4-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм
Иегова сире ҫепӗҫҫӗн юратать
«Иегова ҫепӗҫҫӗн юратакан... Турӑ» (ИАК. 5:11).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова хамӑра юратни мӗнле майпа пире ҫирӗплетет, унпа ҫывӑхланма тата хамӑра хӳтлӗхри пек туйма пулӑшать?
1. Иегова ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн пуҫра мӗнле ӳкерчӗк тухса тӑрать?
ЭСИР хӑҫан та пулин Иеговӑн сӑнарне куҫ умне кӑларса тӑратнӑ-и? Кӗлтунӑ чухне сирӗн пуҫра мӗнле ӳкерчӗк тухать? Эпир Турра курмастпӑр пулин те, Библире ун пирки нумай ҫырса панӑ. Сӑмахран, унта Иегова пирки «хӗвел те, хӳтлӗх те» тата «пӗтӗмпех пӗтерекен вут-ҫулӑм» тенӗ (Пс. 83:12; Евр. 12:29). Иезекииль курнӑ курӑнура Турӑ сапфиртан тунӑ патша пуканӗ ҫинче ларать, ун тавра хаклӑ йышши металл тата темскер асамат кӗперӗ евӗрлӗскерӗ ялкӑшса тӑрать (Иез. 1:26—28). Иеговӑна ҫапла майпа сӑнласа пани ҫӳҫентерсе ярать, хӑратма та пултарать.
2. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма йывӑр?
2 Иеговӑна курманран вӑл хамӑра юратнине ӗненме йывӑр пулма пултарать. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем Турӑ юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене юратнине нихӑҫан та туйса курман. Е вӗсен юратакан ашшӗ пулман. Иегова ҫав ҫынсем мӗн туйнине лайӑх ӑнланать, вӗсене хӑйне шанма йывӑр пулма пултарнине пӗлет. Ҫавӑнпа хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшас тесе Библи урлӑ хӑй ырӑ та юратакан Турӑ пулнине уҫса парать.
3. Мӗншӗн Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен ытларах пӗлмелле?
3 Иеговӑна чи лайӑх майпа сӑнласа паракан сӑмах вӑл — юрату (1 Иоанн 4:8). Юрату унӑн пур ӗҫӗнчен те курӑнать. Унӑн юратӑвӗ ҫав тери пысӑк пулнӑран вӑл хӑйне юратман ҫынсене те юратать (Матф. 5:44, 45). Ҫак статьяра эпир Иегова ҫинчен тата унӑн юратӑвӗ ҫинчен калаҫӑпӑр. Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пынӑҫемӗн эпир ӑна хытӑрах юратӑпӑр.
ИЕГОВА ПИРЕ ПИТӖ ХЫТӐ ЮРАТАТЬ
4. Иегова хӑвӑра ҫепӗҫҫӗн юратни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир мӗн туятӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 «Иегова ҫепӗҫҫӗн юратакан... Турӑ» (Иак. 5:11). Библире Турӑ хӑйне ҫепӗҫҫӗн юратакан амӑшӗпе танлаштарать (Ис. 66:12, 13). Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: амӑшӗ хӑйӗн пепкине алла илет те кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса унпа ӑшшӑн, лӑпкӑн калаҫать. Ачи макӑрса ярсанах вӑл тӳрех чупса пырать. Эпир те, хамӑра мӗн те пулин пӑшӑрхантарнӑ чухне, Иегова хамӑра юратнӑран юнашар пуласса шанма пултаратпӑр. Псалом юрлакан ҫапла ҫырнӑ: «Чӗремре хӗн-асап хушӑнса пынӑ чухне Эсӗ лӑплантарнипе манӑн чунӑм канать» (Пс. 93:19).
5. Иегова хӑвӑра чунтан парӑнса юратнине эсир мӗншӗн хаклатӑр?
