Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Старейшинӑсем, Гедеонран вӗренӗр

Старейшинӑсем, Гедеонран вӗренӗр

«Гедеон... ҫинчен каласа парас тесессӗн, манӑн вӑхӑт та ҫитеес ҫук» (ЕВР. 11:32).

124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр

ҪАК СТАТЬЯРА a

1. 1 Петр 5:2-мӗшӗ тӑрӑх, старейшинӑсене мӗнле пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шанса панӑ?

 ИЕГОВА старейшинӑсене хӑйӗн хаклӑ сурӑхӗсене пӑхма шанса панӑ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне питӗ хаклаҫҫӗ тата лайӑх кӗтӳҫӗ пулас тесе чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ (Иер. 23:4; 1 Петр 5:2 вуласа парӑр). Эпир Иеговӑна ҫав шанчӑклӑ арҫынсемшӗн питӗ пархатарлӑ.

2. Старейшинӑсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ?

2 Хӑйсен тивӗҫӗсене туса тӑнӑ чухне старейшинӑсем нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсен пухушӑн тӑрӑшмашкӑн нумай вӑй каять. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи То́ни ятлӑ старейшина хӑйӗн сӑпайлӑрах пулмаллине ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «COVID-19 пандеми пуҫлансан тӗлпулусене ирттермешкӗн тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелемешкӗн нумайрах ӗҫ тумаллаччӗ. Эпӗ хам ҫине ытларах та ытларах ӗҫ тиеттӗм. Анчах тем чул вӑй хурсан та ӗҫ чакмастчӗ. Юлашкинчен эпӗ Библи вулама, ӑна хам тӗллӗн тӗпчеме тата кӗлтума ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрма пӑрахрӑм». Или́р, Косовори старейшина, урӑх йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Вӑрҫӑ иртекен вырӑнта пурӑннӑ чухне ӑна организаци паракан хушусене итлеме ҫӑмӑл пулман. «Филиал мана хӑрушӑ вырӑнта пурӑнакан тӑвансене пулӑшма ыйтрӗ,— тет вӑл.— Ҫавна тума хӑюлӑх кирлӗччӗ, эпӗ вара хӑраттӑм. Тата панӑ хушусем те мана вырӑнсӑр пек туйӑнатчӗҫ». Азире миссионер пулса ӗҫлекен Тима вара веҫех туса ӗлкӗрме йывӑр пулнӑ. «Хушӑран тӑвансемшӗн тӑрӑшма манӑн пӗр вӑй та, пӗр хал та юлмастчӗ»,— тет вӑл. Ҫавӑн пекрех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ старейшинӑсене мӗн пулӑшма пултарать?

3. Гедеон судьян тӗслӗхне пӑхса тухни пире пурне те мӗнле усӑ пама пултарать?

3 Старейшинӑсем Гедеон судьян тӗслӗхне пӑхса тухнинчен нумай усӑ илме пултараҫҫӗ (Евр. 6:12; 11:32). Вӑл Туррӑн халӑхӗшӗн хӳтӗлекен те, кӗтӳҫӗ те пулнӑ (Тӳр. 2:16; 1 Ҫулс. 17:6). Гедеон йывӑр вӑхӑтра Туррӑн халӑхне пӑхнӑ пекех, хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем те ҫӑмӑл мар вӑхӑтра Туррӑн халӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:28; 2 Тим. 3:1). Эпир пурте Гедеонран нумай япалана вӗренме пултаратпӑр. Вӑл сӑпайлӑ пулнӑ, хӑйне кӗҫӗне хунӑ тата Турра итленӗ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫсене тума ӑна чӑтӑмлӑх та кирлӗ пулнӑ. Эпир старейшина пулса ӗҫлетпӗр-и е ҫук-и, хамӑрӑн кӗтӳҫсене тата ытларах хаклама вӗренме пултаратпӑр. Айтӑр ҫав ӗҫчен арҫын тӑвансене пулӑшса, хавхалантарса тӑрар (Евр. 13:17).

СӐПАЙЛӐ ПУЛМА ТАТА ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУМА ЙЫВӐР ЧУХНЕ

4. Гедеон сӑпайлӑ пулни тата хӑйне кӗҫӗне хуни ӑҫтан курӑннӑ?

