Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

28-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Турӑран хӑрани сире хӳтӗлесе тӑтӑр

Турӑран хӑрани сире хӳтӗлесе тӑтӑр

«Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекенни Ҫӳлхуҫаран хӑрать» (ЫТАР. 14:2).

122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!

ҪАК СТАТЬЯРА a

1, 2. Хальхи вӑхӑтри христиансем, Лот пекех, мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

 ХАЛЬХИ вӑхӑтри ҫынсем ирсӗрленсех пыраҫҫӗ. Ҫавна курса эпир тӳрӗ Лот мӗн туйнинех туятпӑр. Вӑл «йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ», мӗншӗн тесен Лот Турӑ ҫавӑн пек ӗҫсене курайманнине пӗлнӗ (2 Петр 2:7, 8). Вӑл Турӑран хӑранӑ тата ӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа таврари ҫынсем пек хӑйне тытман. Эпир те Иеговӑн нормисене хисеплесех кайман е ним вырӑнне те хуман ҫынсем хушшинче пурӑнатпӑр. Апла пулин те, эпир Турра юратсан тата унран хӑраса пурӑнма вӗренсен, нравственность тӗлӗшӗнчен таса пулма пултаратпӑр (Ытар. 14:2).

2 Хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшас тесе Иегова пире Ытарӑшсем кӗнекене панӑ. Унти ӑслӑ канашсем ҫинчен шухӑшлани пур христианина та — арҫынсене те, хӗрарӑмсене те, ҫамрӑккисене те, ваттисене те — усӑ парӗ.

ТУРӐРАН ХӐРАНИ ПИРЕ ХӲТӖЛЕТ

Пирӗн ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла: Иеговӑна хисеплемен ҫынсемпе туслашмалла мар тата вӗсем Иеговӑна кӳрентерекен ӗҫсем тума сӗнсен, килӗшмелле мар (3-мӗш абзаца пӑхӑр)

3. Ытарӑшсем 17:3-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн хамӑр чӗрене хӳтӗлемелле? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

3 Пирӗн хамӑрӑн сӑнарлӑ чӗрене хӳтӗлемелле, мӗншӗн тесен Иегова ӑна тӗпӗ-йӗрӗпех тӗрӗслет. Апла пулсан, вӑл ыттисем курман япаласене курать. Эпир ун умӗнче ал тупанӗ ҫинчи пекех. (Ытарӑшсем 17:3 вуласа парӑр.) Хамӑр ӑс-тӑна унӑн ӑслӑлӑхӗпе — пурнӑҫ паракан ӑслӑлӑхпа — тултарни ӑна питӗ килӗшет (Иоанн 4:14). Акӑ мӗншӗн эпир Шуйттанпа унӑн тӗнчин наркӑмӑшне — пӑсӑк нравственность нормисемпе суя тӗн вӗрентӗвӗсене — хамӑр чӗрене кӗртесшӗн мар (1 Иоанн 5:18, 19). Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн эпир ӑна хытӑрах юрататпӑр тата хисеплетпӗр. Пирӗн ҫӳлти Аттене пӗртте кӳрентерес килмест, ҫавӑнпа та ҫылӑх тӑвас шухӑш та пире йӗрӗнтерет. Юрӑхсӑр ӗҫ тума кӑмӑл ҫуралсан хамӑртан ҫапла ыйтсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Манӑн чӑнах та хама ҫав тери хытӑ юратаканӑн чунне ыраттарас килет-и?» (1 Иоанн 4:9, 10).

4. Иеговӑран хӑрани пӗр хӗрарӑм тӑвана илӗртӳ хыҫҫӑн каясран мӗнле чарнӑ?

4 Хорватире пурӑнакан Мартӑн b аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑл ҫуралнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫавӑн чухне мана тӗрӗс шухӑшлама йывӑрччӗ. Ҫылӑх ҫав тери вӑйлӑ илӗртнӗрен мана ӑна хирӗҫ тӑма пӗр вӑй та ҫук пек туйӑнатчӗ. Анчах та Иеговӑран хӑрани мана ҫӑлса хӑварчӗ». Турӑран хӑрани Мартӑна мӗнле пулӑшнӑ? Вӑл хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмӗ хыҫҫӑн кайни мӗн патне илсе ҫитерме пултарасси ҫинчен шухӑшланӑ. Эпир те ҫапла тума пултаратпӑр. Ҫылӑх тусан чи хӑрушши вӑл — христианин Иеговӑна кулянтарать тата уншӑн ӗмӗр-ӗмӗр ӗҫлес мая ҫухатать (Пулт. 6:5, 6).

