26-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иеговӑн кунне хатӗр пулӑр
«Иеговӑн кунӗ ҫӗрлехи вӑрӑ пек килессе эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлетӗр» (1 ФЕС. 5:2, ҪТ).
143-МӖШ ЮРӐ Малалла та ӗҫлер, сыхӑ пулар, кӗтсе тӑрар
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Иеговӑн кунӗнче ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн мӗн тумалла?
БИБЛИРЕ асӑннӑ «Иеговӑн кунӗ» мӗне пӗлтерет? Иегова Турӑ хӑйӗн тӑшманӗсене суд туса хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракансене ҫӑлас вӑхӑта пӗлтерет. Ӗлӗк-авал Иегова хӑш-пӗр халӑхсене наказани панӑ (Ис. 13:1, 6; Иез. 13:5; Соф. 1:8). Пирӗн вӑхӑтра «Иеговӑн кунӗ» Аслӑ Вавилон ҫине тапӑннипе пуҫланӗ те Армагеддон вӑрҫипе вӗҫленӗ. Ҫав «кун» ҫӑлӑнса юлас тесен пирӗн халех хатӗрленмелле. Иисус пирӗн пысӑк хӗн-асапа ялан хатӗр пулмалла тесе вӗрентнӗ вӗт (Матф. 24:21; Лука 12:40).
2. Мӗншӗн 1 Фессалоника кӗнекене пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ?
2 Фессалоника ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырура Павел апостол темиҫе тӗслӗх илсе панӑ. Ҫав тӗслӗхсем христиансене Иеговӑн сучӗн аслӑ кунне хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ. Павел Иеговӑн кунӗ чылай каярах ҫитессине ӑнланнӑ (2 Фес. 2:1—3). Ҫавах та вӑл христиансене ҫав кун ыран килес пек хатӗрленме хавхалантарнӑ. Павел панӑ канаш пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. Айтӑр ҫак виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: 1) Иеговӑн кунӗ мӗнле ҫитӗ? 2) кам ҫав кун ҫӑлӑнса юлаймӗ? тата 3) эпир ҫав куна мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?
ИЕГОВӐН КУНӖ МӖНЛЕ ҪИТӖ?
3. Мӗншӗн Иеговӑн кунне вӑрӑпа танлаштарма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
3 «Ҫӗрлехи вӑрӑ пек» (1 Фес. 5:2). Ҫакӑ вӑл Павел апостол Иеговӑн кунне сӑнласа парас тесе илсе панӑ виҫӗ тӗслӗхрен пӗрремӗшӗ. Вӑрӑсем ытларах чухне питӗ хӑвӑрт ҫаратса тухаҫҫӗ тата ҫавна сӗм ҫӗрле, кил хуҫисем кӗтмен чухне, тӑваҫҫӗ. Иеговӑн кунӗ те нумайӑшӗшӗн кӗтмен ҫӗртен ҫитӗ. Тен, чӑн христиансем те событисем мӗн тери хӑвӑрт пулса иртнинчен тӗлӗнӗҫ. Анчах та, усал ҫынсемпе танлаштарсан, эпир чӗрӗ тӑрса юлӑпӑр.
4. Мӗншӗн Иеговӑн кунне ача ҫуратас умӗн пилӗк касса кайнипе танлаштарма пулать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
4 «Ҫийӗнче пур арӑмӑн ача ҫуратас умӗн пилӗкӗ сасартӑк касса кайнӑ пек» (1 Фес. 5:3). Ача кӗтекен хӗрарӑм хӑй хӑҫан ҫуратассине тӗп-тӗрӗс калама пултараймасть. Ҫапах та вӑл хӑй ҫуратасси пирки пӗртте иккӗленмест. Ялан тенӗ пекех хӗрарӑм кӗтмен ҫӗртен ҫуратма пуҫлать, ҫавна чарма ҫук. Ун чухне хӗрарӑм ыратнипе вӑйлӑ асапланма пултарать. Иеговӑн кунӗ пирки калас пулсан та, эпир вӑл хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместпӗр. Анчах та эпир иккӗленместпӗр: ҫав кун ҫитетех. Иегова усал ҫынсене суд тӑватех. Тата ҫавӑ кӗтмен ҫӗртен пулӗ.
5. Мӗншӗн пысӑк хӗн асапа тул ҫутӑлнипе танлаштарма пулать?
