Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»

Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»

«Вӑл хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать, вӗсенӗн суранне эмеллет» (ПС. 146:3).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова пирӗншӗн питӗ тӑрӑшать тата пирӗн чун суранӗсене сиплесшӗн. Ҫак статьяран эпир Иегова пире мӗнле лӑплантарнине тата эпир хамӑр ыттисене мӗнле йӑпатма пултарнине пӗлӗпӗр.

1. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытать?

 ИЕГОВА хӑйӗн ӗҫлекенӗсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине веҫех: вӗсем савӑннине те, хуйхӑрнине те — курать (Пс. 36:18). Вӑл эпир чун ыратнине пӑхмасӑрах уншӑн малалла та ӗҫленине курса пирӗнпе мухтанать. Унтан та ытларах, вӑл пире пулӑшма тата йӑпатма васкать.

2. Иегова хурлӑхлӑ чӗреллисене мӗнле пулӑшать тата унӑн пулӑшӑвне илес тесен пирӗн мӗн тумалла?

2 Псалом 146:3-мӗшӗнче Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать» тенӗ. Ҫак сӑмахсенчен Иегова хуйха ӳкнисене пулӑшасшӑн пулни курӑнать. Ун пулӑшӑвне илес тесен пирӗн мӗн тумалла? Тӗслӗхрен, ҫын амансан тухтӑр патне каять. Анчах та сывалас тесен, унӑн тухтӑр мӗн каланине пӗтӗмпех туса тӑмалла. Ҫак статьяра эпир Иегова хурлӑхлӑ чӗреллисене хӑйӗн Сӑмахӗнче мӗн каланине тата чун канӑҫлӑхне тупас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

ИЕГОВА ХАМӐРА ХАКЛАНИ ПИРКИ ШАНТАРАТЬ

3. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туяҫҫӗ?

3 Хальхи вӑхӑтра ҫынсем пӗр-пӗрне юратмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та нумайӑшӗ хӑйсем пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлаҫҫӗ. Хе́лен a тӑван акӑ мӗн калать: «Ача чухне эпӗ юрату мӗн иккенне туйса курман. Атте питӗ хаяр ҫынччӗ тата кашни кун мана ниме юрӑхсӑр ҫын тетчӗ». Тен, сирӗнпе те ыттисем хӑйсене япӑх тытнӑ, сире пӗр вӗҫӗм тиркенӗ тата ниме тӑман ҫын тесе каласа тӑнӑ. Ҫапла пулнӑ пулсан, хӑвӑра кам та пулин юратма пултарнине сире ӗненме йывӑр пуль.

4. Псалом 33:19-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова пире мӗн пирки шантарать?

4 Ыттисем хӑйсене сирӗнпе япӑх тытнӑ пулин те, Иегова сире юратни пирки тата хаклани пирки ан иккӗленӗр. Вӑл «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать». (Псалом 33:19 вуласа парӑр.) Ан манӑр: Иегова сирӗнте нумай лайӑххине курать, ҫавӑнпа сире хӑй патне илсе пынӑ (Иоанн 6:44). Вӑл сире ҫав тери хакланӑран ялан пулӑшма хатӗр.

5. Камран ыттисем йӗрӗннӗ, ҫавсемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ тата ҫакӑ мӗн кӑтартать?

5 Иисусӑн тӗслӗхне пӑхса тухсан эпир Иеговӑн туйӑмӗсем ҫинчен нумай пӗлме пултаратпӑр. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫынсемпе ырӑ пулнӑ тата камран ыттисем йӗрӗннӗ, ҫавсене хӗрхеннӗ (Матф. 9:9—12). Пӗррехинче пӗр хӗрарӑм, йывӑр чирпе асапланаканскер, сывалас тесе ун патне вӑрттӑн пырса тумтирне сӗртӗннӗ. Иисус вара ӑна лӑплантарнӑ та хытӑ ӗненнӗшӗн мухтаса илнӗ (Марк 5:25—34). Вӑл ҫынсем ҫине хӑйӗн Ашшӗ пӑхнӑ пек пӑхнӑ (Иоанн 14:9). Ҫавӑнпа та ан иккӗленӗр: Иегова сире хаклать, сирӗн лайӑх енсене, ҫав шутра хӑйне ӗненнине тата юратнине, асӑрхать.

