; Иоанн 19:26). Вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫипе пӗрле ырӑ хыпар нумай сарнӑ, Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене курнӑ тата йывӑр вӑхӑтсенче унпа пӗрле пулнӑ. Иисуса вӗлернӗ чухне Иоанн ҫавна курса тӑнӑ. Кайран та, Иисус чӗрӗлсе тӑрсан, Иоанн ӑна курнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ пысӑк пуху пулса тӑнине тата ырӑ «хыпара пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе» тухнине хӑйӗн куҫӗпе курнӑ (Кол. 1:23).
16. Иоанн ҫырӑвӗсем камшӑн усӑллӑ пулнӑ?
16 Ватӑлса ҫитнӗ Иоана пысӑк чыс тунӑ: вӑл «Иисус Христос ӳлӗмхине уҫса панине» ҫырса хунӑ (Ӳлӗм. 1:1). Унсӑр пуҫне, вӑл евангелисенчен пӗрне тата виҫӗ ҫыру ҫырнӑ. Хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫырӑвне Иоанн Гай ятлӑ шанчӑклӑ христианин патне ҫырнӑ, вӑл ӑна ывӑла юратнӑ пек юратнӑ (3 Иоанн 1). Иоанн пухури ытти нумай тӑвана та ҫавӑн пекех юратнӑ пулмалла. Туррӑн ҫак ватӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ мӗн ҫырни Иисусӑн вӗренекенӗсене унччен те ҫирӗплетнӗ, халӗ те ҫирӗплетет.
17. 3 Иоанн 4-мӗшӗ тӑрӑх, мӗн пысӑк савӑнӑҫ кӳрет?
17 Иоанн мӗн ҫырнӑ? (3 Иоанн 4 вуласа парӑр.) Иоанн тӑвансем Турра итлени хӑйне пысӑк савӑнӑҫ кӳрет тесе ҫырнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ тӗлнелле пухура суя вӗрентӳсем саракансем тупӑннӑ, ҫавна пула пуху пайланса кайма пуҫланӑ. Анчах малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыракансем те пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна итленӗ тата «унӑн заповечӗсем тӑрӑх» пурӑннӑ (2 Иоанн 4, 6). Ҫак шанчӑклӑ христиансем Иоана кӑна мар, Иеговӑна та савӑнтарнӑ (Ытар. 27:11).
18. Иоанӑн сӑмахӗсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ?
18 Эпир мӗне вӗренетпӗр? Шанчӑклӑ пулни савӑнӑҫ кӳрет (1 Иоанн 5:3). Сӑмахран, эпир Иеговӑна савӑнтарнӑ чухне хамӑр та савӑнатпӑр. Вӑл эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑнине тата унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑннине курса савӑнать (Ытар. 23:15). Тӳпере ангелсем те савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10). Унсӑр пуҫне, пирӗн пухури тӑвансем хӗсӗрленине тата илӗртӳсене пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни пире савӑнтарать (2 Фес. 1:4). Шуйттан тӗнчине тӗп тусан вара эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн савӑнмаллипех савӑнӑпӑр.
19. Ыттисене Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшни ҫинчен Рейчел мӗн калать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
19 Ҫынсене Иегова ҫинчен каласа панӑ чухне эпир уйрӑмах савӑнатпӑр. Доминика́н Республикинче пурӑнакан Ре́йчел ыттисене Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшасси питӗ чыслӑ ӗҫ тесе шутлать. Вӑл темиҫе ҫынна Иеговӑна пуҫҫапма пуҫлама пулӑшнӑ. Рейчел ҫапла калать: «Вӗренекенсем Иеговӑна юратма, ӑна шанма тата ӑна юрас тесе хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма пуҫласан, эпӗ калама ҫук хытӑ савӑнатӑп. Хам вӑй хуни тата ҫухатусем тӳсни кӑлӑхах пулманнине куратӑп».
ТУРРӐН ШАНЧӐКЛӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕН ЮЛАШКИ СӐМАХӖСЕНЕ ТӐНЛӐР
20. Хамӑрпа Моисей, Давид тата Иоанн хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?
20 Моисей, Давид тата Иоанн ӗлӗк-авалах пурӑннӑ. Вӗсен лару-тӑрӑвӗ те пирӗннинчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Апла пулин те, пирӗнпе вӗсем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пур. Вӗсем чӑн Турра пуҫҫапнӑ, эпир те ҫав Туррах пуҫҫапатпӑр. Вӗсем Иеговӑна кӗлтунӑ, ун ҫине шаннӑ, унран пулӑшу тата канаш ыйтнӑ. Эпир те ҫаплах тӑватпӑр. Ҫав арҫынсем Иеговӑна итленӗшӗн вӑл вӗсене пилленӗ. Иегова пире те пиллесси пирки эпир иккӗленместпӗр.
21. Моисейӑн, Давидӑн тата Иоанӑн юлашки сӑмахӗсене тимлекенсене мӗн кӗтет?
21 Айтӑр Турра шанчӑклӑ пулнӑ тата нумай опыт пухнӑ ҫав виҫӗ арҫыннӑн сӑмахӗсене тимлер те Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑрар. Вара Иегова хамӑр тӑвакан пур ӗҫре те пире пиллесе тата пулӑшса тӑрӗ. Пирӗн кун-ҫул вӑрӑм пулӗ, эпир ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӑпӑр (Сак. аст. 30:20). Пирӗн ҫӳлти Атте пире кӑмӑлланӑран эпир савӑнӑҫлӑ пулӑпӑр. Вӑл хӑйӗн сӑмах панисене пурне те пурнӑҫлӗ, эпир ӗмӗтленнинчен те ытларах тӑвӗ (Эф. 3:20).
129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
a Иегова Хӗрлӗ тинӗс умӗнче тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫе курнӑ израильтянсенчен ытларахӑшӗ Пама пулнӑ ҫӗре кӗмен (Йыш. 14:22, 23). Иегова 20 ҫултисем тата аслӑраххисем пушхирте вилӗҫ тенӗ (Йыш. 14:29). Анчах та 20 ҫултан кӗҫӗнреххисем чӗрӗ юлнӑ. Вӗсем Иисус Навинпа, Халевпа тата Левий ӑрӑвӗнчи нумай израильтянпа пӗрле Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне кӗнӗ (Сак. аст. 1:24—40).
b ӲКЕРЧӖК. Сулахай енче. Вилес умӗн Давид хӑйӗн ывӑлне, Соломона, ӑслӑ канаш парать. Сылтӑм енче. Тӑвансем Пионерсен шкулӗнче вӗренсе чи лайӑх пӗлӳ илеҫҫӗ.