Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

«Вӑл вӗсене 40 кун хушши нумай хутчен курӑннӑ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ» (АП. ӖҪ. 1:3).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунӑ тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?

1, 2. Эммауса кайнӑ чухне Иисусӑн икӗ вӗренекенӗпе мӗн пулса иртнӗ?

 ПИРӖН ЭРӐРИ 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 16-мӗшӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсем хуйхӑраҫҫӗ тата хытӑ хӑраҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран тухса 11 ҫухрӑм аякра вырнаҫнӑ Эммауса утаҫҫӗ. Вӗсен пӗр кӑмӑл та ҫук. Вӗренекенсем Иисус, Мессия пулнӑ май, еврейсен пурнӑҫне улӑштарӗ тесе шаннӑ. Халӗ вара, вӑл вилсен, вӗсен шанӑҫӗ татӑлнӑ. Анчах та кӗҫех вӗсен кӑмӑлӗ улшӑнӗ.

2 Ҫулпа пынӑ чухне вӗренекенсем патне палламан арҫын пырать те вӗсемпе пӗрле утса каять. Вӗренекенӗсем хӑйсем мӗншӗн кулянни ҫинчен, Иисуспа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Малалла ҫав арҫын мӗн каланине вӗсем нихӑҫан та манас ҫук. Вӑл «Моисейран тата пур пророкран та пуҫласа» Мессийӑн мӗншӗн асапланмалла тата вилмелле пулнине ӑнлантарса парать. Виҫҫӗшӗ те Эммауса ҫитсен, вӗренекенӗсем тинех ҫав арҫын чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус пулнине ӑнланса илеҫҫӗ. Мессия чӗрӗ пулнине пӗлсен вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулӗ! (Лука 24:13—35).

3, 4. а) Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӗренекенӗсене курӑнни вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (Апостолсен ӗҫӗсем 1:3). ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе нумай хут тӗл пулнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 1:3 вуласа парӑр.) Вара хӑраса-аптраса ӳкнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсем хастар та хӑюллӑ хыпарҫӑсем пулса тӑнӑ. Халӗ вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хаваспах тума пуҫланӑ a.

4 Иисус ҫав вӑхӑт хушшинче мӗн-мӗн тунине пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать. Айтӑр вӑл ҫав вӑхӑтра хӑйӗн вӗренекенӗсене: 1) мӗнле ҫирӗплетнине; 2) Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшнине тата 3) пулас тивӗҫсене тума мӗнле хатӗрленине сӳтсе явар. Тата ҫак тӗлӗшрен эпир Иисусран мӗне вӗренме пултарнине курар.

ЫТТИСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР

5. Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсене хавхалантарни кирлӗ пулнӑ?

5 Иисусӑн вӗренекенӗсене хавхалантарни кирлӗ пулнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем Иисус хыҫҫӑн каяс тесе килӗсене, тӑванӗсене тата ӗҫне хӑварнӑ (Матф. 19:27). Теприсене вара хӑйсем мӗне ӗненнишӗн хӗсӗрленӗ е вӗсем тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ (Иоанн 9:22). Вӗсем Иисус пама пулнӑ Мессия пулнине ӗненнӗ, ҫавӑнпа та ҫавна веҫех тӳсме хатӗр пулнӑ (Матф. 16:16). Анчах та, Иисуса вӗлерсен, вӗренекенсен ӗмӗчӗ татӑлнӑ та вӗсем хуйха ӳкнӗ.

6. Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн мӗн тунӑ?

6 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен ӗненӗвӗ хавшанӑ тесе шутламан. Вӗсем хӑй вилнишӗн хуйхӑрнине вӑл ӑнланнӑ, ҫавӑнпа чӗрӗлсе тӑнӑ кунах хӑйӗн тусӗсене йӑпатма васканӑ. Тӗслӗхрен, вӑл хӑйӗн тупӑклӑхӗ умӗнче макӑрса тӑракан Мария Магдалинӑна курӑннӑ (Иоанн 20:11, 16). Тата вӑл Эммауса утнӑ икӗ вӗренекенӗпе, унсӑр пуҫне, Пётр апостолпа та калаҫса илнӗ (Лука 24:34). Эпир Иисусран мӗне вӗренме пултаратпӑр? Айтӑр вӑл Мария Магдалинӑна курӑнсан мӗн пулса тухнине сӳтсе явар.

