Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иеговӑна шанӑр та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр!

Иеговӑна шанӑр та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр!

«Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан» (ЫТАР. 3:5).

ЮРӐСЕМ: 3, 8

1. Мӗншӗн пире пурне те йӑпату кирлӗ?

ПИРЕ пурне те йӑпату кирлӗ. Тен, пирӗн пурнӑҫ хуйхӑ-суйхӑпа тулнӑ, пӑшӑрханмалли тупӑнсах пырать, ӗмӗт те татӑлать. Ватӑлнине, чирленине е ҫывӑх ҫын вилнине пула пире йывӑр килме пултарать. Хӑш-пӗрисем вара курайманлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, таврари ҫынсем хаярланса пыраҫҫӗ. Хальхи «йывӑр самана» эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине тата ҫӗнӗ тӗнче ҫывхарса килнине уҫҫӑн кӑтартать (2 Тим. 3:1). Иегова хӑй сӑмах панине пурнӑҫласса эпир, тен, нумай ҫул хушши кӗтетпӗр, йывӑрлӑхсем вара хушӑнсах пыраҫҫӗ. Йӑпату ӑҫта тупмалла-ши?

2, 3. а) Аввакум ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? ӑ) Мӗншӗн эпир Аввакум кӗнекине пӑхса тухӑпӑр?

2 Хуравне Аввакум кӗнекинче тупма пулать. Библире ҫав пророкӑн пурнӑҫӗ ҫинчен ним те каламан пулсан та, вӑл ҫырнӑ кӗнекере хавхалантаракан шухӑшсем нумай. Аввакум ят «хытӑ ыталани» тенине пӗлтерет пулмалла. Ҫакӑ Иегова пире лӑплантарас тесе ҫепӗҫҫӗн ыталанине е унӑн ӗҫлекенӗсем унран ҫирӗп ярса тытнине пӗлтерме пултарать. Хуйха ӳкнӗ Аввакум Иеговӑна темиҫе ыйту панӑ. Ҫав ыйтусен хуравӗсене пирӗн те пӗлмелле, ҫавӑнпа Иегова Аввакума ҫав калаҫӑва ҫырса хума хавхалантарнӑ (Аввак. 2:2).

3 Ҫав калаҫусӑр пуҫне Библире Аввакум пирки ним те ҫырман. Ҫапах та ҫав кӗнекене пире «тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн... ӳкӗтлесе ҫырнӑ» (Рим 15:4). Вӑл пире кашнине мӗнле усӑ пама пултарать? Ӑна пула эпир Иеговӑна шанни мӗне пӗлтернине пӗлме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Аввакум кӗнеки пире йывӑр вӑхӑтра та эпир ӑшра канӑҫлӑх туйма пултарасса шантарать. Айтӑр ҫак кӗнекепе ҫывӑхрах паллашар.

ИЕГОВӐНА КӖЛТӐВӐР

4. Мӗншӗн Аввакум чун канӑҫлӑхне ҫухатнӑ?

4 Аввакум 1:2, 3 вуласа пар. Аввакум питӗ йывӑр вӑхӑтра пурӑннӑ. Усал, хаяр ҫынсем хушшинче пурӑнса вӑл самай хуйхӑрнӑ. Ентешӗсем пӗр-пӗрне улталанӑ тата хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа Аввакума ҫак ыйтусем канӑҫ паман: «Усаллӑх хӑҫан тӗп пулӗ-ши? Мӗншӗн Иегова тӑхтаса тӑрать?» Ӑна пӗр шанчӑк та ҫук пек туйӑннӑ пулӗ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑна усала пӗтерме йӑлӑннӑ. Аввакум Иеговӑшӑн пурпӗрех тесе шутлама пултарнӑ. Тен, сирӗн те ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ.

