БИОГРАФИ
Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӗртте кичем пулмарӗ
1951 ҫулта эпӗ Канадӑри Квебе́к провинцийӗнчи Руэ́н ятлӑ пӗчӗк хулана куҫса кайрӑм. Хама панӑ адреспа ҫитрӗм те алӑкран шаккарӑм. Алӑка ҫӳллӗ арҫын, Галаад шкулне пӗтернӗ Марсе́ль Фильто́ a тӑван, уҫрӗ. Вӑл 23-реччӗ, эпӗ вара 16-ра кӑначчӗ тата унран чылай лутрарахчӗ. Эпӗ ӑна хама Руэн хулине пионер пулса ӗҫлеме яни ҫинчен ҫыру кӑтартрӑм. Вӑл ӑна вуласа тухрӗ те ман ҫине пӑхса: «Аннӳ эсӗ кунта пулнине пӗлет-и?» — тесе ыйтрӗ.
АТТЕ-АННЕПЕ ПУРӐННӐ ЧУХНЕ
Аттепе анне Швейцарирен Канадӑри Ти́мминс хулине (Онта́рио провинцийӗ) куҫса кайнӑ. Ҫав хула тимӗр-тӑмӑр промышленноҫӗпе паллӑ пулнӑ. Эпӗ 1934 ҫулта ҫуралнӑ. 1939 ҫул тӗлнелле вара анне «Хурал башнине» вулама тата пухусене ҫӳреме пуҫларӗ. Вӑл пире, ачасене, пурне те хӑйӗнпе пӗрле илетчӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен анне шыва кӗчӗ.
Анне Иегова Свидетелӗ пулса тӑни аттене пач та савӑнтармарӗ. Анчах та анне чӑнлӑха юратнӑ, Турра шанчӑклӑ тӑрса юласси уншӑн чи кирли пулнӑ. 1940 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Канадӑра Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартсан та унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ улшӑнман. Атте ӑна час-часах хӑртатчӗ пулин те, вӑл хӑйне ялан ыррӑн та хисеплӗн тытатчӗ. Анне тӗслӗхӗ пире пурне те, ҫичӗ ачана, Иеговӑшӑн ӗҫлеме хавхалантарчӗ. Телее, вӑхӑт иртсен атте ҫемҫелчӗ.
ИЕГОВӐШӐН ТУЛЛИ ВӐХӐТПА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП
1950 ҫулта ҫулла эпӗ Нью-Йоркра иртнӗ «Теократи ӳсӗмӗ» ятлӑ конгресра пултӑм. Унта эпӗ ҫӗрӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ тӑвансемпе паллашрӑм. Унсӑр пуҫне, Галаад шкулӗнче вӗреннӗ тӑвансем хавхалантаракан интервьюсем пачӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн манӑн тулли пионер пулас кӑмӑл ҫуралчӗ. Киле таврӑнсан эпӗ тӳрех заявлени ҫыртӑм. Канадӑри филиалти тӑвансем мана хуравларӗҫ те малтан шыва кӗме сӗнчӗҫ. Вара эпӗ 1950 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче шыва кӗтӗм. Уйӑх иртсен тулли пионер пулса тӑтӑм та мана Капускейсинга куҫса кайма ыйтрӗҫ. Ҫав хула атте-анне килӗнчен ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм аякра пулнӑ.