5 Иегова нумай ырӑлӑхлӑ, урӑхла каласан, пире чунтан парӑнса юратать (Пс. 102:8). Эпир йӑнӑш тусан, вӑл пире сирсе ямасть. Израиль халӑхӗ пӗрре кӑна мар Иеговӑн чунне ыраттарнӑ. Анчах та вӗсем ӳкӗнсе ун патне каялла таврӑнсан, вӑл вӗсене унчченхи пекех юрататӑп тесе шантарнӑ. Хӑй мӗн туйни пирки вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Эсӗ хаклӑ Маншӑн, питех те хаклӑ, эсӗ — Манӑн юратнӑскерӗм» (Ис. 43:4, 5). Иегова хальхи вӑхӑтра та пире ҫапла юратать. Унӑн юратӑвӗ пӗтмест те, сӳнмест те. Эпир пысӑк йӑнӑшсем тусан та вӑл пирӗнтен тунмасть. Ӳкӗнсе ун патне каялла таврӑнсан вӑл пире унчченхи пекех юратнине курӑпӑр. Вӑл «нумай ырӑлӑхлӑ» пулса каҫарма сӑмах парать (Ис. 55:7). Библире Турӑ каҫарсан «Иеговӑран ҫӗнӗрен вӑй илмелли вӑхӑтсем» ҫитеҫҫӗ тенӗ (Ап. ӗҫ. 3:19, сноска).
6. Захария 2:8-мӗшӗнчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
6 Захария 2:8 вуласа парӑр. Иегова пире юратать. Уншӑн эпир мӗн туйни пурпӗрех мар. Ҫавӑнпа та вӑл пирӗн хута кӗме яланах хатӗр. Пире япӑх чухне унӑн та чунӗ ыратать. Акӑ мӗншӗн эпир: «Куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхӑ усрасам мана»,— тесе кӗлтума пултаратпӑр (Пс. 16:8, 9). Турӑ вара пире хуравлатех. Куҫ вӑл — питӗ сисӗмлӗ орган, ҫавӑнпа Иегова пире хӑйӗн куҫ шӑрҫипе танлаштарнӑ чухне ҫакӑн пек калать теме пулать: «Сире сиен тӑваканӗ мана ыраттарать».
7. Мӗншӗн Иегова пире юратни пирки хамӑра шантарсах тӑмалла?
7 Иегова пире юратать тата пирӗн ҫавӑн пирки иккӗленӳ ан пултӑр тет. Анчах та вӑл ҫакна та пӗлет: хамӑр пурнӑҫра мӗн пулса иртнине пула эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Е эпир халӗ пӗр-пӗр йывӑрлӑх тӳснӗрен Иегова хамӑра юратмасть тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫапла шутлас мар тесен мӗн тумалла? Айтӑр Иегова Иисуса, святой сывлӑшпа суйласа илнисене тата пирӗнтен кашнине юратнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар.
ИЕГОВА ХӐЙ ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТАТЬ?
8. Мӗншӗн Иисус хӑйне Ашшӗ юратни пирки иккӗленмен?
8 Иеговӑпа Иисус хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене миллиард-миллиард ҫул хушши аталантарнӑ. Ҫавӑн пек ҫывӑх хутшӑнусем Ҫут тӗнчере урӑх никамӑн та ҫук. Иегова Иисуса юратни пирки тӳррӗн каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен Матфей 17:5-мӗшӗнче ҫырнӑ. Вӑл Иисус пирки «эпӗ ӑна ырлатӑп» тесе ҫеҫ калама пултарнӑ, анчах та Иегова хӑй Иисуса мӗн тери хытӑ юратнине пурте пӗлччӗр тесе: «Ку манӑн юратнӑ Ывӑлӑм»,— тесе те каланӑ. Иегова Иисуспа, уйрӑмах лешӗ хӑйӗн пурнӑҫне пама хатӗр пулнишӗн, мухтаннӑ (Эф. 1:7). Иисус хӑйне Ашшӗ чун-чӗререн юратни пирки пӗртте иккӗленмен. Вӑл Иеговӑн юратӑвне пурнӑҫӗ тӑршшӗпех туйса тӑнӑ, ҫавӑнпа хӑйне Ашшӗ юратни пирки час-часах каланӑ (Иоанн 3:35; 10:17; 17:24).
9. Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене мӗн тери хытӑ юратнине мӗнле сӑмахсем кӑтартаҫҫӗ? Ӑнлантарса парӑр (Рим 5:5).
