Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

51-МӖШ ЮРӐ Эпир хамӑра Турра халалларӑмӑр!

Эпир назорейсенчен мӗне вӗренетпӗр?

Эпир назорейсенчен мӗне вӗренетпӗр?

«Назорей пулса пурӑннӑ хушӑра вӑл пур кун та Ҫӳлхуҫа умӗнче таса ҫын» (ЙЫШ. 6:8).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Назорейсем хӑюллӑ пулнӑ тата Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ. Эпир вӗсенчен мӗне вӗренетпӗр?

1. Мӗн авалтанпах Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ?

 ЭСИР Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене хаклатӑр-и? Паллах ӗнтӗ, хаклатӑр. Сирӗн пек шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем нумай. Иеговӑна чун-чӗререн юратакан ҫынсем яланах пулнӑ (Пс. 103:33, 34). Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн чылай ҫын ҫухатусем тӳснӗ. Шӑп ҫакна авалхи Израильти назорейсем пирки калама пулать. Вӗсем камсем пулнӑ тата эпир вӗсенчен мӗне вӗренме пултаратпӑр?

2. а) Назорейсем камсем пулнӑ? (Йыша шутлани 6:1, 2). ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр израильтянсем назорей пулма сӑмах панӑ?

2 «Назорей» сӑмах «уйӑрса илнӗ», «халалланӑ» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗнчен пулса кайнӑ. Ҫак сӑмах Иеговӑшӑн ятарлӑ майпа ӗҫлес тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ хастар израильтянсене лайӑх сӑнласа парать. Моисей законӗ тӑрӑх, арҫын е хӗрарӑм пӗр вӑхӑт хушши назорей пек пурӑнмашкӑн Иеговӑна сӑмах пама пултарнӑ a. (Йыша шутлани 6:1, 2 вуласа парӑр.) Назорей пулма сӑмах панӑ ҫынсенчен Иегова ытларах ыйтнӑ, ытти израильтянсенчен ҫавна тума ыйтман. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем назорей пулас тенӗ вара? Израильтянина Иеговӑна хытӑ юратни тата вӑл мӗн-мӗн тунишӗн чун-чӗререн пархатарлӑ пулни ҫавна тума хавхалантарнӑ пулас (Сак. аст. 6:5; 16:17).

3. Мӗншӗн хальхи вӑхӑтри Туррӑн ӗҫлекенӗсене назорейсемпе танлаштарма пулать?

3 Моисей законӗ «Христосӑн законӗпе» ылмашӑнсан Туррӑн ӗҫлекенӗсем тек назорейсем пулайман (Гал. 6:2; Рим 10:4). Ҫапах та, авалхи вӑхӑтри назорейсем пекех, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем паян уншӑн пӗтӗм чӗрепе, пӗтӗм чунпа, пӗтӗм ӑспа, пӗтӗм вӑй-халпа ӗҫлесшӗн (Марк 12:30). Иеговӑна хамӑр пурнӑҫа халалланӑ чухне эпир ҫапла тума сӑмах паратпӑр. Сӑмах панипе эпир Иеговӑн ирӗкне тӑвассишӗн ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине кӑтартатпӑр. Айтӑр назорейсен тӗслӗхне пӑхса тухса хамӑр сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлер (Матф. 16:24) b.

ҪУХАТУСЕМ ТӲСМЕ ХАТӖР ПУЛӐР

4. Йыша шутлани 6:3, 4 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, назорейсем мӗнле ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнӑ?

4 Йыша шутлани 6:3, 4 вуласа парӑр. Назорейсен эрех ӗҫме тата виноград авӑрӗ паракан нимӗнле ҫимӗҫе те — чӗррине те, типӗтнине те — ҫиме юраман. Ытти ҫынсем вара ҫавсене ӗҫме те, ҫиме те пултарнӑ, ҫавӑнта ним япӑххи те пулман. Эрех Иегова ҫынсене панӑ парнесенчен пӗри вӗт. Библире эрех этем чунне савӑнтарать тенӗ (Пс. 103:14, 15). Иегова панӑ ҫак парнесем ҫынсене савӑнтарнӑ пулин те, назорейсем хӑйсен ирӗкӗпе вӗсене ҫимен те, ӗҫмен те c.

