2-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
19-МӖШ ЮРӐ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ
Эсир ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ событие хатӗр-и?
«Ҫакна мана аса илсе тӑвӑр» (ЛУКА 22:19).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Мӗншӗн Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ? Ӑна паллӑ тума мӗнле хатӗрленмелле тата ыттисене ҫав уява пыма мӗнле пулӑшмалла?
1. Мӗншӗн Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ событи? (Лука 22:19, 20).
ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсемшӗн Иисус Христос вилӗмне аса илмелли каҫ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ событи. Ҫакӑ Иисус хӑй пуҫарса янӑ пӗртен-пӗр уяв. (Лука 22:19, 20 вуласа парӑр.) Эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне темиҫе сӑлтава пула питӗ кӗтетпӗр. Айтӑр вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.
2. Мӗншӗн эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне питӗ кӗтетпӗр?
2 Каҫхи апат уявӗ пире Иисусӑн каҫарттаракан парни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен тата пуласлӑхра мӗнле пиллӗхсем парасси ҫинчен шухӑшлама пулӑшать. Вӑл пире ҫав парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине аса илтерет (2 Кор. 5:14, 15). Унсӑр пуҫне, пӗрле пуҫтарӑнса эпир пӗр-пӗрне ҫирӗплететпӗр (Рим 1:12). Кашни ҫул Каҫхи апат уявне пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ нумай тӑван пырать. Хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илни вӗсен чӗрине пырса тивет. Вара вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Иегова патне таврӑнма та шутлаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, Каҫхи апат уявне хӑнасем те пыраҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшне унта мӗн курни-илтни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Вара вӗсем Библи вӗренме килӗшеҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пирӗншӗн питӗ хаклӑ.
3. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха мӗнле пӗрлештерет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
3 Каҫхи апат уявӗ пӗтӗм тӗнчери тӑвансене мӗнле пӗрлештерни ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр. Ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ вырӑнсенче хӗвел анса пынӑҫемӗн Иегова Свидетелӗсем ҫак ятарлӑ уява паллӑ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир каҫарттаракан парне мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен доклад итлетпӗр, икӗ мухтав юрри юрлатпӑр тата алран алла ҫӑкӑрпа эрех паратпӑр. Ҫав тӗлпулура тӑватӑ хут кӗлтӑваҫҫӗ. Кашни кӗлӗ хыҫҫӑн эпир чун-чӗререн «аминь» тетпӗр. 24 сехет хушшинче тенӗ пекех пӗтӗм тӗнчери пухусенче ҫапла пулса иртет. Эпир ҫакӑн пек майпа Иеговӑпа Иисуса пӗрлӗхре мухтани вӗсене мӗн тери савӑнтарать пулӗ!
4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Ку статьяра эпир ҫак ыйтусем ҫине хуравлӑпӑр: Каҫхи апат уявне паллӑ тума хамӑр чӗрене мӗнле хатӗрлемелле? ҫак уяв ытти ҫынсене те усӑ патӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире ҫав паллӑ событие хатӗрленме пулӑшӗҫ.
КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПАЛЛӐ ТУМА ХАМӐР ЧӖРЕНЕ МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕМЕЛЛЕ?
5. а) Мӗншӗн каҫарттаракан парне ҫинчен шухӑшламалла? (Псалом 48:8—10). ӑ) «Иисус мӗншӗн вилнӗ?» видеоран эсир мӗн пӗлтӗр?
5 Каҫхи апат уявне паллӑ тума хамӑр чӗрене хатӗрлес тесе пирӗн чи малтан Иисус Христосӑн каҫарттаракан парни ҫинчен шухӑшламалла. Хамӑр тӗллӗн эпир ҫылӑхпа вилӗмрен нихӑҫан та хӑтӑлайман пулӑттӑмӑр. (Псалом 48:8—10 вуласа парӑр; «Иисус мӗншӗн вилнӗ?» видеона та пӑхӑр a.) Ҫавӑнпа Иегова хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн панӑ. Иегова та, Иисус та питӗ пысӑк хак тӳленӗ (Рим 6:23). Вӗсем хамӑршӑн мӗн туни ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатпӑр, каҫарттаракан парнене ҫавӑн чухлӗ ытларах хаклатпӑр. Малалла эпир тӳлесе илме панӑ парне мӗн иккенне пӑхса тухӑпӑр. Кайран вара Иеговӑпа Иисусӑн ҫав парнене парас тесе мӗн-мӗн курма тивнине аса илӗпӗр.
6. Мӗн вӑл тӳлесе илме панӑ парне тата вӑл мӗншӗн кирлӗ пулнӑ?
