Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпӗ хӗрарӑмсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑп-и?

Эпӗ хӗрарӑмсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑп-и?

ПИРӖН хаклӑ хӗрарӑм тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пирӗншӗн пысӑк чыс! Вӗсем шанчӑклӑ та ӗҫчен. Эпир вӗсенчен кашнине юрататпӑр тата хаклатпӑр. Ҫавӑнпа пирӗн, арҫын тӑвансен, вӗсемпе ырӑ пулмалла тата кӳрентермелле мар. Анчах та эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа хушӑран хамӑра тӗрӗс тытаймастпӑр. Хӑш-пӗр арҫын тӑвансене вара хӗрарӑмсене хисеплеме уйрӑмах йывӑр.

Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче хӗрарӑмсене ним вырӑнне те хумаҫҫӗ. Боливире пурӑнакан Ханс ятлӑ район старейшини каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр культурӑсенче арҫын ачасене мӗн ачаранпах хӑйсене мӑнна хума, хӗрарӑмсенчен лайӑхрах тесе шутлама, вӗсене хисеплемелле мар тесе вӗрентеҫҫӗ, чӑн-чӑн арҫыннӑн ҫапла пулмалла теҫҫӗ. Тайваньра пурӑнакан Шэн Сянь ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Пирӗн культурӑра хӗрарӑмӑн чӗнмесӗр тӑмалла, арҫыннӑн ӗҫне сӑмсине чикмелле мар тесе шутлаҫҫӗ. Хӗрарӑм мӗн каланине итлекен арҫынна тусӗсем хисеплеме пӑрахаҫҫӗ». Хӗрарӑма хисеплеменнине урӑхла та кӑтартма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, хӑшӗ-пӗрисем хӗрарӑмсенчен йӗплесе кулаҫҫӗ.

Телее, ҫын кирек мӗнле культурӑра ӳссе ҫитӗнсен те, хӑйне хӗрарӑмсемпе урӑхла тытма вӗренме пултарать. Эсир ҫуралса ӳснӗ вырӑнта арҫынсем хӗрарӑмсенчен лайӑхрах тесе шутласан та, эсир урӑхла шутлама пуҫлама пултаратӑр (Эф. 4:22—24). Иеговӑран тӗслӗх илсе хамӑр шухӑшсене улӑштарма пулать. Ҫак статьяра эпир виҫӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр: Иегова хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхать? арҫын тӑвансене хӗрарӑмсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗн пулӑшӗ? старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене хисеплес тӗлӗшрен ыттисене тӗслӗх кӑтартас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

ИЕГОВА ХӖРАРӐМСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?

Иегова пире хӗрарӑмсем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентет, ҫак тӗлӗшрен вӑл чи лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Иегова тимлӗ Атте, вӑл хӑйӗн пур ачине те юратать (Иоанн 3:16). Пирӗн хӗрарӑм тӑвансем вара уншӑн юратнӑ хӗрсем пекех. Айтӑр Иегова хӗрарӑмсене хисепленине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар.

Вӑл вӗсем япӑхрах тесе шутламасть. Иегова арҫынна та, хӗрарӑма та хӑй евӗрлӗ тунӑ (Пулт. 1:27). Вӑл арҫынсене хӗрарӑмсенчен ӑслӑрах е пултаруллӑрах туман тата арҫынсем хӗрарӑмсенчен лайӑхрах тесе шутламасть (2 Ҫулс. 19:7). Турӑ арҫынсене те, хӗрарӑмсене те Библири чӑнлӑхсене ӑнланма тата лайӑх енсене аталантарма пӗр пек пултарулӑх панӑ. Вӑл арҫынсене те, хӗрарӑмсене те хӑйне ӗненнӗшӗн пӗр пек пиллет. Иегова кусене те, теприсене те ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр райра пурӑнма е пӗлӗтре патшасемпе священниксем пулма шанчӑк парать (2 Пётр 1:1). Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова хӗрарӑмсене пӗртте тиркемест.

Вӑл вӗсене итлет. Хӗрарӑм мӗн туйни тата мӗн пирки пӑшӑрханни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар. Вӑл Рахильпе Аннӑн кӗллисене итлесе вӗсем ҫине хуравланине эпир пӗлетпӗр (Пулт. 30:22; 1 Патш. 1:10, 11, 19, 20). Тата Турӑ Библире арҫынсем хӗрарӑмсене итлени ҫинчен ҫырса хума хавхалантарнӑ. Сӑмахран, Авраам Иеговӑна итлесе хӑйӗн арӑмӗ, Сарра, каланӑ пек тунӑ (Пулт. 21:12—14). Давид патша Авигея мӗн каланине итленӗ. Вӑл хӑйӗнпе калаҫмашкӑн Авигейӑна Иегова янӑ тесе те каланӑ (1 Патш. 25:32—35). Пур тӗлӗшрен те Ашшӗ пек пулнӑ Иисус хӑйӗн амӑшне, Марийӑна, итленӗ (Иоанн 2:3—10). Ҫак тӗслӗхсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ? Иегова хӗрарӑмсене хисеплени вӗсене тимлӗ итленинчен курӑнать.