Эсир назорейсем пекех, мӗн те пулин хӑварма хатӗр-и? (4—6 абзацсене пӑхӑр)


5. Мадианпа Марсела мӗн хӑварнӑ тата мӗншӗн?

5 Эпир те, назорейсем пекех, Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе мӗн те пулин хӑварма хатӗр. Мадианпа Марселӑн тӗслӗхне пӑхса тухар d. Ҫав мӑшӑр ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑ. Мадиа́н укҫа лайӑх ӗҫлесе илнӗ. Вӗсем хитре те хӑтлӑ хваттерте пурӑннӑ. Анчах та вӗсем Иеговӑшӑн ытларах тӑвасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа пурнӑҫра улшӑнусем тӑвас тенӗ. Ҫав мӑшӑр акӑ мӗн каланӑ: «Эпир укҫана сахалрах тӑкаклама пуҫларӑмӑр, пӗчӗкрех хваттере куҫса кайрӑмӑр тата машинӑна сутса ятӑмӑр». Паллах, Мадианпа Марсе́ла ҫавна тумасан та пултарнӑ. Анчах та вӗсем Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе ҫапла тӑвас тенӗ, вара чӑннипех те телейлӗ пулса тӑнӑ.

6. Мӗншӗн христиансем ҫухатусем тӳсме хатӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Паян христиансем Иеговӑн ӗҫӗнче ытларах тӑвас тесе хаваспах ҫухатусем тӳсеҫҫӗ (1 Кор. 9:3—6). Иегова пирӗнтен ҫакна тума ыйтмасть. Тата хамӑр мӗн хӑварни пирки япӑх тесе калаймӑн. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем хӑйсем ӗмӗтленнӗ ӗҫе кӗрес, пӳрт туянас е килте чӗрчун усрас шухӑша пӑрахнӑ. Нумайӑшӗ мӑшӑрланма, теприсем вара ача ҫуратма васкамаҫҫӗ. Тата теприсем, хурӑнташӗсенчен уйрӑлма тивнӗ пулин те, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑна куҫса кайнӑ. Эпир Иеговӑна чи лайӑххине парасшӑн, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ҫухатусем тӳсме хатӗр. Ан иккӗленӗр: эсир Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе нумай хӑваратӑр-и, сахал-и, вӑл ҫакна питӗ хаклать (Евр. 6:10).

ЫТТИСЕНЧЕН УЙРӐЛСА ТӐМА ХАТӖР ПУЛӐР

7. Назорей мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнӑ? (Йыша шутлани 6:5). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 Йыша шутлани 6:5 вуласа парӑр. Назорейсем ҫӳҫ кастармасӑр пурӑнма сӑмах панӑ. Ҫапла майпа вӗсем Иеговӑна пӑхӑннине кӑтартнӑ. Нумай вӑхӑт хушши назорей пулнӑ израильтянинӑн ҫӳҫӗ вӑрӑмланса кайнӑ, ҫавна вара пурте курнӑ. Ыттисем ӑна хӑй сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнма хавхалантарнӑ пулсан, ӑна назорей пулма ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Шел пулин те, Израиль халӑхӗ историйӗнче назорейсене хисеплемен вӑхӑтсем те пулнӑ. Амос пророк пурӑннӑ вӑхӑтра чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ израильтянсем назорейсене эрех ӗҫтересшӗн пулнӑ. Ҫавна вӗсем назорейсем хӑйсем сӑмах панипе килӗшӳллӗн пурӑнма пӑрахчӑр тесе тунӑ пулас (Ам. 2:12). Хушӑран назорейсен ыттисенчен уйрӑлса тӑмашкӑн тата хӑйсен сӑмахне тытмашкӑн чӑннипех те хӑюллӑ пулмалла пулнӑ.

Назорей ыттисенчен уйрӑлса тӑма хатӗр пулнӑ (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


8. Ҫамрӑк Беньямин тӗслӗхӗ сире мӗншӗн хавхалантарать?

