УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Хӑвӑра канлӗ вырӑнта Библи тӗпчӗр
Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗренни усӑллӑрах пултӑр тесен мӗн тума пулать? Тимлӗрех пулма мӗн пулӑшма пултарать? Акӑ темиҫе канаш.
-
Хӑвӑра килӗшекен вырӑнта Библи тӗпчӗр. Таса тата тӗрлӗ япала тултарса хуман вырӑн тупӑр, унта ҫутӑ та ҫителӗклӗ пултӑр. Сӗтел хушшинче ларса е уҫӑ сывлӑша тухса вӗренме пултаратӑр.
-
Пӗччен юлма тӑрӑшӑр. Иисус «ирхине ирех... ҫын ҫук ҫӗре» кӗлтума кайнӑ (Марк 1:35). Пӗччен юлма май ҫук пулсан килтисене е пӗрле пурӑнакансене хӑвӑр хӑҫан вӗренессине калӑр. Вара вӗсем сире чӑрмантармӗҫ.
-
Ниме те хӑвӑра чӑрмантарма ан парӑр. Вӗреннӗ чухне эсир телефонпа е планшетпа усӑ куратӑр пулсан, унӑн сассине сӳнтерӗр е «режим полёта» ҫутӑр. Пӗр-пӗр ӗҫе тумаллине аса илсен ӑна кайран тума манса каясран ҫырса хурӑр та малалла тӗпчӗр. Тимлӗ пулма йывӑртарах пулма пуҫларӗ пулсан, уткаласа илӗр е хусканусем туса илӗр.