Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

125-МӖШ ЮРӐ «Хӗрхенекенсем телейлӗ»

«Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»

«Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»

«Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать» (АП. ӖҪ. 20:35).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни телейлӗ тӑвать.

1, 2. Иегова пире мӗнле тӗлӗнмелле пултарулӑх панӑ?

 ЫТТИСЕМШӖН мӗн те пулин туни пире телейлӗ тӑвать. Ҫынсемшӗн тӑрӑшнӑ чухне эпир хамӑра парнесем панӑ чухнехинчен те ытларах савӑнатпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35). Иегова пире ҫапла тунӑ. Ҫакӑ эпир парнесем илме юратманнине пӗлтерет-ши? Ҫук, паллах. Эпир парнесем илме юрататпӑр. Ҫав-ҫавах ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне эпир хамӑра чылай телейлӗрех туятпӑр. Турӑ пире ҫапла туни мӗн тери лайӑх! Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

2 Иегова пире ҫапла тунӑран пирӗн телей хамӑртанах килет. Телейлӗрех пулас тесен пирӗн ыттисемшӗн мӗн те пулин тумалла ҫеҫ. Пире мӗн тери тӗлӗнмелле тунӑ-ҫке! (Пс. 138:14).

3. Мӗншӗн Иегова пирки «телейлӗ Турӑ» тенӗ?

3 Библире ыттисемшӗн тӑрӑшни телейлӗ тӑвать тенӗ. Ҫавӑнпа та унта Иегова пирки «телейлӗ Турӑ» тени тӗлӗнтермест (1 Тим. 1:11). Парне паракансенчен Иегова чи пӗрремӗшӗ пулнӑ. Ун пек уҫӑ кӑмӑлли урӑх никам та ҫук. Павел апостол: «Ӑна пула эпир пур, пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр», — тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 17:28). Чӑнах та, «ырӑ та паха парнесем пурте — ҫӳлтен», Иеговӑран (Иак. 1:17).

4. Ытларах савӑнӑҫ илме пире мӗн пулӑшӗ?

4 Ыттисемшӗн тӑрӑшни хамӑра тата ытларах савӑнӑҫ кӳтӗр тесен мӗн тумалла? Хамӑрӑн уҫӑ кӑмӑллӑ Иегова Турӑран тӗслӗх илӗр (Эф. 5:1). Ҫак статьяра эпир Иегова ыттисемшӗн мӗнле тӑрӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех ыттисем эпир вӗсемшӗн мӗн тунине хакламаҫҫӗ пек туйӑннӑ чухне мӗн тумаллине те сӳтсе явӑпӑр. Ҫакӑ пире вӑй парӗ тата ырӑ тунӑ чухне ал усма памӗ. Ҫапла вара эпир тата телейлӗрех пулса тӑрӑпӑр.

ИЕГОВА ПЕК УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛӐР

5. Иегова пире мӗн-мӗн парать?

5 Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? Акӑ темиҫе тӗслӗх. Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парать. Ҫакӑ вӑл пире пуянлӑх парасса пӗлтермест, анчах та Иеговӑна пула пирӗн мӗн кирли веҫех пур. Тӗслӗхрен, вӑл пирӗн апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшать (Пс. 4:9; Матф. 6:31—33; 1 Тим. 6:6—8). Мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвать? Ку унӑн тивӗҫӗ тет-и? Ҫук, паллах. Апла пулсан, мӗншӗн?

6. Матфей 6:25, 26 сӑвӑ йӗркисенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

6 Иегова пире питӗ юратать, ҫавӑнпа пирӗншӗн тӑрӑшать. Матфей 6:25, 26 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) Иисусӑн сӑмахӗсене аса илер. Кайӑксем ҫинчен каланӑ чухне вӑл: «Вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ. Ҫапах вӗсене ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать», — тенӗ. Кайран Иисус: «Эсир вара вӗсенчен хаклӑрах мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Ҫакӑнпа вӑл мӗн палӑртасшӑн пулнӑ? Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кайӑксемпе чӗрчунсенчен чылай ытларах хаклать. Вӑл кайӑксемшӗн ҫапла тӑрӑшать пулсан, паллах, пирӗншӗн те тӑрӑшӗ. Иегова юратакан Ашшӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ачисене ӗҫтерет, ҫитерет тата тумлантарать (Пс. 144:16; Матф. 6:32).

7. Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тесен мӗн тума пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир те юратнине ӗҫпе кӑтартма пултаратпӑр. Тен, пухури тӑвансенчен кама та пулин апат-ҫимӗҫ е тумтир кирлӗ. Иегова ҫав тӑвана шӑп сирӗн урлӑ пулӑшма пултарать. Инкек-синкек сиксе тухсан Иеговӑн ӗҫлекенӗсем тӳрех пӗр-пӗрне пулӑшма васкаҫҫӗ. Сӑмахран, COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче тӑвансем пӗр-пӗрне апат-ҫимӗҫпе тумтир парса пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, нумайӑшӗ пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗл валли хаваспах хӑйсен ирӗкӗпе укҫа панӑ. Ҫавна пула пӗтӗм тӗнчери тӑвансене пулӑшма май пулнӑ. Ҫапла майпа тӑвансем Еврейсем 13:16-мӗшӗнче мӗн ҫырнине пурнӑҫланӑ: «Пӗр-пӗринпе ырӑ пулма, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ыттисене пулӑшма ан манӑр, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек парнесем Турра кӑмӑллӑ».

Эпир пурте Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулаятпӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. Иегова хамӑра вӑй пани пире мӗнле усӑ парать? (Филиппӑ 2:13).

8 Иегова вӑй парать. Иеговӑн вӑйӗ иксӗлми. Вӑл ӑна хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хаваспах парать. (Филиппӑ 2:13 вуласа парӑр.) Илӗртӳсене хирӗҫ тӑмашкӑн е йывӑрлӑхсене чӑтса ирттермешкӗн эсир хӑҫан та пулин Иеговӑран вӑй ыйтнӑ-и? Тен, сирӗн тата тепӗр кун пурӑнса ирттерме вӑй парсам тесе ыйтни те пулнӑ. Иегова сирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланӑ чухне, тен, эсир Павел апостолӑн сӑмахӗсене аса илнӗ: «Хама ҫирӗплетсе тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур» (Флп. 4:13).

9. Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир хамӑр вӑйпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

9 Иеговӑпа танлаштарсан пирӗн иксӗлми вӑй ҫук. Тата эпир хамӑр вӑя ыттисене пама пултараймастпӑр. Ҫапах та эпир унпа ыттисемшӗн мӗн те пулин тумашкӑн усӑ курма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, пирӗн ватӑ тӑвансене е чирлекенсене пулӑшма май пур. Лавккана кайса килсе, килӗнче пӗр-пӗр ӗҫ туса е мӗнле те пулин урӑх майпа пулӑшма пулать. Май пур пулсан эпир Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче тирпейлес е юсас ӗҫе хутшӑнма пултаратпӑр. Ҫапла майпа вӑй хурса эпир Иеговӑна юратакансемшӗн нумай ырӑ ӗҫ тӑвӑпӑр.

Эпир хамӑр вӑй-халпа усӑ курса ыттисене пулӑшма пултаратпӑр (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10. Хамӑр сӑмахсемпе эпир тӑвансене мӗнле тӗреклетме пултаратпӑр?

