Эсир пӗлетӗр-и?
Хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан Эфиопи ҫынни хӑйӗн патне ырӑ хыпар калама Филипп пынӑ чухне мӗн ҫинче ларса пынӑ?
«ҪӖНӖ ТӖНЧЕ» куҫарура «урапа» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ тӗрлӗ йышши урапасене пӗлтерме пултарать (Ап. ӗҫ. 8:28, 29, 38). Эфиопи ҫынни ларса пынӑ урапа ахаль ҫар урапинчен е спорт урапинчен пысӑкрах пулнӑ пулас. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума темиҫе сӑлтав пур. Айтӑр вӗсенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар.
Эфиопи ҫынни вӑрӑм ҫулҫӳреве тухнӑ пысӑк чиновник пулнӑ. Вӑл Эфиопи хӗрарӑм патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑраканӗ, унӑн пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ, пулнӑ (Ап. ӗҫ. 8:27). Авалхи Эфиопи территорине хальхи вӑхӑтри Судан тата хальхи вӑхӑтри Египетӑн чи кӑнтӑр пайӗ кӗнӗ. Вӑрӑм ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче Эфиопи ҫыннин, тен, темиҫе урапа та улӑштарма тивнӗ. Ҫапах та вӑл хӑйӗнпе пӗрле япаласем илнӗ пулас. Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте ҫынсене тӗрлӗ урапасемсӗр пуҫне тӑватӑ кустӑрмаллӑ тӑррине витнӗ урапасемпе турттарнӑ. «Ҫакӑн пек урапапа ларса пыракан ытларах япала илме пултарнӑ, унта ларса пыма канлӗрех пулнӑ тата, тен, унпа аяккарах кайма май пулнӑ»,— тенӗ Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекене ӑнлантарса паракан пӗр тӗпчев ӗҫӗнче a.
Филипп Эфиопи ҫыннипе калаҫма пуҫланӑ чухне лешӗ вуланӑ. Библире Филипп урапа патне чупса ҫитсен «Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине вуланине» илтнӗ тенӗ (Ап. ӗҫ. 8:30). Ҫулҫӳревре усӑ курнӑ урапасене пысӑк хӑвӑртлӑхпа пымалла туман. Акӑ мӗншӗн Эфиопи ҫынни вуласа пыма, Филипп вара ӑна хӑваласа ҫитме пултарнӑ.
Эфиопи ҫынни «Филипа урапа ҫине хӑпарса хӑйпе юнашар ларма ыйтнӑ» (Ап. ӗҫ. 8:31). Спорт вӑййисенче усӑ курнӑ урапа ҫинче тӑма анчах май пулнӑ. Ҫулҫӳревре усӑ курнӑ урапа ҫинче вара Эфиопи ҫыннине те, Филипа та ларма вырӑн ҫителӗклӗ пулнӑ.
Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекери 8-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырнине тата истори факчӗсене шута илсе эпир Эфиопи ҫынни ларса пынӑ урапана юлашки вӑхӑтра урӑхларах ӳкерме пуҫларӑмӑр: вӑл ҫар урапинчен е спорт урапинчен пысӑкрах.
a Craig S. Keener. Acts: An Exegetical Commentary. 2013. Т. 2. С. 1579—1580.