Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран хӑрамалла?

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑран хӑрамалла?

«Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑраса, пӗр Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑр» (САК. АСТ. 10:20).

8-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн хӳтлӗх

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулас тесен пирӗн, Саккуна астутарни 10:20-мӗшӗ тӑрӑх, мӗн тумалла?

 СИРӖН шутпа, чӑн-чӑн туссен мӗнле пулмалла? Тен, эсир вӗсен пӗр-пӗрне юратмалла, пулӑшмалла тейӗр. Туссен пӗр-пӗринчен хӑрамалла тесе шутламастӑр пуль. Анчах та кам Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑрасшӑн, ҫавӑн, ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, унран хӑрамалла. (Саккуна астутарни 10:20 вуласа парӑр.)

2 Эпир Иеговӑшӑн кирек миҫе ҫул ӗҫлесен те, пирӗн пурин те унран хӑрамалла. Турӑран хӑрани мӗне пӗлтерет-ши? Ҫапла хӑрама вӗренес тесен пирӗн мӗн тумалла? Мӗншӗн патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑнӑ Авдийӑн, Иодай ятлӑ чи аслӑ священникӑн тата Иоас патшан тӗслӗхне пӑхса тухни пирӗншӗн усӑллӑ пулать?

ТУРӐРАН ХӐРАНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Хӑрани пире мӗнле усӑ пама пултарать?

3 Хамӑра хӑрушлӑхра туйнӑ чухне эпир хӑраса ӳкме пултаратпӑр. Ҫапла хӑрани усӑллӑ пулма пултарать. Вӑл пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Сӑмахран, ӳкесрен хӑранипе эпир ту хысакӗ хӗрри патне ытлашши ҫывӑх пымӑпӑр. Е аманасран хӑранипе хамӑра хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермӗпӗр. Ҫывӑх ҫынпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма хӑратпӑр пулсан вара ӑна ӗҫпе тата сӑмахпа кӳрентересрен асӑрханӑпӑр.

4. Шуйттан пире Иеговӑран мӗнле хӑраччӑр тет?

4 Шуйттан ҫынсем Иегова умӗнче хӑраса-чӗтресе тӑччӑр тет. Вӑл пире Елифаз пек шухӑшлаттарасшӑн — Иегова усал, тавӑракан Турӑ тата ӑна юрама ҫук тесе ӗнентересшӗн (Иов 4:18, 19). Шуйттан пире Иеговӑран ҫав тери вӑйлӑ хӑранӑран уншӑн ӗҫлеме пӑрахчӑр тет. Анчах та пирӗн Турӑран хӑраса-чӗтресе пурӑнмалла мар. Ун вырӑнне Иеговӑна хисеплеме вӗренмелле тата ӑна кӳрентересрен асӑрханмалла.

5. Турӑран хӑрани мӗне пӗлтерет?

5 Турӑран хӑракан, ӑна хисеплекен ҫын ӑна юратать тата хӑйпе ун хушшинчи туслӑха аркатма пултаракан ӗҫсене тӑвасшӑн мар. Иисус Турӑран шӑп ҫапла хӑранӑ та. Библире вӑл ӑна хисепленӗ тенӗ (Евр. 5:7). Анчах та вӑл нихӑҫан та Иеговӑран хӑраса-чӗтресе тӑман (Ис. 11:2, 3). Иисус ӑна чун-чӗререн юратнӑ тата ӑна итлеме ялан хатӗр пулнӑ (Иоанн 14:21, 31). Иисус пекех, эпир те Иеговӑна чун-чӗререн хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен Иегова юратакан, ӑслӑ, тӳрӗ тата хӑватлӑ Турӑ. Эпир пӗлетпӗр: вӑл пире питӗ юратать. Тата вӑл вӗрентнине эпир итленипе итлеменни уншӑн пурпӗрех мар. Хамӑра мӗнле тытнипе эпир унӑн чунне е ыраттарма, е савӑнтарма пултаратпӑр (Пс. 77:41; Ытар. 27:11).

ТУРӐРАН ХӐРАМА МӖНЛЕ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?

6. Турӑран хӑрама вӗренме пире мӗн пулӑшать? (Псалом 33:12).