10 Сӑмахӑн та вӑй пур. Тен, эсир халӗ пӗр-пӗр ҫынна аса илсе ӑна мухтаса илмелле-ха тесе шутласа илтӗр. Е, тен, кама та пулин йӑпату кирлӗ? Ҫак ҫын ҫинчен шутласа ҫӳрени кӑна ҫителӗксӗр, ӑна ырӑ сӑмахсем калӑр. Эсир ун патне кӗрсе тухма, шӑнкӑравлама, открытка е сообщени ҫырса яма пултаратӑр. Хитре калаҫма пӗлместӗп тесе ан пӑшӑрханӑр. Чӗререн каланӑ темиҫе ансат сӑмах та хавхалантарма пултарать. Тен, шӑп ҫав сӑмахсем пирӗн тӑвана тепӗр пӗр кун Иеговӑна шанчӑклӑ пулма тата хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗҫ (Ытар. 12:25; Эф. 4:29).

11. Иегова хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе мӗнле усӑ курать?

11 Иегова ӑслӑлӑх парать. Иаков: «Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан, уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр», — тесе ҫырнӑ (Иак. 1:5). Апла, Иегова хӑйӗн ӑслӑлӑхне пытарса тӑмасть. Вӑл ӑна ыттисене уҫӑ кӑмӑлпах парать. Тата вӑл ҫакна «пӗр ӳпкелешмесӗр» тӑвать. Иегова пире нихӑҫан та намӑслантармасть тата хӑйӗнчен ӑслӑлӑх ыйтнӑшӑн вӑрҫмасть. Пачах урӑхла, вӑл хӑй пире хӑйӗнчен канаш ыйтма хавхалантарать (Ытар. 2:1—6).

12. Эпир хамӑр мӗн пӗлнипе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?

12 Эпир те, Иеговӑран тӗслӗх илсе, ыттисене хамӑр мӗн пӗлнине каласа пама пултаратпӑр (Пс. 31:8). Тӗслӗхрен, эпир ҫӗнӗ хыпарҫӑсене ырӑ хыпар мӗнле сармаллине кӑтартатпӑр. Старейшинӑсем, тӳсӗмлӗ пулса, пухура пулӑшакансене тата шыва кӗнӗ ытти арҫын тӑвансене пухура тӗрлӗ ӗҫсем тума вӗрентеҫҫӗ. Пирӗн организацин ҫурт-йӗрне тума тата пӑхса тӑма пӗлекен тӑвансем вара ыттисене те ҫав ӗҫре ӑсталӑха ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.

13. Иеговӑран тӗслӗх илсе эпир ыттисене мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?

13 Ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир Иеговӑран тӗслӗх илесшӗн. Иегова хӑйӗн ӑслӑлӑхне пытарса тӑмасть. Ҫавӑн пекех пирӗн те хамӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа памалла. Ыттисене вӗрентнӗ чухне эпир ҫав ҫынсем пирӗн вырӑна йышӑнӗҫ тесе хӑрамастпӑр. Эпир: «Мана никам та вӗрентмен, вӗсем те хӑйсем вӗренӗҫ-ха», — тесе шутламастпӑр. Ҫакӑн пек шутлани пӗртте тӗрӗс мар. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир ыттисене хаваспа вӗрентетпӗр кӑна мар, «хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр» (1 Фес. 2:8). Эпир хамӑр вӗрентекен ҫынсем кайран ыттисене те вӗрентме пултарӗҫ тесе шанатпӑр (2 Тим. 2:1, 2). Ҫапла майпа уҫӑ кӑмӑллӑ пулни пире пурне те ӑслӑрах тата телейлӗрех тӑвать.

ЫРӐ ТУНИНЕ ХАКЛАМАН ПЕК ТУЙӐННӐ ЧУХНЕ

14. Ҫынсене ырӑ тусан ытларах чухне вӗсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ?

14 Эпир ыттисемшӗн, уйрӑмах пухури тӑвансемшӗн, мӗн те пулин тусан, вӗсем ытларах чухне пире тав сӑмахӗсем калаҫҫӗ. Вӗсем открытка ҫырса е мӗнле те пулин урӑх майпа тав тума пултараҫҫӗ (Кол. 3:15). Килӗшетӗр пулӗ, тав сӑмахӗсене илтме эпир пурте хавас.

15. Пире тав тумарӗҫ пулсан мӗн асра тытмалла?