5 Тул ҫутӑлнӑ пек. Хӑйӗн виҫҫӗмӗш тӗслӗхӗнче Павел каллех ҫӗрле ҫаратса ҫӳрекен вӑрӑсене аса илет. Хальхинче вӑл Иеговӑн кунне тул ҫутӑлнипе танлаштарать пулас (1 Фес. 5:4). Вӑрӑсем хӑйсен ӗҫне пуҫӗпех кӗрсе кайсан вӑхӑт мӗнле шунине асӑрхамасан та пултараҫҫӗ. Хӑйсем кӗтмен ҫӗртен тул ҫутӑлсан вара вӗсене пурте кураҫҫӗ. Пысӑк хӗн-асап пирки калас пулсан та, вӑл вӑрӑсем пек «тӗттӗмлӗхӗн усӑсӑр ӗҫӗсене» тӑвакансене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ. Ҫав ҫынсемпе танлаштарсан, эпир Иеговӑн кунне хатӗрленме пултаратпӑр. Ҫавна тӑвас тесен пирӗн Иеговӑна кулянтаракан ӗҫсене сирсе ямалла та «ырӑлӑх, тӳрӗлӗх тата чӑнлӑх» енне ӑнтӑлмалла (Эф. 5:8—12). Малалла Павел Иеговӑн кунӗнче кам ҫӑлӑнас ҫуккине кӑтартас тесе тепӗр икӗ тӗслӗх илсе панӑ.
ИЕГОВӐН КУНӖНЧЕ КАМ ҪӐЛӐНАЙМӖ?
6. Мӗншӗн ҫынсем ытларахӑшӗ ҫывӑраҫҫӗ теме пулать? (1 Фессалоника 5:6, 7).
6 «Ҫывӑракансем». (1 Фессалоника 5:6, 7 вуласа парӑр.) Иеговӑн кунӗнче ҫӑлӑнас ҫуккисене Павел ҫывӑракан ҫынсемпе танлаштарнӑ. Вӗсем таврара мӗн пулса иртнине пӗлмеҫҫӗ, вӑхӑт мӗнле шунине те сисмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗлтерӗшлӗ событисене асӑрхамаҫҫӗ те, хӑнк та тумаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем ытларахӑшӗ, сӑнарлӑ каласан, ҫывӑраҫҫӗ (Рим 11:8). Вӗсем эпир юлашки кунсенче пурӑннине кӑтартакан паллӑсене курмаҫҫӗ тата кӗҫ-вӗҫ пысӑк хӗн-асап пуҫланасса ӗненмеҫҫӗ. Тӗнчере пысӑк событисем пулса иртсен хӑш-пӗрисем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпарпа кӑштах интересленме пуҫлаҫҫӗ. Ҫапах та нумайӑшӗ сыхӑ тӑрас вырӑнне каллех ҫывӑрса каяҫҫӗ. Суд кунӗ пуласса ӗненекен хӑш-пӗр ҫынсем те вӑл часах ҫитмӗ тесе шутлаҫҫӗ (2 Петр 3:3, 4). Анчах та эпир халӗ нихҫанхинчен те ытларах сыхӑ тӑмаллине ӑнланатпӑр.
7. Турӑ кама пӗтерӗ, ҫавсене мӗншӗн ӳсӗр ҫынсемпе танлаштарма пулать?
7 «Ӳсӗрӗлекенӗсем». Турӑ кама пӗтерӗ, ҫавсене апостол ӳсӗр ҫынсемпе танлаштарнӑ. Ӳсӗр ҫын йӑпӑр-япӑр йышӑну тӑваймасть тата ӑна хӑйне ӑслӑ-тӑнлӑ тытма та йывӑр. Усал ҫынсем пирки те ҫавнах калама пулать. Вӗсем Турӑ асӑрхаттарнине хӑлхана чикмеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем вилӗм патне илсе каякан ҫулпа пыраҫҫӗ теме пулать. Анчах та Библире христиансен «сыхӑ, урӑ пуҫлӑ» пулмалла тенӗ (1 Фес. 5:6). Пӗр Библи тӗпчекен каланӑ тӑрӑх, ҫын урӑ пулни вӑл лӑпкӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине тата сехӗрленсе ӳкменнине пӗлтерет. Ҫавӑн пек ҫын тӗрӗс йышӑнусем тума пултарать. Мӗншӗн пирӗн лӑпкӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла? Ҫакӑ пире тӗнчери ӗҫсене хутшӑнасран сыхлӗ. Пире политикӑпа тата халӑх пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хутшӑнма, пӗр-пӗр ене тӑма хистеме пултараҫҫӗ. Иеговӑн кунӗ ҫывхарса пынӑҫемӗн вара пире тата ытларах хӗсӗҫ. Апла пулин те, пирӗн мӗн хуравламалли пирки пӑшӑрханмалла мар. Туррӑн сывлӑшӗ пире лӑпкӑ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшӗ (Лука 12:11, 12).