6 Ҫын ҫуралсанах Турӑран хӑрама пуҫламасть — ҫавна тума вӗренмелле. (Псалом 33:12 вуласа парӑр.) Мӗнле майпа? Сӑмахран, пирӗн Турӑ тунӑ япаласене сӑнамалла. Сӑнанӑ май эпир Туррӑн ӑслӑлӑхне, вӑйне тата вӑл пире мӗн тери хытӑ юратнине курма пултаратпӑр. Вара Турра ытларах хисеплеме, юратма пуҫлатпӑр (Рим 1:20). Э́йдриен ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каланӑ: «Мана Иегова тунӑ япаласем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӑл ҫав тери ӑслӑ! Акӑ мӗншӗн эпӗ хама мӗн кирлине вӑл манран лайӑхрах пӗлни пирки иккӗленместӗп». Ҫавӑн ҫинчен пӗрмай шухӑшланине пула Эйдриен ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Манӑн Иеговӑпа хамӑн хушӑри туслӑха аркатма пултаракан нимӗнле ӗҫе те тӑвас килмест — вӑл мана пурнӑҫ панӑ вӗт». Эсир Турӑ тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинчен шухӑшламашкӑн ҫак эрнерех вӑхӑт уйӑрма пултаратӑр-и? Ҫакӑ сире Иеговӑна хытӑрах юратма тата хисеплеме пулӑшӗ (Пс. 110:2, 3).

7. Кӗлтуни пире Иеговӑран хӑрама мӗнле пулӑшать?

7 Иеговӑран хӑрама пире кӗлтуни те пулӑшать. Мӗн чухлӗ ытларах Турра кӗлтӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах ӑна пӗлсе пыратпӑр. Йывӑр вӑхӑта тӳссе ирттерме вӑй ыйтнӑ чухне кашнинчех эпир хамӑра вӑл мӗн тери хӑватлӑ пулни ҫинчен аса илтеретпӗр. Иеговӑна вӑл хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн парне пек панӑшӑн тав тунӑ чухне эпир вӑл пире мӗн тери вӑйлӑ юратнине аса илетпӗр. Пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса пама пулӑшу ыйтнӑ чухне вара эпир вӑл мӗн тери ӑслӑ пулнине куратпӑр. Ҫапла кӗлтунине пула эпир Иеговӑна тата хытӑрах хисеплетпӗр. Кӗлтуни пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха мӗн аркатма пултарать, ҫавна веҫех сирсе яма пулӑшать.

8. Иеговӑран хӑрама пӑрахас мар тесен мӗн тумалла?

8 Иеговӑран хӑрама пӑрахас мар тесен мӗн тумалла? Библи тӗпчемелле. Эпир Библире ҫырса хунӑ лайӑх тата япӑх тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшлама ятарласа вӑхӑт уйӑрма пултаратпӑр. Айтӑр малтан Иеговӑн икӗ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ ҫинчен — Ахав патшан керменӗнче ӗҫлесе тӑнӑ Авдий ҫинчен тата Иодай ятлӑ чи аслӑ священник ҫинчен — калаҫар. Кайран вара Иудея патшин Иоасӑн асӑрхаттаракан тӗслӗхӗнчен хамӑр мӗне вӗренме пултарнине курар. Вӑл малтан Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе пурӑннӑ, кайран вара унран пӑрӑннӑ.

АВДИЙ ПЕК ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР

9. Турӑран хӑрани Авдия мӗнле пулӑшса тӑнӑ? (3 Патшасен 18:3, 12).

9 Библире Авдий b пирки пӗрремӗш хут асӑннӑ чухне ҫапла ҫырнӑ: «Авдий Турӑран питех те хӑраса пурӑнакан ҫын пулнӑ». (3 Патшасен 18:3, 12 вуласа парӑр.) Турӑран хӑрани Авдия мӗнле пулӑшса тӑнӑ? Хӑранине пула вӑл суймасӑр-улталамасӑр пурӑннӑ тата шанчӑклӑ ҫын пулнӑ. Акӑ мӗншӗн патша ӑна хӑйӗн керменӗн пуҫлӑхӗ тунӑ. (Неемия 7:2 танлаштарӑр.) Унсӑр пуҫне, Турӑран хӑрани Авдия ҫав тери хӑюллӑ пулма пулӑшнӑ. Ҫак лайӑх ен ӑна питӗ кирлӗ пулнӑ, вӑл Ахав патша ертсе пынӑ вӑхӑтра пурӑннӑ вӗт. Ахав пирки Библире: «Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, вӑл хӑй умӗнхи патшасенчен пуринчен те юрӑхсӑртарах пулнӑ»,— тенӗ (3 Патш. 16:30). Унсӑр пуҫне, Ахав арӑмӗ Иезавель Ваала пуҫҫапнӑ. Иеговӑна ҫав тери вӑйлӑ курайманнине пула вӑл ҫурҫӗр патшалӑхӗнче ӑна пуҫҫапакансене пурне те пӗтересшӗн пулнӑ. Ҫак усал патша майри Туррӑн нумай пророкне те вӗлернӗ (3 Патш. 18:4). Чӑнах та, Авдий питӗ йывӑр вӑхӑтра Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ.

