36-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил
«Сӑмаха... пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр»
«Сӑмаха итлекенсем ҫеҫ ан пулӑр, ӑна пурнӑҫа кӗртекенсем пулӑр» (ИАК. 1:22).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫак статьяна вӗреннӗ хыҫҫӑн сирӗн кашни кун Библи вулама кӑна мар, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама та, унти канашсемпе пурнӑҫра усӑ курма та ытларах кӑмӑл пулӗ.
1, 2. Мӗншӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем телейлӗ? (Иаков 1:22—25).
ИЕГОВӐПА унӑн юратнӑ Ывӑлӗ пире телейлӗ тӑвасшӑн. Псалом 118:2-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӑл пӗлтернине уякансем, Ӑна пӗтӗм чун-чӗререн шыракансем телейлӗ». Иисус та: «Камсем Турӑ сӑмахне илтеҫҫӗ тата ӑна пурнӑҫласа тӑраҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ», — тенӗ (Лука 11:28).
2 Иеговӑн халӑхӗ — телейлӗ халӑх. Телейлӗ пулма пирӗн нумай сӑлтав пур. Вӗсенчен пӗри — эпир кашни кун Библи вулатпӑр тата мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшатпӑр. (Иаков 1:22—25 вуласа парӑр.)
3. Библири канашсене итлени пирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
3 Туррӑн сӑмахне пурнӑҫа кӗртни пирӗн пӗтӗм пурнӑҫ ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Сӑмахран, ҫапла туса эпир Иеговӑна савӑнтаратпӑр, ҫакӑ вара пире телейлӗ тӑвать (Еккл. 12:13). Унсӑр пуҫне, Библири канашсене итленӗ чухне пирӗн килтисемпе те, пухури туссемпе те хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ. Эсир хӑвӑр та ҫакӑнпа килӗшетӗр пулӗ. Ҫакна та калама пулать: Туррӑн законӗсене тытса тӑманни нумай йывӑрлӑх патне илсе ҫитерет. Эпир вара, Турра итленӗрен, ҫав йывӑрлӑхсемпе тӗл пулмастпӑр. Эпир Давид патша туйнинех туятпӑр. Вӑл Турӑ хушнӑ йӗркесем, унӑн законӗ тата унӑн сучӗсем ҫинчен ҫапла каланӑ: «Вӗсене тытса-туса тӑни — пысӑк сӑвап» (Пс. 18:8—12).
4. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн пурӑнма хӑш чухне ҫӑмӑл мар?
4 Турӑ Сӑмахӗпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен пирӗн Библи вуламалла тата ӑна тӗпчемелле. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, пирӗн ӗҫсем нумай пулнӑран, ҫавна тумашкӑн вӑхӑт тупма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Ҫавӑнпа та айтӑр Библие кашни кун вулама, мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама тата унти канашсене пурнӑҫа кӗртме мӗн пулӑшнине пӑхса тухар.
ТУРӐ СӐМАХНЕ ВУЛАМАШКӐН ВӐХӐТ ТУПӐР
5. Христиансен мӗнле ӗҫсене тума нумай вӑхӑт каять?
5 Иегова Свидетелӗсем — ӗҫлӗ ҫынсем. Христиансем пулнӑ май эпир нумай тӗрлӗ тивӗҫ туса тӑратпӑр. Сӑмахран, пирӗнтен ытларахӑшӗ хӑйсене тата килтисене пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтермешкӗн ӗҫлет (1 Тим. 5:8). Унсӑр пуҫне, нумайӑшӗ чирлекен е ватӑ хурӑнташӗсене пӑхса пурӑнать. Тата пирӗн пурин те хамӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшмалла. Ҫакна тума та вӑхӑт кирлӗ. Пухура та пирӗн тивӗҫсем пур. Вӗсенчен чи кирли — ырӑ хыпар сарасси. Ҫавӑн пек нумай ӗҫ пулнӑран вулама, шухӑшлама тата Библири канашсене пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт мӗнле тупмалла-ши?