Вӑл вӗсене шанать. Сӑмахран, Иегова Адампа Евӑна ҫӗре тытса тӑма хушнӑ (Пулт. 1:28). Евӑна упӑшкин пулӑшаканӗ туса Турӑ ӑна Адама хакланӑ пекех хакланине кӑтартнӑ. Иегова Деворӑпа Олдамӑна хӑйӗн халӑхӗ валли пророксем пулма лартнӑ, вӗсемпе вара судьяпа патша та канашланӑ (Тӳр. 4:4—9; 4 Патш. 22:14—20). Хальхи вӑхӑтра та Иегова хӗрарӑмсене тӗрлӗ ӗҫсем шанса парать. Пирӗн хӗрарӑм тӑвансем ырӑ хыпар сараҫҫӗ, пионерсемпе миссионерсем пулса ӗҫлеҫҫӗ, Патшалӑх залӗсемпе Вефиль ҫурчӗсен проекчӗсене тӑваҫҫӗ, вӗсене тӑвас тата пӑхса-юсаса тӑрас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем Вефильте, теприсем куҫаракансен аякри офисӗсенче вӑй хураҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвансем тем пысӑкӑш ҫар пек Иеговӑн ирӗкне туса тӑраҫҫӗ (Пс. 67:12). Пӗр иккӗленӳ те ҫук: Иегова хӗрарӑмсем хавшак тата ним тума та пултараймаҫҫӗ тесе шутламасть.

ХӖРАРӐМСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХМА АРҪЫН ТӐВАНСЕНЕ МӖН ПУЛӐШӖ?

Арҫын тӑвансем, эпир хӗрарӑм тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пекех пӑхатпӑр-и? Ҫакна пӗлес тесе хӗрарӑм тӑвансем пирки хамӑр мӗн шутлани ҫинчен тата вӗсемпе хамӑра мӗнле тытни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Хамӑра хамӑр улталамасӑр тӗрӗслемелле. Ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшма пултарать? Рентген аппарачӗ чӗре сывӑ пулнипе пулманнине тӗрӗслеме пулӑшнӑ пекех, лайӑх туспа Турӑ Сӑмахӗ эпир хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнине курма пулӑшаҫҫӗ. Пулӑшу илес тесен мӗн тумалла-ха?

Тусу мӗн шутланине ыйтса пӗл (Ытар. 18:17). Хӑв шанакан, ырӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ тусунтан ҫавӑн пек ыйтса пӑх: «Сан шутпа, эпӗ хӗрарӑм тӑвансемпе хама мӗнле тытатӑп? Вӗсем эпӗ вӗсене хисепленине туяҫҫӗ-и? Хама вӗсемпе урӑхларах тытма пуҫламалла мар-ши?» Тусу хӑвна улшӑнусем тума сӗнет пулсан, кӳренсе ан ларт, хӑвна тӳрре ан кӑлар, улшӑнмашкӑн вӑй хур.

Библи тӗпче. Библипе усӑ курса хӗрарӑм тӑвансем ҫине хамӑр мӗнле пӑхнине тата вӗсемпе хамӑра мӗнле тытнине курма пултаратпӑр (Евр. 4:12). Ҫакӑ хамӑра тӗрӗслемелли чи лайӑх хатӗр. Унта тӗрлӗ арҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ. Пӗрисем хӑйсене хӗрарӑмсемпе лайӑх тытнӑ, теприсем вара — япӑх. Турӑ Сӑмахне тӗпченӗ чухне вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине хамӑра мӗнле тытнипе танлаштарса пӑхма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Библире пӗтӗмӗшле мӗн ҫырнине шута илмелле. Вара эпир Библири пӗр-пӗр сӑвӑ йӗрки пирӗн тӗрӗс мар шухӑшсене ҫирӗплетсе парать тесе шутламӑпӑр. Тӗслӗхрен, 1 Пётр 3:7-мӗшӗнче хӗрарӑм пирки «черчен савӑт» тата «вӑйсӑртарах» тенӗ a. Ҫакӑ, арҫынпа танлаштарсан, хӗрарӑм ӑслах мар е пултаруллах мар тенине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук! Айтӑр Пётрӑн сӑмахӗсене Галати 3:26—29 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫырнипе танлаштарар. Унта Иегова Христоспа пӗрле ертсе пымашкӑн арҫынсене те, хӗрарӑмсене те суйлать тенӗ. Турӑ Сӑмахне тӗпчесен тата лайӑх туспа канашласан (вӑл вара арҫын та, хӗрарӑм та пулма пултарать), эпир хӗрарӑм тӑвансене тивӗҫлипе хисеплеме вӗренӗпӗр.