9 Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене те юратнине кӑтартать. (Рим 5:5 [РБП] вуласа парӑр.) «Хӑйӗн юратӑвне янӑ» текен сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче вӗсен чӗрине тулнӑ юратӑва вӑйлӑ шыв юхӑмӗпе танлаштарнӑ. Ҫак тӗслӗх Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене питӗ хытӑ юратнине мӗн тери лайӑх кӑтартать! Вӗсем хӑйсене Турӑ юратнине пӗлеҫҫӗ (Иуда 1). Хӑйсен туйӑмӗсем пирки Иоанн апостол ҫапла каланӑ: «Курӑр-ха, Атте пире мӗн тери хытӑ юратать: вӑл пире хӑйӗн ачисем тет!» (1 Иоанн 3:1). Иегова святой сывлӑшпа суйласа илнисене анчах юратать-и? Ҫук, вӑл пирӗнтен кашнине юратнине кӑтартнӑ.
10. Иегова пире юратнине пуринчен те лайӑхрах мӗн кӑтартать?
10 Иегова пире юратнине пуринчен те лайӑхрах мӗн кӑтартать? Тӳлесе илме панӑ парне. Ҫавӑн пек хытӑ юратнине Ҫут тӗнчере урӑх никам та кӑтартман (Иоанн 3:16; Рим 5:8). Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне пур ҫыншӑн та вилме панӑ. Ҫавна пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ тата эпир Туррӑн тусӗсем пулса тӑма пултаратпӑр (1 Иоанн 4:10). Иеговӑпа Иисус пирӗншӗн мӗн тери пысӑк хак тӳлени ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсем пире кашнине мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланатпӑр (Гал. 2:20). Тӳлесе илме панӑ парнене ҫавна тумалла пулнишӗн ҫеҫ паман, ҫакӑ вӑл — юратнӑран панӑ парне. Иегова чи хаклине, Иисуса, парса пире юратнине ҫирӗплетсе панӑ. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн асапланса вилме панӑ.
11. Иеремия 31:3-мӗшӗнчен эпир мӗн пӗлетпӗр?
11 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн туйӑмӗсене пытармасть. Вӑл пире мӗн тери хытӑ юратнине уҫҫӑн калать. (Иеремия 31:3 вуласа парӑр.) Иегова пире юратнӑран хӑйӗн патне ертсе пынӑ. (Саккуна астутарни 7:7, 8 танлаштарӑр.) Унӑн юратӑвӗнчен пире никам та, нимӗн те уйӑраймасть (Рим. 8:38, 39). Вӑл хӑвӑра юратнине пӗлсе тӑни сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать? 22-мӗш Псалома вулӑр та Давид хӑйне Иегова юратнине, хӑйӗншӗн тӑрӑшнине курса мӗн туйни ҫинчен тата Иеговӑн юратӑвӗ хӑвӑр ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
ИЕГОВӐН ЮРАТӐВӖ СИРӖНТЕ МӖНЛЕ ТУЙӐМСЕМ ВӐРАТАТЬ?
12. 22-мӗш Псаломра мӗн пирки сӑмах пырать?
12 Псалом 22:1—6 вуласа парӑр. 22-мӗш Псалом вӑл — юрӑ. Унти сӑмахсенчен Давид хӑйне Иегова юратнине, хӑйӗншӗн ҫепӗҫҫӗн тӑрӑшнине ҫирӗп шанни курӑнать. Вӑл хӑйӗнпе Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем пирки калать тата Иеговӑна «манӑн Кӗтӳҫӗм» тет. Давид Иеговӑна шаннӑран хӑйне ертсе пыма ирӗк парать тата хӑйне кӑтартнӑ ҫулпа пынӑ май хӑйне хӑрушсӑрлӑхра туять. Давид хӑйне Иегова яланах, пурнӑҫӗ тӑршшӗпех, юратасса пӗлнӗ. Ҫавӑн пирки пӗртте иккӗленмен. Мӗншӗн?
13. Мӗншӗн Давид хӑйӗншӗн Иегова яланах тӑрӑшасси пирки иккӗленмен?
13 «Эпӗ ҫитменни мӗнне пӗлмӗп». Давид хӑйӗншӗн Иегова тӑрӑшнине тата мӗн кирлине кашни кун парса тӑнине курнӑ. Вӑл Иегова хӑйӗн тусӗ пулнине тата хӑйне Турӑ ырланине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл иккӗленмен: кирек мӗн пулса тухсан та, Иегова уншӑн малалла та тӑрӑшӗ. Давид хӑйне Иегова ҫепӗҫҫӗн юратнине пӗлсе тӑнӑран телейлӗ пулнӑ, ытлашши пӑшӑрханса ҫӳремен (Пс. 15:11).
