Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

103-МӖШ ЮРӐ Кӗтӳҫӗсем — Турӑ панӑ парнесем

Пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсемшӗн пархатарлӑ пулӑр

Пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсемшӗн пархатарлӑ пулӑр

«Ҫӳле хӑпарса вӑл... ҫынсене парне пек панӑ» (ЭФ. 4:8).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Пухура пулӑшакансем, вырӑнти тата район старейшинисем пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ тата эпир вӗсене ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

1. Эпир Иисусран мӗнле-мӗнле парнесем илтӗмӗр?

 ПӖР ҫын та ҫынсемшӗн Иисус тунӑ чухлӗ туман. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем туса час-часах ҫынсене пулӑшнӑ (Лука 9:12—17). Пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парса вӑл чи пысӑк парне панӑ (Иоанн 15:13). Чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус малалла та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Святой сывлӑш пире вӗренттӗр тата йӑпаттӑр тесе Иисус, хӑй сӑмах панипе килӗшӳллӗн, Ашшӗнчен ӑна пире пама ыйтнӑ (Иоанн 14:16, 17, сноска; 16:13). Унсӑр пуҫне, пӗтӗм тӗнчипех вӗренекенсене хатӗрлемешкӗн мӗн кирлӗ, ҫавна веҫех эпир Иисусран пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче илсе тӑратпӑр (Матф. 28:18—20).

2. Эфес 4:7, 8 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле парнесем пирки сӑмах пырать?

2 Иисус пире тата тепӗр парне панӑ. Павел апостол Иисус тӳпене хӑпарсан «ҫынсене парне пек панӑ» тесе ҫырнӑ. (Эфес 4:7, 8 вуласа парӑр.) Павел ҫав парнесем вӗсем — пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсем тесе ӑнлантарса панӑ (Эф. 1:22, 23; 4:11—13). Вӗсем шутне пухура пулӑшакансем, пухури тата район старейшинисем кӗреҫҫӗ a. Паллах, вӗсен ҫитменлӗхсем пур, ҫавӑнпа вӗсем йӑнӑшсем тӑваҫҫӗ (Иак. 3:2). Ҫапах та пирӗн Ҫӳлхуҫа Иисус Христос вӗсем урлӑ пире пулӑшать. Вӗсем — вӑл панӑ парнесем.

3. Мӗнле майпа эпир пурте арҫын тӑвансене пухӑва ҫирӗплетме пулӑшма пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

3 Иисус ҫак арҫынсене пухӑва ҫирӗплетме хушнӑ (Эф. 4:12). Ҫапах та эпир пурте вӗсене ҫав ӗҫе тума пулӑшма пултаратпӑр. Айтӑр ҫакна Турӑ Патшалӑхӗн залне тӑвассипе танлаштарар. Хӑш-пӗрисем тӗп ӗҫе тӑваҫҫӗ: бетон яраҫҫӗ е кирпӗч хураҫҫӗ. Теприсем вара ытти ӗҫсене туса вӗсене пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, апат хатӗрлеҫҫӗ е кирлӗ материал турттарса килеҫҫӗ. Пуху пирки калас пулсан вара, пухура пулӑшакансем, пухури тата район старейшинисем тӑвансене ҫирӗплетмешкӗн ытларах вӑй хураҫҫӗ. Анчах та эпир пурте хамӑр мӗн каланипе тата мӗн тунипе вӗсене ҫав ӗҫе тума пулӑшма пултаратпӑр. Айтӑр ҫав арҫын тӑвансем мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине пӑхса тухар. Унсӑр пуҫне, вӗсене те, вӗсене пире валли «парне пек панӑ» Иисуса та пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине сӳтсе явар.

ПУХУРА ПУЛӐШАКАНСЕМ — «ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШАКАНСЕМ»

4. Пухура пулӑшакансем пӗрремӗш ӗмӗрте мӗнле ӗҫ тунӑ?

4 Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр арҫын тӑвансем пухура пулӑшакансем пулнӑ (1 Тим. 3:8). Павел апостол «ыттисене пулӑшакансем» пирки ҫырнӑ чухне шӑп вӗсем ҫинчен ҫырнӑ пулас (1 Кор. 12:28). Старейшинӑсен вӗрентме тата кӗтӳҫӗ ӗҫне тума ытларах вӑхӑт пултӑр тесе пухура пулӑшакансем ытти кирлӗ ӗҫсене тунӑ пуль. Тен, вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн копийӗсене тунӑ е вӗсене тума мӗн-мӗн кирлине туяннӑ.

