Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ

Хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗн тума пулать?

Хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне мӗн тума пулать?

Эпир пысӑк ушкӑнпа пуҫтарӑнса тӗлпулусенче е конгрессенче кӑна мар, хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне те Иеговӑна пуҫҫапатпӑр. Ун чухне акӑ мӗн-мӗн тума пулать:

  • Тӗлпулусене хатӗрленӗр. Хатӗрленнӗ чухне юрӑсем вӗренме тата ҫемьерисене кашнине комментари хатӗрлеме пулӑшма пулать.

  • Библири пӗр-пӗр сыпӑка вулӑр. Ун хыҫҫӑн хӑвӑр мӗн вуланине ӳкерсе хурӑр е мӗне вӗреннине ҫырса хурӑр.

  • Библире ҫырса панӑ кӗлӗсенчен пӗрне тӗплӗнрех пӑхса тухӑр та хӑвӑр кӗлӗсене мӗнле лайӑхлатма пултарнине сӳтсе явӑр.

  • jw.org сайтри пӗр-пӗр видеона пӑхӑр та ӑна ыттисемпе сӳтсе явӑр е хӑвӑра мӗн килӗшнине ҫырса хурӑр.

  • Ырӑ хыпар сарма хатӗрленӗр. Сӑмахран, ҫынсемпе калаҫма вӗренес тесе килтисемпе репетици тӑвӑр.

  • Иегова тунӑ япаласене сӑнӑр та хӑвӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле шухӑшласа пӑхӑр: «Вӗсенчен Иегова пирки мӗне вӗренме пулать?» a

a 2023 ҫулхи март уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иегова тунӑ япаласем ҫине пӑхса ун ҫинчен ытларах пӗлӗр» статьяна пӑхӑр.