1951 ҫулта ҫуркунне филиал французла калаҫакан Свидетельсене Квебека куҫса каясси ҫинчен
шухӑшласа пӑхма хавхалантарчӗ. Унта хыпарҫӑсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Эпӗ ачаранпах французла та, акӑлчанла та калаҫаттӑм, ҫавӑнпа та куҫса каяс терӗм. Мана Руэна, пуҫламӑшӗнче асӑннӑ хулана, ячӗҫ. Эпӗ унта никама та палламастӑмччӗ, алра адрес кӑна пурччӗ. Телее, веҫех лайӑх пулчӗ. Эпир Марсельпе туслашса кайрӑмӑр. Эпӗ тӑватӑ ҫул Квебекра ырӑ хыпар сартӑм, юлашкинчен ятарлӑ пионер та пулса тӑтӑм.ГАЛААД ТАТА ВӐРАХЧЕН ПУРНӐҪЛАНМАН ӖМӖТ
Квебекра пулнӑ чухне мана Галаад шкулӗн 26-мӗш класне вӗренме чӗнчӗҫ. Ун чухне ҫав тери савӑнтӑм. Эпӗ Са́ут-Лансингра (Нью-Йорк штачӗ) вӗрентӗм. 1956 ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче вӗренсе пӗтерсен мана Хӗвеланӑҫ Африкӑна, хальхи Ганӑн b территорине, ячӗҫ. Анчах та унта кайиччен манӑн Канадӑна таврӑнса хамӑн документсем хатӗр пуличчен кӗтмеллеччӗ. Эпӗ темиҫе эрне кӑна кӗтме тивет пуль терӗм.
Темиҫе эрне ҫичӗ уйӑхлӑха тӑсӑлчӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче эпӗ Торонтора Криппс ҫемьи патӗнче пурӑнтӑм. Ун чухне вӗсен хӗрӗпе, Шейлӑпа, паллашрӑм. Эпир пӗр-пӗрне юратса пӑрахрӑмӑр. Эпӗ ӑна мӑшӑрланма сӗнме шутласан, виза килчӗ. Шейлӑпа кӗлтурӑмӑр та манӑн Африкӑна каймаллах тесе шутларӑмӑр. Халех мӑшӑрланас темерӗмӗр, ҫыру ҫӳретме калаҫса татӑлтӑмӑр. Ҫак йышӑнӑва тума ҫӑмӑл мар пулчӗ. Анчах каярахпа эпир хамӑр тӗрӗс тунине ӑнланса илтӗмӗр.
Африкӑна эпӗ пӗр уйӑх хушши кайрӑм. Унта поездпа, тавар турттаракан караппа тата самолётпа кайма тиврӗ. Юлашкинчен эпӗ Аккрӑна (Га́на) ҫитрӗм. Унта область надзирателӗн ӗҫне тума пуҫларӑм. Ман территори шутне пӗтӗм Гана, Слон Шӑмми Ҫыранӗ (халӗ Кот-д’Ивуа́р) тата Тоголе́нд (халӗ То́го) кӗретчӗ. Ытларах чухне эпӗ пӗчченех филиал панӑ джиппа ҫӳреттӗм. Ҫакӑн пек пурнӑҫ мана шутсӑр килӗшетчӗ! Кашни самантпах киленеттӗм.
Канмалли кунсенче эпӗ район конгресӗсене ҫӳреттӗм. Пирӗн Конгресс залӗсем пулман,
ҫавӑнпа та тӑвансем вӑхӑтлӑха бамбукран лупас тӑватчӗҫ те тӑррине пальма турачӗсемпе витетчӗҫ. Ҫапла эпир ҫунтаракан хӗвелтен пытанаттӑмӑр. Холодильниксем пулманран тӑвансем конгресс иртнӗ вырӑнтан аякрах мар выльӑх тытатчӗҫ, унран кӑнтӑрлахи апат пӗҫеретчӗҫ.Ҫак конгрессенче кулмалли те тупӑнатчӗ. Пӗррехинче Херб Дже́ннингс c миссионер доклад тунӑ чухне сцена умне вӑкӑр тухса тӑчӗ. Херб тӑван шӑпланчӗ. Лешӗ вара, ҫухалса кайнӑран, унталла-кунталла чупма пуҫларӗ. Телее, тӑватӑ ҫирӗп арҫын тӑван вӑкӑра тытрӗҫ те кухньӑна ҫавӑтса кайрӗҫ. Тӑвансем вара вӗсене ырласа ал ҫупрӗҫ.