14. Иегова пирӗншӗн юратса тӑрӑшни мӗнрен курӑнать?
14 Иегова пирӗншӗн юратса тӑрӑшать. Инкек пырса ҫапсан, эпир ҫавна тата вӑйлӑрах туятпӑр. 20 ҫул ытла Вефильте ӗҫлекен Клэрӑн a хурӑнташӗсем ҫине пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ. Ҫакӑ Клэра аптратсах ӳкернӗ. Унӑн ашшӗне шалкӑм ҫапнӑ, йӑмӑкне пухуран кӑларса янӑ. Вӗсен ҫемйи пысӑках мар бизнесне, унтан вара ҫуртне те ҫухатнӑ. Иегова Клэрӑн ҫемйишӗн мӗнле тӑрӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн калать: «Иегова ман тӑвансене кашни кунах мӗн кирлине парса тӑнӑ, ытларах та панӑ. Пире ун чухне Иегова мӗнле пулӑшса тӑни пирки эпӗ час-часах шухӑшлатӑп. Иеговӑн юратӑвне нихӑҫан та манас ҫук. Ҫав асаилӳсем мана вӑй парса тӑраҫҫӗ. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан эпӗ парӑнмастӑп, малалла та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлетӗп».
15. «Вӑл... манӑн чунӑма тӗреклӗх парать» тенипе Давид мӗн каласшӑн пулнӑ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 «Вӑл... манӑн чунӑма тӗреклӗх парать». Йывӑрлӑхсем нумай пулнине пула Давид хӑш-пӗр чухне хӑйне вӑйсӑр пек туйнӑ (Пс. 17:5—7). Иегова вара ӑна вӑй илме пулӑшнӑ. Турӑ хӑйӗн халтан кайнӑ тусне «тулӑх улӑхсенче» ҫӳретнӗ тата «лӑпкӑ шыв хӗрринче» кантарнӑ. Ҫавна пула Давид вӑй илсе малалла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултарнӑ (Пс. 17:29—33).
16. Иеговӑн юратӑвӗ сире хӑвӑра мӗнле тӗреклентернӗ?
16 Хамӑр ҫине йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан Иегова пире хуҫӑлса анма памасть (Хӳхл. 3:22; Кол. 1:11). Акӑ Ре́йчел тӗслӗхӗ. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче унӑн упӑшки ӑна пӑрахса тухса кайнӑ тата Иеговӑран туннӑ. Ҫавна пула Рейчел хуйха ӳкнӗ. Иегова ӑна мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл калать: «Иегова тӑрӑшнине пула эпӗ хама юратнине туйса тӑраттӑм. Манӑн туссем манпа пӗрле вӑхӑта ирттеретчӗҫ, апат хатӗрлесе паратчӗҫ, ӑшӑ сӑмахсемпе Библири шухӑшсене ҫырса ярса паратчӗҫ. Вӗсем йӑл кулса ман кӑмӑла ҫӗклетчӗҫ тата Иегова манпа юнашар пулни пирки шантарсах тӑратчӗҫ. Иегова мана ҫавӑн пек пысӑк та юратакан ҫемье панишӗн эпӗ ӑна тав тусах тӑратӑп».
17. Мӗншӗн Давид: «Хӑрамӑп эпӗ»,— тенӗ?
17 «Хӑрамӑп эпӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ манпа пӗрле». Давидӑн пурнӑҫӗ час-часах хӑрушлӑхра пулнӑ. Унӑн нумай вӑйлӑ тӑшман пулнӑ. Анчах та Иегова юратнине туйса тӑнине пула вӑл хӑйне хӳтлӗхри пек туйнӑ. Кирек мӗнле лару-тӑрура та Давид Иегова юнашар пулнине туйнӑ, вара чун канӑҫлӑхне ҫухатман. Акӑ мӗншӗн вӑл Иегова пирки «мана пӗтӗм инкек-синкекӗмрен хӑтарчӗ» тесе юрланӑ (Пс. 33:5). Давидӑн хӑрамалли сӑлтавсем нумай пулнӑ пулин те, вӑл лӑпкӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен хӑйне Иегова юратнине туйса тӑнӑ.
18. Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленменни хӑранине ҫӗнтерме пулӑшать. Ҫакна кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.
