Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумалла?

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумалла?

«Усала хӑвна ҫӗнтерме ан пар, усала ырӑпа ҫӗнтер» (РИМ 12:21).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, лару-тӑрӑва тата ытларах япӑхлатса ярас мар тесен мӗн тумалла?

1, 2. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан эпир мӗн туятпӑр?

 ИИСУС тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ тӑлӑх арӑм ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Ҫав хӗрарӑм судьяран пулӑшу ыйтнӑ пулнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем тӑлӑх арӑм мӗн туйнине ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтра ахаль ҫынсем час-часах тӗрӗсмарлӑха пула хӗн курнӑ (Лука 18:1—5). Эпир те ҫав хӗрарӑм мӗн туйнине ӑнланатпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурте вӑхӑтран вӑхӑта тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑр.

2 Хальхи вӑхӑтра ҫынна камне кура уйӑрасси, тӗрӗсмарлӑх тата пусмӑр питӗ анлӑ сарӑлнӑ (Еккл. 5:7). Ҫавӑнпа та ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсене пирӗнпе япӑх тытни пире тӗлӗнтермест. Анчах та ҫакӑн пекки пухура сиксе тухать пулсан, ҫакӑ пире аптратса ӳкерме пултарать. Паллах ӗнтӗ, пухури тӑвансем пирӗн тӑшмансем мар. Вӗсем пире кӳрентереҫҫӗ пулсан та, ҫакна юри мар, ҫылӑхлӑ пулнӑран тӑваҫҫӗ. Анчах ҫавна ӑнлансан та чун ҫав-ҫавах ыратать. Йывӑр туйӑмсене пусарма мӗн пулӑшать? Иисусӑн тӗслӗхӗ. Эпир, тӑшмансем Иисуспа хӑйсене тӗрӗс мар тытсассӑн, Иисус хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухӑпӑр. Хамӑра хирӗҫ тӑракансемпе те тӳсӗмлӗ пулмалла пулсан, пухури тӑвансемпе пушшех тӳсӗмлӗ пулмалла. Эпир ҫак тӗнчере е пухура тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне Иегова мӗн туять-ши? Вӑл пире хӗрхенет-ши?

3. Эпир тӗрӗсмарлӑха пула асапланни Иеговӑшӑн пурпӗрех пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

3 Иегова пирӗн пурнӑҫра мӗн пулса иртнине веҫех курса тӑрать. Ыттисем хӑйсене пирӗнпе мӗнле тытни Турӑшӑн пурпӗрех мар. «Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать» (Пс. 36:28). Иисус ҫапла шантарнӑ: вӑхӑт ҫитсен Турӑ часах пирӗн хута кӗрӗ (Лука 18:7, 8). Иегова кӗҫех пирӗн пур хӗн-асапа та пӗтерӗ те, эпир тӗрӗсмарлӑхпа тек тӗл пулмӑпӑр (Пс. 71:1, 2).

4. Эпир тӗрӗсмарлӑх тӳснӗ чухне Иегова пире мӗнле пулӑшать?

4 Паллах ӗнтӗ, Иегова хамӑрӑн пур йывӑрлӑха та татса парас вӑхӑта пирӗн кӗтмелле-ха (2 Пётр 3:13). Анчах Иегова пире халех пулӑшать. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хамӑрӑн лару-тӑрӑва япӑхлатса ярас мар тесе вӑл пире мӗн тумаллине вӗрентет. Ҫав тӗллевпе Иегова ҫӗр ҫине хӑйӗн Ывӑлне янӑ. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хамӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен Иисус чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ пире ун пек чухне мӗн тумалли пирки усӑллӑ канашсем парать.

ТӖРӖСМАРЛӐХПА ТӖЛ ПУЛСАН ЛАРУ-ТӐРӐВА ЯПӐХЛАТСА АН ЯРӐР

5. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне мӗншӗн пирӗн хамӑра асӑрхаса тӑмалла?

5 Хӗсӗрленипе тӗл пулсан чун ыратать тата ҫавӑн чухне эпир хамӑра ӑссӑрла та тытма пултаратпӑр (Еккл. 7:7). Туррӑн хӑш-пӗр шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен те, сӑмахран Иовпа Аввакумӑн, ҫавӑн пекрех йывӑр туйӑмсем пулнӑ (Иов 6:2, 3; Авв. 1:1—3). Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан ҫавӑн пек туйӑмсем кашнин пулма пултараҫҫӗ пулин те, асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен эпир, туйӑмсем хыҫҫӑн кайсан, хамӑра ӑссӑрла тытса лару-тӑрӑва япӑхлатса яма пултаратпӑр.