5. Пухура пулӑшакансем хальхи вӑхӑтра мӗн-мӗн туса тӑраҫҫӗ?

5 Хальхи вӑхӑтра пухура пулӑшакансем мӗнле ӗҫсем тӑваҫҫӗ? Вӗсем мӗн туни сире мӗнле усӑ парать? (1 Пётр 4:10). Пухура пулӑшакансем пухӑвӑн счечӗсемшӗн, ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн тата литературӑшӑн яваплӑ, аудио-видео оборудовани ӗҫлетӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, тӗлпулу вӑхӑтӗнче йӗрке пӑхса тараҫҫӗ тата Турӑ Патшалӑхӗн залне пӑхса-юсаса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула пухура тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре йӗрке пур (1 Кор. 14:40). Унсӑр пуҫне, пухура пулӑшакансем хӑш-пӗр чухне эрне варринче иртекен тӗлпулура пунктсем тума е канмалли кунсенче доклад тума пултараҫҫӗ. Тата пухура пулӑшакансене ырӑ хыпар сармалли ушкӑншӑн яваплӑ тӑвана пулӑшма ыйтма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вара вӗсем старейшинӑсемпе пӗрле пухури тӑвансене хавхалантарма каяҫҫӗ.

6. Пухура пулӑшакансене эсир мӗншӗн хаклатӑр?

6 Тӑвансем пухура пулӑшакансем пирки мӗн калаҫҫӗ? «Пухура пулӑшакансене тав тӑвас килет! Тӗлпулусем яланах питӗ лайӑх иртеҫҫӗ, — тет Боливире пурӑнакан Бе́берли b. — Вӗсем тӑрӑшнине пула эпӗ юрлама, комментарисем пама, докладсем итлеме, ӳкерчӗксемпе видеосем пӑхма пултаратӑп. Унсӑр пуҫне, вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн залӗ хӑрушсӑр вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тата тӗлпулӑва килме пултарайманнисене видеопа ҫыхӑнма пулӑшаҫҫӗ. Тӗлпулу хыҫҫӑн вӗсем пирӗн ӗҫ-хӗл валли харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫана шутлаҫҫӗ, литература параҫҫӗ тата хаваспах тирпей кӳреҫҫӗ. Эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ!» Колумбири Ле́сли, старейшинӑн арӑмӗ, вара ҫапла калать: «Пухура ҫав тери нумай ӗҫ! Хӑш-пӗр ӗҫсене пухура пулӑшакансем туни питӗ лайӑх. Вӗсем пулӑшман пулсан упӑшкан пӗр пушӑ вӑхӑт та пулман пулӗччӗ. Эпӗ ҫав тӑвансене хастар пулнӑшӑн тата ялан пулӑшма хатӗр пулнӑшӑн питӗ пархатарлӑ!» Эсир те ҫак хӗрарӑм тӑвансен сӑмахӗсемпе килӗшетӗр пулӗ (1 Тим. 3:13).

7. Пухура пулӑшакансемшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Библире: «Тав туса пурӑнӑр», — тенӗ (Кол. 3:15). Паллах, эпир пухура пулӑшакансене пархатарлӑ. Анчах та пирӗн вӗсене ҫакӑн ҫинчен калама та манмалла мар. Финляндире пурӑнакан Кши́штоф ятлӑ старейшина ҫакна акӑ мӗнле тӑвать: «Эпӗ вӗсене пӗр-пӗр ӗҫшӗн е вӗсем каланӑ хавхалантаракан шухӑшшӑн яланах тав тума тӑрӑшатӑп. Тав сӑмахӗсене тата Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине ҫырса открытка парнелетӗп е сообщени яратӑп». Ҫӗнӗ Каледонире пурӑнакан Паскальпа Жаэ́ль вара акӑ мӗн тӑваҫҫӗ: «Юлашки вӑхӑтра эпир пухура пулӑшакансемшӗн нумай кӗлтӑватпӑр. Иеговӑна вӗсемшӗн тав тӑватпӑр тата унран вӑл вӗсене пулӑштӑр тесе ыйтатпӑр». Иегова ҫакӑн пек кӗлӗсем ҫине хуравлать те ҫакӑ пӗтӗм пуху ҫине лайӑх витӗм кӳрет (2 Кор. 1:11).