6. Кашни кун Библи вулас тесен мӗн тумалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
6 Филиппӑ 1:10-мӗшӗнче пирӗн «мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса илме» пӗлмелле тенӗ. Библи вулани — чи кирлӗ ӗҫсенчен пӗри. Пӗрремӗш псаломрах телейлӗ ҫын пирки: «Вӑл пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать!» — тенӗ (Пс. 1:1, 2). Ҫак сӑмахсем Библи вуламашкӑн ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмаллине кӑтартса параҫҫӗ. Библие хӑш вӑхӑтра вуласан лайӑхрах-ши? Эпир тӗрлӗрен пулнӑран хуравӗ те кашнин тӗрлӗрен пулӗ. Чи кирли вӑл — пирӗн кашни кун Библи вуламалла. Виктор ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Эпӗ ирхине Библи вулама юрататӑп. Мана ир тӑма йывӑртарах пулин те, ҫав вӑхӑтра эпӗ тимлӗ вулама пултаратӑп: ун чухне тӗрлӗ шухӑшсем пуҫра явӑнмаҫҫӗ-ха». Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Библие хӑҫан вуласан маншӑн лайӑхрах пулать?»
МӖН ВУЛАНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
7, 8. Мӗншӗн вулани пире хӑш-пӗр чухне усӑ памасть? Тӗслӗх илсе парӑр.
7 Хамӑр нумай вуласан та, информаци пуҫра юлмасан та пултарать. Пуринпе те ҫакӑн пекки пулнӑ пуль: пӗр-икӗ кун каялла мӗн вулани ҫинчен ыйтсан, эсир нимӗн те аса илейместӗр. Шел пулин те, Библи вуланӑ чухне те ҫавӑн пекки пулма пултарать. Тен, эсир кашни кун темиҫе сыпӑк вулама тӗллев лартрӑр. Ҫакӑ питӗ лайӑх. Пирӗн пурин те тӗллевсем лартмалла тата вӗсене пурнӑҫлама вӑй хумалла (1 Кор. 9:26). Турӑ Сӑмахне вуласси — лайӑх тӗллев, анчах ҫакӑнпа кӑна ҫырлахмалла мар. Библирен ытларах усӑ илес тесен, ӑна вулани ҫеҫ ҫителӗксӗр. Тата мӗн тумалла-ши?
8 Айтӑр ҫакӑн пек тӗслӗх пӑхса тухар. Пур ӳсентӑрана та шыв кирлӗ. Вӗсем ӑна ялан тенӗ пекех ҫумӑртан илеҫҫӗ. Анчах та кӗске вӑхӑт хушшинче нумай ҫумӑр ҫӑвать пулсан, ҫӗр шывланса каять. Ҫавӑн пек чухне татах та ҫумӑр ҫуни ӳсентӑрана усӑ памасть. Шыв ҫӗре сӑрхӑнса кӗтӗр тесе вӑхӑт кирлӗ. Библие те питӗ хӑвӑрт, васкаса вуласан, хамӑр мӗн вуланине ӑнланса илме, астуса юлма тата пурнӑҫа кӗртме пултараймӑпӑр (Иак. 1:24).
9. Пирӗн Библие хӑвӑрт вулас йӑла пур пулсан мӗн тумалла?
9 Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулкаланӑ-и: эсир Библие алла илетӗр те хӑвӑрт-хӑвӑрт вулама пуҫлатӑр. Ҫавӑн пеккине асӑрхарӑр пулсан мӗн тумалла? Ерипенрех вулӑр. Асра тытӑр: сирӗн тӗллев — вуласа тухасси кӑна мар, шухӑшласси те. Тен, кама та пулин «шухӑшламалла» текен сӑмах хӑратать. Чӑннипе вара ҫавна тума пӗртте йывӑр мар. Чарӑнмалла та тин кӑна вулани ҫинчен шутласа илмелле ҫеҫ. Ҫакна вуланӑ май тума пулать е вуласа пӗтерсен. Тен, шухӑшлама та вӑхӑт пултӑр тесе эсир Библи тӗпчемешкӗн ытларах вӑхӑт уйӑрас тейӗр. Ҫавна тума май ҫук пулсан, шухӑшлама ӗлкӗрес тесе, сахалрах вулама пулать. Маларах асӑннӑ Виктор ҫапла калать: «Манӑн нумай вулама тӗллев ҫук. Чи нумаййи — пӗр сыпӑк вулатӑп. Библие ирхине вуланине пула эпӗ унти шухӑшсем ҫинчен кунӗпех шутласа ҫӳреме пултаратӑп». Мӗн чухлӗ вуламаллине эсир хӑвӑр суйласа илме пултаратӑр. Чи кирли — шухӑшлама ӗлкӗрни (Пс. 118:97; «Шухӑшлама пулӑшакан ыйтусем» рамкӑна пӑхӑр).