18 Пирӗн пурнӑҫра пысӑк инкек-синкек пулма пултарать. Иегова хамӑра юратнине пӗлни ҫавӑн пек вӑхӑтра пире мӗнле тӗреклетет? Акӑ Сью́зи ятлӑ пионеркӑн тӗслӗхӗ. Унӑн ывӑлӗ хӑй ҫине алӑ хурсан, вӗсем упӑшкипе мӗн туйни пирки вӑл ҫапла калать: «Ҫавӑн пек хуйхӑ тӳснӗ хыҫҫӑн йӗркене кӗме йывӑр. Малашне ним лайӑххи те ҫук пек, хуйхӑ ҫеҫ кӗтет пек туйӑнать. Анчах та Иегова пире ҫепӗҫҫӗн юратнине пула эпир хамӑра хӳтлӗхри пек туяттӑмӑр». Упӑшки пӑрахса хӑварнӑ Рейчел ҫапла калать: «Пӗр каҫ мана уйрӑмах йывӑр килчӗ. Чӗре ҫурӑлса тухасла ыратнӑран тата хам хӑранӑран эпӗ ӳлесех макӑрма тата сасӑпа Иеговӑна кӗлтума пуҫларӑм. Сасартӑк чун лӑштах пулчӗ. Пӗчӗк ача амӑшӗн ытамӗнче хӑйне лӑпкӑ туйнӑ пекех, эпӗ те лӑпланса ҫывӑрса кайрӑм. Ҫавна нихӑҫан та манас ҫук». Та́сос ятлӑ старейшина вара ҫара кайма килӗшменшӗн тӑватӑ ҫул тӗрмере ларса тухнӑ. Мӗншӗн вӑл хӑйне Иегова юратни пирки тата хӑйӗншӗн тӑрӑшни пирки иккӗленмен? «Иегова мана мӗн кирлине кӑна мар, кирлинчен те ытларах паратчӗ,— аса илет вӑл.— Ҫавӑнпа эпӗ ӑна хытӑрах шанма пуҫларӑм. Турӑ святой сывлӑш панине пула эпӗ тӗрмере те савӑнӑҫлӑ пулма пултартӑм. Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн эпӗ вӑл паракан парнесене лайӑхрах курма пуҫларӑм. Ҫавӑнпа тӗрмере пулнӑ чухнех тулли пионер пулса тӑтӑм».
ҪЕПӖҪҪӖН ЮРАТАКАН ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРӐР
19. а) Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленменни пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? ӑ) Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен калакан сӑмахсенчен хӑшӗсем сирӗн чӗрене уйрӑмах пырса тивеҫҫӗ? ( «Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен калакан сӑмахсем» рамкӑна пӑхӑр.)
19 Эпир пӑхса тухнӑ тӗслӗхсем Иегова, «юрату... Турри», хамӑрпа пӗрле пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (2 Кор. 13:11). Вӑл пирӗнпе кашнинпе чун-чӗререн интересленет тата, сӑнарлӑн каласан, юратупа хупӑрлать (Пс. 31:10). Иегова хамӑра юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑл хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине куратпӑр тата унпа ҫывӑхланса пыратпӑр. Туррӑн юратӑвне туяс килни ҫинчен эпир кӗлӗре тӳррӗнех калама пултаратпӑр. Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ чухне пирӗн вӑл хамӑра ӑнланасси пирки тата пулӑшасси пирки иккӗленмелле мар (Пс. 144:18, 19).
20. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑпа ҫывӑхланас килет?
20 Сивӗ кун кӑвайт ҫумне пырса ларас килнӗ пекех, пирӗн хӑйӗн юратӑвӗпе ӑшӑтакан Иеговӑпа ҫывӑхрах пулас килет. Иеговӑн юратӑвӗ хӑватлӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫепӗҫ те. Турӑ хамӑра юратнине туйни мӗн тери пысӑк телей! Эпир те ӑна хытӑ юрататпӑр. Ҫавӑнпа та айтӑр псалом юрлакан пекех: «Эпӗ Иеговӑна юрататӑп!» — тесе калар (Пс. 116:1, ҪТ).
ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?
-
Иеговӑн юратӑвӗ мӗнлерех?
-
Иегова сире юратнине мӗнле кӑтартса панӑ?
-
Иеговӑн юратӑвӗ сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?
108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.