6. Хӑвӑра ниме тӑман ҫын пек туятӑр пулсан мӗн тумалла?

6 Эсир пӗрмаях е вӑхӑтран вӑхӑта хӑвӑра ниме тӑман ҫын пек туятӑр пулсан, сире мӗн пулӑшма пултарать? Иегова хӑвӑра юратни пирки шантаракан Библири сӑвӑ йӗркисене вулӑр та мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 93:19) b. Тен, эсир мӗнле те пулин тӗллев лартрӑр, анчах та ӑна пурнӑҫлаймарӑр. Е ыттисем тунӑ чухлӗ тӑваймастӑр. Ҫавӑншӑн хӑвӑра ан вӑрҫӑр: Иегова сирӗнтен хӑвӑр тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (Пс. 102:13, 14). Енчен те сирӗнтен мӑшкӑлланӑ, сире мӗскӗнлетнӗ е пусмӑр тунӑ пулсан, ҫакна асра тытӑр: эсир ҫавӑншӑн айӑплӑ мар. Никамӑн та сирӗнпе хӑйне ҫавӑн пек япӑх тытма право ҫук! Иегова асап тӳсекенсене мар, усал тӑвакансене явап тыттарӗ (1 Пётр 3:12). Ача чухне пусмӑр тӳснӗ Са́ндра ҫапла калать: «Эпӗ хам ҫине тӗрӗс пӑхма тата Иегова хамра мӗн курать, ҫавна курма пулӑшма ӑна пӗрмаях ыйтатӑп».

7. Эпир мӗн тӳссе ирттерни сӑваплӑ ӗҫре мӗнле пулӑшма пултарать?

7 Хӑвӑртан ним усси те ҫук тесе шутлатӑр пулсан, ҫакӑ Иегова та ҫапла шутланине пӗлтермест. Вӑл сире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекенӗ туса, ырӑ хыпар сарас ӗҫе шанса парса чыс тунӑ (1 Кор. 3:9). Сирӗн урлӑ вӑл ыттисене пулӑшма пултарать. Хӑвӑр мӗн тӳссе ирттернине пула эсир асапланакансене хӗрхенме тата вӗсем мӗн туйнине лайӑхрах ӑнланма пултаратӑр пулӗ. Маларах асӑннӑ Хелен Иеговӑран тата пухури тӑвансенчен пулӑшу илнӗ, халӗ вӑл хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ хам пирки ниме юрӑхсӑр ҫын, манран ним усси те ҫук тесе шутлаттӑм. Иегова пулӑшнине пула вара хама юратнине туйса тӑратӑп, кирлӗ ҫын пек туятӑп». Халӗ Хелен хаваспах тулли пионер пулса ӗҫлет.

ИЕГОВА ХӐВӐРА КАҪАРНИНЕ ӖНЕНӖР

8. Исаия 1:18-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

8 Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем шыва кӗриччен е шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн хытӑ кулянаҫҫӗ. Анчах Иегова пире питӗ юратать — вӑл хӑйӗн Ывӑлне те пирӗншӗн парне пек панӑ. Турӑ пӗтӗм кӑмӑлтан пире ҫав парнене йышӑнтарасшӑн. Иегова, эпир унпа мирлешрӗмӗр c пулсан, пирӗн ҫылӑхсене нихӑҫан та аса илмӗп тесе шантарать. (Исаия 1:18 вуласа парӑр.) Эпир ӑна вӑл хамӑр ҫылӑхсене маннӑшӑн, пирӗн ырӑ ӗҫсене вара асра тытнӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ (Пс. 102:9, 12; Евр. 6:10).

9. Унччен тунӑ йӑнӑшсем пирки шутласа ҫӳрес вырӑнне халӗ тата пуласлӑхра мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлани мӗншӗн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?