ПУХУРИ СТАРЕЙШИНӐСЕМ — «ХӐВӐР ХУШШӐРТА ТӐРӐШСА ӖҪЛЕКЕНСЕМ»

8. Мӗншӗн Павел пӗрремӗш ӗмӗрти старейшинӑсем пирки «тӑрӑшса ӗҫлекенсем» тенӗ? (1 Фессалоника 5:12, 13).

8 Пӗрремӗш ӗмӗрти старейшинӑсем пухури тӑвансемшӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ (1 Фессалоника 5:12, 13 вуласа парӑр; 1 Тим. 5:17). Вӗсем пурте пӗрле пухупа ҫыхӑннӑ йышӑнусем тунӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем тӗлпулусем ирттернӗ тата тӑвансен ӗненӗвӗ ан хавшатӑр тесе вӗсене юратса канашсем панӑ (1 Фес. 2:11, 12; 2 Тим. 4:2). Паллах ӗнтӗ, ҫав арҫынсем килтисемшӗн те тӑрӑшнӑ: вӗсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑ тата пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтернӗ (1 Тим. 3:2, 4; Тит 1:6—9).

9. Старейшинӑсем туса тӑракан хӑш-пӗр ӗҫсем ҫинчен каласа парӑр.

9 Паян та старейшинӑсем нумай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем — ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑракансем (2 Тим. 4:5). Вӗсем пухӑвӑн территорийӗнче ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ, пире ӑста хыпарҫӑсем тата вӗрентекенсем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ, хӑйсем те хастаррӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем хӗрхенекен тата ҫынна камне кура уйӑрман судьясем. Христианин йывӑр ҫылӑх тусан, вӗсем ӑна хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем пуху таса пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (1 Кор. 5:12, 13; Гал. 6:1). Анчах чи малтан вӗсем кӗтӳҫсем (1 Пётр 5:1—3). Вӗсем лайӑх хатӗрленсе Библи тӑрӑх докладсем туса параҫҫӗ, пухури кашни тӑвана лайӑхрах пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ тата тӑвансем патне вӗсене хавхалантарма кайса килеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр старейшинӑсем Турӑ Патшалӑхӗн залӗсене тӑвас тата пӑхса-юсас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ, конгрессене йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетсенче тата чирлисем патне кайса ҫӳрекен ушкӑнсенче вӑй хураҫҫӗ. Старейшинӑсем пирӗншӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.

10. Пирӗн ӗҫчен старейшинӑсене эсир мӗншӗн хаклатӑр?

10 Старейшинӑсем сурӑхӗсемшӗн лайӑх тӑрӑшнине пула лешӗсем «хӑрамӗҫ те, шикленмӗҫ те» тесе Иегова малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Иер. 23:4). Ҫакна Финляндире пурӑнакан Йоха́нна хӑйӗн ҫинче туйса илнӗ. Унӑн амӑшӗ хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Йоханна ҫапла калать: «Хам мӗн туйнине ыттисене каласа пама мана ҫӑмӑлах мар. Анчах та пӗррехинче, эпӗ калаҫма хатӗр пулнӑ чухне, хам лайӑхах палламан старейшина мана питӗ тимлӗ итлерӗ. Вӑл манпа пӗрле кӗлтурӗ те Иегова хама юратни пирки шантарчӗ. Вӑл мӗн каланине веҫех астумастӑп, анчах та ҫавӑн хыҫҫӑн хама лӑпкӑ туйма пуҫланине питӗ лайӑх астӑватӑп. Иегова шӑп кирлӗ вӑхӑтра ҫав старейшинӑна мана пулӑшма яни пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп». Хӑвӑр пухури старейшинӑсем вара сире мӗнле пулӑшнӑ?

11. Старейшинӑсене хамӑр пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Старейшинӑсене «вӗсен ӗҫӗшӗн» пархатарлӑ пулмалла. Иегова пирӗнтен ҫавна кӗтет (1 Фес. 5:12, 13). Финляндире пурӑнакан Хенрие́тта ҫапла калать: «Старейшинӑсем пулӑшма ялан хатӗр. Анчах та ҫакӑ вӗсен вӑхӑчӗ тата вӑйӗ ыттисенчен ытларах пулнине тата йывӑрлӑхсем ҫуккине пӗлтермест. Хӑш-пӗр чухне эпӗ вӗсене: „Пӗлетӗн-и, эсӗ питӗ лайӑх старейшина!“ — тесе ҫеҫ калатӑп». Турцире пурӑнакан Сера́ ятлӑ хӗрарӑм тӑван вара ҫапла калать: «Старейшинӑсене хӑйсен ӗҫне малалла туса тӑмашкӑн „топливо“ кирлӗ. Ҫавӑнпа вӗсене открытка ҫырса пама, апата чӗнме е вӗсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарма кайма пулать». Тен, эсӗ пӗр-пӗр старейшинӑна уйрӑмах пархатарлӑ. Мӗншӗн-ха ӑна ҫавӑн пирки калас мар е ҫавна мӗнле те пулин урӑх майпа кӑтартас мар? (1 Кор. 16:18).