5. Лео тӗслӗхӗ сире мӗне вӗрентет?

5 Иеговӑран хӑратпӑр пулсан эпир усал ӗҫсем туса пурӑнакан ҫынсемпе туслашмастпӑр. Конгора пурӑнакан Лео ҫапла туни мӗн тери ӑслӑ пулнине хӑй ҫинче туйса илнӗ. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫул иртсен вӑл япӑх туссемпе ҫыхланса кайнӑ. Лео япӑх ӗҫсем тумастӑп пулсан, Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тумастӑп тесе шутланӑ. Анчах та япӑх тусӗсем витӗм кӳнине пула вӑл кӑшт вӑхӑт иртсенех эрехпе иртӗхме тата аскӑнланса пурӑнма пуҫланӑ. Вара вӑл Иеговӑшӑн ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйне мӗне вӗрентнине тата вӑл Турӑпа пӗрле пулнӑ чухне хӑйӗн пурнӑҫӗ мӗн тери телейлӗ пулнине аса илнӗ. Ҫакӑ ӑна тӑна кӗме пулӑшнӑ тата вӑл старейшинӑсем пулӑшнипе Турӑ патне таврӑннӑ. Халӗ Лео старейшина тата ятарлӑ пионер пулса ӗҫлет.

6. Эпир мӗнле икӗ сӑнарлӑ хӗрарӑм ҫинчен калаҫӑпӑр?

6 Айтӑр Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑка сӳтсе явар. Унта ӑслӑлӑхпа ӑссӑрлӑха сӑнласа паракан икӗ хӗрарӑм ҫинчен каланӑ. (Рим 5:14; Галати 4:24 танлаштарӑр.) Вӗсенчен кашни айваннисене, е катӑк ӑслисене: «Ман пата кӗрсе хӑналанӑр!» — калать тейӗн (Ытар. 9:1, 5, 6, 13, 16, 17). Вӗсем пӗрпекех чӗнсе калаҫҫӗ пулин те, пӗрин патне каякансене пӗри кӗтет, теприн патне каякансене — пач урӑххи кӗтет. Хальхи вӑхӑтра Шуйттанӑн тӗнчинче ҫынсем секспа порнографие пуҫӗпех путнӑ (Эф. 4:19). Ҫавӑнпа та пирӗн Турӑран хӑрама вӗренмелле тата усалтан пӑрӑнмалла. Ҫавӑнтан пирӗн пурнӑҫ килет (Ытар. 16:6). Апла пирӗншӗн пуриншӗн те — арҫынсемшӗн те, хӗрарӑмсемшӗн те — Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑка сӳтсе явни усӑллӑ пулать.

ӐССӐРЛӐХ ҪУЛӖНЧЕН ПӐРӐНӐР

«Ӑссӑр-тӑнсӑр» хӗрарӑм хыҫҫӑн кайни инкек патне илсе ҫитерме пултарать (7-мӗш абзаца пӑхӑр)

7. Ытарӑшсем 9:13—18 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, «ӑссӑр-тӑнсӑр... хӗрарӑм» патне хӑнана кӗрекенсене мӗн кӗтет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

7 «Ӑссӑр-тӑнсӑр... хӗрарӑм» ҫулпа иртсе пыракансене ӑҫта чӗннине пӑхӑр-ха. (Ытарӑшсем 9:13—18 вуласа парӑр.) Вӑл айваннисене хӑйӗн патне кӗрсе хӑналанма чӗнет. Ҫавна тусан вӗсем вилессе пӗлет пулсан та, ҫапла намӑссӑрла хӑтланать. Тен, эсир Ытарӑшсем кӗнекери урӑх сыпӑксенче те сӑнарлӑн каланисене аса илетӗр. Унта Библи пире «урӑх ҫын арӑмӗнчен» тата «ют арӑмран» сыхланмалла тесе ҫапла асӑрхаттарать: «Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет» (Ытар. 2:11—19). Ытарӑшсем 5:3—10 сӑвӑ йӗркисенче вара тепӗр «ют арӑм» ҫинчен асӑнса: «Урисем унӑн вилӗм патне илсе анаҫҫӗ»,— тесе ҫырнӑ.

8. Пирӗн мӗнле йышӑну тума тивме пултарать?

