1-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ
Хӑранӑ чухне Иегова ҫине шанӑр
2024 ҪУЛХИ ТЕКСТ: «Шикленсе ӳксессӗн пӗр Сана шанса тӑратӑп» (ПС. 55:4).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иеговӑна хытӑрах шанни хӑранине ҫӗнтерме мӗнле пулӑшать?
1. Мӗншӗн эпир хӑш чухне хӑрама пултаратпӑр?
ПИРӖН пурин те хушӑран хӑрасси пулкалать. Паллах, Библи вӗреннине пула эпир вилнисенчен, демонсенчен хӑрамастпӑр тата этемлӗхпе пуласлӑхра мӗн пуласси пирки пӑшӑрханмастпӑр. Анчах та хальхи вӑхӑтра пӗрмаях «хӑрушӑ пулӑмсем» пулса иртеҫҫӗ: вӑрҫӑсем пыраҫҫӗ, преступленисем тӑваҫҫӗ, эпидемисем алхасаҫҫӗ (Лука 21:11). Унсӑр пуҫне, эпир влаҫра ларакансем хамӑра хӗсӗрлесрен е хамӑр ӗненӗве пула килтисем хамӑра хирӗҫ тӑрасран хӑрама пултаратпӑр. Хӑшӗ-пӗрисем халӗ тӗл пулакан е пуласлӑхри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттереймӗп тесе пӑшӑрханаҫҫӗ.
2. Геф хулине ҫитсен Давид мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ?
2 Давидӑн та хӑрани пулнӑ. Сӑмахран, Саул патшаран тарса ҫӳренӗ чухне вӑл филистимсен Геф хулине кайма шутланӑ. Кӑшт вӑхӑт иртсен Геф патшине Анхуса шӑпах Давид пирки израильтянсем юрӑ хайланӑ тесе пӗлтернӗ. Ҫав юрӑра Давид «вуншар-вуншар пин» филистима вӗлернӗ тесе юрланӑ. Давид «хытах хӑраса ӳкнӗ» (1 Патш. 21:10—12). Вӑл хӑйне Анхус вӗлересшӗн пулӗ тесе пӑшӑрханнӑ. Давида хӑрама пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?
3. Хӑрама пӑрахма Давида мӗн пулӑшнӑ? (Псалом 55:2—4, 12).
3 Давид Геф хулинче хӑйне мӗнле туйни ҫинчен 55-мӗш Псаломра ҫырса панӑ. Ҫав псаломра вӑл хӑй мӗнрен хӑранине тата хӑрама пӑрахма ӑна мӗн пулӑшнине ӑнлантарса панӑ. Хӑранӑ чухне вӑл Иегова ҫине шаннӑ. (Псалом 55:2—4, 12 вуласа парӑр.) Турӑ пулӑшнипе вӑл интереслӗ япала шутласа кӑларнӑ — ӑссӑра пенӗ. Вара Анхус Давида вӗлерес вырӑнне ӑна хӑвӑртрах хӑваласа яма хушнӑ. Ҫапла майпа Давид ҫӑлӑнса юлнӑ (1 Патш. 21:13—22:1).
4. Иеговӑна хытӑрах шанас тесен мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
4 Хӑранӑ чухне Иегова ҫине шанни пире те пулӑшма пултарать. Ун ҫине ытларах шанма мӗнле вӗренмелле-ши? Айтӑр пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, эсир питӗ вӑйлӑ чирлесе ӳкрӗр. Малтанах эсир хытӑ хӑрарӑр, анчах та кайран эсир хӑвӑра питӗ лайӑх тухтӑр сиплессине пӗлтӗр. Вӑл ҫак чир ҫинчен нумай пӗлет, самай ҫынна сывалма пулӑшнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл питӗ тимлӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ. Вӑл сире чӑннипех те пулӑшасшӑн. Лайӑх сипленмелли май сӗнсен эсир пӑшӑрханма пӑрахатӑр. Иеговӑна чун-чӗререн шанас тесен вара пирӗн вӑл малтан мӗн туни ҫинчен, халӗ мӗн туса тӑни ҫинчен тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшламалла. Давид шӑп ҫапла тунӑ та. Айтӑр 55-мӗш Псаломри Давидӑн сӑмахӗсене пӑхса тухар та Иеговӑна хытӑрах шанас тесен тата хӑранӑ чухне лӑпкӑ пулас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлар.
ИЕГОВА МАЛТАН МӖН ТУНӐ?