8 Эпир те, хамӑр вӑтанчӑк пулсан та, Иегова пулӑшнипе ыттисенчен уйрӑлса тӑма хӑрамастпӑр. Акӑ Норвегире пурӑнакан Бе́ньямин ятлӑ 10 ҫулхи Свидетель тӗслӗхӗ. Вӑл вӗренекен шкулта Украина майлӑ тӑнине кӑтартмашкӑн мероприяти ирттернӗ. Ачасен Украинӑн ялавӗ тӗслӗ тумтир тӑхӑнса юрӑ юрламалла пулнӑ. Ҫав мероприятие хутшӑнас мар тесе Беньямин ачасенчен аяккарах кайса тӑнӑ. Анчах та вӗрентекен ӑна курса пурте илтмелле: «Кил кунта, пирӗнпе пӗрле юрла. Эпир сана кӗтетпӗр!» — тесе чӗннӗ. Беньямин хӑюллӑн ун патне пырса ҫапла каланӑ: «Ҫакӑ политикӑпа ҫыхӑннӑ, ҫавӑнпа та эпӗ хутшӑнмастӑп. Нумай Иегова Свидетелӗ вӑрҫӑ вӑрҫма килӗшменшӗн тӗрмере те ларать». Вӗрентекен унӑн сӑмахӗсемпе килӗшнӗ те, ӑна ирӗксӗрлемен. Анчах та пӗрле вӗренекенсем мӗншӗн вӑл хӑйсемпе пӗрле юрласшӑн пулманни ҫинчен ыйтма тытӑннӑ. Беньямин хумханса кайса йӗрес патнех ҫитнӗ. Ҫапах та вӗрентекене каланӑ сӑмахсенех тепӗр хут класс умӗнче хӑюллӑн каланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Беньямин хӑйӗн ашшӗ-амӑшне: «Иегова пулӑшнине туйса тӑнине пула хам мӗне ӗненнине хӳтӗлеме пултартӑм»,— тесе каласа панӑ.

9. Иеговӑн чӗрине савӑнтарас тесен пирӗн мӗн тумалла?

9 Эпир Иеговӑн ирӗкне тӑвасшӑн, ҫавӑнпа та ыттисенчен уйрӑлса тӑратпӑр. Хамӑр Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен шкулта е ӗҫре каламашкӑн хӑюлӑх кирлӗ. Ҫак тӗнчери ҫынсем хӑйсене япӑхрах та япӑхрах тытнӑран пире Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма тата ырӑ хыпар сарма малашне йывӑртарах та йывӑртарах пулать пулӗ (2 Тим. 1:8; 3:13). Анчах та ҫакна ялан асра тытӑр: эпир Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсенчен уйрӑлса тӑма хӑрамастпӑр пулсан, Иеговӑн чӗрине савӑнтаратпӑр (Ытар. 27:11; Мал. 3:18).

ИЕГОВА СИРӖН ПУРНӐҪРА МАЛТИ ВЫРӐНТА ПУЛТӐР

10. Мӗншӗн назорейсене Йыша шутлани 6:6, 7 сӑвӑ йӗркисенчи хушӑва тытса тӑма йывӑр пулма пултарнӑ?

10 Йыша шутлани 6:6, 7 вуласа парӑр. Назорейсен вилнӗ ҫынсен ҫывӑхне пыма юраман. Пӗрре шутласан, ҫакна тытса тӑма йывӑр пулман пек туйӑнма пултарать. Анчах та ӗлӗк-авал ҫакӑ назорейшӑн пысӑк йывӑрлӑх пулма пултарнӑ, уйрӑмах унӑн ҫывӑх тӑванӗ вилнӗ пулсан. Мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑтри йӑла тӑрӑх, ҫынсен вилнӗ ҫыннӑн кӗлеткин ҫывӑхӗнче пулмалла пулнӑ (Иоанн 19:39, 40; Ап. ӗҫ. 9:36—40). Назорейсем вара ҫав йӑлана тытса тӑрайман. Хытӑ хуйхӑрнӑ пулин те, вӗсем хӑйсем панӑ сӑмаха тытнӑ, ҫапла вара хытӑ ӗненнине кӑтартнӑ. Иегова хӑйӗн ҫав ӗҫлекенӗсене ҫав инкеке чӑтса ирттермешкӗн вӑй пани пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.