10. Авдий питӗ хӑюллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

10 Авдий питӗ хӑюллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? Иезавель Туррӑн пророкӗсене вӗлернӗ чухне вӑл 100 пророка «аллӑшарӑн-аллӑшарӑн... ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарса... шывпа ҫӑкӑр парса» тӑнӑ (3 Патш. 18:13, 14). Иезавель ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ пулсан, ӑна вӗлерме хушнӑ пулӗччӗ. Паллах, Авдий хӑранӑ, вӑл вилесшӗн пулман. Анчах вӑл Иеговӑна тата унӑн ӗҫлекенӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчен те хытӑрах юратнӑ.

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнине пӑхмасӑрах хӑюллӑ арҫын тӑван пухури тӑвансене Библие ӑнлантарса паракан публикацисене килсе парать (11-мӗш абзаца пӑхӑр) d

11. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, Авдий пекех, мӗн тӑваҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

11 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн нумай ӗҫлекенӗ пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче пурӑнать. Вӗсем влаҫсене хисеплеҫҫӗ. Ҫапах та, Авдий пекех, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахма килӗшмеҫҫӗ (Матф. 22:21). Ҫынсене мар, Турра пӑхӑнса вӗсем Турӑран хӑранине кӑтартаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 5:29). Ҫавӑнпа пирӗн тӑвансем малалла та асӑрхануллӑн ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата пӗрле пухӑнаҫҫӗ (Матф. 10:16, 28). Вӗсем тӑвансен сӑнарлӑ апат пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Анри́ ятлӑ арҫын тӑван Африкӑри пӗр ҫӗршывра пурӑнать. Унта пирӗн ӗҫ-хӗле пӗр вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Анри тӑвансене Библие ӑнлантарса паракан публикацисемпе тивӗҫтернӗ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ хам вӑтанчӑк ҫын. Ҫавӑнпа ҫакна ҫирӗппӗн калама пултаратӑп: эпӗ Иеговӑна чун-чӗререн хисепленине пула кӑна хӑюллӑ пулма пултартӑм». Эсир те Анри пек хӑюллӑ пулма пултаратӑр-и? Пултаратӑр. Иеговӑран хӑрани сире хӑюллӑ пулма пулӑшӗ.

ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИК ИОДАЙ ПЕК ИЕГОВӐНА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР

12. Чи аслӑ священник Иодайпа унӑн арӑмӗ Иеговӑна чунтан парӑннине мӗнле кӑтартнӑ?

12 Чи аслӑ священник Иодай Иеговӑран хӑранӑ, ҫавӑнпа хӑй те Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑ, ыттисене те ӑна пуҫҫапма хавхалантарнӑ. Уйрӑмах ҫакӑ Иезавель хӗрӗ Гофолия Иудейӑра влаҫа ярса илсен курӑннӑ. Ҫынсем Гофолийӑран хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӗрхенме пӗлмен, питӗ хаяр хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл патшана ларас тесе хӑйӗн мӗнпур мӑнукне те вӗлерме хӑтланнӑ (2 Ҫулс. 22:10, 11). Иодай арӑмӗ Иосавеф вӗсенчен пӗрне, Иоаса, ҫӑлса хӑварнӑ. Вара вӗсем упӑшкипе пӗрле ачана пытарса усранӑ тата ӑна пӑхса ӳстернӗ. Ҫапла майпа Иодайпа Иосавеф Давид патша йӑхне упраса хӑварнӑ. Иодай Иеговӑна чунтан парӑннӑ тата Гофолийӑран хӑраса-чӗтресе тӑман (Ытар. 29:25).

13. Иоас ҫичӗ ҫула ҫитсен Иодай Иеговӑна чунтан парӑннине тепре мӗнле кӑтартнӑ?