6. Авессаломӑн тӗслӗхӗ мӗне вӗрентет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Кам та пулин пирӗнпе е хамӑрӑн юратнӑ ҫынпа хӑйне тӗрӗс мар тытрӗ пулсан, пирӗн тавӑрас кӑмӑл ҫуралма пултарать. Анчах та ҫакӑ тата пысӑкрах йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать. Давид патша ҫемйинче мӗн пулса иртнине аса илер. Унӑн ывӑлӗ, Амнон, Авессаломӑн йӑмӑкне, Фамаре, ирӗксӗрлесе мӑшкӑл тунӑ. Авессалом ҫавна пӗлсен урса кайнӑ. Моисей законӗ тӑрӑх, Амнона хӑй мӗн туса хунишӗн вӗлермелле пулнӑ (Лев. 20:17). Авессалом мӗншӗн тарӑхнине ӑнланма пулать пулин те, унӑн хӑй тӗллӗн суд тумалла пулман (2 Пат. 13:20—23, 28, 29).

Фамаре ирӗксӗрлесе мӑшкӑлланине пӗлсен, Авессалом хӑйӗн ҫиллине тытса чарайман (6-мӗш абзаца пӑхӑр)


7. Таврари тӗрӗсмарлӑх 72-мӗш Псалома ҫыракан ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

7 Хӑйсене тӗрӗс мар тытакан ҫынсемпе нимӗн те пулмасть пек туйӑннӑ чухне эпир тӗрӗссине тунинчен ним усси те ҫук тесе шутлама пултаратпӑр. 72-мӗш Псалома ҫыракан та ҫапла шутланӑ. Вӑл усал ҫынсем тӳрӗ ҫынсене хӗснине, ҫавӑншӑн вара вӗсене нимӗн те пулманнине курнӑ (Пс. 72:12). Хуйха ӳкнӗрен вӑл Турӑшӑн ӗҫлессинче ним ыррине те курман. Вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫакна епле ӑнласа илем-ши тесе шухӑшларӑм... маншӑн вӑл чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ» (Пс. 72:14, 16, 17). Тата вӑл: «Манӑн урасем кӗҫех тайӑлатчӗҫ, ура тупанӗсем кӗҫех шуса каятчӗҫ», — тесе те каланӑ (Пс. 72:2). Ҫавӑн евӗрли пӗр арҫын тӑванпа та пулнӑ, ӑна Альберто тесе чӗнӗпӗр.

8. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ арҫын тӑванпа мӗн пулса тухнӑ?

8 Альберто айӑплӑ мар пулнӑ пулин те, ӑна пухӑвӑн укҫине вӑрланӑ тесе айӑпланӑ. Вара вӑл старейшина тивӗҫне ҫухатнӑ тата пухури хӑш-пӗр тӑвансем ӑна хисеплеме пӑрахнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ питӗ хытӑ кӳрентӗм, шутсӑр тарӑхаттӑм». Ҫавна пула вӑл тӗлпулусене те ҫӳреме пӑрахнӑ. Ҫакӑ пилӗк ҫуллӑха тӑсӑлнӑ. Ҫак тӗслӗх тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне ҫилле тытса чармасан, мӗн пулса тухма пултарнине кӑтартса парать.

ИИСУС ТӖРӖСМАРЛӐХПА ТӖЛ ПУЛСАН ХӐЙНЕ МӖНЛЕ ТЫТНӐ?

9. Иисус мӗнле-мӗнле тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хамӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус пӗр усал ӗҫ те туман пулин те, ӑна нумай ҫын ӳпкеленӗ. Килтисем вӑл ухмаха тухнӑ тенӗ, тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна демонсем вӑй параҫҫӗ тесе каланӑ. Рим салтакӗсем унран тӑрӑхласа кулнӑ, мӑшкӑлланӑ, юлашкинчен вара ӑна вӗлернӗ те (Марк 3:21, 22; 14:55; 15:16—20, 35—37). Ҫавна веҫех Иисус чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ тата усалпа тавӑрма хӑтланман. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет?

Тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерес тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ (9, 10 абзацсене пӑхӑр)


10. Иисус тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан хӑйне мӗнле тытнӑ? (1 Пётр 2:21—23).