7. Иисус Марийӑна сӑнаса тӑнӑ чухне мӗн курнӑ тата вӑл ӑна мӗнле пулӑшнӑ? (Иоанн 20:11—16). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Иоанн 20:11—16 вуласа парӑр. Нисанӑн 16-мӗшӗнче ир-ирех темиҫе хӗрарӑм Иисуса пытарнӑ ҫӗре пынӑ (Лука 24:1, 10). Тупӑклӑхра Иисусӑн кӗлетки ҫуккине курсан вӗсенчен пӗри, Мария Магдалина, ҫавӑн ҫинчен Пётрпа Иоана каласа пама чупса кайнӑ. Лешӗсем, вӑл мӗн каланине илтсен, тупӑклӑх патне васканӑ. Мария та вӗсем хыҫҫӑн пынӑ. Апостолсем унта Иисусӑн кӗлетки чӑнах та ҫуккине курсан килӗсене таврӑннӑ, Мария вара тупӑклӑх патӗнче йӗрсе юлнӑ. Хӑйӗн ҫине Иисус пӑхса тӑнине вӑл пӗлмен те. Мария макӑрнине курсан Иисусӑн ӑна лӑплантарас килсе кайнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Марийӑна курӑннӑ та унпа калаҫнӑ. Вӑл ӑна темиҫе ахаль сӑмах ҫеҫ каланӑ пулин те, Мария йӑпаннӑ. Ҫавӑн пекех Иисус ӑна питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ: хӑй чӗрӗлсе тӑни пирки тӑвансене каласа пама ыйтнӑ (Иоанн 20:17, 18).

Иисусран тӗслӗх илсе ыттисемпе тимлӗ пулӑр тата вӗсем мӗн туйнине ӑнланма тӑрӑшӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. Эпир Иисусран мӗне вӗренетпӗр?

8 Эпир Иисусран мӗне вӗренетпӗр? Эпир пирӗн тӑвансене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшма пултаратпӑр. Иисус пекех вӗсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен тата вӗсем мӗн туйни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, вӗсене йӑпатма пултарӑпӑр. Джо́селин тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑнсӑртран пулса иртнӗ инкеке пула унӑн йӑмӑкӗ вилнӗ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Ҫав инкек хыҫҫӑн ман нумай уйӑх хушши чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ». Пӗр мӑшӑр ӑна хӑйӗн патне хӑнана чӗннӗ. Вӗсем ӑна чунне уҫса пама май панӑ, тимлӗн итленӗ тата хӑйне Иегова хаклани пирки шантарнӑ. Джоселин малалла ҫапла калать: «Эпӗ хама ҫил-тӑвӑлра кӗрлекен тинӗсри пек туяттӑм. Анчах та Иегова ҫав тӑвансене ярса мана путма памарӗ. Вӗсем пулӑшнипе манӑн Иеговӑшӑн каллех ӗҫлеме кӑмӑл ҫуралчӗ». Эпир те ыттисене чунне уҫса пама май парсан тата вӗсене тимлӗ итлесен, вӗсен Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма вӑй пулӗ (Рим 12:15).

ЫТТИСЕНЕ ТУРӐ СӐМАХНЕ ЛАЙӐХРАХ ӐНЛАНМА ПУЛӐШӐР

9. Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ тата Иисус вӗсене мӗнле пулӑшнӑ?

9 Иисусӑн вӗренекенӗсем Турӑ Сӑмахне шаннӑ тата унпа килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшнӑ (Иоанн 17:6). Анчах та вӗсен вӗрентекенне вӑрӑ-хураха вӗлернӗ пек вӗлерсен вӗсем аптраса ӳкнӗ. Иисус вӗсем мӗншӗн иккӗленнине пӗлнӗ. Вӗренекенсем Иеговӑна юратма тата ӗненме пӑрахман, Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнлансах кайман ҫеҫ (Лука 9:44, 45; Иоанн 20:9). Ҫавӑнпа та вӑл вӗренекенӗсене Турӑ Сӑмахӗнче мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӗрентнӗ. Вӑл икӗ вӗренекенӗпе пӗрле Эммауса кайнӑ чухне ҫакна мӗнле тунине пӑхса тухар.

10. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй чӑнах та Мессия пулнине ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ? (Лука 24:18—27).