Пухушӑн тӑрӑшакан арҫын тӑвансене, малалла та хӑйсен ӗҫне тумашкӑн вӑй пултӑр тесе, «топливо» кирлӗ (7, 11, 15 абзацсене пӑхӑр)


РАЙОН СТАРЕЙШИНИСЕМ ПУХУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТЕҪҪӖ

12. Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте кам урлӑ пухусене ҫирӗплетнӗ? (1 Фессалоника 2:7, 8).

12 Христос Иисус пухусене ҫирӗплетмешкӗн пухура пулӑшакансемпе старейшинӑсене кӑна мар, ҫулҫӳрекен старейшинӑсене те «парне пек панӑ» (Ап. ӗҫ. 11:22). Вӑл ертсе пынипе Иерусалимри старейшинӑсем Павела, Варнавӑна тата ытти арҫынсене тӗрлӗ пухусене кайса ҫӳреме янӑ (Ап. ӗҫ. 15:40, 41). Ҫав ҫулҫӳрекен старейшинӑсем тӑвансемшӗн тӑрӑшас тесе ҫухатусем тӳсме тата хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ. (1 Фессалоника 2:7, 8 вуласа парӑр.)

13. Район старейшинисем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

13 Район старейшинисем пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисен пӗр пухуран тепӗр пухӑва ҫитмешкӗн ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм кайма тивет. Кашни эрнере район старейшини темиҫе доклад туса парать, тӑвансене хавхалантарма ҫӳрет, пионерсемпе тата старейшинӑсемпе тӗл пулать, унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ирттерет. Вӑл район тата регион конгресӗсене йӗркелет тата унта докладсем тӑвать. Район старейшини пионерсен шкулӗнче вӗрентет, районти пионерсем валли ятарлӑ тӗлпулу йӗркелет тата филиал паракан ытти ӗҫсене тӑвать, хӑш-пӗр ӗҫсене вара тӑхтаса тӑмасӑр тума тивет.

14. Пирӗн ӗҫчен район старейшинисене эсир мӗншӗн хаклатӑр?

14 Район старейшинисем пухури тӑвансем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ? Турцири пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Район старейшини килсе кайнӑ хыҫҫӑн кашнинчех тӑвансемшӗн манӑн тата ытларах тӑрӑшас килет. Пирӗн пата тӗрлӗ район старейшинисем килсе кайнӑ. Вӗсемпе пуринпе те пырса калаҫма ҫӑмӑлччӗ тата вӗсем яланах ман валли вӑхӑт тупатчӗҫ». Маларах асӑннӑ Йоханна пӗррехинче район старейшинипе ырӑ хыпар сарнине аса илет. Ун чухне вӗсем никама та килте тытайман. «Ҫапах та эпӗ ҫав куна нихӑҫан та манас ҫук, — тет вӑл. — Ҫав вӑхӑтра эпӗ хамӑн икӗ аппашӑн питӗ тунсӑхлаттӑмччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ пулнӑ. Район старейшини мана питӗ хавхалантарчӗ. Вӑл эсир вӑхӑтлӑха кӑна уйрӑлтӑр, ҫӗнӗ тӗнчере вара туссемпе тата хурӑнташсемпе нумай вӑхӑт ирттерме пултаратӑр тесе аса илтерчӗ». Пирӗнтен нумайӑшӗ хамӑра район старейшини мӗнле пулӑшнине аса илме пултарать пулӗ (Ап. ӗҫ. 20:37—21:1).