5. Аввакум кӗнеки пире мӗнле питӗ кирлӗ япалана вӗрентет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Нивушлӗ Аввакум Иеговӑна тата вӑл панӑ сӑмаха шанма пӑрахнӑ? Паллах, ҫук! Пророк хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине ҫынна мар, Иеговӑна каласа пани вӑл хуйха ӳкменнине кӑтартать. Аввакум Иегова усаллӑха пӗтерме тата хӑйӗн пророкне асапран хӑтарма мӗншӗн ҫавӑн чул вӑхӑт хушши тӑхтаса тӑнине ӑнланман, ҫавӑнпа питӗ куляннӑ. Мӗншӗн Турӑ Аввакума хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ҫырса хума хавхалантарнӑ? Мӗншӗн тесен вӑл пире питӗ кирлӗ япалана вӗрентесшӗн: хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлӗре каласа пама хӑрамалла мар. Иегова пире хамӑрӑн туйӑмсене уҫса пама хавхалантарать (Пс. 49:15; 61:9). Ытарӑшсем 3:5-мӗшӗнче каланӑ: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан». Аввакум ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ.

6. Иеговӑна мӗншӗн кӗлтумалла?

6 Аввакум Иеговӑна, хӑйӗн Тусне тата Ашшӗне, шаннӑ, унпа ҫывӑхланмашкӑн тата ытларах вӑй хунӑ. Ҫав йывӑр лару-тӑрура вӑл хӑйӗн ӑс-тӑнне шанман, ун вырӑнне вӑл хӑй мӗн туйнине пӗтӗмпех Иеговӑна каласа панӑ. Ҫак енчен Аввакум пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иегова «кӗлтунине илтет», вӑл пире хӑйне шанма тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа пама хавхалантарать (Пс. 64:3). Ҫапла вара эпир Иегова пирӗн кӗлӗсене илтсе хуравланине курма пултарӑпӑр — пире йӑпатса тата канаш парса ҫепӗҫҫӗн ыталанине туйӑпӑр (Пс. 72:23, 24). Эпир кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Иегова пире хамӑр лару-тӑру ҫине хӑй пек пӑхма пулӑшӗ. Чӗререн кӗлтуни Иеговӑна шанса тӑнине кӑтартмалли чи лайӑх май.

ИЕГОВӐНА ИТЛӖР

7. Аввакум хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн Иегова мӗн тунӑ?

7 Аввакум 1:5—7 вуласа пар. Аввакум пӗтӗмпех Иеговӑн аллине шанса панӑ хыҫҫӑн Турӑ мӗнле хуравлать-ши тесе шутланӑ пулӗ. Юратакан Атте пулнӑ май Иегова Аввакумӑн туйӑмӗсене ӑнланнӑ, ҫавӑнпа хӑйӗн пророкне чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗрен каланӑ сӑмахӗсемшӗн айӑпламан. Иегова пророка пӑлхавҫӑ еврейсене мӗн кӗтни ҫинчен — йӗркесӗрлӗхе кӗҫех пӗтересси ҫинчен — пӗлтернӗ. Аввакум ҫавӑн ҫинчен пӗлекенсенчен пӗрремӗшӗ пулнӑ пулас.

8. Мӗншӗн Иеговӑн хуравӗ Аввакума аптратсах янӑ?

8 Иегова Аввакума усал, хаяр ҫынсене кӗҫех наказани паратӑп тесе шантарнӑ. «Сирӗн ӗмӗрте» тени Иегова хӑйӗн приговорне пророк вӑхӑтӗнче е унпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ еврейсен вӑхӑтӗнче пурнӑҫа кӗртессине кӑтартнӑ. Иеговӑн хуравӗ Аввакума аптратсах янӑ: Иуда ҫыннисене тата ытларах хӗн-хур кӗтет иккен. Иеговӑн саккунӗсене пӗлнӗ еврейсемпе танлаштарсан, халдейсем, е вавилонянсем, чылай хаяртарах пулнӑ. Мӗншӗн Иегова хӑйӗн халӑхне йӗрӗхсене пуҫҫапакан тискер халӑх аллине пама шут тытнӑ? Иегова сире ҫавӑн пек хыпар пӗлтернӗ пулсан эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр?