4 Гедеон сӑпайлӑ пулнӑ тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ b. Пӗррехинче ангел ӑна Израиль халӑхне мадиансенчен хӑтармашкӑн Иегова сана суйласа илнӗ тесе каланӑ. Вара Гедеон сӑпайлӑн ҫапла каланӑ: «Ман ӑрӑвӑм та Манассия йӑхӗнчи чи чухӑн ӑру, аттем килӗнче те эпӗ чи кӗҫӗнни» (Тӳр. 6:15). Гедеона хӑй ҫав ӗҫе тӑваймасть пек туйӑннӑ. Анчах Иегова вӑл пултарать тесе шутланӑ. Вара Турӑ пулӑшнипе Гедеон хӑйне шанса панӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑн тунӑ.

5. Старейшинӑна сӑпайлӑ пулма тата хӑйне кӗҫӗне хума хӑҫан йывӑр пулма пултарать?

5 Старейшинӑсем яланах сӑпайлӑ пулма тата хӑйсене кӗҫӗне хума тӑрӑшаҫҫӗ (Мих. 6:8; Ап. ӗҫ. 20:18, 19). Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе, хӑйсем мӗн тунипе мухтанмаҫҫӗ. Тепӗр енчен, кашни йӑнӑшшӑнах хӑйсене айӑпласа ҫӳремеҫҫӗ. Ҫав-ҫавах хушӑран вӗсене сӑпайлӑ пулма тата хӑйсене кӗҫӗне хума ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, старейшина темиҫе ӗҫ тума килӗшме пултарать. Кайран вара хӑйӗн ҫине ытлашши нумай илнине ӑнланса илет. Тата ҫапла та пулма пултарать: хӑйне шанса панӑ ӗҫе мӗнле тунишӗн старейшинӑна мухтама е тиркеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне старейшинӑсене Гедеон тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшма пултарать?

Гедеонран тӗслӗх илсе сӑпайлӑ старейшина, сӑмахран, стендпа ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелемешкӗн, пулӑшу ыйтма вӑтанмасть (6-мӗш абзаца пӑхӑр)

6. Старейшинӑсем Гедеон сӑпайлӑ пулнинчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

6 Пулӑшу ыйтӑр. Сӑпайлӑ ҫын хӑй пурне те тума пултарайманнине ӑнланать. Гедеон сӑпайлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа ыттисенчен пулӑшу ыйтма вӑтанман (Тӳр. 6:27, 35; 7:24). Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем те ҫапла тӑваҫҫӗ. Маларах асӑннӑ Тони ҫапла калать: «Хама мӗнле те пулин ӗҫ шанса парсан эпӗ яланах килӗшеттӗмччӗ, мӗншӗн тесен мана мӗн ачаранах ҫапла тума вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫемьепе пӗрле Библи вӗреннӗ чухне сӑпайлӑх ҫинчен ытларах тӗпчес терӗм. Тата хам арӑма та хӑйӗн шухӑшне калама ыйтрӑм — ун шучӗпе эпӗ сӑпайлӑ-и е мана сӑпайлӑх ҫитсех каймасть-и? Унсӑр пуҫне, пирӗн сайтри „Иисус пек пулӑр: ыттисене вӗрентӗр, шанӑр тата тивӗҫлӗхсем шанса парӑр“ ятлӑ видеона пӑхрӑм». Ҫавӑн хыҫҫӑн Тони хӑш-пӗр ӗҫсене ытти арҫын тӑвансене тума ыйтнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? «Пухура та ӗҫ пыратчӗ, манӑн та Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене тума ытларах вӑхӑт тупӑнчӗ»,— тет Тони.

7. Старейшинӑсене ыттисем тиркенӗ чухне вӗсем Гедеонран мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? (Иаков 3:13).

