БИОГРАФИ
Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ май кӗтмен япаласем пулса тухрӗҫ тата эпир нумай япалана вӗрентӗмӗр
Ача чухне пӗлӗтре самолёт курсанах эпӗ вӑл мана аякри ҫӗршыва илсе каять пек ӗмӗтленеттӗм. Ун чухне ҫав ӗмӗт нихӑҫан та пурнӑҫланаймасть пек туйӑнатчӗ.
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче манӑн аттепе анне Эстонирен Германие куҫса кайнӑ, унта вара эпӗ ҫуралнӑ. Кайран вӗсем Канадӑна куҫса кайнӑ. Унта эпир Оттавӑран инҫех мар пурӑнаттӑмӑр. Пирӗн пӗрремӗш кил чӑх витинчи шуратнӑ кӗтес пулчӗ. Эпир питӗ чухӑнччӗ, ҫапах та ирхине апатланма пирӗн яланах ҫӑмарта пулнӑ.
Пӗррехинче Иегова Свидетелӗсем манӑн аннене Ӳлӗмхи 21:3, 4 сӑвӑ йӗркисене вуласа панӑ. Ҫав сӑмахсем унӑн чӗрине пырса тивнӗ, вара вӑл макӑрса янӑ. Чӑнлӑх вӑрри шӑтса ӳснӗ те, кӑшт вӑхӑт иртсенех аттепе анне шыва кӗчӗҫ.
Аттепе анне акӑлчанла пӗлсех каймастчӗҫ пулин те, вӗсем Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑратчӗҫ. Манӑн атте Садберире (Онта́рио провинцийӗ) никель шӑратакан заводра ӗҫлетчӗ. Кашни шӑматкун тенӗ пекех, ҫӗрӗпех йывӑр ӗҫпе ӗҫлесен те, вӑл пире Сильвия йӑмӑкпа пӗрле ырӑ хыпар сарма илсе каятчӗ. Тата эпир кашни эрнере ҫемьепе пӗрле «Хурал башнине» сӳтсе яваттӑмӑр. Аттепе анне мана Иеговӑна юратма вӗрентрӗҫ. Вара эпӗ 1956 ҫулта хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм. Эпӗ ун чухне вуннӑраччӗ. Вӗсем Турра хытӑ юратни пурнӑҫ тӑршшӗпех мана Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма вӑй парса тӑчӗ.
Шкул пӗтерсен ман хастарлӑх пӑртак сӳнчӗ. Эпӗ ҫапла шутлаттӑм: «Пионер пулса тӑрсан хам ӗмӗте — тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса курас ӗмӗте — пурнӑҫлама нихӑҫан та укҫа ӗҫлесе илейместӗп». Эпӗ вырӑнти радиостанцине ӗҫлеме кӗтӗм. Унта кӗвӗ-юрӑ ярса тӑраттӑм. Ҫав ӗҫ мана килӗшетчӗ, анчах та ман каҫхине ӗҫлеме тиветчӗ. Ҫавна пула эпӗ тӗлпулусене пӗрмай сиктереттӗм тата Иеговӑна юратман ҫынсемпе пӗрле нумай вӑхӑт ирттереттӗм. Анчах та кайран совесть мана улшӑнусем тумалла тесе систерчӗ.
Эпӗ О́шава хулине (Онтарио провинцийӗ) куҫса кайрӑм. Унта эпӗ Рэй Норманпа, унӑн йӑмӑкӗ Леслипе тата ытти пионерсемпе паллашрӑм. Вӗсем мана хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Ҫав тӑвансем мӗнле телейлӗ пулнине курса эпӗ хамӑн тӗллевсем ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Вара туссем хавхалантарнипе 1966 ҫулта сентябрь уйӑхӗнче пионер пулса тӑтӑм. Эпӗ телейлӗччӗ, хам мӗнле пурӑнни мана питӗ килӗшетчӗ. Анчах та каярахпа темиҫе кӗтмен япала пулса иртрӗ. Вӗсем ман пурнӑҫа тӗппипех улӑштарчӗҫ.
ИЕГОВА СИРЕ МӖН ТЕ ПУЛИН ТУМА СӖНЕТ ПУЛСАН, ҪАВНА ТУСА ПӐХМА АН ХӐРӐР
Шкулта вӗреннӗ чухнех эпӗ Канадӑри Вефильте (Торо́нто) ӗҫлеме заявлени ҫыртӑм. Каярахпа пионер пулнӑ чухне мана Вефиле тӑватӑ ҫуллӑха чӗнчӗҫ.