15 Анчах та пире тав тумасан та пултараҫҫӗ. Калӑпӑр, эсир ҫынна пулӑшма вӑхӑт уйӑртӑр, вӑй хутӑр, укҫа патӑр, анчах та ҫын ҫакна хакламасть пек туйӑнать. Ҫакӑн пек лару-тӑрура ҫынна шанма пӑрахас мар тесен тата савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен мӗн тумалла? Ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркине, Апостолсен ӗҫӗсем 20:35-мӗшне, аса илӗр. Пирӗн телей хамӑртан килет. Ыттисем пархатарлӑ пулнипе пулманнине пӑхмасӑрах эпир малалла та савӑнса пама пултаратпӑр. Айтӑр ҫакна тума пире мӗн пулӑшнине пӑхса тухар.

16. Мӗншӗн ыттисемшӗн мӗн те пулин тунӑ чухне Иеговӑран тӗслӗх илмелле?

16 Иеговӑран тӗслӗх илӗр. Вӑл пур ҫыншӑн та, вӗсем ҫавна хаклаҫҫӗ-и, хакламаҫҫӗ-и, ҫав-ҫавах тӑрӑшать (Матф. 5:43—48). Эпир «каялла тавӑрса парасса кӗтмесӗрех» ҫынсене ырӑ тӑватпӑр пулсан, Иегова пире «пысӑк награда» пама сӑмах парать (Лука 6:35). Апла пулсан, ҫынсем сире тав сӑмахӗсем каламан чухне кулянса ан ӳкӗр. Иегова пире пурпӗрех ырӑ ӗҫшӗн ырӑпа тавӑрӗ (Ытар. 19:17). Мӗншӗн тесен «Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Кор. 9:7).

17. Ыттисене ырӑ тума пире мӗнле принцип пулӑшать? (Лука 14:12—14).

17 Тата пирӗн Лука 14:12—14 сӑвӑ йӗркисенчи (вуласа парӑр) принципа асра тытмалла. Паллах, хамӑра ырӑ тума пултаракан тӑвансене хӑнана чӗннинче тата вӗсемпе ырӑ пулнинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та эсир парасса та, ытларах чухне ыттисенчен мӗн те пулин илес тесе панине ӑнланса илтӗр пулсан мӗн тумалла? Иисус каланӑ пек туса пӑхӑр. Хӑвӑра нимӗн те пама пултарайман тӑвансене хӑнана чӗнӗр. Вара эсир Иеговӑран тӗслӗх илнипе савӑнма пултарӑр. Ҫав принципах хӑвӑра тав сӑмахӗсем каламан чухне те савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшӗ.

18. Пирӗн мӗн тумалла мар тата мӗншӗн?

18 Ыттисем пирки япӑх ан шутлӑр (1 Кор. 13:7). Сире тав сӑмахӗ каламарӗҫ пулсан хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Вӑл чӑнах та пархатарсӑр ҫын-и е вӑл тавтапуҫ теме манса кайнӑ кӑна?» Тен, урӑх сӑлтавсене пула та вӑл хӑйне эпир кӗтнӗ пек тытман. Хӑшӗ-пӗрисем питӗ пархатарлӑ, анчах ҫакна сӑмахпа калама пӗлмеҫҫӗ. Тен, вӗсем, хӑйсем ҫынсене пулӑшма хӑнӑхнӑран, ыттисенчен пулӑшу илме вӑтанаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, эпир хамӑр тӑвансене чӑннипех те юрататпӑр пулсан, лайӑххине шанатпӑр тата вӗсем пирки япӑх шутламастпӑр. Ҫапла тусан, ыттисене пулӑшнӑ чухне эпир савӑнӑҫа ҫухатмӑпӑр (Эф. 4:2).

