Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

Тӗп шухӑшсене аса илӗр

Тӗп шухӑшсене аса илӗр

Хӑвӑр тин кӑна вӗреннине аса илме сире хӑҫан та пулин йывӑр пулнӑ-и? Ҫавӑн пекки пуринпе те пулкалать. Вара мӗн тумалла? Тӗп шухӑшсене аса илмелле.

Вӗреннӗ чухне вӑхӑтран-вӑхӑта чарӑнӑр та тин кӑна мӗн вулани ҫинчен шухӑшлӑр. Павел апостол хӑйӗн ҫырӑвӗсенчен пӗринче пухури тӑвансене шӑп ҫапла тума хавхалантарнӑ та. Вӑл: «Эпир каланӑ сӑмахӑн тӗп шухӑшӗ ҫакӑ», — тесе ҫырнӑ (Евр. 8:1). Ҫапла майпа Павел вулакансене хӑй мӗн каласшӑн пулнине ӑнланма тата шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннине курма пулӑшнӑ.

Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗп шухӑшсем ҫинчен шухӑшламашкӑн эсир, тен, пӗр 10 минут уйӑрма пултаратӑр. Тӗп шухӑшсене аса илейместӗр пулсан, подзаголовоксене е тӗп предложенисене (ытларах чухне вӗсем абзац пуҫламӑшӗнче) пӑхса илӗр. Ҫӗнӗ шухӑш тупрӑр пулсан, ӑна хӑвӑр сӑмахсемпе ӑнлантарса пама тӑрӑшӑр. Тӗп шухӑшсене аса илнипе эсир ӑс-тӑна ҫивӗчлентеретӗр кӑна мар, мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмаллине те лайӑхрах ӑнланатӑр.