Анчах та эпӗ Леслие питӗ килӗштереттӗмччӗ. Ҫавӑнпа та Вефиле кайсан ӑна урӑх нихӑҫан та кураймастӑп тесе хӑраттӑмччӗ. Эпӗ питӗ нумай кӗлтурӑм. Юлашкинчен Вефиле каяс терӗм. Вара Леслипе салхуллӑн сывпуллашрӑм.Вефильте эпӗ прачечнӑйра, унтан секретарь пулса ӗҫлерӗм. Ле́сли вара Гатинора (Квебе́к провинцийӗ) ятарлӑ пионер пулса тӑнӑ. Эпӗ час-часах ҫапла шутласа илеттӗм: «Халӗ вӑл мӗн тӑвать-ши? Эпӗ тӗрӗс йышӑну турӑм-ши?» Кайран вара кӗтмен япала пулса тухрӗ, вӑл мана ҫав тери савӑнтарчӗ. Леслин пиччӗшне, Рэя, Вефиле чӗнчӗҫ! Эпир унпа пӗр пӳлӗмре пурӑнма тытӑнтӑмӑр. Вара каллех Леслипе хутшӑнма пуҫларӑм. 1971 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнче, эпӗ Вефильте тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ тапхӑр вӗҫленнӗ кун, эпир пӗрлешрӗмӗр.
Пире Леслипе Квебека француз пухӑвне ячӗҫ. Темиҫе ҫултан тепӗр кӗтмен япала пулса тухрӗ: мана район старейшини пулма ыйтрӗҫ. Эпӗ вара ун чухне 28-та кӑначчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫамрӑк тата ман опыт ҫук тесе шутлаттӑмччӗ. Ҫапах та мана Иеремия 1:7, 8 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем питӗ хавхалантарчӗҫ. Мана тепӗр япала та пӑшӑрхантаратчӗ: Лесли темиҫе хутчен те аварие лекнине пула лайӑх ҫывӑраймастчӗ. Эпир район старейшинин ӗҫне мӗнле туса тӑрӑпӑр-ши? Ман хаклӑ арӑм ҫапла каларӗ: «Иегова пире мӗн те пулин тума сӗнет пулсан, мӗншӗн ҫавна туса пӑхас мар-ха?» Вара эпӗ район старейшини пулма килӗшрӗм те, эпир ҫав ӗҫе 17 ҫул хушши туса тӑтӑмӑр.
Эпӗ ҫав ӗҫе пуҫӗпех путрӑм, ҫавӑнпа Леслипе пӗрле пулма ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑраймастӑмччӗ. Анчах та кайран пӗр япала мана ӑса вӗрентрӗ. Пӗр тунтикун ирхине алӑкран такам шӑнкӑравларӗ. Алӑка уҫрӑм та — никам та ҫук. Алӑк умӗнче вара пикник валли карҫинкка тӑра парать. Карҫинккара сӗтел ҫитти, улма-ҫырла, тӗрлӗ йышши сыр, ҫӑкӑр, хӗрлӗ эрех, бокалсем тата хут татӑккиччӗ. Унта: «Арӑмна пикника илсе кайса кил»,— тесе ҫеҫ ҫырнӑччӗ. Ҫав кун хитре уяр ҫанталӑкчӗ. Анчах та эпӗ Леслие: «Манӑн докладсем хатӗрлемелле, ҫавӑнпа эпӗ каяймастӑп»,— тесе каларӑм. Вӑл манпа килӗшрӗ, ҫапах та кӑшт кулянчӗ. Эпӗ докладсем хатӗрлеме лартӑм. Анчах мана совесть кӑшлама пуҫларӗ. Ман пуҫа Эфес 5:25, 28 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пырса кӗчӗҫ. Иегова мана: «Ре́йно, арӑм валли вӑхӑт уйӑр»,— тесе каланӑн туйӑнчӗ. Вара эпӗ кӗлтурӑм та Леслине: «Айта, кайрӑмӑр»,— терӗм. Ҫавна илтсен вӑл савӑнса ӳкрӗ. Эпир ҫыран хӗрринче илемлӗ вырӑн тупрӑмӑр та унта сӗтел ҫиттине сарса лартӑмӑр. Ҫав кун эпир пӗрле ирттернӗ чи лайӑх кунсенчен пӗри пулчӗ. Сӑмах май, эпӗ докладсене те хатӗрлеме ӗлкӗртӗм.
