38-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
25-МӖШ ЮРӐ Турӑ хӑй валли суйласа илнӗ ҫынсем
Эсир асӑрхаттарнине итлетӗр-и?
«Пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ» (МАТФ. 24:40).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑтра пулса иртекен суд валли хатӗрлемешкӗн виҫӗ ытарӑш каласа панӑ. Эпир ҫав ытарӑшсенчен хамӑр мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
1. Иисус кӗҫех мӗн тӑвӗ?
ЭПИР тӗлӗнмелле вӑхӑтра пурӑнатпӑр! Пире пысӑк улшӑнусем кӗтеҫҫӗ. Кӗҫех Иисус ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те суд тӑвӗ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй суд тӑвиччен мӗн пулассине тата «ҫак тӗнчен юлашки кунӗсем ҫитнине» мӗнле паллӑ кӑтартнине каласа панӑ (Матф. 24:3). Иисус каланӑ пророкла сӑмахсене Матфей кӗнекинчи 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑксенче, Марк кӗнекинчи 13-мӗш сыпӑкра тата Лука кӗнекинчи 21-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ.
2. Эпир ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?
2 Иисус каланӑ виҫӗ ытарӑшра пирӗн валли питӗ кирлӗ асӑрхаттарусем пур. Вӑл сурӑхсемпе качакасем ҫинчен, ӑслӑ-тӑнлӑ тата ӑссӑр хӗрсем ҫинчен тата талантсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсенчен ҫакна курӑпӑр: Иисус пирӗн пирки мӗнле приговор йышӑнасси хамӑра мӗнле тытнинчен килет. Айтӑр ҫав ытарӑшсене тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар. Малтан сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калаҫар.
СУРӐХСЕМПЕ КАЧАКАСЕМ
3. Иисус хӑҫан ҫынсене суд тӑвӗ?
3 Иисус сурӑхсемпе качакасем ҫинчен ытарӑш каласа панӑ чухне хӑй мӗне шута илсе суд тӑвасси ҫинчен каланӑ. Вӑл ҫын ырӑ хыпар итленипе итлеменнине тата святой сывлӑшпа суйласа илнисене пулӑшнипе пулӑшманнине шута илӗ (Матф. 25:31—46). Ҫав суд «пысӑк хӗн-асап» вӑхӑтӗнче, шӑп Армагеддон умӗн пулӗ (Матф. 24:21). Кӗтӳҫӗ сурӑхсене качакасенчен уйӑрнӑ пек, Иисус та святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хӑйӗн тӑванӗсене пулӑшса тӑнӑ ҫынсене вӗсене пулӑшманнисенчен уйӑрӗ.
4. Иисус ҫынсене тӗрӗс суд тӑвасси пирки мӗншӗн эпир иккӗленместпӗр? (Исаия 11:3, 4). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке пӑхӑр.)
4 Библирен Иегова хӑй Иисуса судья пулма лартни курӑнать. Ҫавӑнпа та Иисус ҫынсене тӗрӗс суд тӑвӗ. (Исаия 11:3, 4 вуласа парӑр.) Иисус халех ҫынсем мӗн каланине, мӗн тунине, вӗсем мӗн ҫинчен шутланине тата святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хӑйӗн тӑванӗсем ҫине мӗнле пӑхнине сӑнать (Матф. 12:36, 37; 25:40). Суд кунӗнче вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнисене кам пулӑшса тӑнине питӗ лайӑх пӗлӗ a. Вӗсене пулӑшмалли чи лайӑх майсенчен пӗри — ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнасси. Ҫав ӗҫе туса тӑракансене тӳрӗ ҫынсем тейӗҫ, вара вӗсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗҫ (Матф. 25:46; Ӳлӗм. 7:16, 17). Мӗн тери чаплӑ награда! Вӗсем пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан, вӗсен ячӗсем «пурнӑҫ кӗнекинче» упранса юлӗҫ (Ӳлӗм. 20:15).
5. Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑшра мӗнле асӑрхаттарусем пур тата ӑна кам валли ҫырнӑ?
5 Шанчӑклӑ пулӑр тата чунтан парӑнӑр. Иисус сурӑхсемпе качакасем ҫинчен каласа панӑ ытарӑш уйрӑмах ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас текенсене пырса тивет. Вӗсем хӑйсем ӗненнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тӑванӗсене ырӑ хыпар сарма пулӑшнипе тата «шанчӑклӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чура» паракан хушусене итленипе (Матф. 24:45). Анчах пӗлӗте кайма шанакансен те ҫак ытарӑшра асӑрхаттарса каланине итлемелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисус вӗсем мӗн каланине, мӗн тунине тата мӗн ҫинчен шухӑшланине тимлӗн сӑнать. Вӗсен те шанчӑклӑ пулмалла. Шӑп святой сывлӑшпа суйласа илнисем валли Иисус тепӗр икӗ ытарӑш каласа панӑ. Вӗсене Матфей кӗнекинчи 25-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Вӗсенчен пӗри ӑслӑ-тӑнлӑ тата ӑссӑр хӗрсем ҫинчен калакан ытарӑш. Унран пуҫлар та.
ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ТАТА ӐССӐР ХӖРСЕМ
6. Мӗншӗн пилӗк хӗр пирки ӑслӑ-тӑнлӑ тенӗ? (Матфей 25:6—10).
6 Иисус кӗрӳ каччӑна хирӗҫ тухнӑ 10 хӗр ҫинчен ытарӑш каласа панӑ (Матф. 25:1—4). Вӗсем пурте туй иртекен ҫурта кӗресшӗн пулнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне Иисус ӑслӑ-тӑнлӑ, тепӗр пиллӗкӗшне вара ӑссӑр тенӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем лайӑх хатӗрленнӗ тата сыхӑ тӑнӑ. Вӗсем кӗрӳ каччӑна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — каҫ пуличченех кӗтме хатӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫутаткӑҫсемпе пӗрле ҫу савӑчӗсене те илнӗ. (Матфей 25:6—10 вуласа парӑр.) Кӗрӳ каччӑ килсен ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен те Христос киличчен сыхӑ тӑмалла тата шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Вара вӗсем хӑйсен наградине илсе Кӗрӳ каччӑпа, Иисуспа, пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра пулма тивӗҫлӗ пулӗҫ (Ӳлӗм. 7:1—3) b. Пилӗк ӑссӑр хӗр пирки вара мӗн калама пулать?
7. Пилӗк ӑссӑр хӗрпе мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн?
7 Ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрсемпе танлаштарсан, ӑссӑр хӗрсем кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗр пулман. Вӗсен ҫутаткӑҫӗсем сӳнме пуҫланӑ, ҫу вара урӑх пулман. Кӗрӳ каччӑ ҫитсе пынине илтсен вӗсем ҫу туянма кайнӑ, анчах лешӗ ҫитнӗ ҫӗре каялла таврӑнма ӗлкӗреймен. «Хатӗр пулнӑ хӗрсем унпа пӗрле туй иртекен ҫурта кӗнӗ. Алӑка вара вӗсем хыҫҫӑн хупса хунӑ» (Матф. 25:10). Каярахпа унта ӑссӑр хӗрсем те кӗресшӗн пулнӑ, анчах кӗрӳ каччӑ вӗсене: «Эпӗ сире пӗлместӗп», — тенӗ (Матф. 25:11, 12). Ҫав хӗрсем япӑх хатӗрленнине пула кӗрӳ качча кирлӗ чухлӗ кӗтеймен. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем ҫакӑнтан мӗне вӗренеҫҫӗ?