8 «Ӑссӑр-тӑнсӑр» хӗрарӑм чӗннине илтекенсен ун хыҫҫӑн каяссипе каймасси пирки йышӑну тумалла. Пирӗн те ҫавӑн пек йышӑну тума тивме пултарать. Аскӑн ӗҫ тӑвас кӑмӑл ҫуралсан эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр? Телевизор е смартфон экранӗ ҫинче сасартӑк ирсӗр ӳкерчӗк тухсан, эпир мӗн тӑвӑпӑр?

9, 10. Мӗншӗн аскӑнланса пурӑнасран пӑрӑнмалла?

9 Пирӗн аскӑнланса пурӑнасран пӑрӑнма витӗмлӗ сӑлтавсем пур. «Ӑссӑр-тӑнсӑр» хӗрарӑм: «Вӑрланӑ шыв пылакрах»,— тесе калать. «Вӑрланӑ шыв» мӗн вӑл? Библире упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи ар хутшӑнӑвӗсене уҫӑлтаракан шывпа танлаштарнӑ (Ытар. 5:15—18). Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланнӑ пулсан ҫеҫ вӗсен ҫавӑн пек хутшӑнусемпе киленсе пурӑнма право пур. Ҫакӑ «вӑрланӑ шывран» — мӑшӑр пулман ҫынпа ар хутшӑнӑвне кӗнинчен — вӑйлӑ уйрӑлса тӑрать. Ытларах чухне аскӑн ӗҫе вӑрӑсем пек вӑрттӑн тӑваҫҫӗ, никам та ан куртӑр теҫҫӗ. Хӑйсем мӗн хӑтланни ҫинчен никам та пӗлмест тесе шутлакансемшӗн «вӑрланӑ шыв» уйрӑмах пылак пек туйӑнма пултарать. Анчах та хӑйсене хӑйсем ҫапла улталани питӗ хӑрушӑ, мӗншӗн тесен Иегова веҫех курать. Иегова хамӑра ырлама пӑрахни пылак тесе калаймӑн, унран япӑхраххи нимӗн те ҫук (1 Кор. 6:9, 10). Анчах ку кӑна мар-ха.

10 Ҫапла аскӑнланса пурӑннине пула ҫын намӑсланма, хӑйне хӑй хисеплеме пӑрахма, ирӗксӗрех йывӑр ҫын пулса тӑма пултарать. Тата аскӑн ӗҫсене пула час-часах ҫемьесем арканаҫҫӗ. Ҫавӑнпа «ӑссӑр-тӑнсӑр» хӗрарӑмӑн килне кайма тата вӑл сӗнекен апата ҫиме килӗшмесен, ӑслӑ-тӑнлӑ пулать. Аскӑн ҫынсем Иеговӑн тусӗсем пулма пӑрахаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсенчен нумайӑшӗ чирлесе кайса вилет (Ытар. 7:23, 26). 9-мӗш сыпӑкри 18-мӗш сӑвӑ йӗркинче «ӑссӑр-тӑнсӑр» хӗрарӑмӑн «хӑнисем тамӑк тӗпне», е урӑхла каласан, виле шӑтӑкне каяҫҫӗ тенӗ. Мӗншӗн-ха вара нумайӑшӗ ҫав хӗрарӑм хыҫҫӑн кайса унӑн танатине лекет? (Ытар. 9:13—18).

11. Мӗншӗн порнографи пӑхни питӗ хӑрушӑ?

11 Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра порнографи анлӑ сарӑлнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫакӑ таната пулнине ӑнланмаҫҫӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ӑна пӑхнинчен ним япӑххи те ҫук. Анчах та порнографи пӑхни нумай сиен кӳрет. Ӑна пӑхакан ҫын хӑйне те, ыттисене те хисеплеме пӑрахать тата унсӑрӑн пурӑнайми пулать. Ирсӗр ӳкерчӗксем асра нумайччен тӑрса юлаҫҫӗ, вӗсене манса кайма питӗ йывӑр. Унтан та ытларах, порнографи пӑхни ҫылӑхлӑ туртӑмсене пӗтермест, вӑл астарса ярать (Кол. 3:5; Иак. 1:14, 15). Тӗрӗссипе каласан, порнографи пӑхакансенчен нумайӑшӗ кайран хӑйсем аскӑн ӗҫсем тӑваҫҫӗ.