7 Хӑвӑра тиркенӗ чухне йӑвашшӑн хуравлӑр. Старейшинӑсем хӑйсене ыттисем тиркенине илтсен, ҫакӑ вӗсене килӗшмесен те пултарать. Ҫавӑн пек чухне те вӗсем Гедеонран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Гедеон хӑй те йӑнӑшсем тунине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа та ефремлянсем ӑна айӑплама пуҫласан вӑл вӗсемпе йӑвашшӑн калаҫнӑ (Тӳр. 8:1—3). Гедеон тарӑхса та кайман. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ — ефремлянсем ӳпкелешнине итлесе пӗтернӗ те вӗсемпе ыррӑн калаҫнӑ. Вара лешӗсем лӑпланнӑ. Ӑслӑ-тӑнлӑ старейшинӑсем, Гедеон пекех, хӑйсене тиркекенсене тимлӗ итлеҫҫӗ тата вӗсене йӑвашшӑн хуравлаҫҫӗ. (Иаков 3:13 вуласа парӑр.) Ҫапла вӗсем пухура килӗшӳ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

8. Старейшинӑсене ыттисем мухтанӑ чухне вӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Иеговӑна мухтава кӑларӑр. Гедеон мадиансене ҫӗнтерсен халӑх ӑна чысласшӑн пулнӑ, вӑл вара ҫав лару-тӑрура Иегова ҫине тимлеттернӗ (Тӳр. 8:22, 23). Старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илсе мӗн тума пултараҫҫӗ? Вӗсем мӗне те пулин питӗ лайӑх тӑваҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫакӑншӑн яланах Иеговӑна мухтава кӑлармалла (1 Кор. 4:6, 7). Сӑмахран, кам та пулин старейшинӑна пухура лайӑх вӗрентнӗшӗн мухтать. Вара старейшина ҫав ҫынна эпир пурте Турӑ Сӑмахӗнчен пӗлӳ илетпӗр тата пире Туррӑн организацийӗ вӗрентсе тӑрать теме пултарать. Унсӑр пуҫне, старейшинӑн хушӑран ҫакӑн ҫинчен те шутласа пӑхмалла: вӑл хӑйӗн ҫине ытлашши тимлеттермест-и? Акӑ Ти́моти тӗслӗхӗ. Старейшина пулса тӑрсан ӑна сӑмах тухса калама питӗ килӗшнӗ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ малтанхи сӑмахсене тата тӗслӗхсене ҫавӑрттарса калаттӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн мана час-часах мухтатчӗҫ. Шел пулин те, ҫапла калаҫса эпӗ Иеговӑпа Библи ҫине мар, ытларах хам ҫине тимлеттернӗ». Вӑхӑт иртсен Тимоти докладсене урӑхларах тумаллине — хӑйӗн ҫине ытлашши пӑхтармалла маррине ӑнланса илнӗ (Ытар. 27:21). Вӑл малалла ҫапла калать: «Халӗ мана тӑвансем эпӗ калакан доклад вӗсене йывӑрлӑхӗсене татса пама, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата унпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшнине каласа параҫҫӗ. Тӑвансем ҫапла калани хама мухтанинчен те ытларах савӑнӑҫ кӳрет».

ИТЛЕМЕ ТАТА ХӐЮЛЛӐ ПУЛМА ЙЫВӐР ЧУХНЕ

Гедеон хӑйӗн ҫарӗн йышне чакарса 300 ҫын ҫеҫ хӑварнӑ, мӗншӗн тесен ҫав арҫынсем уйрӑмах тимлӗ пулнӑ (9-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Мӗншӗн Гедеонӑн итлемелле тата хӑюллӑ пулмалла пулнӑ? (Хуплашка ҫинчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Гедеона Израильте судья пулма лартсан, унӑн Турра итлемелле тата хӑюллӑ пулмалла пулнӑ. Ӑна хӑйӗн ашшӗн Ваала парне кӳмелли вырӑнне аркатса тӑкма хушнӑ, ҫакна тума вара хӑрушӑ пулнӑ (Тӳр. 6:25, 26). Кайран Иегова ӑна ҫарне чакарма икӗ хутчен те хушнӑ (Тӳр. 7:2—7). Юлашкинчен вара Гедеона сӗм ҫӗрле тӑшман ҫине тапӑнма каланӑ (Тӳр. 7:9—11).

10. Старейшинӑсене хӑйсене мӗн каланине итлеме хӑҫан йывӑр пулма пултарать?