9 Унччен мӗн туса хуни ҫинчен кулянса ҫӳрес вырӑнне халӗ тата пуласлӑхра мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Павел апостол тӗслӗхне аса илер. Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑриччен вӑл христиансене хаяррӑн хӗсӗрленишӗн хӑйне пӗр вӗҫӗм айӑпласа ҫӳреме пултарнӑ. Анчах та Павел хӑйне Иегова каҫарнине пӗлнӗ (1 Тим. 1:12—15). Павел пулни-иртни ҫинчен пӗрмай шутласа ҫӳремен. Иудаизмра мӗнле ҫитӗнӳсем туни ҫинчен шутлама пӑрахнӑ пекех, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсем пирки те шутлама пӑрахнӑ (Флп. 3:4—8, 13—15). Вӑл пӗтӗм вӑя хурса Иеговӑшӑн ӗҫленӗ тата пуласлӑх ҫинчен шухӑшланӑ. Павел пекех, эсир те пулса иртнине улӑштарма пултараймастӑр. Анчах та эсир халех Иеговӑна савӑнтарма, ӑна мухтава кӑларма тата вӑл пуласлӑхра мӗн тӑвасси пирки шухӑшлама пултаратӑр.

10. Эсир камӑн та пулин чунне ыраттартӑр пулсан мӗн тумалла?

10 Тен, эсир унччен камӑн та пулин чунне ыраттарнӑ, халӗ вара ҫавӑншӑн кулянатӑр. Ҫапла пулсан, мӗн тума пулать? Йӑнӑша тӳрлетес тесе хӑвӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑвӑр. Сӑмахран, чун-чӗререн каҫару ыйтӑр (2 Кор. 7:11). Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑр кӳрентернӗ ҫынна лӑплантарма ыйтӑр. Иегова ӑна та, сире те канӑҫлӑх пама тата хӑйӗншӗн малалла та ӗҫлесе тӑма пулӑшма пултарать.

11. Иона пророк тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)

11 Хӑвӑр тунӑ йӑнӑшсенчен вӗренӗр тата Иегова мӗн ыйтнине тума хатӗр пулӑр. Иона пророкӑн тӗслӗхне аса илер. Турӑ ӑна Ниневие кайма хушнӑ, вӑл вара пачах урӑх енне тарнӑ. Иегова Ионӑна тӳрлетнине пула лешӗ хӑйӗн йӑнӑшӗнчен вӗренме пултарнӑ (Иона 1:1—4, 15, 16; 2:1, 8—11). Турӑ хӑйӗн пророкӗ ҫине ал сулман. Вӑл ӑна Ниневие кайма тепӗр хут каланӑ. Ку хутӗнче пророк тӳрех тӑрса утнӑ. Иона хӑй йӑнӑш тунӑшӑн хуйхӑрнӑ пулин те, вӑл хӑйне Иегова мӗн хушнине тунӑ (Иона 3:1—3).

Иона пророка пысӑк пулӑ ҫӑтса янӑ пулин те вӑл, Иегова пулӑшнипе, чӗрӗ-сывӑ тӑрса юлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иегова ӑна Ниневие каллех ярса хӑйӗн хыпарне пӗлтерме хушнӑ (11⁠-мӗш абзаца пӑхӑр)


ИЕГОВА ПИРЕ ЙӐПАТМАШКӐН СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ПАРАТЬ

12. Иегова пире пысӑк инкеке чӑтса ирттерме мӗнле пулӑшать? (Филиппӑ 4:6, 7).

12 Пирӗн ҫине пысӑк инкек йӑтӑнса ансан Иегова, пире йӑпатмашкӑн, хӑйӗн святой сывлӑшне парать. Ронпа Кэ́ролӑн ывӑлӗ хӑй ҫине ал хунӑ. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Хамӑр пурнӑҫра нумай инкек тӳсме тиврӗ, анчах та ҫавӑн чухне шутсӑр йывӑр килчӗ. Час-часах эпир ҫывӑраймастӑмӑрччӗ, вара ҫӗрӗпех Иеговӑна кӗлтӑваттӑмӑрччӗ. Ҫав самантсенче Иегова пире Филиппӑ 4:6, 7 сӑвӑ йӗркисенче (вуласа парӑр) асӑннӑ канӑҫлӑха паратчӗ». Сире пысӑк инкек пырса ҫапрӗ пулсассӑн, Иеговӑна хӑвӑр мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа пама ан вӑтанӑр. Сирӗн час-часах тата нумай вӑхӑт хушши кӗлтӑвас килет пулсан, хӑвӑра ан чарӑр (Пс. 85:3; 87:2). Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Вӑл сире ӑна паратех (Лука 11:9—13).