6 Тӳлесе илме панӑ парне вӑл — ҫухатнине каялла тавӑрма тӳленӗ хак. Адама пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ. Анчах та кайран вӑл ҫылӑха кӗнӗ. Ҫавна пула вӑл хӑй те, унӑн пур ачи те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Адам мӗн ҫухатнине каялла тавӑрас тесе Иисус хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне парне пек панӑ. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Туррӑн Ывӑлӗ «нимӗнле ҫылӑх та туман, ун ҫӑварӗнчен пӗр ултавлӑ сӑмах та тухман» (1 Пётр 2:22). Адам ҫылӑх тӑвиччен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ пекех, Иисус та вилес умӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа та хӑйӗн пурнӑҫне парса вӑл Адам мӗн ҫухатнине тавӑрнӑ (1 Кор. 15:45; 1 Тим. 2:6).
7. Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?
7 Ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Иисус хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗне яланах — ҫавна тума йывӑр пулнӑ чухне те — итленӗ. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫуралнӑ пулин те, хӑйӗн ҫылӑхлӑ ашшӗ-амӑшне пӑхӑнса пурӑннӑ (Лука 2:51). Яш ача пулнӑ чухне ӑна кам та пулсан ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайма е Туррӑн пӗр-пӗр законне пӑсма хӗтӗртнӗ пулӗ. Ҫавах та Иисус пӗр айӑпсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫитӗнсе ҫитсен вара ӑна Шуйттан илӗртме пуҫланӑ. Ҫак тӑшман ӑна Турӑран тунма та тӳррӗн сӗннӗ (Матф. 4:1—11). Шуйттан Иисуса ҫылӑха кӗртес тесе тем пек тӑрӑшнӑ. Ҫылӑх тунӑ пулсан Иисус каҫарттаракан парнене парайман пулӗччӗ.
8. Иисусӑн тата мӗн-мӗн тӳсме тивнӗ?
8 Иисус ҫӗр ҫинче Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫласан унӑн йывӑрлӑхӗсем пӗтмен. Тӑшманӗсем ӑна хӗсӗрленӗ, темиҫе хут та вӗлерме хӑтланнӑ (Лука 4:28, 29; 13:31). Тата унӑн хӑйӗн вӗренекенӗсен ҫитменлӗхӗсене чӑтмалла пулнӑ (Марк 9:33, 34). Хӑйне суд тунӑ чухне вара унран мӑшкӑлланӑ, тӑрӑхласа кулнӑ. Иисуса вӑрӑ-хурах вырӑнне хурса юпа ҫинче асаплантарса вӗлернӗ (Евр. 12:1—3). Юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вара вӑл тӑр пӗччен, Иеговӑн хӳттисӗр юлнӑ (Матф. 27:46) b.
9. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлани сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать? (1 Пётр 1:8).
9 Куртӑмӑр ӗнтӗ, тӳлесе илме панӑ парнене парас тесе Иисусӑн нумай тӳсме тивнӗ. Вӑл хӑйне шеллемесӗр пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ май эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр тата пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать. (1 Пётр 1:8 вуласа парӑр.)
10. Тӳлесе илме панӑ парнене парас тесе Иеговӑн мӗн тӳсме тивнӗ?
10 Тӳлесе илме панӑ парнене парас тесе Иеговӑн вара мӗн тӳсме тивнӗ? Иеговӑпа Иисус хушшинчи юратупа нимӗн те танлашаймасть. Ҫав тери ҫывӑх хутшӑнусем урӑх нимӗнле ашшӗпе ывӑлӗн те ҫук (Ытар. 8:30). Иисусӑн ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ асап тӳсме тивнине курнӑ чухне Иегова мӗн туйни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Хӑйӗн Ывӑлӗпе ҫынсем хӑйсене тӗрӗс мар тытнине, ӑна ним вырӑнне те хуманнине тата асаплантарнине курсан Иеговӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ.
11. Хӑйӗн Ывӑлӗ вилнӗ чухне Иегова мӗн туйнине кӑшт та пулин ӑнланма пире мӗн пулӑшать?
11 Килӗшетӗр пулӗ, ачи вилни ашшӗ-амӑшӗшӗн чи пысӑк инкек. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса питӗ хытӑ ӗненни те чун ыратӑвне пусармасть. Ашшӗ-амӑшӗ мӗн туйни ҫинчен шухӑшлани пире хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ асапланса вилнӗ кун Иегова мӗн туйнине кӑшт та пулин ӑнланма пулӑшать (Матф. 3:17) c.
12. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне кӗтнӗ май мӗн тумалла?