Район старейшинин ӗҫне туса тӑма мана питӗ килӗшетчӗ. Эпир пӗтӗм Канадӑра: Британи Колумбийӗнчен пуҫласа Ньюфа́ундленд таран пулса куртӑмӑр. Манӑн тӗрлӗ вырӑнта пулса курас ӗмӗт пурнӑҫланчӗ. Галаад шкулӗнче вӗренес шухӑшсем те пурччӗ, анчах та манӑн миссионер пулас килместчӗ. Мана вӗсем темӗнле тӗлӗнмелле ҫынсем пек
туйӑнатчӗҫ тата манран пулмасть тесе шутлаттӑмччӗ. Унсӑр пуҫне, хама эпидеми алхасакан тата вӑрҫӑ пыракан пӗр-пӗр Африка ҫӗршывне ярасран хӑраттӑм. Мана Канадӑрах ӗҫлесе тӑма килӗшетчӗ.КАЛЛЕХ КӖТМЕН ЯПАЛА: ПИРЕ ЭСТОНИПЕ БАЛТИКА ҪӖРШЫВӖСЕНЕ ЧӖНЕҪҪӖ
1992 ҫулта унччен Совет Союзне кӗнӗ хӑш-пӗр ҫӗршывсенче Иегова Свидетелӗсем ирӗклӗн ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Вара арҫын тӑвансем пире Эстонире миссионерсем пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Ҫакӑ пирӗншӗн кӗтмен япала пулчӗ, ҫапах та эпир кӗлтурӑмӑр та каллех ҫапла шутласа илтӗмӗр: «Иегова пире мӗн те пулин тума сӗнет пулсан, мӗншӗн ҫавна туса пӑхас мар-ха?» Эпир килӗшрӗмӗр, вара эпӗ лӑштах сывласа ятӑм: «Юрать Африкӑна ямарӗҫ-ха».
Эпир тӳрех эстон чӗлхине вӗренме пикентӗмӗр. Куҫса килнӗренпе пӗр-ик уйӑх иртсенех пире район старейшинин ӗҫне туса тӑма ыйтрӗҫ. Пирӗн Балтика тӑрӑхӗнчи виҫӗ ҫӗршыври тата Калининградри 46 пухупа темиҫе ушкӑна кайса ҫӳремеллеччӗ. Апла пирӗн латыш, литва тата вырӑс чӗлхисемпе кӑшт та пулин калаҫмалла пулнӑ. Ҫакӑ ҫӑмӑл пулман, анчах та тӑвансем эпир вӑй хунине хаклатчӗҫ тата пире пулӑшма хатӗрччӗ. 1999 ҫулта Эстонире филиал уҫрӗҫ. Вара эпӗ То́мас Э́дур, Ле́мбит Ра́йле тата То́мми Ка́уко тӑвансемпе пӗрле филиал комитетӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм.
Эпир Ҫӗпӗрте ссылкӑра пулнӑ нумай Свидетельпе паллашрӑмӑр. Хӑйсемпе хаяррӑн тытнине тата хурӑнташӗсенчен уйӑрса янине пӑхмасӑрах вӗсем чӗрисене хытарман, ниме пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастар пулма пӑрахман. Вӗсен тӗслӗхӗ пире эпир веҫех чӑтса ирттерме тата йывӑр лару-тӑрура та савӑнӑҫлӑ пулма пултарасса шантарчӗ.
Эпир нумай ҫул хушши пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлерӗмӗр. Пирӗн канма майсем ҫукпа пӗрехчӗ. Эпир Лесли хытӑ ывӑнма пуҫланине асӑрхарӑмӑр. Ҫакӑ фибромиалгийӑпа ҫыхӑннине ун чухне эпир пӗлмен. Канадӑна таврӑнмаллах пуль тесе шутлама пуҫларӑмӑр. Пире Паттерсона (АПШ, Нью-Йорк штачӗ) Филиал комитечӗн членӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкула чӗнсен, унта каяймастпӑр пуль тесе шутларӑм. Эпир ҫавӑн пирки хӗрӳллӗн кӗлтӑваттӑмӑр, юлашкинчен кайма килӗшрӗмӗр. Иегова пире ҫавӑншӑн пиллерӗ. Эпӗ вӗреннӗ чухне Лесли тинех сипленме пултарчӗ. Вӑхӑт иртсен пирӗн пурнӑҫ йӗркене кӗчӗ.
ТЕПӖР КӖТМЕН ЯПАЛА: УРӐХ КОНТИНЕНТ
2008 ҫулта пӗр каҫхине (ун чухне эпир Эстоние таврӑннӑччӗ ӗнтӗ) тӗп управленирен шӑнкӑравларӗҫ те: «Эсир Конгона куҫса кайма хатӗр-и?» — тесе ыйтрӗҫ. Эпӗ шалт аптраса ӳкрӗм. Ҫитменнине тата хуравне тепӗр кунах памалла пулнӑ. Эпӗ ҫав каҫ Леслие нимӗн те каламарӑм, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрас ҫуккине пӗлеттӗм. Чӑннипе каласан, хам ҫывӑраймарӑм. Мӗншӗн Африкӑна кайма хӑрани ҫинчен ҫӗрӗпех Иеговӑна кӗлтурӑм.