10 Лука 24:18—27 вуласа парӑр. Асӑрхӑр-ха, Иисус хӑй кам пулнине тӳрех каламан. Ун вырӑнне вӑл ыйтусем панӑ. Мӗншӗн? Тен, вӑл вӗренекенӗсем хӑйсем мӗн шутланине тата хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарнине каласа паччӑр тенӗ. Вӗсем вара Иисус Израиль патши пулса тӑрасса тата Рим ҫыннисем вырӑнне ертсе пырасса шанни ҫинчен каласа панӑ. Вӗсене итлесе пӗтерсен Иисус, Сӑваплӑ Ҫырупа усӑ курса, мӗн пулса иртни пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пулнине кӑтартнӑ b. Каярахпа ҫав каҫ Иисус ҫакна ытти вӗренекенсене те ӑнлантарса панӑ (Лука 24:33—48). Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр?

11, 12. а) Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне Иисусран тӗслӗх илсе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Пӗр арҫын тӑван Библи вӗренекене мӗнле пулӑшнӑ?

11 Эпир Иисусран мӗне вӗренетпӗр? Ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне унӑн туйӑмӗсене шута илсе ыйтусем парӑр. Вара эсир ҫын мӗн шутланине тата мӗн пирки пӑшӑрханнине пӗлме пултаратӑр (Ытар. 20:5). Кайран хӑйӗн лару-тӑрӑвӗпе ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗркисене мӗнле тупмаллине кӑтартӑр. Ӑна мӗн тумаллине тӳррӗн калас килет пулсан та, ҫавна ан тӑвӑр. Ун вырӑнне, ыйтусем парса ҫав сӑвӑ йӗркисенчи Библири принципсем ҫинчен тата вӗсемпе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшлама пулӑшӑр. Айтӑр Ганӑри Но́рти ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.

12 Норти 16-ра пулнӑ чухне Библи вӗренме пуҫланӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен килтисем ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Анчах та Норти парӑнман. Малалла та Библи вӗренме ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл хӑйӗнпе унччен сӳтсе явнӑ шухӑшсене аса илнӗ. Библи вӗреннӗ чухне арҫын тӑван унпа Матфей кӗнекинчи 10-мӗш сыпӑка пӑхса тухнӑ. Унта чӑн христиансене пурне те хӗсӗрлӗҫ тенӗ. «Унти сӑмахсем хам ҫинче пурнӑҫланма пуҫласан эпӗ чӑнлӑха тупнине ӑнланса илтӗм», — тет Норти. Унсӑр пуҫне, Нортипе Библи вӗреннӗ арҫын тӑван Матфей 10:16-мӗшӗнчи сӑмахсем ҫинчен, асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен, шухӑшлама пулӑшнӑ. Норти ҫакна ӑнланса илнӗ: килтисемпе чӑнлӑх ҫинчен калаҫнӑ чухне тавлашмалла мар тата вӗсемпе хисеплӗн калаҫмалла. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл пионер пулса тӑрасшӑн пулнӑ. Ашшӗ вара ӑна аслӑ пӗлӳ илме хистенӗ. Нортипе Библи вӗреннӗ арҫын тӑван унӑн мӗн тумаллине каламан. Ун вырӑнне, Норти хӑй йышӑну тутӑр тесе унпа Библири принципсене сӳтсе явнӑ. Норти мӗн тӑвас тенӗ? Вӑл пионер пулса тӑнӑ. Ҫакӑншӑн ашшӗ ӑна килтен хӑваласа кӑларса янӑ. Норти хӑй тӗрӗс мар йышӑну тунӑ тесе шутлать-и? Вӑл ҫапла калать: «Хам тӗрӗс туни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп». Айтӑр хамӑр вӑхӑта шеллемесӗр ҫынсене Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курма вӗрентер. Вара вӗсем чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрӗҫ (Эф. 3:16—19).

Иисусран тӗслӗх илсе ыттисене Сӑваплӑ Ҫырӑва лайӑхрах ӑнланма пулӑшӑр (11-мӗш абзаца пӑхӑр) e


АРҪЫН ТӐВАНСЕНЕ «ПАРНЕ ПЕК ПАНӐ» ҪЫНСЕМ ПУЛСА ТӐМА ПУЛӐШӐР

13. Хӑй пӗлӗте хӑпарнӑ хыҫҫӑн та ырӑ хыпар сарас ӗҫ малалла та пытӑр тесе Иисус мӗн тунӑ? (Эфес 4:8).