10 Старейшинӑсен хӑйсене мӗн каланине итлемелле (Иак. 3:17). Итлекен старейшина Библире мӗн каланине пӑхӑнать тата организаци панӑ хушусене хаваспах итлет. Ҫапла туса вӑл ыттисене лайӑх тӗслӗх кӑтартать. Ҫав-ҫавах хӑш-пӗр чухне итлеме йывӑртарах пулма пултарать. Сӑмахран, старейшина нумай хушу илсе тӑнӑран пурне те тытса тӑма ӗлкӗрмесен те пултарать. Е хӑш-пӗр хушусем ӑна вырӑнсӑр е усӑсӑр пек туйӑнма пултараҫҫӗ. Е вӑл хӑйне шанса панӑ пӗр-пӗр ӗҫе туса тӗрмене те лекме пултарать. Ҫавӑн пек чухне Гедеонран тӗслӗх илес тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

11. Старейшинӑсене хӑйсене мӗн каланине итлеме мӗн пулӑшать?

11 Хушусене тимлӗ итлӗр тата вӗсене тытса тӑрӑр. Турӑ Гедеона ашшӗн парне вырӑнне мӗнле аркатса тӑкмаллине, ҫӗнӗ парне вырӑнне ӑҫта туса лартмаллине тата мӗнле чӗрчуна парнене кӳмеллине каланӑ. Гедеон Иегова панӑ хушусене тиркемен, хӑйне мӗн каланине тӳрех тунӑ. Хальхи вӑхӑтра старейшинӑсем ҫырусем, пӗлтерӳсем тата тӗрлӗ инструкцисем урлӑ Иеговӑн организацийӗнчен хушусем илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавна пула эпир хамӑра хӳтлӗхре туятпӑр тата Иеговӑпа ҫывӑхланатпӑр. Эпир старейшинӑсене питӗ юрататпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене паракан хушусене тӗплӗн тытса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ вара пӗтӗм пухӑва усӑ кӳрет (Пс. 118:112).

12. Организаци хушусем парсан старейшинӑсем Еврейсем 13:17-мӗшӗнчи принциппа мӗнле усӑ курма пултараҫҫӗ?

12 Улшӑнусем тума хатӗр пулӑр. Иегова хушнипе Гедеон хӑйӗн ҫарне 99 процент ытла чакарнӑ (Тӳр. 7:8). Вӑл, тен, ҫапла шутлама пултарнӑ: «Ҫапла туни кирлех-ши? Ун пек тусан эпир тӑшмана ҫӗнтерейӗпӗр-ши?» Ҫавах та Гедеон Турра итленӗ. Хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илеҫҫӗ — мӗн те пулин улӑштармалла чухне е мӗн те пулин урӑхларах тумалла чухне организаци панӑ хушусене итлеҫҫӗ. (Еврейсем 13:17 вуласа парӑр.) Тӗслӗхрен, 2014 ҫулта Ертсе пыракан совет Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене туса лартмашкӑн укҫана урӑхла уйӑрма пуҫланӑ (2 Кор. 8:12—14). Унччен Патшалӑх залӗсене туса лартма пухусене организаци кивҫен укҫа панӑ, пухусен ҫав укҫана каялла тавӑрмалла пулнӑ. Халӗ вара организаци Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене туса лартмашкӑн пӗтӗм тӗнчери тӑвансем хӑйсен ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курать. Ҫавӑнпа, пӗр-пӗр вырӑнта Турра пуҫҫапмалли ҫурт кирлӗ пулсан, пуху сахал укҫа-тенкӗ параять пулин те, унта ҫав ҫуртсене туса лартма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Хосе́ ятлӑ старейшина пӗлсен унӑн иккӗленӳсем сиксе тухнӑ. Вӑл: «Эпир кун пек пӗр Патшалӑх залне те туса лартаймӑпӑр. Пирӗн вырӑнта апла ӗҫ тухмасть»,— тесе шутласа илнӗ. Хосене ҫӗнӗ хушӑва пӑхӑнма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Ытарӑшсем 3:5, 6 сӑвӑ йӗркисем мана Иеговӑна шанмаллине аса илтерчӗҫ. Хушусене тытса тӑни ҫавӑн пек нумай усӑ парассине эпӗ шутламан та. Халӗ эпир ытларах Патшалӑх залӗ туса лартатпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫав улшӑнусене пула эпир хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа-тенкӗ урӑх вырӑнта пурӑнакан тӑвансене усӑ парать. Организацири укҫа-тенкӗне те ӑҫта мӗн чухлӗ кирлине шута илсе валеҫсе пама пултараҫҫӗ».

