ХУРАЛ БАШНИ 1№, 2016 | Кӗлтуни мӗнле те пулин усӑ парать-и?

Пӗр ҫыравҫӑ кӗлӗ вӑл «аквариумри пулӑпа калаҫнине» аса илтерет тенӗ. Ку чӑнах та ҫапла-и?

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Мӗншӗн ҫынсем кӗлтӑваҫҫӗ?

Ҫынсем мӗншӗн кӗлтунине пӗлсен, ҫакӑ сире, тен, тӗлӗнтерӗ.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Кӗлӗсене кам та пулин итлет-и?

Кӗлле илтчӗр тесен икӗ тӗп япалана шута илмелле.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Мӗншӗн Турӑ пире кӗлтума хавхалантарать

Кӗлӗ усӑ панӑ пек урӑх нимӗн те усӑ памӗ.

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА

Кӗлӗ. Вӑл сире мӗн пама пултарать

Эсир кашни кун кӗлтӑватӑр пулсан, ҫакӑ сире мӗнле усӑ парӗ?

Эсир пӗлетӗр⁠-и?

Мӗншӗн фараон умне тӑрас умӗн Иосиф хырӑннӑ? Библире Тимофейӑн ашшӗ пирки грек тенӗ. Ҫакӑ вӑл Грецирен пулнине пӗлтерет⁠-и?

БИБЛИ ПУРНӐҪА УЛӐШТАРАТЬ

Эпӗ тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ пек туйӑнатчӗ мана

Павел Пызара ҫапӑҫма юратнӑ, наркотиксемпе иртӗхнӗ, ҫав вӑхӑтрах юрист карьерине тума тӑрӑшнӑ. Анчах та сакӑр ҫынпа ҫапӑҫса кайни унӑн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарнӑ.

ВӖСЕМ ӖНЕННӖ ПЕК ӖНЕНӖР

«Хамӑн савнӑ ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫана парӑннӑскер»

Тимофея вӑтанчӑк ҫамрӑкран чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан старейшина пулса тӑма мӗн пулӑшнӑ?

Библи мӗн калать

Кам чухӑнлӑха пӗтерӗ?