13. Святой сывлӑш пире Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗнле пулӑшать? (Эфес 3:16).

13 Пысӑк йывӑрлӑха пула сирӗн халран кайни пулнӑ-и? Ҫавӑн пек чухне малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн святой сывлӑш сире вӑй кӳме пултарать. (Эфес 3:16 вуласа парӑр.) Флорӑпа акӑ мӗн пулса тухнӑ. Вӗсем упӑшкипе пӗрле миссионерсем пулса ӗҫленӗ. Кайран вӑл, упӑшки аскӑн ӗҫ тунине пӗлсен, унран уйрӑлнӑ. «Упӑшка мана улталасан, чун ҫав тери ыратнӑран, эпӗ урӑх ним ҫинчен те шутлаймастӑмччӗ, — каласа парать Фло́ра. — Ҫак йывӑрлӑха чӑтса ирттерес ҫук пек туйӑнатчӗ. Эпӗ Иеговӑран святой сывлӑш ыйтаттӑм, вара вӑл мана ҫирӗплетрӗ тата чун суранӗсене сиплерӗ». Халӗ Флора Иеговӑна тата хытӑрах шанать. Вӑл хӑйне Турӑ кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки иккӗленмест. Флора ҫапла та калать: «Эпӗ Псалом 119:32-мӗшӗнче каланӑ пекех каланӑ пулӑттӑм: „Эпӗ санӑн заповедьсене хаваспах тытса тӑрӑп, мӗншӗн тесен эсӗ мана ҫирӗп чӗреллӗ тӑватӑн“» (Пс. 119:32, ҪТ, сноска).

14. Ытларах святой сывлӑш илес тесен мӗн тумалла?

14 Святой сывлӑш ыйтнӑ хыҫҫӑн мӗн тумалла? Тата ытларах святой сывлӑш илме пулӑшакан ӗҫсене тӑвӑр. Тӗлпулусене ҫӳрӗр тата ырӑ хыпар сарӑр. Ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахне кашни кун вуласа хӑвӑр ӑс-тӑна унӑн шухӑшӗсемпе тултарӑр (Флп. 4:8, 9). Библире тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене ҫырса хунӑ. Иегова вӗсене веҫех чӑтса ирттерсе хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине курма тӑрӑшӑр. 6-мӗш абзацра асӑннӑ Сандра нумай хӗн-хур курнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Иосиф тӗслӗхӗ мана ялан хавхалантаратчӗ. Йывӑрлӑхсем тӳснине тата ыттисем хӑйӗнпе тӗрӗс мар тытнине пӑхмасӑрах вӑл Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ» (Пулт. 39:21—23).

ИЕГОВА ПИРЕ ПУХУРИ ТӐВАНСЕМ УРЛӐ ЙӐПАТАТЬ

15. Иегова пире тӑвансем урлӑ мӗнле пулӑшать тата йӑпатать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Хамӑра йывӑр килнӗ чухне пире пухури тӑвансем питӗ йӑпатаҫҫӗ (Кол. 4:11). Вӗсене пула эпир Иегова хамӑра юратнине туятпӑр. Эпир яланах тӑвансене чуна уҫса пама пултаратпӑр. Вӗсем юнашар пулни, пире хӗрхенсе итлени питӗ йӑпатать. Тӑвансем пире Библири сӑвӑ йӗркипе d хавхалантарма е пирӗнпе пӗрле кӗлтума пултараҫҫӗ (Рим 15:4). Хӑш чухне тӑвансем пире Иегова хамӑр лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнине аса илтереҫҫӗ. Ҫавна пула та ҫӑмӑллӑх туятпӑр. Унсӑр пуҫне, пухури тӑвансем пире ӗҫпе те пулӑшаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн вӑй ҫук чухне пире апат пӗҫерсе пама пултараҫҫӗ.