8, 9. Хӗрсем ҫинчен калакан ытарӑшран святой сывлӑшпа суйласа илнисем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
8 Хатӗр пулӑр тата сыхӑ тӑрӑр. Иисус святой сывлӑшпа суйласа илнисем икӗ ушкӑна пайланӗҫ: пӗр ушкӑнӗ пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче хӑй килессине кӗтсе илме хатӗр пулӗ, тепӗр ушкӑнӗ вара хатӗр пулмӗ — тесе каласшӑн пулман. Вӑл святой сывлӑшпа суйласа илнисем вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ тӑрса юлмасан, вӗсемпе мӗн пулассине ӑнлантарса панӑ ҫеҫ — вӗсем награда илеймӗҫ (Иоанн 14:3, 4). Ҫак шухӑш сыхӑ тӑма пулӑшать. Святой сывлӑшпа суйласа илнисен те, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансен те, ҫав ытарӑшра асӑрхаттарса каланине итлемелле. Пирӗн кашнин сыхӑ тӑмалла тата мӗн вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Матф. 24:13).
9 Хӗрсем ҫинчен ытарӑш каласа парса Иисус хатӗр пулмаллине тата сыхӑ тӑмаллине палӑртнӑ. Талантсем ҫинчен калакан тепӗр ытарӑшра вара вӑл ӗҫчен пулмалли ҫинчен каланӑ.
ТАЛАНТСЕМ
10. Икӗ чура хӑйсем шанчӑклӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (Матфей 25:19—23).
10 Тепӗр ытарӑшра Иисус пӗр ҫын ҫинчен каласа парать. Ҫав ҫын урӑх ҫӗршыва каяс умӗн хӑйӗн виҫӗ чурине чӗнсе илет те вӗсенчен кашнине талантсем — пысӑк укҫа — парса хӑварать (Матф. 25:14—18). Икӗ шанчӑклӑ чура тӑрӑшса ӗҫленӗ, укҫипе тӗрӗс усӑ курнӑ. Хуҫи таврӑнсан ҫав чурасем хӑйсене шанса панинчен икӗ хут ытларах тупӑш тунине курнӑ. Вӑл вӗсене мухтаса илнӗ те кашнине: «Хӑвӑн хуҫупа пӗрле савӑн», — тенӗ. (Матфей 25:19—23 вуласа парӑр.) Виҫҫӗмӗш чура пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл укҫапа мӗн тунӑ?
11. Кахал чурапа мӗн пулса тухнӑ тата мӗншӗн?
11 Пӗр талант илнӗ чура кахал пулнӑ. Хӑйӗн хуҫи валли тупӑш тӑвас вырӑнне вӑл укҫине ҫӗр айне пытарса хунӑ. Хуҫи таврӑнсан ҫав чура хӑйне панӑ укҫанах ӑна каялла тавӑрса панӑ. Ҫав чуран тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑл пулнӑ. Вӑл хӑйӗн хуҫинчен каҫару та ыйтман тата ун пирки «хытӑ ыйтакан ҫын» тенӗ. Паллах ӗнтӗ, хуҫи ҫав чурана ырламан. Унтан та ытларах, унран талантне туртса илсе ӑна хӑваласа кӑларса яма хушнӑ (Матф. 25:24, 26—30).
12. Икӗ ӗҫчен чура кама сӑнласа параҫҫӗ?
12 Икӗ ӗҫчен чура святой сывлӑшпа суйласа илнӗ шанчӑклӑ христиансене сӑнласа параҫҫӗ. Хуҫа, Иисус, вӗсене хӑйӗнпе пӗрле савӑнма чӗнет. Вӗсем пӗлӗтре награда илӗҫ — вилӗмрен малтан чӗрӗлсе тӑнисем пулӗҫ (Матф. 25:21, 23; Ӳлӗм. 20:5а). Ытарӑшри кахал чура вара святой сывлӑшпа суйласа илнисемшӗн асӑрхаттаракан тӗслӗх.