5. Хӑрама пӑрахас тесе Давид мӗн ҫинчен шухӑшланӑ? (Псалом 55:13, 14).
5 Давидӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ чухне вӑл Иегова малтан мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ. (Псалом 55:13, 14 вуласа парӑр.) Турӑ ҫинчен шухӑшласси унӑн йӑлара пулнӑ. Сӑмахран, Давид вӑл тунӑ япаласем ҫинчен шутланӑ. Вӗсем Иеговӑн хӑвачӗ ҫинчен тата вӑл ҫынсене мӗн тери хытӑ юратни ҫинчен аса илтернӗ (Пс. 64:7—10). Унсӑр пуҫне, Давид Турӑ хӑйӗн пур ӗҫлекенӗпе те питӗ ырӑ пулни ҫинчен шухӑшланӑ (Пс. 30:20; 36:25, 26). Пуринчен ытла вара унӑн чӗрине хӑйӗншӗн Иегова мӗнле тӑрӑшни пырса тивнӗ. Турӑ ӑна мӗн пӗчӗкренех пулӑшса, хӳтӗлесе тӑнӑ (Пс. 21:10, 11). Паллах, ҫапла шухӑшлани Давида Иегова ҫине хытӑрах шанма пулӑшнӑ.
6. Хӑранӑ чухне Иеговӑна шанма мӗн пулӑшӗ?
6 Хӑранӑ чухне хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова малтан мӗн тунӑ?» Вӑл тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тӗслӗхрен, кайӑксемпе чечексене сӑнӑр. Иегова вӗсене хӑй евӗрлӗ туман пулсан та тата вӗсем ӑна пуҫҫапмаҫҫӗ пулсан та, вӑл вӗсемшӗн тӑрӑшать. Вӗсемшӗн тӑрӑшать пулсан, апла пирӗншӗн те тӑрӑшатех (Матф. 6:25—32). Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласан эпир Иеговӑна хытӑрах шанма пуҫлӑпӑр. Иегова хӑйне пуҫҫапакансене мӗнле пулӑшни ҫинчен те шутлама пултаратӑр. Туррӑн ӗлӗк-авал пурӑннӑ е хальхи вӑхӑтри ӗҫлекенӗсем ҫинчен вулама пулать a. Унсӑр пуҫне, Иегова шӑпах хӑвӑршӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл сире хӑйӗн патне мӗнле илсе пынӑ? (Иоанн 6:44). Сирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать? (1 Иоанн 5:14). Иисус Христосӑн каҫарттаракан парни сире кашни кун мӗнле усӑ парать? (Эф. 1:7; Евр. 4:14—16).
7. Даниил пророкпа мӗн пулса тухни Ванессӑна хӑрама пӑрахма мӗнле пулӑшнӑ?
7 Ванесса b, Гаитире пурӑнакан хӗрарӑм тӑван, хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекнӗ. Аякрах мар пурӑннӑ пӗр арҫын унран хӑпма пӗлмен. Вӑл ун патне кашни кун шӑнкӑравласа тата сообщенисем ярса ар хутшӑнӑвне кӗме хӗтӗртнӗ. Ванесса ӑна хӑйсем хушшинче нимӗнле хутшӑнусем те пулма пултараймаҫҫӗ тесе тӳррӗн каланӑ. Анчах та лешӗ хӑйӗннех пенӗ, хаярланса кайса ӑна хӑратса та пӗтернӗ. Ванесса: «Эпӗ питӗ хӑраттӑм»,— тет. Вӑл мӗн тунӑ-ши? Хӑйне хӳтӗлес тесе кирлӗ утӑмсем тунӑ. Пӗр старейшина пулӑшнипе Ванесса полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк мӗнле хӳтӗлени ҫинчен шухӑшланӑ. «Чи малтанах Даниил пророкӑн тӗслӗхӗ пуҫа пырса кӗчӗ,— тет Ванесса.— Унӑн нимӗнле айӑп та пулман, ӑна вара выҫӑ арӑслансен шӑтӑкне пенӗ. Анчах та ҫавӑн пек лару-тӑрура та Турӑ уншӑн тӑрӑшнӑ. Эпӗ Иеговӑна веҫех хӑйӗн аллине илме ыйтрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑрани иртсе кайрӗ» (Дан. 6:12—22).
ИЕГОВА ХАЛӖ МӖН ТУСА ТӐРАТЬ?
8. Давид мӗн пирки иккӗленмен? (Псалом 55:9).