10. Библире мӗн вуланине пурнӑҫа мӗнле кӗртмелле? Тӗслӗх илсе парӑр (1 Фессалоника 5:17, 18).
10 Калӑпӑр, эсир хӑҫан тата мӗн чухлӗ вуламаллине палӑртса хутӑр. Тепӗр утӑм — мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ хыҫҫӑн хӑвӑртан ыйтӑр: ҫак шухӑшсем мана халӗ е пуласлӑхра мӗнле усӑ парӗҫ? Эсир 1 Фессалоника 5:17, 18 сӑвӑ йӗркисене (вуласа парӑр) вулатӑр тейӗпӗр. Вуланӑ май чарӑнса тӑрса шухӑшлатӑр: «Эпӗ час-часах кӗлтӑватӑп-и? Тата манӑн сӑмахсем чӗререн тухаҫҫӗ-и?» Кайран эсир Иеговӑна хӑвӑр мӗншӗн пархатарлӑ пулнине аса илетӗр те, сӑмахран, виҫӗ парнешӗн тав тӑватӑр. Ҫапла майпа, шухӑшланине пула, эсир темиҫе минут хушшинчех Иегова хӑвӑра мӗн каланине илтрӗр кӑна мар, ҫавна пурнӑҫа та кӗртрӗр. Шутласа пӑхӑр-ха: кашни кун ҫавӑн пек тусан, мӗн чухлӗ усӑ илме пулать! Эсир Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине лайӑхрах та лайӑхрах пурнӑҫа кӗртсе пырӑр. Анчах та сире хӑвӑрӑн ытла та нумай улшӑнусем тумалла пек туйӑнать пулсан мӗн тумалла?
ХӐВӐР ПУРНӐҪЛАМА ПУЛТАРАКАН ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТӐР
11. Мӗне пула сирӗн хӑш-пӗр чухне ал усӑнма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
11 Библи вуланӑ чухне хӑвӑрӑн мӗн чухлӗ улшӑну тумаллине курсан сирӗн, тен, хӑш-пӗр чухне ал усӑнать. Ҫапла пулма пултарать: паян эсир Библире ҫынна камне кура уйӑрмалла марри ҫинчен вулатӑр (Иак. 2:1—8). Эсир хӑвӑрӑн ҫак тӗлӗшрен лайӑхланмаллине ӑнланатӑр та улшӑнусем тӑвас тетӗр. Ку лайӑх тӗллев! Ыран чӗлхене тытса чармалли ҫинчен вулатӑр (Иак. 3:1—12). Эсир хӑвӑр чӑнах та хӑш-пӗр чухне ырӑ мар тата аптратса ӳкерекен сӑмахсем каланине ӑнланса илетӗр. Тепӗр кун вуланӑ сӑвӑ йӗркисем сире ҫак тӗнчепе туслашассинчен асӑрхаттараҫҫӗ (Иак. 4:4—12). Ҫавӑнпа та эсир вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен асӑрхануллӑрах пулас тетӗр. Тӑваттӑмӗш кунне, хӑвӑрӑн ҫав тери нумай улшӑнусем тумаллине ӑнланса илсен, эсир аптраса ӳкетӗр.
12. Библи вуланӑ чухне хӑвӑрӑн нумай енчен лайӑхланмаллине курсан мӗншӗн кулянмалла мар? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
12 Хӑвӑрӑн нумай енчен лайӑхланмаллине ӑнланса илсен, кулянса ан ӳкӗр. Библи вуланӑ чухне хӑвӑрӑн хӑш енчен улшӑнмаллине курасшӑн пулни питӗ аван a. Апла эсир тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа вулатӑр, хӑвӑра кӗҫӗне хуратӑр тата хӑвӑра хӑвӑр улталамастӑр. Ҫакна та асра тытӑр: «ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑмашкӑн вӑхӑт кирлӗ тата пӗрмаях вӑй хумалла (Кол. 3:10). Турӑ Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине малалла та пурнӑҫласа пыма сире мӗн пулӑшӗ?