СТАРЕЙШИНӐСЕМ ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕНЕ ХИСЕПЛЕНИНЕ МӖНЛЕ КӐТАРТАҪҪӖ?

Арҫын тӑвансем, эсир юратакан старейшинӑсем хӑйсене хӗрарӑм тӑвансемпе мӗнле тытнине пӑхса вӗсенчен вӗренме пултаратӑр. Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? Айтӑр темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

Вӗсем хӗрарӑм тӑвансене мухтаҫҫӗ. Павел апостол старейшинӑсене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырура вӑл темиҫе христианкӑна мухтаса илнӗ (Рим 16:12). Ҫырӑва пуху умӗнче вуласа панӑ чухне ҫав христианкӑсем мӗн тери савӑнни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха! Старейшинӑсем те Павелран тӗслӗх илсе хӗрарӑм тӑвансене ырӑ сӑмах калама вӑтанмаҫҫӗ. Вӗсем христианкӑсене лайӑх енсем аталантарнӑшӑн тата Иеговӑшӑн тӑвакан ӗҫсемшӗн мухтаҫҫӗ. Вара хӗрарӑм тӑвансем хӑйсене хакланине тата хисепленине туяҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне шӑп старейшина каланӑ сӑмахсем хӗрарӑм тӑвана малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ (Ытар. 15:23).

Мухта

Старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене мухтанӑ чухне ҫавна чун-чӗререн тӑваҫҫӗ. Тата мухтасса та вӗсем тунӑ пӗр-пӗр ӗҫе асӑнса мухтама тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗншӗн? Дже́ссика акӑ мӗн каласа парать: «Паллах, арҫын тӑвансем эсӗ маттур тени кӑмӑла каять. Анчах та пӗр-пӗр ӗҫшӗн мухтасан тата лайӑхрах». Сӑмахран, арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвана вӑл хӑйӗн ачисене пухура шӑп ларма вӗрентнӗшӗн е вӗренекене Патшалӑх залне ҫитме пулӑшнӑшӑн мухтама пултарать. Арҫын тӑвансем хӗрарӑм тӑвансене пӗр-пӗр ӗҫе тунӑшӑн мухтаҫҫӗ пулсан, хӗрарӑм тӑвансем хӑйсем пухура кирлӗ пулнине тата хӑйсене хакланине туяҫҫӗ.

Вӗсем хӗрарӑм тӑвансем мӗн каланине итлеҫҫӗ. Хӑйсене кӗҫӗне хуракан старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансем те лайӑх сӗнӳсем пама пултарнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсенчен хӑйсем мӗн шутлани пирки ыйтаҫҫӗ. Кайран вара вӗсене тимлӗ итлеҫҫӗ. Ҫапла майпа старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене хавхалантараҫҫӗ кӑна мар, вӗсенчен вӗренеҫҫӗ те. Вефильте ӗҫлекен Гера́рдо ятлӑ старейшина акӑ мӗн каланӑ: «Хӗрарӑм тӑвансемпе канашлани мана хамӑн ӗҫе лайӑхрах тума пулӑшать. Час-часах хӑш-пӗр ӗҫсенче вӗсен арҫын тӑвансенчен те нумайрах опыт пур». Нумай хӗрарӑм тӑван пионер пулса ӗҫлет, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнти ҫынсене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Бра́йан ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Пирӗн хӗрарӑм тӑвансен нумай лайӑх ен пур. Тата вӗсем тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫе тума пӗлеҫҫӗ. Ҫакӑ вара организацие питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та айтӑр вӗсенчен вӗренер!»

Итле

Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансем мӗн сӗннине сирсе яма васкамаҫҫӗ. Мӗншӗн? Э́двард ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Хӗрарӑм тӑван мӗн калани арҫын тӑвана лару-тӑру ҫине тӗрлӗ енчен пӑхма тата ытти ҫынсен туйӑмӗсене шута илме пулӑшма пултарать» (Ытар. 1:5). Арҫын тӑван хӗрарӑм тӑван сӗннӗ пек тӑваймасть пулсан та, вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне каланӑшӑн мухтаса илет.