13, 14. Талантсем ҫинчен калакан ытарӑшра святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем валли мӗнле асӑрхаттару пур? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
13 Ӗҫчен пулӑр. Хӗрсем ҫинчен калакан ытарӑшра та, талантсем ҫинчен калакан ытарӑшра та Иисус святой сывлӑшпа суйласа илнисем кахалланса кайӗҫ тесе каласшӑн пулман. Вӑл вӗсем хастар пулма пӑрахсан вӗсемпе мӗн пулассине ӑнлантарса панӑ ҫеҫ: вӗсем хӑйсене «чӗнсе илнине тата суйласа илнине» тивӗҫлӗ пулаймӗҫ тата ҫӳлти Патшалӑха кӗреймӗҫ (2 Пётр 1:10).
14 Хӗрсем тата талантсем ҫинчен калакан ытарӑшсем святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пур христианинӑн та Иисуса кӗтсе илме хатӗр пулмаллине, сыхӑ тӑмаллине тата ӗҫчен пулмаллине кӑтартаҫҫӗ. Анчах Иисус вӗсенчен ҫавна кӑна кӗтмест-ха. Матфей 24:40, 41 сӑвӑ йӗркисенче тепӗр асӑрхаттару пур.
КАМА «ИЛӖҪ»?
15, 16. Матфей 24:40, 41 сӑвӑ йӗркисем святой сывлӑшпа суйласа илнисен сыхӑ тӑмаллине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
15 Ҫак виҫӗ ытарӑша каласа парас умӗн Иисус святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христианина Турӑ ырлани ӑҫтан курӑнмаллине ӑнлантарса панӑ. Иисус хирте ӗҫлекен икӗ арҫын ҫинчен тата ал арманӗпе ӗҫлекен икӗ хӗрарӑм ҫинчен каласа панӑ. Ҫав икӗ тӗслӗхре те ҫынсем пӗр ӗҫех тунӑ пулин те, Иисус: «Вӗсенчен пӗрне илӗҫ, теприне хӑварӗҫ», — тенӗ. (Матфей 24:40, 41 вуласа парӑр.) Кайран вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене: «Сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесен сирӗн Ҫӳлхуҫа хӑш кун килессине эсир пӗлместӗр», — тесе каланӑ (Матф. 24:42). Ҫак сӑмахсем святой сывлӑшпа суйласа илнисене пырса тивеҫҫӗ-и? Ҫапла пулас. Мӗншӗн тесен хӗрсем ҫинчен калакан ытарӑша та Иисус ҫавӑн пекрех сӑмахсемпе вӗҫленӗ (Матф. 25:13). Кама чӑннипех святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тата кам вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ тӑрса юлӗ, ҫавсене кӑна Иисус хӑйӗн ҫӳлти Патшалӑхне илӗ (Иоанн 14:3).
16 Сыхӑ тӑрӑр. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пӗр-пӗр христианин сыхӑ тӑма пӑрахсан, ангелсем ӑна суйласа илнисемпе пӗрле пуҫтармӗҫ (Матф. 24:31). Анчах та ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансен те Иисус асӑрхаттарнине итлемелле — вӗсен те сыхӑ тӑмалла тата шанчӑклӑ тӑрса юлмалла.
17. Иегова кама та пулин халӗ святой сывлӑшпа суйласа илет пулсан, мӗншӗн пирӗн пӑшӑрханмалла мар?
17 Эпир Иеговӑна лайӑх пӗлетпӗр тата вӑл мӗн туни яланах тӗрӗс пулнине ӗненетпӗр. Енчен те вӑл хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗр христианина святой сывлӑшпа суйласа илет пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки пӑшӑрханмалла мар c. Иисус виноград пахчинче пӗр сехет кӑна ӗҫленӗ ҫынсем ҫинчен мӗн каланине аса илер (Матф. 20:1—16). Вӗсем кунӗпех ӗҫленӗ ҫынсемпе пӗр тан укҫа илнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ шанчӑклӑ христиансем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене кирек хӑҫан суйласа илсен те, вӗсем пӗлӗтри наградӑна илӗҫ.
АСӐРХАТТАРНИНЕ ИТЛӖР
18, 19. Эпир ҫак статьяра пӑхса тухнӑ ытарӑшсенчен мӗне вӗрентӗмӗр?