8 Гефра Давидӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ пулин те, вӑл сехӗрленсе ӳкмен. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗншӗн Иегова халех мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшланӑ. Давид хӑйне Иегова ертсе пынине, хӳтӗленине тата мӗн туйнине ӑнланнине курнӑ. (Псалом 55:9 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Давидӑн шанчӑклӑ туссем, сӑмахран, Ионафан тата чи аслӑ священник Ахимелех пулнӑ. Вӗсем ӑна пулӑшнӑ тата уншӑн тӑрӑшнӑ (1 Патш. 20:41, 42; 21:6, 8, 9). Саул патша Давида вӗлерме хӑтланнӑ пулин те, лешӗ ҫӑлӑнса юлнӑ. Давид пӗртте иккӗленмен: хӑйӗн мӗн тӳсме тивнине кӑна мар, хӑйне мӗн тери йывӑр килнине те Иегова курать.
9. Иегова пирӗн ҫинчен мӗн пӗлет?
9 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑраса ӳкрӗр пулсан ҫакна асра тытӑр: Иегова сирӗн мӗн тӳсме тивнине кӑна мар, эсир мӗн туйнине те курать. Сӑмахран, израильтянсене Египетра мӗнле пусмӑрланине тата вӗсем мӗн тери асапланнине Турӑ курнӑ (Тух. 3:7). Давид хӑйӗн инкекӗ пирки тата хӑйне мӗн тери йывӑр килни пирки Иегова пӗлни ҫинчен иккӗленмен (Пс. 30:8). Турӑ халӑхӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ чухне — ҫавӑ хӑйсене ӑссӑрла тытнине пула пулса тухсан та — Турӑ та асапланнӑ (Ис. 63:9, ҪТ). Хӑвӑр хӑранӑ чухне Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланать тата сире хӑрама пӑрахма пулӑшасшӑн.
10. Мӗншӗн эсир Иегова хӑвӑршӑн тӑрӑшасси пирки тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки иккӗленместӗр?
10 Пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑрани пире Иегова хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине курма чӑрмантарма пултарать. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла? Иегова хӑвӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине курмашкӑн унран пулӑшу ыйтӑр (4 Патш. 6:15—17). Тен, сире пухура илтнӗ пӗр-пӗр доклад е комментари ҫирӗплетнӗ? Е, тен, сире пӗр-пӗр статья, видео е пирӗн сайтри юрӑ вӑй кӗртнӗ? Тен, сире тӑван пӗр-пӗр шухӑш каласа парса е Библири сӑвӑ йӗркине вуласа парса хавхалантарнӑ? Хӑш чухне эпир хамӑрӑн юратакан тӑванлӑх тата сӑнарлӑ апат мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен манса кайма пултаратпӑр. Анчах та вӗсем — Иегова панӑ чаплӑ парнесем (Ис. 65:13; Марк 10:29, 30). Вӗсем Иегова пире юратнине тата ун ҫине яланах шанма юранине кӑтартса параҫҫӗ (Ис. 49:14—16).
11. Айдӑна хӑрама пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?
11 Сенегалра пурӑнакан А́йда йывӑр вӑхӑтра хӑйне Иегова мӗнле пулӑшнине асӑрхама тӑрӑшнӑ. Ачисенчен чи асли пулнӑран ашшӗ-амӑшӗ вӑл хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерессе кӗтнӗ. Анчах та Айда пионер пуласшӑн пулнӑ. Сахалрах ӗҫлеме пуҫланине пула ӗҫ укҫи те самаях чакнӑ. Ҫавӑншӑн килтисем ун ҫине сиксе ӳкнӗ. «Эпӗ аттепе аннешӗн тӑрӑшма пултараймастӑп тесе, ҫавна пула пӗтӗм ҫемье манран тунӗ тесе пӑшӑрханаттӑм,— тет Айда.— Лару-тӑру йывӑрлансах кайнӑшӑн Иеговӑна айӑплама та пуҫларӑм». Кайран вӑл пухура пӗр доклад илтнӗ. Айда малалла ҫапла калать: «Доклад калакан тӑван чуна кирек мӗн ыраттарсан та Иегова ҫавна пӗлет тесе аса илтерчӗ. Старейшинӑсем те, туссем те Иегова мана юратать тесе шантаратчӗҫ. Вара майӗпен эпӗ ӑна хытӑрах шанма пуҫларӑм. Кӗлтунӑ чухне те вӑл хама пулӑшасси пирки пӗртте иккӗленместӗмччӗ. Иегова хамӑн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курсан чунра канӑҫлӑх туяттӑм». Вӑхӑт иртсен Айда пионер пулса ӗҫлеме те, ашшӗ-амӑшне мӗн кирлипе тивӗҫтерме те май паракан ӗҫ тупнӑ. «Эпӗ Иеговӑна пӗтӗмпех шанма вӗрентӗм,— тет Айда.— Халӗ кӗлтусанах хӑрани, ялан тенӗ пекех, иртсе каять».