Вӗсем хӗрарӑм тӑвансене вӗрентеҫҫӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене вӗрентеҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене мӗнле ирттермеллине ӑнлантарса параҫҫӗ. Вара ҫакӑн пек тӗлпулура шыва кӗнӗ арҫын тӑвансем пулмасан, хӗрарӑм тӑвансем мӗн тумаллине пӗлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем хӗрарӑм тӑвансене тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗпе тата техникӑпа ӗҫлеме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавна пула хӗрарӑм тӑвансем пирӗн организацири ҫурт-йӗре тӑвас тата юсаса тӑрас ӗҫе хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вефильте вара яваплӑ арҫын тӑвансем хӗрарӑм тӑвансене тӗрлӗ-тӗрлӗ ӗҫе, сӑмахран, техобслуживанипе, мӗн кирлипе тивӗҫтерессипе, бухгалтерипе тата программированипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене, тума вӗрентеҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвансене вӗрентнипе старейшинӑсем ҫакна кӑтартаҫҫӗ: вӗсем хӗрарӑм тӑвансем шанӑҫа тивӗҫлӗ тата пултаруллӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Вӗрент

Хӗрарӑм тӑвансем нумайӑшӗ хӑйсем илнӗ пӗлӳпе ыттисене пулӑшмашкӑн усӑ кураҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем, ҫурт-йӗр тума вӗреннӗскерсем, ҫутҫанталӑк инкекне пула арканнӑ ҫуртсене ҫӗнӗрен туса лартаҫҫӗ. Теприсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпара мӗнле сармаллине вӗрентнӗ. Халӗ вӗсем ытти хӗрарӑм тӑвансене те ҫапла майпа ырӑ хыпар сарма вӗрентеҫҫӗ. Хӗрарӑм тӑвансем хӑйсене вӗрентнӗ старейшинӑсем пирки мӗн калаҫҫӗ? Дже́ннифер акӑ мӗн калать: «Эпӗ пӗр Патшалӑх залне туса лартнӑ ҫӗрте ӗҫленине астӑватӑп. Ҫав проектшӑн яваплӑ арҫын тӑван мана вӗрентмешкӗн хӑйӗн вӑхӑтне шеллеместчӗ. Вӑл мана хам тунӑ ӗҫшӗн ялан мухтатчӗ. Мана унпа ӗҫлеме килӗшетчӗ. Эпӗ хама шаннине тата хакланине туяттӑм».

МӖНШӖН ХӖРАРӐМСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХМАЛЛА?

Эпир пирӗн хаклӑ хӗрарӑм тӑвансене юрататпӑр. Вӗсем — пирӗн ҫемье, эпир вӗсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатпӑр (1 Тим. 5:1, 2). Эпир вӗсене хаклатпӑр тата вӗсемпе хаваспах ҫума-ҫумӑн Турӑшӑн ӗҫлетпӗр. Вӗсем пирӗн юратӑва тата эпир хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туйса тӑнӑ чухне эпир питӗ савӑнатпӑр. Ване́сса ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑна унӑн организацийӗнче пулнишӗн тем пек пархатарлӑ. Кунта сана ырӑ сӑмах тупса калакан арҫын тӑвансем питӗ нумай». Тайваньри хӗрарӑм тӑван вара ҫапла калать: «Иеговӑпа унӑн организацийӗ хӗрарӑм тӑвансене хаклани тата вӗсен туйӑмӗсене шута илни мӗн тери кӑмӑллӑ. Ҫакӑ манӑн ӗненӗве ҫирӗплетет тата эпӗ Турӑ халӑхӗ хушшинче пулнине тата ытларах хаклатӑп».

Арҫын тӑвансем, Иегова эсир хӗрарӑм тӑвансем ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшнине курать тата сирӗнпе мухтанать! (Ытар. 27:11). Шотландири Бе́нджамин ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Ҫак тӗнчере хӗрарӑмсене хисеплесех каймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Патшалӑх залне килсен хӑйсене юратнине тата хакланине туйччӑр тетпӗр». Айтӑр пирӗн хаклӑ хӗрарӑм тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхар, вӗсене юратар тата тивӗҫлипе хисеплер (Рим 12:10).

a «Черчен савӑт» сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пирки 2006 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ценность „более слабого сосуда“» тата 2005 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Мудрое наставление для супружеских пар» статьясенче тӗплӗнрех ӑналантарса панӑ.