13. Тӗллевсем лартнӑ чухне сӑпайлӑ пулни ӑҫтан курӑнӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Хӑвӑр мӗн вуланине пӗтӗмпех тӳрех пурнӑҫа кӗртмелле тесе ан шутлӑр. Сӑпайлӑ пулӑр, ытлашши нумай тӗллев ан лартӑр (Ытар. 11:2). Ҫапла туса пӑхӑр: хӑвӑр мӗнле-мӗнле улшӑнусем тӑвасшӑн пулнине ҫырса хурӑр та вӗсенчен пӗр-иккӗшне суйласа илӗр. Ыттисене кайран пурнӑҫа кӗртӗр. Мӗнрен пуҫламалла-ши?
14. Мӗнле тӗллевсенчен пуҫлама пулать?
14 Тен, малтан эсир чи пӗчӗк тӗллеве пурнӑҫлас тейӗр. Е хӑвӑра пуринчен ытла мӗн канӑҫ памасть, ҫавӑнтан пуҫлама пулать. Тӗллеве суйласа илсен, пирӗн публикацисемпе, сӑмахран, «Индекс публикаций Сторожевой башни» хатӗрпе е «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗпе» усӑ курса тӗпчӗр. Иегова сире хӑвӑр лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама «кӑмӑл та, вӑй та» патӑр тесе кӗлтӑвӑр (Флп. 2:13). Кайран хӑвӑр мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртӗр. Пӗрремӗш тӗллев тӗлӗшӗнчен ҫитӗнӳсем тусан, сирӗн тепӗр тӗллеве те пурнӑҫлас килӗ пуль. Хӑвӑр хӑш енчен те пулин улшӑннине е христиансен пулмалли пӗр-пӗр лайӑх енне аталантарнине курсан, сирӗн ытти улшӑнусене тума та вӑй кӗрӗ. Вӗсене пурнӑҫлама, тен, ҫӑмӑлтарах та пулӗ.
ТУРӐ СӐМАХӖ СИРӖН ҪИНЕ ВИТӖМ КӲРСЕ ТӐТӐР
15. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Библи вулакан нумай ҫынран мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (1 Фессалоника 2:13).
15 Хӑш-пӗр ҫынсем Библие вун-вун хут вуласа тухнипе мухтанаҫҫӗ. Анчах та вӗсем вӑл мӗне вӗрентнине ӗненеҫҫӗ-и? Унти канашсене итлеҫҫӗ-и? Вӑл вӗсен пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрет-и? Ҫук. Ҫынсем ытларахӑшӗ Библире мӗн ҫырнине шута илмеҫҫӗ. Анчах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Сӑмахӗ ҫине пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ. Эпир, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, ӑна «Туррӑн сӑмахӗ вырӑнне хурса» йышӑнатпӑр. Тата эпир, Библири канашсемпе усӑ курас тесе, хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр (1 Фессалоника 2:13 вуласа парӑр.)
16. «Мӗн илтнине» пурнӑҫа кӗртме пире мӗн пулӑшӗ?
16 Турӑ Сӑмахне вулама та, мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме те хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Тен, пире вуламашкӑн вӑхӑт тупма йывӑр. Е эпир васкаса, шухӑшламасӑр вулама хӑнӑхнӑ. Е, тен, хамӑрӑн нумай енчен лайӑхланмаллине курнӑран пирӗн ал усӑнать. Иегова пулӑшнипе эпир ҫак пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та унӑн пулӑшӑвне йышӑнар. Айтӑр хамӑр «мӗн илтнине» манса каяр мар, ӑна пурнӑҫа кӗртер. Мӗн чухлӗ ытларах Турӑ Сӑмахне вулатпӑр тата унта мӗн ҫырнине пурнӑҫлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ телейлӗрех пулса пыратпӑр (Иак. 1:25).
94-МӖШ ЮРӐ Турӑ Сӑмахӗшӗн пархатарлӑ
a jw.org сайтра «Санӑн тантӑшусем мӗн калаҫҫӗ. Библи вулани» видео пӑхӑр.