Хӑюллӑ пулни пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнине пӑхмасӑрах хастаррӑн ырӑ хыпар сарма пулӑшать (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

13. а) Гедеон мӗн пирки иккӗленмен? ӑ) Старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

13 Иеговӑн ирӗкне хӑюллӑн туса тӑрӑр. Гедеон Иегова мӗн каланине тума хӑранӑ пулин те тата ҫавна туни ӑна хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарнӑ пулин те, вӑл Иеговӑна итленӗ (Тӳр. 9:17). Иегова ӑна пулӑшатӑп тесе шантарнӑ. Ҫавӑнпа Гедеон Туррӑн халӑхне хӑй хӳтӗлеме пултарасса ҫирӗп ӗненнӗ. Халӗ хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ. Унта пурӑнакан старейшинӑсем Гедеонран тӗслӗх илеҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене арестлеме, допрос тума, ӗҫрен кӑларса яма е пусмӑрлама пултарнине пӑхмасӑрах хӑюллӑн тӗлпулусене ирттереҫҫӗ, ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркелеҫҫӗ тата хӑйсем те ҫав ӗҫе хастаррӑн хутшӑнаҫҫӗ c. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче старейшинӑсене хӑйсене панӑ хушусене тытса тӑма хӑюлӑх кирлӗ пулӗ. Сӑмахран, ун чухне Иеговӑн приговорӗсене мӗнле пӗлтермелли ҫинчен тата Магог ҫӗрӗнчи Гог тапӑнсан ҫӑлӑнас тесен мӗн тумалли ҫинчен хушусем пама пултарӗҫ (Иез. 38:18; Ӳлӗм. 16:21).

ЧӐТӐМЛӐ ПУЛМА ЙЫВӐР ЧУХНЕ

14. Гедеон чӑтӑмлӑ пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленнӗ?

14 Судья тивӗҫне туса тӑмашкӑн Гедеонӑн нумай вӑй хумалла пулнӑ. Ҫӗрлехи ҫапӑҫу хыҫҫӑн мадиансем ҫӑлӑнас тесе тарнӑ. Гедеон вара вӗсене хыҫран хӑваланӑ. Вӑл вӗсене Изреель айлӑмӗнчен пуҫласа Иордан юханшывӗ таранах хӑваланӑ. Ҫав юханшыв хӗррипе ҫӑра тӗмсем ӳснӗ пулас (Тӳр. 7:22). Иордан хӗррине ҫитсен Гедеон чарӑннӑ-и? Ҫук. Вӑл та, унӑн 300 ҫар ҫынни те, ывӑнса ҫитнине пӑхмасӑрах, шыв урлӑ каҫса малалла мадиансене хӑваланӑ. Юлашкинчен вӗсем хӑйсен тӑшманӗсене хӑваласа ҫитнӗ те аркатса тӑкнӑ (Тӳр. 8:4—12).

15. Старейшина чӑтӑмлӑ пулнипе пулманни мӗнле тӗрӗсленме пултарать?

15 Старейшина пухура та, ҫемьере те нумай тивӗҫ туса тӑнӑран хӑш чухне халран каять, унӑн чун хавалӗ те пӗтсех ларать. Ун пек чухне Гедеонран тӗслӗх илес тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?