Эрне варринче эпӗ кӳршӗ ялсене ҫӳресе «Иеговӑн организацийӗ мӗнле ӗҫлесе тӑрать» фильма кӑтартаттӑм. Икӗ йывӑҫ е шалча ҫине шурӑ пусма татӑкне караттӑм, кайран проектор яраттӑм та кӑтартаттӑм. Ялти халӑх ҫав тери хӗпӗртетчӗ. Нумайӑшӗ пӗрремӗш хут кино куратчӗ. Экран ҫинче ҫынсем шыва кӗнине курсан вӗсем хыттӑн ал ҫупатчӗҫ. Ҫак фильм нумайӑшне Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе пӗрлӗхре ӗҫлесе тӑракан организаци пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ.
Ҫапла майпа Африкӑра икӗ ҫул иртрӗ те. 1958 ҫулта эпӗ Нью-Йоркри пӗтӗм тӗнчери конгреса кайрӑм. Унта Шейла та пычӗ. Вӑл ун чухне Квебекра ятарлӑ пионер пулса ӗҫлетчӗ. Пӗр-пӗрне курсан ҫав тери савӑнтӑмӑр. Унччен эпир ҫыру ҫӳрететтӗмӗр, халӗ вара тӗл пулсан эпӗ ӑна тӳрех хама качча тухма сӗнтӗм. Вӑл вара килӗшрӗ. Норр d патне ҫыру ҫырса ятӑм та Шейлӑн Галаадра вӗренсе ман пата Африкӑна пыма юрать-ши тесе ыйтрӑм. Вӑл юрать терӗ. Вара Шейла ман пата Ганӑна килсен мӑшӑрлантӑмӑр. Эпир 1959 ҫулхи октябрӗн 3-мӗшӗнче Аккрӑра туй турӑмӑр. Иеговӑн ӗҫне ялан пӗрремӗш вырӑна лартнишӗн вӑл пире пилленине туйса илтӗмӗр.
КАМЕРУНРА ПӖРЛЕ ӖҪЛЕТПӖР
1961 ҫулта пире Камеруна ячӗҫ. Унта манӑн ҫӗнӗ филиал уҫмаллаччӗ. Ӗҫӗ питӗ нумайччӗ. Ҫак тивӗҫе унччен нихӑҫан та туса тӑманран манӑн нумай вӗренмеллеччӗ. 1965 ҫулта эпир Шейла йывӑр ҫын пулса тӑнине пӗлтӗмӗр. Тӗрӗссипе каласан, хамӑрӑн ача пуласси малтанах
пуҫа шӑнӑҫаймастчӗ. Эпир тин ҫеҫ савӑнма пуҫларӑмӑр, Канадӑна куҫса кайма хатӗрлентӗмӗр, анчах кӗтмен ҫӗртен пысӑк инкек йӑтӑнса анчӗ.Шейла вилӗ ача ҫуратрӗ. Тухтӑр пирӗн ывӑл ача пулмалла пулнӑ терӗ. Ҫак инкек 50 ҫул ытла каялла пулса иртрӗ пулин те, эпир ун ҫинчен манман. Ун чухне пире хуйхӑ пусса илчӗ. Ҫавах эпир хамӑр юратнӑ миссионер ӗҫне пӑрахмарӑмӑр.
Камерунри тӑвансене, политикӑна хутшӑнманшӑн, хӗсӗрлеме пуҫларӗҫ. Президента суйланӑ вӑхӑтра уйрӑмах йывӑр килетчӗ. Эпир мӗнрен хытӑ хӑраттӑмӑр, шӑпах ҫавӑ пулса тухрӗ те: 1970 ҫулхи майӑн 13-мӗшӗнче Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартрӗҫ. Пирӗн хитре филиала туртса илчӗҫ. Унта эпир пилӗк уйӑх каялла ҫеҫ куҫса килнӗччӗ. Пур миссионера, пире те Шейлӑпа, ҫӗршывран тухса кайма пӗр эрне пачӗҫ. Пухури тӑвансемпе уйрӑлнӑ чухне чун ырататчӗ. Эпир вӗсене питӗ юрататтӑмӑр тата вӗсемшӗн пӑшӑрханаттӑмӑр.