13 Иоас ҫичӗ ҫула ҫитсен Иодай Иеговӑна чунтан парӑннине тепре кӑтартнӑ. Вӑл Иоаса патшана лартмашкӑн план туса хунӑ. Веҫех вӑл шутласа хунӑ пек пулсан патша пуканӗ ҫине Давид йӑхӗнчи ҫын законлӑ майпа ларнӑ пулӗччӗ. Анчах ӗҫ ӑнмасан Иодая вӗлерме те пултарнӑ. Иеговӑна пула Иодай хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫлама пултарнӑ. Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗсемпе кермен хуралҫисен пуҫлӑхӗсем тата левитсем пулӑшнине пула Иодай Иоаса патшана лартнӑ та Гофолияна вӗлерме хушнӑ (2 Ҫулс. 23:1—5, 11, 12, 15; 24:1). Унтан Иодай «Ҫӳлхуҫапа патша хушшинче, халӑх хушшинче халал хывнӑ — ку ӗнтӗ халӑх Ҫӳлхуҫа патне таврӑннине пӗлтернӗ» (4 Патш. 11:17). Унсӑр пуҫне, Иодай «суя тӗн ҫынни унта нимӗнле сӑлтавпа та пырса ан кӗтӗр тесе, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн хапхи умне хуралҫӑсем тӑратнӑ» (2 Ҫулс. 23:19).

14. Иодая мӗнле чыс тунӑ пулнӑ?

14 Иегова маларах ҫапла каланӑ пулнӑ: «Эпӗ Хама мухтакансене мухтатӑп» (1 Патш. 2:30). Чӑнах та, хӑй каланӑ пекех вӑл Иодая чыс тунӑ. Сӑмахран, ҫак чи аслӑ священникӑн ырӑ ӗҫӗсене Библире пире вӗрентмешкӗн ҫырса кӑтартнӑ (Рим 15:4). Вилнӗ хыҫҫӑн та ӑна ятарлӑ майпа чыс кӳнӗ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ӑна Давид хулинче патшасене пытаракан ҫӗрте пытарнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Израильре Турӑшӑн та, Унӑн Ҫурчӗшӗн те ыррине нумай тунӑ» (2 Ҫулс. 24:15, 16).

Турӑран хӑрани пире, чи аслӑ священник Иодая пекех, пухури тӑвансене шанчӑклӑн пулӑшса тӑма хавхалантартӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр) e

15. Иодай пирки каласа панинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

15 Иодай ҫинчен мӗн ҫырса кӑтартни пире Турӑран хӑрама вӗрентет. Старейшинӑсем пухушӑн тӑрӑшас тата Иеговӑн сурӑхӗсене хӳтӗлес тӗлӗшрен Иодайран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28). Иодай тӗслӗхӗ ватӑ тӑвансене те хавхалантарма пултарать. Вӗсем Иеговӑран хӑраҫҫӗ тата ӑна чунтан парӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӑл вӗсем ватӑлнӑран вӗсенчен ним усси те ҫук тесе шутламасть. Хӑйӗн ирӗкне тӑвас тесе малалла та вӗсемпе усӑ курма пултарать. Ҫамрӑк тӑвансем вара Иегова хӑйне Иодайпа мӗнле тытни ҫинчен шухӑшлама пултараҫҫӗ. Вӗсем Турӑран тӗслӗх илсе ватӑ тӑвансене, уйрӑмах кам нумай ҫул хушши Иеговӑшӑн ӗҫлет, ҫавсене чун-чӗререн хисеплеме вӗренме пултараҫҫӗ (Ытар. 16:31). Тата эпир пурте Иодая пулӑшса тӑнӑ пуҫлӑхсемпе левитсенчен вӗренме пултаратпӑр. Айтӑр вӗсенчен тӗслӗх илсе яваплӑ арҫын тӑвансене чӗререн пӑхӑнса тӑрар (Евр. 13:17).

ИОАС ПАТША ПЕК АН ПУЛӐР

16. Иоас патша ҫемҫешке кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать?

16 Иодай вӗрентсе тӑнӑ чухне Иоас патша хӑйне тӗрӗс тытнӑ (4 Патш. 12:2). Ҫамрӑк патша Иеговӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ. Анчах Иодай вилнӗ хыҫҫӑн Иоас Иеговӑран пӑрӑннӑ пуҫлӑхсене итлеме пуҫланӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Вӑл хӑй те, ӑна пӑхӑнса тӑнисем те «чӳк йывӑҫӗсемпе йӗрӗхсене пуҫҫапма тытӑннӑ» (2 Ҫулс. 24:4, 17, 18). Ҫакӑ Иеговӑн чунне питӗ ыраттарнӑ. Иегова, вӗсене хӑй енне «ҫавӑрас тесе, вӗсем патне пророксене янӑ... анчах лешӗсем итлемен». Вӗсем Иодай ывӑлне Захарийӑна c та итлемен. Лешӗ вара Иеговӑн пророкӗ тата священникӗ кӑна мар, Иоасӑн ҫывӑх хурӑнташӗ те пулнӑ. Захария ҫемьи Иоасшӑн питӗ нумай тӑрӑшнӑ. Вӑл вара, пархатарсӑрскер, Захарийӑна вӗлерме хушнӑ (2 Ҫулс. 22:11; 24:19—22).