ИЕГОВӐН КУННЕ МӖНЛЕ ХАТӖРЛЕНМЕЛЛЕ?
8. Пире сыхӑ тӑма тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулма пулӑшакан лайӑх енсене 1 Фессалоника 5:8-мӗшӗнче мӗнпе танлаштарнӑ?
8 «Кӑкӑрлӑхне тата... шлем... тӑхӑнар». Павел пире вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑхӑннӑ тата ялан сыхӑ тӑракан ҫар ҫыннисемпе танлаштарнӑ. (1 Фессалоника 5:8 [ҪТ] вуласа парӑр.) b Ҫар ҫыннин кирек хӑш самантра та хатӗр тӑмалла. Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне тата шанчӑка шлем пек тӑхӑнсан, Иеговӑн кунне хатӗр пулӑпӑр. Ҫав енсем пире ҫав тери кирлӗ.
9. Ӗненӳ пире мӗнле хӳтӗлет?
9 Кӑкӑрлӑх ҫар ҫыннин чӗрине хӳтӗленӗ. Ӗненӳпе юрату вара пирӗн сӑнарлӑ чӗрене хӳтӗлеҫҫӗ. Вӗсем пире малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма тата Иисус хыҫҫӑн пыма пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн ӗненӳ пур пулсан, эпир Иегова хӑйне пӗтӗм чун-чӗререн шыракансене пиллесси пирки иккӗленмӗпӗр (Евр. 11:6). Ӗненӳ пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та хамӑр Ертӳҫе, Иисуса, шанчӑклӑ тӑрса юлма хавхалантарӗ. Тата вӑл пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Эпир хӗсӗрленине е укҫа-тенкӗ ҫитменнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тӑвансенчен ӗненӳ кӑтартма вӗренме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫирӗп ӗненӳ пире пуяссишӗн ҫунасран сыхлӗ. Ҫак тӗлӗшрен пире Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне малти вырӑна хурас тесе хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ тӑвансен тӗслӗхӗсем пулӑшма пултараҫҫӗ c.
10. Турра тата ҫывӑх ҫынсене юратни пире чӑтӑмлӑ пулса ырӑ хыпар сарма мӗнле пулӑшать?
10 Сыхӑ тӑмашкӑн тата ӑслӑ-тӑнлӑ пулмашкӑн юрату та питӗ кирлӗ (Матф. 22:37—39). Турра юратни пире тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах чӑтӑмлӑ пулса ырӑ хыпар сарма пулӑшать (2 Тим. 1:7, 8). Хамӑрпа пӗр пек ӗненмен ҫынсене юратнӑран эпир малалла та килтен киле ҫӳресе, телефонпа тата ҫырусем ҫырса ырӑ хыпар саратпӑр. Эпир хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсем те пӗр-пӗр кун Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫласса шанма пӑрахмастпӑр (Иез. 18:27, 28).
11. Пухури тӑвансене юратни пире мӗнле пулӑшать? (1 Фессалоника 5:11).
11 Ҫывӑх ҫынсем шутне пухури тӑвансем те кӗреҫҫӗ. Павел каланӑ пек, тӑвансене «хавхалантарса, ҫирӗплетсе» тӑнипе эпир вӗсене юратнине кӑтартатпӑр. (1 Фессалоника 5:11 [ҪТ] вуласа парӑр.) d Ҫар ҫыннисем ҫума-ҫумӑн ҫапӑҫнӑ тата пӗр-пӗрне пулӑшма ялан хатӗр пулнӑ. Эпир те пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр тата тӗреклететпӗр. Паллах, хӗрӳ ҫапӑҫура ҫар ҫынни хӑйӗн юлташне ӑнсӑртран амантма та пултарнӑ, анчах та вӑл ҫавна нихӑҫан та юри туман. Эпир те пӗлсе тӑрсах тӑвансен чунне ыраттармастпӑр тата усалшӑн усалпа тавӑрмастпӑр (1 Фес. 5:13, 15). Унсӑр пуҫне, яваплӑ арҫын тӑвансене хисепленипе те эпир юратнине кӑтартатпӑр (1 Фес. 5:12). Павел Фессалоникӑна ҫыру ҫырнӑ чухне унти пуху йӗркеленнӗренпе ҫулталӑк та иртмен пулнӑ. Ҫав пухури старейшинӑсен опыт ҫитсех кайман пулӗ тата вӗсем йӑнӑшсем те тунӑ пулӗ. Ҫапах та вӗсем хисепе тивӗҫлӗ пулнӑ. Кӗҫех пысӑк хӗн-асап ҫитет. Ҫавӑнпа пуласлӑхра пирӗн вырӑнти старейшинӑсене тата ытларах шанса вӗсем мӗн каланине тумалла пулӗ. Ун чухне, тен, тӗп управленипе е филиалпа ҫыхӑну пулмасть. Акӑ мӗншӗн хамӑрӑн хаклӑ старейшинӑсене юратма тата хисеплеме халех вӗренмелле! Кирек мӗнле пулсан та айтӑр ӑслӑ-тӑнлӑ пулар, вӗсен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрер мар. Ун вырӑнне ҫак шанчӑклӑ арҫын тӑвансене Иегова Христос урлӑ ертсе пынине асра тытар.