19, 20. Ыттисемшӗн мӗн те пулин тунӑ чухне чӑтӑмлӑ пулни пире савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

19 Чӑтӑмлӑ пулӑр. Соломон патша ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӑкӑрна шыв тӑрӑх яр — ӑна эсӗ чылай кунран тупатӑн» (Еккл. 11:1). Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, тав сӑмахӗсене пире «чылай кунран» кӑна калама пултараҫҫӗ. Ҫакна пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать.

20 Нумай ҫул каялла район старейшинин арӑмӗ тин кӑна шыва кӗнӗ хӗрарӑм тӑвана Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарас тесе открытка ҫырнӑ пулнӑ. Сакӑр ҫула яхӑн иртсен вӑл хайхи хӗрарӑм тӑванран ҫыру илнӗ. Ҫыру ҫакӑн пек сӑмахсемпе пуҫланнӑ: «Ҫак ҫулсем хушшинче хӑв мана мӗнле хавхалантарса тӑни ҫинчен эсӗ пӗлместӗн те пулӗ». Тата унта ҫапла та каланӑ пулнӑ: «Сан сӑмахусем ман чуна ӑшӑтрӗҫ. Эсӗ ҫырнӑ сӑвӑ йӗрки те питӗ ҫирӗплетрӗ a. Эпӗ ӑна ялан асра тытатӑп». Хӑйӗн хӑш-пӗр йывӑрлӑхӗсене асӑнса хӗрарӑм тӑван малалла ҫапла ҫырнӑ: «Хушӑран манӑн веҫех пӑрахас килетчӗ — хамӑн тивӗҫсене те, чӑнлӑха та. Ҫавӑн чухне кашнинче эпӗ ҫав сӑвӑ йӗркине аса илеттӗмччӗ, вара вӑл мана шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшатчӗ». Вӗҫӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Сакӑр ҫул хушшинче санӑн открыткӑпа ҫав сӑвӑ йӗрки пек мана урӑх нимӗн те ҫавӑн пек вӑй парса тӑман». Район старейшинин арӑмӗ «чылай кунран» ҫакӑн пек ҫыру илсен мӗн тери савӑннӑ пулӗ. Тен, пире те хамӑр ырӑ ӗҫсемшӗн тӳрех мар, вӑхӑт иртсен кӑна тав тӑвӗҫ.

Тав сӑмахӗсене пире тӳрех мар, ҫулсем иртсен кӑна калама пултараҫҫӗ (20-мӗш абзаца пӑхӑр) b


21. Мӗншӗн эсир Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пуласшӑн?

21 Иегова пире тӗлӗнмелле туни ҫинчен статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Хамӑра ырӑ туни пире килӗшет пулин те, ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне эпир хамӑра телейлӗрех туятпӑр. Хамӑрӑн пухури юратнӑ тӑвансене пулӑшма пире килӗшет. Вӗсем пире тав сӑмахӗсем калани те пирӗн кӑмӑла каять. Анчах та пире тав сӑмахӗсем каласан та, каламасан та, эпир пурпӗрех телейлӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗс тӑватпӑр. Нихӑҫан та ан манӑр: эсир ыттисене кирек мӗн парсан та, сире «Ҫӳлхуҫа... унтан та ытларах пама пултарать» (2 Ҫул. 25:9). Иегова пек уҫӑ кӑмӑлли никам та ҫук, вӑл паракан награда та чи лайӑххи. Ҫавӑнпа айтӑр малалла та пирӗн ҫӳлти Атте пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулар!

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

a Открыткӑра 2 Иоанн 8-мӗш сӑвӑ йӗркине ҫырнӑ пулнӑ: «Асӑрханӑр, эпир мӗншӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫавна сирӗн ҫухатмалла ан пултӑр, Турӑ сире валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхе пӗтӗмпех илмелле пултӑр».

b ӲКЕРЧӖК. Район старейшинин арӑмӗ хӗрарӑм тӑвана хавхалантармашкӑн открытка ҫырать. Ҫулсем иртсен вӑл ҫав хӗрарӑм тӑванран тав сӑмахӗсем ҫырнӑ ҫыру илет. (Инсценировка.)