12 Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ ҫывхарса пынӑ май мӗншӗн-ха каҫарттаракан парне ҫинчен ытларах пӗлес мар? Ҫакна хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне е ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне тума пулать. «Путеводитель по публикациям Свидетелей Иеговы» хатӗрпе е урӑх публикацисемпе усӑ курӑр d. Унсӑр пуҫне, «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрадӗнчи график тӑрӑх Библи вулӑр. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тӑвас кун вара Турра пуҫҫапмалли ирхи ятарлӑ программӑна пӑхма ан манӑр. Хамӑр чӗрене хатӗрлесен пире Каҫхи апат уявӗ мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ыттисене ӑнлантарса пама ҫӑмӑлтарах пулӗ (Езд. 7:10).
ЫТТИСЕНЕ МӖНЛЕ ПУЛӐШМАЛЛА?
13. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ ҫинчен ыттисене пӗлтерес тесе мӗн тума пулать?
13 Ытти ҫынсем те усӑ илччӗр тесен чи малтан пирӗн вӗсене чӗнмелле. Паллах, эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ ҫынсене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗнӗпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр паллакансенчен кама чӗнесси ҫинчен маларах шухӑшлама пултаратпӑр. Сӑмахран, хурӑнташсене, пӗрле ӗҫлекенсене е пӗрле вӗренекенсене чӗнме пулать. Пичетленӗ чӗнӳ хучӗсене салатса пӗтерсен эпир вӗсене электронлӑ чӗнӳ хучӗсене ярса пама пултаратпӑр. Тен, чӗннӗ ҫынсем пурте килес тейӗҫ! (Еккл. 11:6).
14. Чӗнӳ хутне пани ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?
14 Ҫынна чӗнӳ хутне парсан ҫакӑ ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Акӑ пӗр тӗслӗх. Пӗррехинче пӗр хӗрарӑм тӑванӑн Иеговӑна ӗненмен упӑшки Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне пӗрле пыратӑп тесе каланӑ. Ҫакӑ тӑвана тӗлӗнтерсех янӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен унччен вӑл упӑшкине нумай хутчен пӗрле пыма чӗннӗ, лешӗ вара пӗрре те килӗшмен. Ку хутӗнче мӗн улшӑннӑ-ши? «Пӑх-ха, мана чӗнӳ хутне тыттарчӗҫ»,— тенӗ упӑшки. Ӑна ҫав чӗнӳ хутне хӑйсем пурӑннӑ вырӑнти хӑй паллакан старейшина панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав арҫын Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума нумай ҫул хушши ҫӳренӗ.
15. Ыттисене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗннӗ чухне мӗн шута илмелле?
15 Ыттисене Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне чӗннӗ чухне, уйрӑмах вӗсем пирӗн тӗлпулусенче пӗрре те пулса курман пулсан, ҫакна асра тытмалла: вӗсен нумай ыйту сиксе тухма пултарать. Эпир вӗсем мӗнле ыйтусем пама пултарни ҫинчен тата вӗсем ҫине мӗнле хуравламалли ҫинчен маларах шухӑшлама пултаратпӑр (Кол. 4:6). Сӑмахран, ҫынсен ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ: «Ҫак уяв мӗнле иртӗ? Мӗн вӑхӑт хушши пырӗ? Мӗн тӑхӑнса каймалла? Кӗмешкӗн укҫа тӳлемелле-и? Унта пынисенчен укҫа пуҫтарӗҫ-и?» Ҫӳлхуҫан каҫхи апатне чӗннӗ чухне ҫынран: «Сирӗн ыйтусем пур-и?» — тесе ыйтма та пулать. Пур пулсан — хуравлӑр. Унсӑр пуҫне, «Иисус вилӗмне аса илмелли уяв» тата «Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче мӗн тӑваҫҫӗ?» видеосене кӑтартма пулать. Вӗсене пӑхсан ҫын пирӗн тӗлпулусем мӗнле иртнине пӗлӗ. Унсӑр пуҫне, «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 28-мӗш урокра нумай усӑллӑ шухӑш пур. Вӗсене те кӑтартма пулать.
16. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсен уяв хыҫҫӑн мӗнле ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ?
16 Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ тума пӗрремӗш хут килнӗ ҫынсен уяв хыҫҫӑн урӑх ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран: «Мӗншӗн никам та (е никам та тенӗ пекех) ҫӑкӑр ҫимен тата эрех ӗҫмен? Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ҫулталӑкра миҫе хутчен паллӑ тӑваҫҫӗ? Иегова Свидетелӗсен пур тӗлпулӑвӗ те ҫапла иртет-и?» Каҫхи апат уявӗ валли хатӗрленӗ докладра нумай ыйту ҫине хурав параҫҫӗ пулин те, пӗрремӗш хут килнӗ ҫынна, тен, ытларах ӑнлантарса памалла пулӗ. «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне ытти тӗнсем паллӑ тунӑ пек паллӑ тумаҫҫӗ?» статья унӑн ыйтӑвӗсем ҫине хуравлама пулӑшӗ. «Чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисене» пулӑшас тесе эпир Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн, ҫав уяв вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвасшӑн (Ап. ӗҫ. 13:48).