12. Шанчӑк пирӗн ӑс-тӑна мӗнле хӳтӗлет?
12 Шлем ҫар ҫыннин пуҫне хӳтӗленӗ пек ҫӑлӑнас шанчӑк пирӗн ӑс-тӑна хӳтӗлет. Ҫирӗп шанчӑка пула эпир ҫак тӗнче ним ыррине те парас ҫуккине ӑнланатпӑр (Флп. 3:8). Шанчӑк пире кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑпкӑ пулма тата ура ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшать. Африкӑра Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан Уоллиспа Лори́нда ҫакна хӑйсем ҫинче туйса илнӗ. Виҫӗ эрне хушшинчех Уоллисӑн ашшӗ, Лориндӑн вара амӑшӗ вилсе кайнӑ. Анчах та ковида пула вӗсем килтисемпе пӗрле пулмашкӑн килне таврӑнайман. Уо́ллис ҫапла ҫырнӑ: «Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шаннӑран эпӗ ҫак тӗнчере вӗсен юлашки кунӗсем мӗнле пулни ҫинчен мар, ҫӗнӗ тӗнчери малтанхи кунӗсем мӗнле пуласси ҫинчен шухӑшлатӑп. Вӗсемшӗн тунсӑхланӑ чухне тата хуйхӑ пусса лартнӑ чухне ҫак шанчӑк мана йӑпатать».
13. Святой сывлӑш хамӑр ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла?
13 «Сывлӑшӑр хӑватне ан сӳнтерӗр» (1 Фес. 5:19). Павел сӑмахӗсенчен пирӗн ҫине святой сывлӑш витӗм кӳни курӑнать. Ӑна пула эпир тӗрӗссине тӑвассишӗн ҫунса тӑратпӑр тата пирӗн Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑй пур (Рим 12:11). Святой сывлӑш хамӑр ҫине витӗм кӳтӗр тесен мӗн тумалла? Ӑна Турӑран кӗлӗре ыйтмалла, святой сывлӑш хавхалантарнипе ҫырнӑ Библие тӗпчемелле тата Туррӑн сывлӑшӗ ертсе пыракан организаципе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑмалла. Ҫакӑ пире святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсене аталантарма пулӑшӗ (Гал. 5:22, 23).
14. Туррӑн сывлӑшне малалла та илсе тӑрас тесен пирӗн мӗнрен пӑрӑнмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
14 Турӑран святой сывлӑш илсен пирӗн ӑна сӳнме памалла мар. Кам таса пурӑнать тата камӑн шухӑшӗсем таса, ҫавсене ҫеҫ Турӑ хӑйӗн сывлӑшне парать. Пирӗн пуҫра таса мар шухӑшсем явӑнаҫҫӗ пулсан тата эпир вӗсем хыҫҫӑн каятпӑр пулсан, Турӑ пире хӑйӗн сывлӑшне памӗ (1 Фес. 4:7, 8). Святой сывлӑш илсе тӑрас тесен пирӗн «пророкла каланисене ним вырӑнне те хуманни ан пултӑр» тенине те итлемелле (1 Фес. 5:20, ҪХ). Кунта пророкла каланисем тени Турӑ хӑйӗн сывлӑшӗ урлӑ паракан хыпарсене пӗлтерет. Вӗсем шутне Иеговӑн кунӗ пирки тата хамӑр пурӑнакан тӗлӗнмелле вӑхӑт пирки мӗн каланисем кӗреҫҫӗ. Эпир Армагеддона хамӑр куҫпа курас ҫук тесе шутласа пурӑнмастпӑр. Пачах урӑхла, эпир ҫав кун питӗ ҫывӑх пулнине ялан асра тытатпӑр. Ҫакӑ мӗнрен курӑнать? Эпир тӗрӗссине тӑватпӑр тата Туррӑн ӗҫне хастаррӑн хутшӑнатпӑр (2 Петр 3:11, 12).