10 1 Пётр 2:21—23 вуласа парӑр a. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Вӑл хӑҫан шӑп тӑмаллине, хӑҫан калаҫмаллине пӗлнӗ (Матф. 26:62—64). Хӑйне айӑпланӑ чухне вӑл хӑйне кашнинчех тӳрре кӑларман (Матф. 11:19). Хирӗҫ тӑракансемпе калаҫнӑ чухне вӑл вӗсене хӑртман тата хӑратман. Хӑйне тӗрӗс тытма Иисуса мӗн пулӑшнӑ? Вӑл хӑйне тӗрӗс суд тӑвакана шанса панӑ. Иисус хӑй мӗн-мӗн тӳснине Иегова курса тӑнине пӗлнӗ. Вӑл Иеговӑна шаннӑ тата хӑй вӑхӑтӗнче Иегова пӗтӗмпех тӳрлетесси пирки пӗртте иккӗленмен.

11. Калаҫмалла-и е шӑпӑрт тӑмалла-и тесе шутланӑ чухне мӗн шута илмелле? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне Иисусран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла? Пирӗн шутласа калаҫмалла. Хӑш-пӗр чухне тӗрӗсмарлӑх ҫине куҫ хупма та пулать. Е лару-тӑру ҫивӗчленсе ан кайтӑр тесе чӗнмесӗр тӑмалла (Еккл. 3:7; Иак. 1:19, 20). Хӑш-пӗр чухне вара пачах урӑхла — мӗн те пулин каламаллах. Сӑмахран, камӑн та пулин хутне кӗмелле чухне е чӑнлӑха хӳтӗлемелле чухне шӑпӑрт тӑмалла мар (Ап. ӗҫ. 6:1, 2). Ҫав вӑхӑтрах пирӗн лӑпкӑ пулмалла тата ыттисемпе хисеплӗн калаҫмалла (1 Пётр 3:15) b.

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир хӑҫан тата мӗнле калаҫас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр (11, 12 абзацсене пӑхӑр)


12. Хамӑра «тӗрӗс суд тӑвакана шанса» пани мӗне пӗлтерет?

12 Эпир те, Иисус пекех, хамӑра «тӗрӗс суд тӑвакана шанса» пама пултаратпӑр. Ыттисем пирӗнпе хӑйсене япӑх тытнӑ чухне е пирӗн пирки япӑх шутланӑ чухне Иегова пӗтӗмпех курса тӑни пирки эпир иккӗленместпӗр. Вӑхӑт ҫитсен вӑл пӗтӗмпех тӳрлетессе ҫирӗп шанатпӑр. Ҫакӑ пире тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме пулӑшать. Иеговӑна шаннипе тата пӗтӗмпех ун аллине панипе эпир хамӑр чӗрене хаярлӑхпа тата курайманлӑхпа тулма памастпӑр, мӗншӗн тесен йывӑр туйӑмсем япӑх ӗҫсем патне илсе ҫитерме пултараҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫав йывӑр туйӑмсене пула эпир савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаратпӑр (Пс. 36:8).

13. Чӑтӑмлӑ пулса тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме пире мӗн пулӑшать?

13 Паллах ӗнтӗ, эпир веҫех Иисус пекех тӗп-тӗрӗс тума пултараймастпӑр. Вӑхӑтран вӑхӑта эпир мӗн те пулин туса е каласа хуратпӑр, кайран вара ҫавӑншӑн ӳкӗнетпӗр (Иак. 3:2). Хӑш-пӗр чухне вара эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑр. Ҫавна пула пирӗн ахаль сурансем е чун суранӗсем юлма пултараҫҫӗ. Тен, вӗсем ҫак тӗнче пӗтичченех ыратӗҫ. Ҫапах та ҫакна асра тытӑр: Иегова эсир мӗн тӳснине веҫех курса тӑрать. Унӑн Ывӑлӗ те, Иисус, айӑпсӑр ҫӗртенех асап курнӑскер, эсир мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланать (Евр. 4:15, 16). Тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме пире Иисусӑн тӗслӗхӗ кӑна мар, Библири канашсем те пулӑшаҫҫӗ. Айтӑр Римри христиансем патне янӑ ҫырури хамӑра пулӑшма пултаракан икӗ сӑвӑ йӗркине пӑхса тухар.

«ТУРРА ХӐЙӖН ҪИЛЛИНЕ КӐТАРТМА ПАРӐР»

14. «Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр» тени мӗне пӗлтерет? (Рим 12:19).

14 Рим 12:19 вуласа парӑр. Павел апостол христиансене: «Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр», — тесе каланӑ. Ҫакна мӗнле тумалла? Эпир Иегова тӗрӗсмарлӑха хӑҫан тата мӗнле майпа пӗтересси пирки хӑй йышӑну тутӑр тетпӗр. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ Джон акӑ мӗн калать: «Ҫилленсе кайсан мӗн те пулин япӑххине туса хурасран хама аран-аран тытса чартӑм. Рим 12:19-мӗшӗнчи сӑмахсем мана Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтме пулӑшрӗҫ».