17. Иоаспа юлашкинчен мӗн пулнӑ?

17 Иоас Турӑран хӑрама, ӑна хисеплеме пӑрахнӑ, ҫакӑ вара япӑххи патне ҫеҫ илсе пынӑ. Иегова: «Мана хисепе хуманнисем... хисепрен тухӗҫ»,— тесе каланӑ вӗт (1 Патш. 2:30). Каярахпа пысӑках мар Сири ҫарӗ Иоасӑн «питех те пысӑк» ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Патшана вара, «йывӑр аманнӑскере», пӑрахса хӑварнӑ. Сири ҫарӗ кайсан Иоасӑн чурисем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ та вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавна вӗсем патша Захария юнне юхтарнӑшӑн тунӑ. Ҫав усал патшана «патша тупӑклӑхне» те пытарман, мӗншӗн тесен вӑл ҫавна тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ (2 Ҫулс. 24:23—25).

18. Иеремия 17:7, 8 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн Иоас пек пулас мар тесен мӗн тумалла?

18 Иоас тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Иоас тарӑн тымар яман йывӑҫ евӗр пулнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, ӑна тӗкӗлемелле пулнӑ. Иоас, хӑйне тӗреклетсе тӑракан Иодай вилсе кайсан тата Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсен витӗмне лексен, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлайман. Унӑн тӗслӗхӗнчен ҫакӑ курӑнать: Турӑран хамӑр хӑрасси килтисен тата пухури тӑвансен лайӑх витӗмӗнчен килмелле мар. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрас тесен пирӗн Иеговӑна хытӑрах юратмалла тата хисеплемелле. Ҫавна тумашкӑн вара тӑтӑшах Библи тӗпчемелле, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата кӗлтумалла (Иеремия 17:7, 8 вуласа парӑр; Кол. 2:6, 7).

19. Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет?

19 Иегова пирӗнтен нумай ыйтмасть. Вӑл хамӑртан мӗн кӗтни пирки Екклесиаст 12:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Турӑран хӑра, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑн: унта этеме кирли йӑлтах пур». Турӑран хӑратпӑр пулсан, пуласлӑхра кирек мӗн сиксе тухсан та эпир, Авдийпа Иодай пекех, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха нимӗн те аркатаймӗ.

3-МӖШ ЮРӐ Пирӗн тӗрек, пирӗн шанчӑк, пирӗн хӳтлӗх

a Библире «хӑрани» текен сӑмахпа тӗрлӗ пӗлтерӗшпе усӑ курнӑ. Вӑл сехӗрленсе ӳкнине те, чыс-хисеп тунине те е чун-чӗререн хисепленине те пӗлтерме пултарать. Ҫак статья пире Турӑран хӑрама вӗрентӗ, вара эпир хӑюллӑ пулма тата Турра чунтан парӑнса пурӑнма пултарӑпӑр.

b Кунта темиҫе ӗмӗр каярах пурӑннӑ тата Авдий ятлӑ кӗнекене ҫырнӑ Авдий пророк ҫинчен сӑмах пымасть.

c Матфей 23:35-мӗшӗнче Захария Варахия ывӑлӗ пулнӑ тенӗ. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, авалхи вӑхӑтри нумай ҫыннӑн пекех, Иодайӑн икӗ ят пулнӑ. (Матфей 9:9-мӗшне Марк 2:14-мӗшпе танлаштарӑр.) Е, тен, Варахия Захарийӑн аслашшӗ е мӑн аслашшӗсенчен пӗри пулнӑ.

d ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ территорире тӑвансене Библие ӑнлантарса паракан публикацисене килсе парать (инсценировка).

e ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑванран телефонпа ырӑ хыпар сарма вӗренет. Ватӑ арҫын тӑван халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта хӑюллӑн ырӑ хыпар сарса лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Опытлӑ арҫын тӑван Патшалӑх залне мӗнле пӑхса-юсаса тӑмаллине вӗрентет.