«ПУРНЕ ТЕ СӐНАСА ПӐХӐР»
15. Суя информаципе демонсен пропогандине ӗненсе лартас мар тесен мӗн тумалла? (1 Фессалоника 5:21).
15 Кӗҫех Турра хирӗҫ тӑракансем мӗнле те пулин майпа: «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук»,— тесе пӗлтерӗҫ (1 Фес. 5:3). Ҫӗр демонсенчен тухнӑ пропогандӑпа тулӗ, ҫынсем нумайӑшӗ вара ӑна ӗненсе лартӗҫ (Ӳлӗм. 16:13, 14). Анчах та «пурне те сӑнаса пӑхӑр» текен Павелӑн канашне итлетпӗр пулсан, эпир улталанмӑпӑр. (1 Фессалоника 5:21 вуласа парӑр.) «Сӑнаса пӑхӑр» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗпе хаклӑ йышши металсем чӑн пулнипе пулманнине тӗрӗслени пирки сӑмах пынӑ чухне усӑ курнӑ. Апла пулсан, хамӑр мӗн илтни тата мӗн вулани тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслесе тӑмалла. Фессалоникӑри тӑвансен ҫавна тумалла пулнӑ пулсан, пирӗн пушшех тумалла, мӗншӗн тесен пысӑк хӗн-асап ҫывхарсах пырать. Пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, ыттисем мӗн каланине пурне те ӗненсе лартмалла мар. Хамӑр мӗн вуланине, мӗн илтнине Библипе Иеговӑн организацийӗ мӗн каланипе тӗрӗслемелле. Вара демонсен пропогандине хамӑр ҫине витӗм кӳме памӑпӑр (Ытар. 14:15; 1 Тим. 4:1).
16. Эпир мӗне шанатпӑр тата ҫакӑ пире мӗн тума хистет?
16 Иеговӑн халӑхӗ пысӑк хӗн-асапа пурӑнса ирттерӗ. Туррӑн кашни ӗҫлекенӗ пирки уйрӑммӑн калас пулсан вара, эпир ыран хамӑрпа мӗн пуласса пӗлместпӗр (Иак. 4:14). Анчах та Армагеддон ҫитиччен хамӑр вилсен те, ҫакна пӗлетпӗр: мӗн виличченех Турра шанчӑклӑ пулсан вӑл пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнисем Христоспа пӗрле пӗлӗтре пурӑнӗҫ, урӑх сурӑхсем вара — ҫӗр ҫинчи райра. Айтӑр хамӑр чаплӑ шанчӑка куҫран вӗҫертер мар тата Иеговӑн кунне хатӗр пулар!
150-МӖШ ЮРӐ Ҫӑлӑнмашкӑн Иеговӑна шыра
a Фессалоника ҫыннисем патне янӑ 1-мӗш ҫырури 5-мӗш сыпӑкра темиҫе тӗслӗхпе танлаштару илсе панӑ. Вӗсем пире пулас Иеговӑн кунӗ ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Ҫав «кун» мӗнле кун? Вӑл мӗнле ҫитӗ? Ӑна кам пурӑнса ирттерӗ, кам вара пурӑнса ирттермӗ? Ҫав куна мӗнле хатӗрленмелле? Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлес тесе айтӑр Павел апостолӑн сӑмахӗсене тӗпчер.
b 1 Фессалоника 5:8, ҪТ: «Эпир вара, кун ывӑлӗсем пулнӑ май, ӑслӑ-тӑнлӑ пулар, ӗненӳпе юратӑвӑн кӑкӑрлӑхне тата ҫӑлӑнас шанчӑка шлем пек тӑхӑнар».
c «Вӗсем хӑйсене сӑваплӑ ӗҫе кӑмӑлтан халалланӑ» ярӑмри статьясене пӑхӑр.
d 1 Фессалоника 5:11, ҪТ: «Апла пулсан, халӗ эсир пӗр-пӗрне мӗнле хавхалантарса, ҫирӗплетсе тӑратӑр, малалла та ҫаплах тӑвӑр».