ПУХӐВА ҪӲРЕМЕ ПӐРАХНӐ ТӐВАНСЕНЕ ПУЛӐШӐР
17. Пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Иезекииль 34:12, 16).
17 Старейшинӑсем, эсир пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗнче мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Вӗсемпе чун-чӗререн интересленнине кӑтартӑр. (Иезекииль 34:12, 16 вуласа парӑр.) Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн, май ҫитнӗ таран, вӗсенчен кашнипе ҫыхӑнма тӑрӑшӑр. Вӗсем хӑйсене юратнине тата эсир пулӑшасшӑн пулнине туйса илччӗр. Ҫав тӑвансене уява чӗнӗр. Вӗсем пырсан вара ӑшшӑн кӗтсе илӗр. Ҫак хаклӑ тӑвансене Иегова патне каялла таврӑнма пулӑшмашкӑн вӗсемпе уяв хыҫҫӑн та ҫыхӑну тытӑр (1 Пётр 2:25).
18. Тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? (Рим 12:10).
18 Тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене пулӑшас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? Вӗсем уява пырсан вӗсене юратнине, хисепленине кӑтартӑр тата вӗсемпе ырӑ пулӑр. (Рим 12:10 вуласа парӑр.) Ҫакна та асра тытӑр: Иеговӑн ҫак хаклӑ сурӑхӗсене тӗлпулӑва пыма, тен, пач та ҫӑмӑл пулман. Вӗсем хӑйсене сиввӗн кӗтсе илӗҫ тесе те хӑранӑ пулӗ e. Ҫавӑнпа та вӗсене аванмарлатса яма пултаракан ыйтусем ан парӑр тата чунӗсене ыраттарма пултаракан сӑмахсем ан калӑр (1 Фес. 5:11). Ҫак тӑвансем — пирӗн ҫемье. Каллех вӗсемпе пӗрле ҫума-ҫумӑн Турра пуҫҫапма эпир питӗ хавас (Пс. 118:176; Ап. ӗҫ. 20:35).
19. Иисусӑн вилӗмне аса илни мӗнле усӑ парать?
19 Иисус пире хӑйӗн вилӗмне кашни ҫулах паллӑ тума хушса хӑварнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне паллӑ туни пире хамӑра та, ыттисене те усӑ парать (Ис. 48:17, 18). Эпир Иеговӑпа Иисуса хытӑрах юратма пуҫлатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир вӗсем хамӑршӑн мӗн тунине хакланине кӑтартатпӑр. Тӑвансемпе хамӑр хушӑри туслӑх та ҫирӗпленет. Ҫавӑн пекех, эпир ыттисене Христосӑн каҫарттаракан парнине пула хӑйсене мӗнле пуласлӑх кӗтнине пӗлме пулӑшатпӑр. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗ — ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ событи. Айтӑр ҫав уява май ҫитнӗ таран лайӑхрах хатӗрленер.
ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?
-
Каҫхи апат уявне паллӑ тума хамӑр чӗрене мӗнле хатӗрлемелле?
-
Ыттисене мӗнле пулӑшмалла?
-
Тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ тӑвансене мӗнле пулӑшмалла?
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
a Ҫак статьяра асӑннӑ статьясемпе видеосене тупас тесе jw.org сайтри шырав йӗркипе усӑ курӑр.
b 2021 ҫулхи апрель уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Вулакансен ыйтӑвӗсем» статьяна пӑхӑр.
d «Мӗн тӗпчеме пулать?» рамкӑна пӑхӑр.
e Ӳкерчӗк ҫине тата «Пухури тӑвансем вӗсене мӗнле кӗтсе илнӗ?» рамкӑна пӑхӑр. Тӗлпулусене ҫӳреме пӑрахнӑ арҫын тӑван Патшалӑх залне кӗме хӑраса тӑрать пулин те, ҫавах кӗрет. Ӑна ӑшшӑн кӗтсе илнӗ те вӑл тӑвансемпе савӑнсах калаҫать.
f ӲКЕРЧӖК. Ҫӗрӗн пӗр кӗтесӗнче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Каҫхи апат уявне паллӑ тума пухӑннӑ ӗнтӗ. Ҫӗрӗн тепӗр кӗтесӗнче вара тӑвансем ҫав уява паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ кӑна-ха.