Тепӗр ҫур ҫул эпир Францири филиалта ӗҫлерӗмӗр. Камерунри тӑвансене пулӑшас тесе эпӗ хам мӗн тума пултарнине веҫех тума тӑрӑшрӑм. Ҫав ҫултах, декабрь уйӑхӗнче, пире Нигерири филиала ячӗҫ. Ҫав филиал Камерунри Свидетельсен ӗҫӗ-хӗлӗшӗн яваплӑ пулса тӑчӗ. Нигерири тӑвансем пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Унта эпир темиҫе ҫул ӗҫлерӗмӗр.
ҪӐМӐЛ МАР ЙЫШӐНУ
1973 ҫулта пирӗн ҫӑмӑл мар йышӑну тума тиврӗ. Пӗр вӑхӑт хушши ӗнтӗ Шейлӑн сывлӑхӗ питӗ начарччӗ. Нью-Йоркра конгресра пулнӑ чухне вӑл йӗрсе ячӗ те ҫапла каларӗ: «Эпӗ урӑх кун пек пултараймастӑп. Пӗрмай хама япӑх туятӑп, пӗр вӑй та ҫук». Ҫав вӑхӑт тӗлнелле эпир Хӗвеланӑҫ Африкӑра 14 ҫул ытла ӗҫлерӗмӗр ӗнтӗ. Вӑл Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн эпӗ унпа ҫав тери мухтанаттӑмччӗ. Анчах та пирӗн хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума вӑхӑт ҫитрӗ пулас. Эпир хамӑр лару-тӑру ҫинчен тӗплӗн шухӑшларӑмӑр, нумай та хӗрӳллӗн кӗлтурӑмӑр, вара Канадӑна таврӑнмаллах тесе шутларӑмӑр. Унта эпир Шейлӑн сывлӑхӗшӗн лайӑхрах тӑрӑшма пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Африкӑран тухса кайма тата тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пӑрахма ҫав тери йывӑр пулчӗ, чӗре ҫурӑлса тухасла ырататчӗ. Хамӑр тунӑ йышӑнусенчен ҫакӑ чи йывӑрри пулчӗ.
Канадӑра эпӗ тахҫантанпах паллакан тус патне ӗҫе кӗтӗм, вӑл Торонторан аякрах мар машинӑсем сутатчӗ. Эпир Шейлӑпа хваттер тара илтӗмӗр тата ҫӗнех мар сӗтел-пукан туянтӑмӑр. Ҫапла вара кивҫене кӗмесӗр куҫса кайма пултартӑмӑр. Тен, хӑҫан та пулин Турӑшӑн каллех тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме май пулӗ тесе ансат пурнӑҫпа пурӑнас терӗмӗр. Хамӑр ӗмӗт мӗн тери хӑвӑрт пурнӑҫланни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.
Ун чухне Норвалта (Онтарио провинцийӗ) Конгресс залне тӑватчӗҫ. Эпӗ унта шӑматкунсерен пулӑшма пуҫларӑм. Каярахпа мана ҫав ҫӗнӗ Конгресс залӗшӗн яваплӑ пулма ыйтрӗҫ. Шейлӑн сывлӑхӗ кӑшт лайӑхланнӑччӗ, ҫавӑнпа
та эпир ҫак ӗҫе пикенес терӗмӗр. Вара 1974 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Конгресс залӗнчи хваттере куҫса кайрӑмӑр. Иеговӑшӑн каллех тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫланӑшӑн савӑнмаллипех савӑнтӑмӑр!Телее, Шейлӑн сывлӑхӗ лайӑхлансах пычӗ. Икӗ ҫултан эпир район старейшинин ӗҫне тума пуҫларӑмӑр. Пирӗн район Канадӑра Манито́ба провинцийӗнчеччӗ. Унта хӗлле шартлама сивӗччӗ. Анчах та ҫав вырӑнти тӑвансем пире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илетчӗҫ. Эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: хамӑр кирек ӑҫта пулсан та чи кирли вӑл — унта та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни.