11. Килтисемпе хутшӑннӑ чухне христианинӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа уншӑн ӗҫлесе тӑма сӑмах патӑмӑр. Ҫакӑн ҫине эпир ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Тата ҫакӑ хамӑр тӑвакан йышӑнусем ҫине те, хамӑра килтисемпе мӗнле тытни ҫине те витӗм кӳрет. Эпир килтисемшӗн тӑрӑшатпӑр, ҫавах та Иеговӑна итлесси пирӗншӗн вӗсен кӑмӑлне ҫырлахтарассинчен пӗлтерӗшлӗрех пулмалла (Матф. 10:35—37; 1 Тим. 5:8). Эпир Иеговӑна савӑнтарас тесе тӑвакан хӑш-пӗр йышӑнусем пирӗн хурӑнташсене килӗшмесен те пултараҫҫӗ.

Питӗ йывӑр килнӗ чухне те эсир Иеговӑн ирӗкне тӑвассине малти вырӑна хума хатӗр-и? (11-мӗш абзаца пӑхӑр) e


12. Килте йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Александру хӑйне мӗнле тытнӑ?

12 Акӑ Александрупа унӑн арӑмӗн Доринӑн тӗслӗхӗ. Вӗсем ҫулталӑка яхӑн Библи вӗреннӗ. Ҫапах та Дори́на хӑй те вӗренме пӑрахас тенӗ, упӑшкине те пӑрахтарасшӑн пулнӑ. Анчах та Алекса́ндру ыррӑн та Доринӑн туйӑмӗсене шута илсе малалла та вӗренетӗп тенӗ. Доринӑна ҫакӑ килӗшмен, вара вӑл ӑна чӑрмантарма пуҫланӑ. Александру каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗншӗн арӑмӗ хӑйне ҫапла тытнине ӑнланма тӑрӑшнӑ, ҫапах та ӑнлансах кайман. Дорина йӗплесе тата тиркесе калаҫнӑран хушӑран Александру Библи вӗренме пӑрахасшӑн та пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл Иеговӑна малти вырӑна лартма пӑрахман. Ҫав вӑхӑтрах арӑмне те хытӑ юратнӑ тата хисепленӗ. Юлашкинчен унӑн лайӑх тӗслӗхӗ Доринӑна каллех Библи вӗренме хавхалантарнӑ, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл шыва кӗнӗ. (jw.org сайтри «Чӑнлӑх пурнӑҫа улӑштарать» уйрӑмра «Александрупа Дорина Вэкарсем. Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать» видео пӑхӑр.)

13. Иеговӑна та, килтисене те юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

13 Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫа йӗркеленӗ тата вӑл ҫемьеллӗ пурнӑҫ пире савӑнӑҫ кӳтӗр тет (Эф. 3:14, 15). Чӑннипех те телейлӗ пулас тесен, Иегова хамӑртан мӗн кӗтнине тумалла. Килтисемшӗн тӑрӑшӑр, вӗсене юратӑр тата хисеплӗр (Рим 12:10). Ан иккӗленӗр: эсир хӑвӑра шеллемесӗр Иеговӑна савӑнтарма тӑрӑшнине вӑл курать тата питӗ хаклать.

ПӖР-ПӖРНЕ НАЗОРЕЙСЕМ ПЕК ПУЛМА ХАВХАЛАНТАРӐР

14. Кама уйрӑмах ырӑ сӑмах каласа хавхалантармалла?