Иеговӑна юратакан тата шанӑҫа тивӗҫлӗ туссем пире йӑпатма тата пулӑшма пултараҫҫӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)


16. Пулӑшу илес тесен хӑш чухне мӗн тумалла?

16 Хӑш чухне, пулӑшу илес тесен, ӑна ыйтас пулать. Пухури тӑвансем пире юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа пире питӗ пулӑшасшӑн (Ытар. 17:17). Анчах вӗсем эпир мӗн туйнине тата пире мӗнле пулӑшу кирлине пӗлмесен те пултараҫҫӗ (Ытар. 14:10). Хуйхӑ пусса лартрӗ пулсан, лайӑх туссене чуна уҫса парӑр. Вӗсене хӑвӑра мӗнле-мӗнле пулӑшмалли ҫинчен калӑр. Хӑвӑр шанакан пӗр е икӗ старейшинӑпа калаҫса илме пулать. Хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан хӗрарӑм тӑванпа калаҫса йӑпату илеҫҫӗ.

17. Хавхалану илес тесен мӗн тумалла тата ҫавна тума мӗн чӑрмантарма пултарать?

17 Ыттисенчен ан ютшӑнӑр. Тен, хӑвӑра йывӑр килнӗрен сирӗн никампа та калаҫас килмест. Е, тен, тӑвансем сире ӑнлансах каймаҫҫӗ е шутламасӑр мӗн те пулин каласа хума пултараҫҫӗ (Иак. 3:2). Ун пек пулсан та, вӗсенчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Иегова вӗсем урлӑ сире йӑпатма пултарать. Гэ́вин ятлӑ старейшина депрессипе асапланать. «Хӑш чухне ман туссемпе калаҫма пӗр кӑмӑл та ҫук», — тет вӑл. Ҫав-ҫавах Гэвин тӑвансемпе пӗрле вӑхӑта ирттерет, ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӑл ытларах чухне хӑйне лайӑхрах туять. Э́ми ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Унччен хампа мӗн пулса иртнине пула мана ҫынсене шанма йывӑр. Анчах та манӑн Иегова пек пулас килет, ҫавӑнпа та эпӗ тӑвансене юратма тата вӗсене шанма вӗренетӗп. Ҫакӑ унӑн кӑмӑлне кайнине эпӗ пӗлетӗп. Ӑна савӑнтарнӑ чухне вара эпӗ хам та савӑнатӑп».

ИЕГОВА ПАРАКАН ШАНЧӐК ПИРЕ ЙӐПАТМА ПУЛТАРАТЬ

18. Пире мӗнле пуласлӑх кӗтет тата пирӗн халех мӗн тумалла?

18 Кӗҫех Иегова пур ыратӑва та, ҫав шутрах чун ыратӑвне те, пӗтерӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Чӗрене ыраттаракан асаилӳсем урӑх пулмӗҫ (Ис. 65:17). Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова халех пирӗн чун суранӗсене сиплет. Ҫавӑнпа вӑл паракан сипленмелли меслетсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшӑр. Пӗртте ан иккӗленӗр, «вӑл сирӗншӗн тӑрӑшать» (1 Пётр 5:7).

7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

b  «Иегова сире хаклать» рамкӑна пӑхӑр.

c Иеговӑпа мирлешес тесен ӑна хамӑр ӳкӗннине кӑтартмалла. Эпир тунӑ ҫылӑхсемшӗн Иеговӑран каҫару ыйтатпӑр пулсан тата хамӑра тӗрӗс мар тытма пӑрахатпӑр пулсан, ҫакӑ эпир ӳкӗннине кӑтартса парӗ. Йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, старейшинӑсенчен те пулӑшу ыйтмалла (Иак. 5:14, 15).

d Кирлӗ сӑвӑ йӗркисене «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» кӗнекере тупма пулать. Тӗслӗхрен, «Пӑшӑрханусем» тата «Йӑпату» темӑсене пӑхӑр.