15. а) 3 Иоанн 5—8 сӑвӑ йӗркисемпе килӗшӳллӗн, эпир район старейшинисене пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.) ӑ) Яваплӑ арҫын тӑвансен арӑмӗсене эпир мӗншӗн хаклатпӑр тата ҫавна мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ( «Вӗсен арӑмӗсем ҫинчен ан манӑр» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Иоанн апостол Гая ҫулҫӳрекен старейшинисене малалла та хапӑл туса йышӑнма хавхалантарса ҫапла каланӑ: «Ҫула ӑсатнӑ чухне вӗсене Турра юрӑхлӑ пуҫтарса яр». (3 Иоанн 5—8 вуласа парӑр.) Эпир район старейшинине мӗнле хапӑл тума пултаратпӑр? Сӑмахран, ӑна пӗрле апатланма чӗнме пулать. Вӑл ирттерекен ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ҫӳрени те хапӑл туса йышӑнни пулать. 6-мӗш абзацра асӑннӑ Лесли пархатарлӑ пулнине урӑх майпа та кӑтартать. «Эпӗ Иегова вӗсене мӗн кирлине веҫех патӑр тесе кӗлтӑватӑп, — тет вӑл. — Унсӑр пуҫне, эпир упӑшкапа вӗсем патне ҫырусем ҫырса вӗсем хамӑршӑн мӗн тунишӗн питӗ пархатарлӑ пулнине калатпӑр». Район старейшинисем пирӗн пек ҫынсемех пулнине ан манӑр. Вӗсем те чирлеҫҫӗ, мӗншӗн те пулин пӑшӑрханаҫҫӗ, хуйха та ӳкме пултараҫҫӗ. Тен, сирӗн ырӑ сӑмахсем е пӗчӗк парне вӗсен кӗлли ҫине хуравлани пулать (Ытар. 12:25).

ПУХУШӐН ТӐРӐШАКАН АРҪЫНСЕМ ПИРЕ ПИТӖ КИРЛӖ

16. Ытарӑшсем 3:27-мӗшӗ тӑрӑх, арҫын тӑвансем хӑйсене мӗнле ыйтусем пама пултараҫҫӗ?

16 Пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсем пур вырӑнта та кирлӗ. Эсӗ шыва кӗнӗ арҫын тӑван пулсан, пулӑшма пултаратӑн-и? (Ытарӑшсем 3:27 вуласа парӑр.) Санӑн пухура пулӑшакан пулас килет-и? Эсӗ пухура пулӑшакан пулсан вара, тӑвансемшӗн ытларах тӑрӑшас тесе старейшина пуласшӑн мар-и? c Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренмешкӗн пурнӑҫра мӗнле те пулин улшӑнусем тума пултаратӑн-и? Ҫав шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн эсӗ хӑвна Иисус шанса паракан ӗҫсене тума хатӗр пулӑн. Манран пулмасть тесе шутлатӑн пулсан, Иеговӑна кӗлту, унран святой сывлӑш ыйт, вара хӑвна шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те тума пултарӑн (Лука 11:13; Ап. ӗҫ. 20:28).

17. Христос Иисус тӑрӑшакан Патша пулни ӑҫтан курӑнать?

17 Иисус пухушӑн тӑрӑшакан арҫынсене пире «парне пек» пани вӑл ҫак юлашки кунсенче пире ертсе пынине ҫирӗплетсе парать (Матф. 28:20). Эпир хамӑрӑн юратакан, уҫӑ кӑмӑллӑ Патшана питӗ пархатарлӑ. Вӑл пире мӗн кирлине пӗлет тата хамӑршӑн тӑрӑшакан арҫын тӑвансене парать. Эпир вӗсене, пирӗншӗн чуна парса ӗҫленӗшӗн, питӗ хаклатпӑр тата вӗсем ҫавна пӗлччӗр тетпӗр. Ҫавӑнпа та айтӑр хамӑр вӗсене хакланине калар е ҫавна мӗнле те пулин урӑх майпа кӑтартар. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑна та тав тума манар мар, мӗншӗн тесен «ырӑ та паха парнесем пурте» — унран (Иак. 1:17).

99-МӖШ ЮРӐ Ман тӑвансем пит нумаййӑн

a Ертсе пыракан советра ӗҫлесе тӑракан старейшинӑсем те, ертсе пыракан советӑн комитечӗсене пулӑшакансем те, филиал комитечӗсен членӗсем те, Иеговӑн организацийӗнче тӗрлӗ ӗҫсене туса тӑракан ытти арҫын тӑвансем те — Иисус «парне пек панӑ» ҫынсем.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

c Пухура пулӑшакан е старейшина пулмашкӑн мӗн тумаллине пӗлес тесе 2024 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Арҫын тӑвансем, сирӗн пухура пулӑшакан пулас тӗллев пур-и?» тата «Арҫын тӑвансем, сирӗн старейшина пулас тӗллев пур-и?» статьясене пӑхӑр.