ПИТӖ КИРЛӖ ЯПАЛАНА ВӖРЕНТӖМ
Эпир темиҫе ҫул хушши район старейшинин ӗҫне туса тӑтӑмӑр. Кайран вара, 1978 ҫулта, пире Канадӑри Вефиле чӗнчӗҫ. Кӑшт вӑхӑт иртсенех лайӑхах мар ӗҫ пулса иртрӗ, вӑл мана питӗ кирлӗ япалана вӗрентрӗ. Манӑн Монреальра ятарлӑ тӗлпулура француз чӗлхипе сехет ҫурӑ пыракан доклад тумалла пулнӑ. Шел пулин те, эпӗ хама итлекенсене интереслентерсе яраймарӑм. Доклад туса пӗтернӗ хыҫҫӑн ман пата сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнче ӗҫлесе тӑракан арҫын тӑван пычӗ те канаш пачӗ. Хам лайӑхах мар докладчик пулнине эпӗ халӗ ӑнланатӑп-ха, анчах та ҫавӑн чухне вӑл мӗн калани мана питӗ килӗшмерӗ, эпир хирӗҫсе те илтӗмӗр. Эпӗ ҫав тӑван ытлашши тиркет, вӑл мана пӗр ырӑ сӑмах та каламарӗ вӗт тесе шутларӑм. Эпӗ канаша итлемерӗм, мӗншӗн тесен ӑна кам тата мӗнле пани мана килӗшмерӗ. Ҫапла туса пысӑк йӑнӑш турӑм.
Темиҫе кун иртсен манпа филиал комитетӗнче ӗҫлесе тӑракан арҫын тӑван калаҫса илчӗ. Эпӗ хама тӗрӗс мар тытнине йышӑнтӑм тата ҫавӑншӑн ӳкӗнетӗп тесе каларӑм. Кайран эпӗ сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнчи хайхи тӑванпа тӗл пултӑм. Вӑл мана ыррӑн итлерӗ те каҫарчӗ. Ҫав лару-тӑру мана хама кӗҫӗне хума вӗрентрӗ (Ытар. 16:18). Эпӗ ҫавӑн пирки нумай кӗлтурӑм, вара хама панӑ канашсене урӑх тиркемӗп терӗм.
Эпӗ Канадӑри Вефильте 45 ҫул ытла ӗҫлетӗп ӗнтӗ, вӗсенчен 40-ӗшне яхӑн, 1985 ҫултан, филиал комитетӗнче вӑй хуратӑп. 2021 ҫулхи февраль уйӑхӗнче манӑн юратнӑ Шейла вилсе кайрӗ. Эпӗ уншӑн питӗ тунсӑхлатӑп. Халӗ манӑн сывлӑх унчченхи пек мар пулин те, Иегова мана нумай ӗҫ хушать тата эпӗ хама кирлӗ ҫын пек туятӑп. Эпӗ питӗ телейлӗ, манӑн этемӗн кӗске кунҫулӗ ҫинчен шухӑшлама пӗр вӑхӑт та ҫук (Еккл. 5:19). Хам пурнӑҫра тем те курма тиврӗ, ҫапах та савӑнӑҫлӑ самантсем ытларах пулчӗҫ. Иеговӑна пӗрремӗш вырӑна лартса уншӑн 70 ҫул ытла ӗнтӗ тулли вӑхӑтпа ӗҫленӗшӗн эпӗ пӗртте ӳкӗнместӗп. Пирӗн ҫамрӑк тӑвансем те Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хуччӑр тесе кӗлтӑватӑп. Ҫапла тусан кӑна вӗсем чӑннипех те телейлӗ те интереслӗ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ.
a Марсель Фильто тӑванӑн «Иегова мне прибежище и сила» биографине 2000 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» пӑхӑр.
b 1957 ҫулччен Африкӑри ҫак территори Британи колонийӗ пулнӑ тата ӑна Ылтӑн Ҫыран тенӗ.
c Херберт Дженнингс тӑванӑн «Вы не знаете, что будет с вашей жизнью завтра» биографине 2000 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» пӑхӑр.
d Нейтан Норр ун чухне Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе тӑнӑ.