Тепӗр кунне эпӗ веҫех Леслие каласа патӑм. Эпир ҫапла шутласа илтӗмӗр: «Иегова пире Африкӑна чӗнет. Мӗншӗн-ха эпир унта кайса курман ҫӗртенех пирӗнтен пулмасть тесе шутлатпӑр?» Ҫавӑнпа та Эстонире 16 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн эпир
Киншасӑна кайрӑмӑр. Унти филиал ешерсе ларакан лӑпкӑ оазис пекехчӗ. Лесли тӳрех пӳлӗмре хӑйӗн Канадӑрах пулнӑ открыткине лартрӗ. Ҫав открыткӑра: «Сана ӑҫта лартнӑ, ҫавӑнта ҫеҫке ҫур»,— тесе ҫырнӑ пулнӑ. Конгора эпир вырӑнти тӑвансемпе паллашрӑмӑр тата темиҫе ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Вара миссионер пулса ӗҫлени пире нумай савӑнӑҫ кӳме пуҫларӗ. Пире ытти филиалсене кайса ҫӳреме ыйтрӗҫ. Ҫавна пула эпир Африкӑри 13 ҫӗршывра пулса куртӑмӑр. Эпир тӗрлӗ халӑх ҫыннисемпе паллашса вӗсен илемне куртӑмӑр. Африкӑри пурнӑҫ мана хӑратма пӑрахрӗ. Иегова пире унта янӑшӑн эпир питӗ пархатарлӑччӗ.Конгора пире тӗрлӗ апатпа хӑналатчӗҫ. Ҫав шутрах хурт-кӑпшанкӑ та ҫисе пӑхма сӗнетчӗҫ. Унччен эпӗ хам хӑҫан та пулин хурт-кӑпшанкӑ ҫиетӗп тесе шутлама та пултарайман. Анчах та тӑвансем киленсе ҫинине курсан эпир те тутанса пӑхас терӗмӗр те, пире килӗшрӗ.
Эпир ҫӗршывӑн хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакан тӑвансене хавхалантарма тата вӗсене гуманитарлӑ пулӑшу леҫме каяттӑмӑр. Ҫав вырӑнта пӑлхавҫӑсем ялсем ҫине тапӑнатчӗҫ. Вӗсене пула хӗрарӑмсемпе ачасем нумай шар курнӑ. Тӑвансенчен ытларахӑшӗ питӗ чухӑн пурӑнатчӗ. Ҫапах та вӗсем вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса ҫирӗп шанатчӗҫ, Иеговӑна хытӑ юрататчӗҫ тата организацие шанчӑклӑччӗ. Ҫакӑ пирӗн чуна ӑшӑтатчӗ. Ҫав тӑвансен тӗслӗхӗ пире Иеговӑшӑн хамӑр мӗншӗн ӗҫлени ҫинчен шухӑшлама тата ӗненӗве ҫирӗплетме хавхалантарчӗ. Хӑш-пӗр тӑвансем кил-ҫуртсӑр та, хӑйсем ӳстернӗ пахча-ҫимӗҫсӗр те тӑрса юлнӑ. Эпӗ ҫын пӗр самантрах пурлӑхне ҫухатма пултарассине тата Иеговӑпа туслӑ пулни мӗн тери хаклӑ пулнине хам куҫпа куртӑм. Нумай хуйхӑ курнӑ пулин те, тӑвансем хӑйсене шеллесе ларман. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлне кура эпир ҫакна ӑнланса илтӗмӗр: сывлӑх хавшасан е мӗнле те пулин урӑх йывӑрлӑх сиксе тухсан та хӑюллӑ пулма пӑрахмалла мар.