15. Пирӗн йывӑрлӑха Иегова татса парасса кӗтсен мӗншӗн лайӑхрах пулать?

15 Лару-тӑрӑва тӳрлетме Иеговӑна паратпӑр пулсан, ҫакӑ хамӑрах усӑ парать. Йывӑрлӑха хамӑр тӗллӗн татса пама тӑрӑшмастпӑр пулсан, эпир ытлашши пӑшӑрханмастпӑр тата пирӗн шанӑҫ татӑлмасть. Иегова пире пулӑшасшӑн. Вӑл ҫапла калать теме пулать: «Ҫак ӗҫе мана хӑвар, эпӗ ӑна тӑвӑп». Вӑл: «Эпӗ тавӑрӑп», — тесе сӑмах парать. Ҫак сӑмахсене ӗненетпӗр пулсан, эпир нимӗншӗн те пӑшӑрханмастпӑр, мӗншӗн тесен Иегова ӗҫе лайӑх татса парасса пӗлетпӗр. Джон ҫапла тунӑ та. Вӑл калать: «Эпӗ Иегова ман йывӑрлӑха татса парасса кӗтсе тӑрӑп, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна манран чылай лайӑхрах тӑвӗ».

«УСАЛА ЫРӐПА ҪӖНТЕР»

16, 17. Кӗлтуни усала ырӑпа ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать? (Рим 12:21).

16 Рим 12:21 вуласа пар. Ҫавӑн пекех Павел христиансене «усала ырӑпа ҫӗнтер» тенӗ. Ту ҫинче каланӑ проповедьре Иисус: «Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр тата хӑвӑра хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр», — тесе каланӑ (Матф. 5:44). Иисус хӑй те ҫавӑн пек тунӑ. Рим салтакӗсем ӑна юпа ҫине пӑталаса хунине аса илӗр-ха. Вӑл мӗнле мӑшкӑл тӳснине, мӗнле асапланнине пире ӑнланма та йывӑр.

17 Иисус тӗрӗсмарлӑх тӳссе ирттернӗ пулин те, ҫынсене юратма пӑрахман. Вӑл ҫав салтаксене усал сунман, ун вырӑнне ҫапла кӗлтунӑ: «Атте, каҫар вӗсене, вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ» (Лука 23:34). Хамӑра кӳрентернӗ ҫынсемшӗн кӗлтӑватпӑр пулсан, эпир лӑпкӑрах пулӑпӑр тата сахалрах тарӑхӑпӑр. Эпир вӗсем ҫине, тен, урӑхла пӑхма та пуҫлӑпӑр.

18. Альбертопа Джона кӗлтуни мӗнле пулӑшнӑ?

18 Кӗлтуни ҫак статьяра асӑннӑ икӗ тӑвана пулӑшнӑ. Альберто ҫапла каласа парать: «Манпа хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ тӑвансемшӗн эпӗ кӗлтӑваттӑм. Кӳрентернине манса кайма пулӑшма эпӗ Иеговӑран темиҫе хут ыйтрӑм». Халӗ Альберто каллех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлет. Джон вара ҫапла калать: «Хам чуна ыраттарнӑ арҫын тӑваншӑн эпӗ чылай хутчен кӗлтурӑм. Кӗлтуни мана ҫав арҫын тӑван ҫине урӑхла пӑхма тата ӑна айӑплама пӑрахма пулӑшрӗ. Тата кӗлтунине пула эпӗ чунра канӑҫлӑх туйма пуҫларӑм».

19. Ҫак тӗнчере пурӑннӑ май пирӗн мӗн тумалла? (1 Пётр 3:8, 9).

19 Ҫак усал тӗнчере пурӑннӑ май никам та: «Эпӗ тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулмӑп», — тесе калама пултараймасть. Кирек мӗн пулсан та кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтма чарӑнар мар. Унсӑр пуҫне, тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хамӑра Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ пек тытар тата Библири принципсене тытса тӑрар. Вара Иегова пире пиллетех. (1 Пётр 3:8, 9 вуласа парӑр.)

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

a Пётр хӑйӗн 1-мӗш ҫырӑвӗнчи 2-мӗшпе 3-мӗш сыпӑкӗсенче пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем мӗнле-мӗнле тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулни ҫинчен калать. Хаяр хуҫасем хӑйсен чурисемпе, христиан тӗнне тытса тӑман упӑшкисем вара хӑйсен арӑмӗсемпе хӑйсене тӗрӗс мар тытнӑ (1 Пётр 2:18—20; 3:1—6, 8, 9).

b jw.org сайтра «Ӑҫта юрату, унта чӑн-чӑн мир» видеона пӑхӑр.