Юратакан старейшинӑсем кама пулӑшу кирлӗ, ҫав тӑвансене хавхалантараҫҫӗ (16, 17 абзацсене пӑхӑр)

16, 17. а) Мӗне пула Гедеон хӑйне шанса панӑ ӗҫе тума пултарнӑ? ӑ) Старейшинӑсен мӗн пирки иккӗленмелле мар? (Исаия 40:28—31). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

16 Иегова хӑвӑра вӑй парасса ҫирӗп шанӑр. Гедеон Турӑ хӑйне вӑй парасси пирки иккӗленмен. Турӑ вара ҫапла тунӑ та (Тӳр. 6:14, 34). Гедеонпа унӑн ҫарӗ Мадиан патшисене хӑваланӑ чухне, лешӗсем тӗвесем ҫине утланса вӗсенчен тарнӑ. Израиль ҫарӗ вара ҫуран пынӑ (Тӳр. 8:12, 21). Ҫавах та Турӑ пулӑшнипе вӗсем мадиансене хӑваласа ҫитсе аркатса тӑкнӑ. Хальхи вӑхӑтри старейшинӑсем те кирлӗ вӑхӑтра Турӑ хӑйсене вӑй парасса иккӗленмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иегова нихӑҫан та ывӑнмасть. (Исаия 40:28—31 вуласа парӑр.)

17 Мэтью ятлӑ старейшина больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра тӑрать. Хӑйӗн тивӗҫӗсене туса тӑма ӑна мӗн пулӑшать? Мэтью ҫапла калать: «Филиппӑ 4:13-мӗшӗнче мӗн калани тӗрӗс пулнине хам ҫинче туйса илтӗм. Эпӗ ывӑнса ҫитнӗрен хам ӗҫе тек тӑваймастӑп тесе шутланӑ чухне Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтӑваттӑм, тӑвансене ҫирӗплетмешкӗн вӑй-хал тата ӑс-тӑн парсам тесе йӑлӑнаттӑм. Ҫав самантсенче Иеговӑн сывлӑшӗ мана хӑват панине тата чӑтӑмлӑ пулма пулӑшнине туяттӑм». Гедеонран тӗслӗх илсе пирӗн старейшинӑсем, ҫакӑ хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар пулин те, Иеговӑн сурӑхӗсене тӑрӑшсах пӑхаҫҫӗ. Паллах, вӗсен ҫакна та ӑнланмалла: хӑйсен вӑйӗпе ҫеҫ вӗсем пӗтӗмпех тӑваймаҫҫӗ. Анчах та старейшинӑсем Иеговӑран пулӑшу ыйтсан, вӑл вӗсене пӗтӗмпех туса ҫитерме вӑй паратех (Пс. 114:1; Флп. 2:13).

18. Старейшинӑсем Гедеон тӗслӗхӗнчен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

18 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Гедеон тӗслӗхӗнчен старейшинӑсем нумай вӗренме пултараҫҫӗ. Вӗсен сӑпайлӑ пулмалла тата хӑйсене кӗҫӗне хумалла. Вара вӗсем хӑйсем мӗн чухлӗ тивӗҫ туса тӑма пултарнине ӑнланӗҫ тата хӑйсене тиркесен е мухтасан хӑйсене тӗрӗс тытма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсен уйрӑмах халӗ, ҫак тӗнче пӗтес кун ҫывхарнӑ чухне, хӑюллӑ та хушусене итлеме хатӗр пулмалла. Тата вӗсен Турӑ пулӑшнипе хӑйсем пӗтӗмпех туса ҫитерме пултарассине ӗненмелле. Айтӑр хамӑрӑн тӑрӑшуллӑ кӗтӳҫсене хаклар! (Флп. 2:29).

120-МӖШ ЮРӐ Христос пекех йӑваш пулӑр

a Иегова ҫӑмӑл мар вӑхӑтра Гедеона Израиль халӑхне ертсе пыма тата хӳтӗлеме хушнӑ. Ҫак ӗҫе Гедеон 40 ҫула яхӑн шанчӑклӑн туса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл йывӑрлӑхсем те тӳснӗ. Ҫак статьяра эпир старейшинӑсем Гедеонран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

b Сӑпайлӑ пулнипе кӗҫӗне хуни тачӑ ҫыхӑннӑ. Сӑпайлӑ ҫын хӑйӗн ҫине тӗрӗс пӑхать, хӑй пурне те тума пултарайманнине ӑнланать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын вара ыттисене хисеплет тата вӗсене хӑйӗнчен асла хурать (Флп. 2:3). Сӑпайлӑ ҫын ялан тенӗ пекех хӑйне кӗҫӗне хурать.