Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | КӖЛТУНИ МӖНЛЕ ТЕ ПУЛИН УСӐ ПАРАТЬ-И?

Мӗншӗн Турӑ пире кӗлтума хавхалантарать

Мӗншӗн Турӑ пире кӗлтума хавхалантарать

Турӑ пире хӑйӗнпе туслашма чӗнет

Пӗр-пӗринпе хутшӑнни-калаҫни туслӑха ҫирӗплетме пулӑшать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пире хӑйӗнпе калаҫма чӗнет, мӗншӗн тесен пире хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тӑвасшӑн. Вӑл калать: «Мана тархаслатӑр та, Ман патӑма пырса кӗлтӑватӑр та — Эпӗ сире илтӗп» (Иеремия 29:12). Хӑвӑр чӗрӗрте мӗн пуррине кӗлӗре Турра уҫса панипе эсир унпа ҫывӑхланатӑр, вара «Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8). Библи пире ҫапла шантарса калать: «Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] пуриншӗн те ҫывӑх» (Псалом 144:18). Мӗн чухлӗ нумайрах эпир кӗлтӑватпӑр, ҫавӑн чухлӗ ҫирӗпрех пулӗ Турӑпа пирӗн хушӑри туслӑх.

«Хӑйне чӗнекенсемшӗн... Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ] пуриншӗн те ҫывӑх» (Псалом 144:18)

Турӑ сире пулӑшасшӑн

Иисус каланӑ: «Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ӑна чул паракан ҫын пур-и? Е пулӑ ыйтсассӑн, вӑл ӑна ҫӗлен парӗ-и? Эхер те эсир... ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ» (Матфей 7:9—11). Чӑнах та, Турӑ сире кӗлтума хавхалантарать, мӗншӗн тесен вӑл «сирӗншӗн тӑрӑшать» тата сире пулӑшасшӑн (1 Петр 5:7). Вӑл сире хӑвӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен те каласа пама ыйтать. Библире каланӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр» (Филиппӑ 4:6).

Ҫынсен Турӑпа ҫывӑхланас кӑмӑл пур

Психологсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗршер миллион ҫыннӑн — хӑш-пӗр атеистсемпе агностиксен те — кӗлтӑвас кӑмӑл пур *. Ҫакӑ Турӑ ҫынна тунӑ чухне ӑна Хӑйӗнпе ҫывӑхланас кӑмӑлпа тунине кӑтартса парать. Иисус каланӑ: «Этем ҫӑкӑрпа анчах пурӑнмасть, вӑл Турӑ ҫӑварӗнчен тухакан кашни сӑмахпа пурӑнать» (Матфей 4:4). Турӑпа ҫывӑхланас кӑмӑла ҫырлахтармалли пӗр май вӑл — Унпа тӑтӑшах хутшӑнни-калаҫни.

Турӑ пире хӑйне кӗлтума чӗннине тимлетпӗр пулсан, ҫакӑ пире мӗнле усӑ парӗ?

^ 8 абз. Пӗр тӗпчев центрӗ 2012 ҫулта ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан атеистсен/агностиксен 11 проценчӗ уйӑхра пӗрре те пулин кӗлтӑвать (Pew Research Center).