ИЕГОВА ПУЛАСЛӐХРА МӖН ТӐВӖ?
12. Псалом 55:10-мӗшӗ тӑрӑх, Давид мӗн пирки иккӗленмен?
12 Псалом 56:9 (ҪТ) вуласа парӑр c. Ҫак сӑвӑ йӗркинчен Давида хӑрама пӑрахма тата мӗн пулӑшни курӑнать. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗншӗн Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ. Давид кирлӗ вӑхӑтра хӑйне Иегова ҫӑласса пӗлнӗ. Иегова вӑл Израилӗн патши пулӗ тенӗ вӗт (1 Патш. 16:1, 13). Давид пӗртте иккӗленмен: Иегова сӑмах пачӗ пулсан, хӑйӗн сӑмахне тытатех.
13. Иегова пуласлӑхра мӗн-мӗн тӑвӗ?
13 Иегова пирӗнтен кашнине мӗн тума сӑмах парать? Эпир Иегова хамӑра пур йывӑрлӑхран та хӑтарасса кӗтместпӗр d. Анчах та эпир хамӑр халӗ тӳсекен йывӑрлӑхсем ҫӗнӗ тӗнчере пулас ҫуккине пӗлетпӗр (Ис. 25:7—9). Пурне те Пурнӑҫ Параканӑн вилнисене чӗртсе тӑратма, пире пӗтӗм чир-чӗртен сыватма тата пур тӑшмана пӗтерме хӑват ҫителӗклӗ (1 Иоанн 4:4).
14. Эпир мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?
14 Хӑраса ӳкнӗ чухне Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлӑр. Шуйттанпа усал ҫынсем пулмасан пурнӑҫ мӗн тери лайӑх пулассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр: йӗри-тавра тӳрӗлӗхе юратакан ҫынсем ҫеҫ, эсир вара кунран кун пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса пыратӑр. 2014 ҫулхи регион конгресӗнчи пӗр инсценировкӑра ашшӗ хӑйӗн килтисене Библири шанчӑк ҫинчен шухӑшлама пулӑшнине кӑтартнӑ пулнӑ. Вӗсем 2 Тимофей 3:1—5 сӑвӑ йӗркисенче рай пирки каланӑ пулсан унта мӗнле сӑмахсем пулма пултарнине сӳтсе явнӑ: «Ҫӗнӗ тӗнчере телейлӗ вӑхӑтсем ҫитӗҫ. Ҫынсем ыттисемшӗн тӑрӑшакан, чӑнлӑха юратакан, Турра мухтава кӑларакан, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнакан, пархатарлӑ, чунтан парӑннӑ, ыттисене юратакан, ыттисемпе килӗштерекен, ыттисем ҫинчен ыррине калакан, хӑйсене чарма пӗлекен, ӑшӑ кӑмӑллӑ, ырра юратакан, шанчӑклӑ, хӑйсенни ҫинче тӑман, хӑйсене кӗҫӗне хуракан, савӑнса-киленсе пурӑнма юратас вырӑнне Турра юратакан тата ӑна чун-чӗререн парӑнса пурӑнакан пулӗҫ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе туслаш». Эсир ҫӗнӗ тӗнчери пурнӑҫ мӗнле пулассине килтисемпе е туссемпе сӳтсе яватӑр-и?
15. Хӑранине пӑхмасӑрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма Таньӑна мӗн пулӑшнӑ?
15 Ҫурҫӗр Македонире пурӑнакан Таня ятлӑ тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Библи вӗренме пуҫласан ашшӗ-амӑшӗ ӑна вӑйлӑ хирӗҫ тӑма пуҫланӑ. Анчах та Таня хӑйӗншӗн Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна хӑраса ӳкме паман. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ мӗнрен хӑраттӑм, ҫавсенчен хӑшӗ-пӗрисем пулса тухрӗҫ те. Анне мана кашни тӗлпулу хыҫҫӑн хӗнетчӗ. Атте-анне эсӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан вӗлеретпӗр тесе те хӑрататчӗҫ». Юлашкинчен Таньӑна килтен кӑларса янӑ. Вӑл ҫав лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнӑ? Таня ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан ӗмӗр-ӗмӗрех мӗн тери телейлӗ пуласси ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫларӑм. Ҫакӑн пирки те шутлаттӑм: халӗ кирек мӗн ҫухатсан та Иегова ҫӗнӗ тӗнчере мана мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерӗ. Япӑххи аса та килмӗ». Таня Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Турӑ пулӑшнипе вӑл пурӑнмалли вырӑн тупнӑ. Вӑл питӗ лайӑх арҫын тӑвана качча тухнӑ, вӗсем Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа савӑнса ӗҫлеҫҫӗ.
ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ШАНМА ВӖРЕНӖР
16. Лука 21:26—28 сӑвӑ йӗркисенче мӗн калани пурнӑҫланма пуҫласан хӑюллӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?
16 Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче «ҫынсем хӑранипе... тӑнӗсене ҫухатӗҫ». Анчах та Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫирӗп те хӑюллӑ пулӗҫ. (Лука 21:26—28 вуласа парӑр.) Мӗншӗн эпир хӑраса ӳкмӗпӗр? Мӗншӗн тесен Иегова ҫине шанса тӑрӑпӑр. Унчченхи абзацра асӑннӑ Таня каланӑ тӑрӑх, малтан мӗн чӑтса ирттерни ӑна ҫӗнӗ йывӑрлӑхсене тӳсме пулӑшать. «Эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм,— тет Таня.— Иегова татса пама пултарайман йывӑрлӑх ҫук. Вӑл кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшма пултарать тата пиллӗх парать». Таня малалла ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне санӑн пурнӑҫ урӑх ҫын аллинче пек туйӑнать. Чӑннипе вара — Иегова пуринчен те хӑватлӑрах. Унсӑр пуҫне, кирек мӗнле йывӑрлӑх, пысӑк пулсан та, хӑҫан та пулин пӗтет».
17. 2024 ҫулхи текст пире мӗнле пулӑшма пултарать? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
17 Хальхи вӑхӑтра пире нумай япала хӑратма пултарать. Анчах, Давид пекех, эпир те сехӗрленсе ӳкместпӗр. 2024 ҫулхи текст валли Давид Иеговӑна каланӑ сӑмахсене суйласа илнӗ: «Шикленсе ӳксессӗн пӗр Сана шанса тӑратӑп» (Пс. 55:4). Пӗр Библи тӗпчекен ҫак сӑвӑ йӗрки пирки ҫапла каланӑ: «Давид хӑйне мӗн хӑратни ҫинчен тата йывӑрлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне хӑйне ҫӑлакан ҫине шаннӑ». Ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене ҫулталӑкӗпех, уйрӑмах хӑраса ӳкнӗ чухне, асра тытӑр. Иегова малтан мӗн туни ҫинчен, халӗ мӗн туса тӑни ҫинчен тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Вара эсир, Давид пекех: «Турра шанатӑп — хӑрамастӑп»,— тесе калама пултарӑр (Пс. 55:5).
ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛАНИ ПИРЕ ХӐРАМА ПӐРАХМА МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАТЬ?
-
Иегова малтан мӗн тунӑ?
-
Иегова халӗ мӗн туса тӑрать?
-
Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвӗ?
33-МӖШ ЮРӐ Хӑвӑн хуйхуна Иеговӑна шанса пар
a jw.org сайтра шырав йӗркинче «вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» е «случаи из жизни» тесе ҫырӑр. JW Library® приложенире «Подражайте их вере» е «Биографии Свидетелей Иеговы» статьясен ярӑмне уҫӑр.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
c Псалом 56:9, ҪТ: «Санран пулӑшу ыйтӑп та — тӑшмансем тарӗҫ. Турӑ ман майлӑ пулни пирки эпӗ иккӗленместӗп».
e ӲКЕРЧӖК. Давид малтан хӑйне Иегова упана мӗнле ҫӗнтерме пулӑшни ҫинчен, халӗ Ахимелех урлӑ мӗнле пулӑшни ҫинчен тата хӑйне пуласлӑхра патша тӑвасси ҫинчен шухӑшлать.
f ӲКЕРЧӖК. Тӗрмере ларакан арҫын тӑван хӑйне Иегова чӗлӗм туртма пӑрахма пулӑшни ҫинчен, халӗ тусӗсен ҫырӑвӗсем урлӑ мӗнле ҫирӗплетни ҫинчен, пуласлӑхра вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелесси ҫинчен шухӑшлать.