13 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑйне Ашшӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех туса ҫитернӗ (Иоанн 17:4). Анчах вӑл ӗҫе хӑйӗн пек лайӑх урӑх никам та тума пултараймасть тесе шутламан. Хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши туса тӑнӑ чухне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма, лайӑх вӗрентекенсем пулса тӑма тата Иеговӑн сурӑхӗсене пӑхма вӗрентнӗ. Хӑй пӗлӗте хӑпарсан вара ҫав арҫынсем ырӑ хыпар сарас тата ыттисене вӗрентес ӗҫе ертсе пыма пуҫланӑ. Ун чухне вӗсенчен хӑш-пӗрисем 30-а та ҫитмен пулнӑ пулӗ. (Эфес 4:8 вуласа парӑр.) Ҫав ӗҫчен те шанчӑклӑ арҫынсене «парне пек панӑ» ҫынсем пулса тӑма пулӑшас тесе Иисус ҫӗр ҫинчи юлашки 40 кун хушшинче мӗн-мӗн тунӑ? («Тӗпчемелли Библире» (акӑлч.) Эфес 4:8-мӗш валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр.)

14. Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче хӑй хыҫҫӑн пыракансене мӗне вӗрентнӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

14 Кирлӗ чухне Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ыррӑн, канаш панӑ. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем вӑл чӗрӗлсе тӑнине ӗненмен. Иисус ҫавна асӑрханӑ та вӗсене иккӗленӳсене сирсе яма пулӑшнӑ (Лука 24:25—27; Иоанн 20:27). Тата вӑл вӗренекенӗсене мӗн кирлӗрех пулни ҫинчен аса илтернӗ. Вӗсен нумайрах укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен мар, лайӑх кӗтӳҫӗ пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен ытларах шутламалла пулнӑ (Иоанн 21:15). Вӑл вӗсене Иеговӑн ӗҫӗнче хӑйсем мӗн тунине ыттисем мӗн тунипе танлаштармалла мар тесе те каланӑ (Иоанн 21:20—22). Унсӑр пуҫне, вӗренекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен тӗрӗсех мар шутланӑ. Вара Иисус вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫине тӗрӗс пӑхма тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе малти вырӑна хума пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 1:6—8). Старейшинӑсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

Иисусран тӗслӗх илсе арҫын тӑвансене пухушӑн тӑрӑшма вӗрентӗр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


15, 16. а) Старейшинӑсем Иисусран мӗне вӗренеҫҫӗ? ӑ) Вӑхӑтра панӑ канаш Патрика мӗнле пулӑшнӑ?

15 Старейшинӑсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Старейшинӑсен арҫын тӑвансене, ҫав шутрах ҫамрӑккисене те, вӗрентмелле. Вара арҫын тӑвансем пухура тӗрлӗ тивӗҫсем туса тӑма пултарӗҫ c. Ҫав тӑвансен нумай вӗренмеллине старейшинӑсем ӑнланаҫҫӗ. Ҫамрӑк арҫын тӑвансен опыт пухмалла, хӑйсене кӗҫӗне хума тата шанчӑклӑ пулма вӗренмелле. Ыттисене пулӑшма та хатӗр пулмалла. Ҫавӑнпа старейшинӑсен вӗсене юратса канаш памалла (1 Тим. 3:1; 2 Тим. 2:2; 1 Пётр 5:5).

16 Вӑхӑтра панӑ канаш Па́трик ятлӑ арҫын тӑвана мӗнле усӑ панине курар. Ҫамрӑкрах чухне вӑл ыттисемпе, ҫав шутрах хӗрарӑм тӑвансемпе те, хӑйне тӳрккес тытнӑ. Пӗр старейшина ӑна ҫав тӗлӗшрен ыррӑн та, ҫав вӑхӑтрах тӳррӗн, канаш панӑ. «Вӑл ҫав ҫитменлӗх ҫине тимлеттернӗшӗн эпӗ хавас пултӑм, — тет Патрик. — Ытти тӑвансене пухура тивӗҫсем шанса паратчӗҫ, мана вара — памастчӗҫ. Ҫавӑншӑн эпӗ кулянаттӑмччӗ. Ҫав канаш мана ҫакна ӑнланма пулӑшрӗ: пухури тивӗҫсене илессишӗн ҫеҫ ҫунмалла мар, хама кӗҫӗне хумалли ҫинчен тата тӑвансене хытӑрах юратмалли ҫинчен ытларах шухӑшламалла». Патрик 23 ҫулта старейшина пулса тӑнӑ (Ытар. 27:9).

17. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене шаннине мӗнле кӑтартнӑ?