18 Эпир мӗн пӑхса тухрӑмӑр-ха? Малтан эпир сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарӑша пӑхса тухрӑмӑр. Ҫак ытарӑш ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансен халӗ те, пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче те Иеговӑна шанчӑклӑ пулмаллине тата чунтан парӑнмаллине кӑтартать. Иисус ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те суд тунӑ чухне Турра шанчӑклӑ ҫынсене тӳрӗ — ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тивӗҫлӗ — тейӗ (Матф. 25:46).
19 Унсӑр пуҫне, эпир Иисус каланӑ тепӗр икӗ ытарӑша пӑхса тухрӑмӑр. Унта святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем валли асӑрхаттарусем пур. 10 хӗр ҫинчен калакан ытарӑшра пиллӗкӗшӗ хӑйсене ӑслӑ-тӑнлӑ тытнӑ. Вӗсем хатӗр пулнӑ тата сыхӑ тӑнӑ. Ҫав хӗрсем кӗрӳ каччӑна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӗтме хатӗр пулнӑ. Ӑссӑр хӗрсем пирки вара ҫавна калаймӑн. Ҫавӑнпа та кӗрӳ каччӑ туй тӑвакан ҫурта вӗсене кӗртмен. Пирӗн те, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӗтме хатӗр пулмалла. Мӗншӗн тесен Иисус ҫак тӗнчене хӑҫан пӗтерессине эпир пӗлместпӗр. Тата эпир талантсем ҫинчен калакан ытарӑша аса илсе икӗ ӗҫчен чура тӗслӗхне пӑхса тухрӑмӑр. Вӗсем тӑрӑшсах ӗҫленӗ, ҫавӑнпа вӗсене хуҫи мухтаса илнӗ. Кахал чурине вара хуҫи хӑваласа янӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн мӗн вӗҫне ҫитичченех Иегова хушнӑ ӗҫе тӑрӑшса тумалла. Юлашкинчен вара святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен сыхӑ тӑмалли ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ун пек тумасан Иисус вӗсене хӑй патне илмӗ, вара вӗсем тӳпери наградӑсӑр тӑрса юлӗҫ. Ҫав христиансем пӗлӗтре пуҫтарӑнса Иисуспа пӗрле пуласса ҫав тери кӗтеҫҫӗ. Армагеддон хыҫҫӑн Путекӗн туйӗ пулать. Унта каччи Иисус пулӗ, ҫураҫнӑ хӗрӗ вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пулӗҫ (2 Фес. 2:1; Ӳлӗм. 19:9).
20. Иегова хӑй асӑрхаттарса каланисене итлекенсемшӗн мӗн тӑвӗ?
20 Кӗҫех Иисус ҫынсене суд тӑвӗ, анчах та пирӗн хӑрамалли ҫук. Эпир шанчӑклӑ тӑрса юлсан пирӗн юратакан ҫӳлти Атте пире «ахаль вӑйран ирттерекен вӑй» парӗ, вара эпир «Этем Ывӑлӗ умне» тӑма пултарӑпӑр (2 Кор. 4:7; Лука 21:36). Эпир кирек ӑҫта пурӑнма шансан та — пӗлӗтре-и, ҫӗр ҫинче-и — пирӗн пурин те Иисус каланӑ ытарӑшсенчи асӑрхаттарусене итлемелле. Ҫапла тусан эпир ҫӳлти Аттене савӑнтарӑпӑр. Иегова питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, вӑл пирӗн ятсене пурнӑҫ кӗнекине ҫырса хурасшӑн (Дан. 12:1; Ӳлӗм. 3:5).
26-МӖШ ЮРӐ Ку «маншӑн туниех пулчӗ»
a 2024 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова ҫынсене мӗнле суд тӑвӗ?» статьяна пӑхӑр.
b Ытларах пӗлес тесе 2015 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Эсир сыхӑ тӑрӑр-ши?» статьяна пӑхӑр.
d ӲКЕРЧӖК. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмпа Библи вӗренет.