12. Аскӑн шухӑшсемпе туйӑмсене вӑратакан ӳкерчӗксене пӑхасшӑн пулманнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

12 Хамӑрӑн электронлӑ хатӗрӗн экранӗ ҫине ирсӗр ӳкерчӗк сиксе тухсан пирӗн, христиансен, мӗн тумалла? Ун ҫинчен тӳрех куҫа илмелле. Ҫавна тума мӗн пулӑшӗ? Хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем пирӗншӗн чи хакли пулнине асра тытмалла. Хӑш-пӗр ӳкерчӗксем порнографи шутне кӗмеҫҫӗ пулин те, аскӑн шухӑшсем вӑратма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн христиансен вӗсем ҫине пӑхмалла мар? Мӗншӗн тесен эпир ҫылӑх патне пӗчӗк утӑм та тӑвасшӑн мар тата шухӑшпа та хамӑр мӑшӑра улталасшӑн мар (Матф. 5:28, 29). Таиландри Дэвид ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Эпӗ хама яланах ҫакӑн пек ыйту паратӑп: „Ҫакӑ порнографи мар пулсан та, эпӗ мӗн пӑхни Иеговӑна килӗшет-и?“ Ҫапла шутласа пӑхни мана тӗрӗссине тума пулӑшать».

13. Ӑслӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

13 Иеговӑна кӳрентересрен хӑрани пире ӑслӑ пулма пулӑшӗ. Ҫапла хӑрани — «ӑслӑлӑх пуҫламӑшӗ», е, урӑхла каласан, ӑслӑлӑх илмешкӗн пӗрремӗш утӑм туни (Ытар. 9:10). Ҫакӑ Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑкри малтанхи сӑмахсенчен уҫҫӑн курӑнать. Унта иккӗмӗш сӑнарлӑ хӗрарӑм ҫинчен, «ӑслӑлӑх» ҫинчен, каланӑ.

«ӐСЛӐЛӐХ» ХЫҪҪӐН КАЙӐР

14. Ытарӑшсем 9:1—6 сӑвӑ йӗркисенче мӗн ҫинчен каланӑ?

14 Ытарӑшсем 9:1—6 вуласа парӑр. Ҫак ултӑ сӑвӑ йӗркинче эпир Пурнӑҫ Паракан Иегова — чӑн ӑслӑлӑх Ҫӑлкуҫӗ — хӑйӗн патне чӗннине куратпӑр (Ытар. 2:6; Рим 16:27). Кунта ҫичӗ юпаллӑ пысӑк ҫурт ҫинчен каланӑ. Ҫак сӑнар Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине тата хӑйӗнчен ӑслӑлӑх илес текенсене пурне те хапӑл туса йышӑннине пӗлтерет.

15. Турӑ пире мӗн тума хавхалантарать?

15 Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ, вӑл пирӗншӗн тӑрӑшать тата пӗтӗмпех ытлӑ-ҫитлӗ парать. Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑкра хӗрарӑм пек сӑнласа панӑ «ӑслӑлӑхӑн» та ҫав лайӑх енсемех пур. Ҫав хӗрарӑм хӑнасене хӑй хатӗрленӗ тутлӑ апата — ашпа эрехе — ӗҫсе-ҫиме чӗнет (Ытар. 9:2). 4-мӗшпе 5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Катӑк ӑслине вӑл ҫапла каланӑ: „Килӗр, манӑн ҫӑкӑрӑма ҫийӗр“». Мӗншӗн пирӗн «ӑслӑлӑх» ҫуртне кӗрсе унти апата ҫимелле? Иегова хӑйӗн ачисем ӑслӑ пулччӑр тата вӗсемпе ним япӑххи те сиксе ан тухтӑр тет. Вӑл пире йӑнӑшсем туса чунӗсене ан ыраттарччӑр тет. Акӑ мӗншӗн Иегова «тӳрӗ ҫынсем валли ӑслӑлӑх упрать» (Ытар. 2:7, ҪТ). Турӑран хӑратпӑр пулсан эпир ӑна савӑнтаракан ӗҫсем тӑвӑпӑр. Тата унӑн ӑслӑ канашӗсене итлӗпӗр те хаваспах вӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнӑпӑр (Иак. 1:25).

16. Турӑран хӑрани Алана ӑслӑ пулма мӗнле пулӑшнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ?