ПИРЕ АЗИЕ ЯРАҪҪӖ
Пирӗнпе тепӗр кӗтмен япала пулса тухрӗ: пире Гонконгри филиала куҫса кайма ыйтрӗҫ. Эпир Хӗвелтухӑҫра пурӑнӑпӑр тесе нихӑҫан та шутламан. Ҫапах та эпир килӗшрӗмӗр, мӗншӗн тесен Иегова хамӑршӑн мӗнле тӑрӑшнине пӗрре анчах мар куртӑмӑр. 2013 ҫулта эпир куҫҫуль юхтарса хамӑр
хаклӑ туссемпе тата Африка илемӗсемпе сывпуллашрӑмӑр. Хамӑра мӗн кӗтнине эпир пӗлмен.Гонконга куҫса кайсан урӑх тӗнчене лекнӗ пек туйӑнатчӗ. Унта питӗ шавлӑччӗ, халӑх та лӑк тулличчӗ. Китай чӗлхине вӗренме те йывӑрччӗ. Тӑвансем пире хапӑл туса йышӑнчӗҫ. Тата эпир вырӑнти апата питӗ юратрӑмӑр. Вефильте ӗҫ хушӑнсах пыратчӗ. Ытларах ҫурт кирлӗччӗ, анчах та вӗсен хакӗ питӗ хӑвӑрт ӳссе пыратчӗ. Ҫавӑнпа Ертсе пыракан совет хӑш-пӗр ӗҫсене урӑх вырӑнта тума тата филиал ҫурчӗсенчен ытларахӑшне сутса яма йышӑну турӗ. Вара кӑшт вӑхӑт иртсен, 2015 ҫулта, пире Кӑнтӑр Корейӑна куҫарчӗҫ. Эпир халӗ те унта ӗҫлесе тӑратпӑр. Корей чӗлхи те ҫӑмӑлах мар. Ҫав чӗлхене пирӗн тата нумай вӗренмелле пулин те, тӑвансем пире пӗрмаях мухтаҫҫӗ. Эпир вӗсене ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ.
ЭПИР НУМАЙ ЯПАЛАНА ВӖРЕНТӖМӖР
Ҫӗнӗ туссене тупма ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Анчах та эпир ҫакна ӑнлантӑмӑр: хамӑр пӗрремӗш утӑм туса ыттисене хӑнана чӗнсен вӗсемпе хӑвӑртрах паллашма пулать. Тата эпир тӑвансем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулин те, вӗсен пӗрпеклӗхсем ытларах пулнине куртӑмӑр. Иегова пире тӗлӗнмелле тунине пула эпир чӗрене уҫса нумай ҫынпа туслашма пултаратпӑр (2 Кор. 6:11).
Эпир ҫакна вӗрентӗмӗр: Иегова хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытать, пирӗн те хамӑра вӗсемпе ҫапла тытмалла. Унсӑр пуҫне, вӑл пире юратнине, пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшнине асӑрхамалла. Алӑ усӑннӑ чухне е ыттисем хамӑра юратсах кайман пек туйӑннӑ чухне эпир туссен ҫырӑвӗсемпе открыткисене тепре вуласа тухаттӑмӑр. Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравланине эпир курсах тӑраттӑмӑр. Вӑл яланах пире пулӑшатчӗ тата вӑй паратчӗ.
Ҫак ҫулсем хушшинче эпир Леслипе тата пӗр япалана ӑнланса илтӗмӗр: питӗ ӗҫлӗ пулсан та пӗр-пӗрин валли вӑхӑт тупмаллах. Тата хамӑртан кулма та пӗлмелле. Ҫакӑ уйрӑмах ҫӗнӗ чӗлхе вӗреннӗ чухне питӗ кирлӗ. Унсӑр пуҫне, кашни каҫ эпир Иеговӑна мӗншӗн тав тума пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр.
Тӗрӗссипе каласан, хам миссионер пуласса тата тӗрлӗ ҫӗршывсенче пурӑнасса эпӗ шутламан та. Анчах Иегова пулӑшнипе кирек мӗнле ӗҫе те тума пултарнине куртӑм. Пуҫа Иеремия пророкӑн сӑмахӗсем пырса кӗреҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ мана улталарӑн» (Иер. 20:7). Чӑнахах та, Иегова пире нумай кӗтмен парне парнелерӗ. Самолётпа тӗрлӗ вырӑна вӗҫсе ҫӳрес ӗмӗте те пурнӑҫларӗ. Эпир пилӗк континентри филиалсенче пулса куртӑмӑр. Ача чухне эпӗ ҫавӑн ҫинчен ӗмӗтленме те пултарайман. Мана кирек мӗнле ӗҫ шанса парсан та, Лесли яланах пулӑшса тӑратчӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн питӗ хаклатӑп.
Эпир хамӑра камшӑн тата мӗншӗн ӗҫленине аса илтерсех тӑратпӑр. Халӗ илсе тӑракан пиллӗхсем пуласлӑхра, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пуҫласан, пирӗн пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пулассине кӑтартса параҫҫӗ. Ун чухне Иегова хӑйӗн аллине уҫӗ те пур чӗрӗ чунӑн кӑмӑлне ҫырлахтарӗ! (Пс. 144:16).