17 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма кӑна мар, ыттисене вӗрентме те хушнӑ. («Тӗпчемелли Библире» (выр.) Матфей 28:20-мӗшӗ валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр, «уча их» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ.) Тен, вӗренекенӗсем ҫав ӗҫе тӑваймастпӑр пулӗ тесе шутланӑ. Анчах та Иисус вӗсем ҫав ӗҫе тума пултарасси пирки иккӗленмен. Вӑл вӗсене шаннӑ, ҫавӑнпа та: «Мана Атте янӑ пек, эпӗ те сире яратӑп», — тенӗ (Иоанн 20:21).

18. Старейшинӑсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

18 Старейшинӑсем Иисусран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем пухури хӑйсен хӑш-пӗр ӗҫӗсене ыттисене шанса параҫҫӗ (Флп. 2:19—22). Сӑмахран, вӗсем ҫамрӑк тӑвансене Патшалӑх залне тирпейлес е юсас ӗҫре пулӑшма ыйтма пултараҫҫӗ. Старейшина арҫын тӑвана пӗр-пӗр ӗҫ шанса парса ӑна мӗнле тумаллине ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн, унӑн кашни утӑмне тӗрӗслесе-сӑнаса тӑмӗ. Ҫапла вӑл тӑвана шаннине кӑтартӗ. Анчахрах старейшина пулса тӑнӑ Мэ́тью опытлӑ арҫын тӑвансем хӑйне шӑп ҫапла вӗрентнӗшӗн ҫав тери пархатарлӑ. Вӑл калать: «Вӗреннӗ чухне йӑнӑшсем пулаҫҫех. Эпӗ йӑнӑш тусан старейшинӑсем мана вӑрҫмастчӗҫ, ҫав йӑнӑшсенчен вӗренсе лайӑхланма пулӑшатчӗҫ» d.

19. Ҫак статья сире мӗн тума хавхалантарчӗ?

19 Иисус ҫӗр ҫинчи юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунӑ? Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫирӗплетнӗ, вӗрентнӗ тата пулас тивӗҫсене тума хатӗрленӗ. Айтӑр унран тӗслӗх илме ҫирӗп шут тытар (1 Пётр 2:21). Иисус вара пире пулӑшса тӑрӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй: «Ҫак тӗнче пӗтичченех эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле пулӑп», — тесе сӑмах панӑ (Матф. 28:20).

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

a Евангелисенче тата Библин ытти кӗнекисенче чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑнни ҫинчен темиҫе вырӑнта ҫырса панӑ. Ӑна ҫак ҫынсем курнӑ: Мария Магдалина (Иоанн 20:11—18); ытти хӗрарӑмсем (Матф. 28:8—10; Лука 24:8—11); икӗ вӗренекенӗ (Лука 24:13—15); Пётр (Лука 24:34); апостолсем, Фомасӑр пуҫне (Иоанн 20:19—24); апостолсем Фомапа пӗрле (Иоанн 20:26); ҫичӗ вӗренекенӗ (Иоанн 21:1, 2); 500 ытла вӗренекенӗ (Матф. 28:16; 1 Кор. 15:6); унӑн шӑллӗ Иаков (1 Кор. 15:7); апостолсем пурте (Ап. ӗҫ. 1:4); апостолсем, Вифани ҫумӗнче пулнӑ чухне (Лука 24:50—52). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене курӑнни татах та пулнӑ пулӗ, анчах та кун пирки Библире ҫырман (Иоанн 21:25).

b Мессия ҫинчен пророкла каланисене jw.org сайтри «Мессия ҫинчен пророкла каланисем Иисус Христос ҫинче пурнӑҫланнӑ-и?» статьяра пӑхма пулать.

c Хӑш-пӗр арҫын тӑвансем 25 ҫултах район старейшинисем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Анчах та вӗсен малтан старейшина пулса опыт пухмалла.

d Старейшинӑсем ҫамрӑк арҫын тӑвансене пухушӑн тӑрӑшма тата мӗнле вӗрентме пултарни ҫинчен ҫакӑнта пӑхӑр: 2018 ҫулхи август уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башни», 11—12 страницӑсем, 15—17 абзацсем тата 2015 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 3—13 страницӑсем.

e ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван Библи вӗренекенпе сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явса Иеговӑна мӗн савӑнтарнине ӑнланма пулӑшать. Ҫавӑн хыҫҫӑн Библи вӗренекен чӑрӑш капӑрлатмалли япаласене тухса пӑрахать.