16 Айтӑр Турӑран хӑрани А́лан ятлӑ старейшинӑна ӑслӑ пулма мӗнле пулӑшнине пӑхар. Вӑл шкулта учитель пулса ӗҫлет. Алан ҫапла калать: «Пӗрле ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ ар хутшӑнӑвӗ ҫинчен ытларах пӗлес тесе порнографи пӑхмалла тесе шутлаччӗҫ». Анчах та Алан вӗсемпе килӗшмен. «Эпӗ Турӑран хӑратӑп, ҫавӑнпа та ҫав фильмсене пӑхма пӗртте килӗшместӗмччӗ,— тет вӑл.— Хам мӗншӗн килӗшменнине те ӑнлантарса параттӑм». Вӑл «ӑстӑн ҫулӗпе ҫӳрӗр!» текен канаша итленӗ (Ытар. 9:6). Алан ҫав тӗлӗшрен ҫирӗп кӑмӑллӑ пулни хӑш-пӗр учительсем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Халӗ вӗсем Библи вӗренеҫҫӗ тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ.

«Ӑслӑлӑх» хыҫҫӑн кайсан эпир халӗ телейлӗ пулма тата пуласлӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр (17, 18 абзацсене пӑхӑр)

17, 18. «Ӑслӑлӑх» патне каякансем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ тата пуласлӑхра вӗсене мӗн кӗтет? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)

17 Икӗ сӑнарлӑ хӗрарӑмӑн тӗслӗхне илсе парса Иегова пире телейлӗ пулас тесен мӗн тумаллине кӑтартса парать. «Ӑссӑр-тӑнсӑр шапӑлкка хӗрарӑм» патне каякансем аскӑнланса, киленсе пурӑнассишӗн ҫунаҫҫӗ. Вӗсем паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, пуласлӑх пирки пӗртте шутламаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене вилӗм патне илсе ҫитерет (Ытар. 9:13, 17, 18).

18 «Ӑслӑлӑх» патне каякансем вара вӗсенчен питӗ хытӑ уйрӑлса тӑраҫҫӗ. «Ӑслӑлӑх» хӑнисем халех хитре сӗтел хушшинче ларса тутлӑ та усӑллӑ сӑнарлӑ апат ҫиеҫҫӗ (Ис. 65:13). Исаия пророк урлӑ Иегова ҫапла калать: «Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр» (Ис. 55:1, 2). Эпир Иегова мӗне юратать, ҫавна юратма тата вӑл мӗне кураймасть, ҫавна курайми пулма вӗренетпӗр (Пс. 96:10). Пире ыттисене «ӑслӑлӑх» патне чӗнме килӗшет. Эпир хула тӳпемӗсенче тӑрса: «Айваннисем, кунталла ҫаврӑнӑр!» — тетпӗр теме пулать. Эпир хамӑр та, ҫавна итлекенсем те, халӗ кӑна мар, пуласлӑхра та пиллӗхсем илӗпӗр. Эпир ӗмер-ӗмӗр пурӑнма тата ялан «ӑстӑн ҫулӗпе» пыма пултарӑпӑр (Ытар. 9:3, 4, 6).

19. Екклесиаст 12:13, 14 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, пирӗн мӗн тумалла? (« Иеговӑран хӑрани мӗнле усӑ парать?» рамкӑна та пӑхӑр.)

19 Екклесиаст 12:13, 14 вуласа парӑр. Турӑран хӑрани пирӗн чӗрене хӳтӗлетӗр, ҫак усал юлашки кунсенче нравственность енчен таса пулма тата Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пулӑштӑр. Турра чун-чӗререн юратни тата хисеплени пире малалла та ыттисене «ӑслӑлӑхран» вӗренме чӗнме хавхалантарать.

127-МӖШ ЮРӐ Манӑн мӗнле ҫын пулмалла?

a Христиансен Турӑран хӑраса пурӑнма вӗренмелле. Ҫакӑ пирӗн чӗрене хӳтӗлӗ тата аскӑнланса пурӑнасран, порнографи пӑхасран сыхлӗ. Ҫак статьяра эпир Ытарӑшсем кӗнекери 9-мӗш сыпӑка пӑхса тухӑпӑр. Унта икӗ сӑнарлӑ хӗрарӑмӑн тӗслӗхне илсе парса ӑслӑлӑхпа ӑссӑрлӑх хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пуррине кӑтартнӑ. Ҫав сыпӑкри канашсем пире нумай йӑнӑшран сыхлӗҫ.

b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.