14 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлакансем ӑна юратнӑран ҫухатусем тӳсме хатӗр. Анчах та хушӑран ҫавна тума ҫӑмӑл мар. Пухури тӑвансене назорейсем пек пулма пулӑшас тесе мӗн тума пулать? Ырӑ сӑмах каласа хавхалантарма пулать (Иов 16:5). Иеговӑшӑн ытларах тӑвас тесе хӑйсен пурнӑҫне ансатлатма тӑрӑшакан тӑвансем сирӗн пухура пур-и? Йывӑр пулнине пӑхмасӑр шкулта ыттисенчен уйрӑлса тӑма хӑраман ҫамрӑксене эсир пӗлетӗр-и? Е, тен, пухури пӗр-пӗр тӑвана е Библи вӗренекене килтисем хирӗҫ тӑнине пула Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма йывӑр? Хӑюллӑ та хӑйсене шеллемен ҫак тӑвансем мухтава тивӗҫлӗ. Айтӑр вӗсене хавхалантарма майсем шырар (Флм. 4, 5, 7).

15. Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсене хӑш-пӗр тӑвансем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

15 Унсӑр пуҫне, Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансене ӗҫпе пулӑшма пулать (Ытар. 19:17; Евр. 13:16). Шри-Ланкӑра пурӑнакан пӗр ватӑ хӗрарӑм тӑван шӑп ҫапла тунӑ та. Унӑн пенси укҫине ӳстерсен вӑл икӗ ҫамрӑк пионеркӑна пулӑшас тенӗ, мӗншӗн тесен лешӗсен укҫи ҫитсех кайман. Вӑл вӗсем малалла та пионер пулса ӗҫлеме пултарччӑр тенӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен тӑкакӗсене саплаштарма пулӑшмашкӑн хӑй мӗн чухле укҫа пама пултарассине палӑртса хунӑ та кашни уйӑх парса тӑнӑ. Мӗнле маттур хӗрарӑм тӑван!

16. Назорейсем ҫинчен тӗпчесе эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

16 Назорейсем Иеговӑшӑн ӗҫлемешкӗн ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнипе пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, назорейсем ҫинчен тӗпчесе эпир хамӑр ҫӳлти Аттене, Иеговӑна, лайӑхрах пӗлетпӗр. Вӑл эпир ӑна чун-чӗререн савӑнтарасшӑн пулни пирки тата унӑн умӗнче хамӑр панӑ сӑмаха тытмашкӑн ҫухатусем тӳсме хатӗр пулни пирки иккӗленмест. Иегова пире чыс тӑвать: юратнине кӑтартас тесе мӗн тумаллине суйласа илмешкӗн вӑл хамӑра ирӗк парать (Ытар. 23:15, 16; Марк 10:28—30; 1 Иоанн 4:19). Иегова эпир хӑйӗншӗн ӗҫлемешкӗн мӗн-мӗн хӑварнине курать тата пире хаклать. Ҫавӑнпа та айтӑр малалла та Иеговӑна чи лайӑххине пама ҫирӗп шут тытар.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Назорейсем хӑюллӑ пулни тата ҫухатусем тӳсме хатӗр пулни ӑҫтан курӑнать?

  • Пӗр-пӗрне назорейсем пек пулма пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

  • Назорейсем ҫинчен тӗпчесе эпир Иегова пирки мӗн пӗлетпӗр?

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

a Хӑш-пӗр ҫынсене назорейсем пулма Иегова хӑй суйласа илнӗ. Ҫапах та ытларах чухне ҫынсем хӑйсен ирӗкӗпе назорей пулма Иеговӑна сӑмах панӑ пулас. ( «Иегова суйласа лартнӑ назорейсем» рамкӑна пӑхӑр.)

b Хӑш-пӗр чухне пирӗн публикацисенче Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекенсене назорейсемпе танлаштараҫҫӗ. Анчах та ку статьяра эпир ҫакна пӗлӗпӗр: Иеговӑн шыва кӗнӗ пур ӗҫлекенӗ те назорей пек пулма пултарать.

c Ытларах чухне назорейсен нимӗнле ятарлӑ ӗҫ те тумалла пулман.

d jw.org сайтра «Случаи из жизни Свидетелей Иеговы» уйрӑмри «Мы решили упростить свою жизнь» статьяна пӑхӑр.

e ӲКЕРЧӖК. Назорей ҫурт тӑрринчен вилнӗ ҫынна пытарма илсе кайнине пӑхать. Унӑн юратнӑ ҫывӑх ҫынни вилнӗ. Анчах та назорей пулнӑран вӑл ӑна пытарма каяймасть.