9. Аввакума мӗнле ыйтусем пӑшӑрхантарнӑ?

9 Аввакум 1:12—14, 17 вуласа пар. Иегова Аввакума усал тӑвакансене мӗнле наказани парассине пӗлтернӗ пулин те, пророк ҫав-ҫавах пӗтӗмпех ӑнланса илеймен. Ҫавна пӑхмасӑрах вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса малалла та Турӑ пирки «манӑн Чул Хысакӑм» тенӗ (Сак. аст. 32:4; Ис. 26:4). Аввакум тӳсӗмлӗ пулнӑ тата Иегова юратакан та ырӑ кӑмӑллӑ Турӑ пулнине унчченхи пекех ҫирӗп ӗненнӗ, ҫавӑнпа ҫакӑн пек ыйтусем пама хӑраман: мӗншӗн Турӑ Иудӑри лару-тӑрӑва йывӑрланма парӗ? Мӗншӗн вӑл усаллӑха пӗтерме васкамасть? Мӗншӗн Пурне те Тума Пултаракан Турӑ хӗн-асап нумайланса пыни ҫине ним тумасӑр пӑхса тӑрӗ? Мӗншӗн вӑл таврари йӗркесӗрлӗх ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑрӗ? Иегова святой Турӑ вӗт, усал ӗҫсем унӑн таса куҫӗ валли мар.

10. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне пирӗн туйӑмсем Аваккумӑнни пекех пулма пултараҫҫӗ?

10 Хӑш-пӗр чухне пирӗн туйӑмсем Аввакумӑнни пекех пулма пултараҫҫӗ. Эпир Иегова мӗн каланине итлетпӗр, ӑна шанатпӑр тата унӑн Сӑмахне вӗренетпӗр. Ҫакӑ пирӗн шанчӑка ҫирӗплетет. Унсӑр пуҫне, Туррӑн организацийӗ вӗрентнине пула та эпир Иегова мӗн-мӗн тума сӑмах пани ҫинчен ытларах пӗлсе пыратпӑр. Ҫапах та пире ҫак ыйту пӑшӑрхантарма пултарать: «Хӑҫан асапланма пӑрахӑпӑр-ши?» Айтӑр Аввакум малалла мӗн тунине пӗлер тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.

ИЕГОВӐНА КӖТӖР

11. Иеговӑпа калаҫсан Аввакум мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

11 Аввакум 2:1 вуласа пар. Иеговӑпа калаҫни Аввакума чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшнӑ. Вӑл Иегова йӗркесӗрлӗхе пӗтерессе кӗтме ҫирӗп шут тытнӑ. Пророк «хӗн-асап кунне эпӗ лӑпкӑн кӗтӗп» тесе пӗрре анчах мар каланӑ (Аввак. 3:16, ҪТ). Туррӑн ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем те Иегова ҫине шанса ӑна тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Вӗсен тӗслӗхӗ пире те ҫапла тума хавхалантарать (Мих. 7:7; Иак. 5:7, 8).

12. Аввакум тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

12 Аввакум Иеговӑна кӗтме ҫирӗп шут тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Пӗрремӗшӗнчен, кирек мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та пирӗн Иеговӑна кӗлтума пӑрахмалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ тата организацийӗ урлӑ мӗне вӗрентнине итлемелле. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Иеговӑна кӗтмелле тата вӑл пире кирлӗ вӑхӑтра пур асапран та хӑтарасси пирки пӗртте иккӗленмелле мар. Аввакум пекех Иеговӑпа ҫывӑх туспа калаҫнӑ пек калаҫатпӑр пулсан, вӑл мӗн каланине итлетпӗр пулсан тата ӑна тӳсӗмлӗн кӗтетпӗр пулсан, пирӗн чӗрере канӑҫлӑх пулӗ тата тӗрӗслев вӑхӑтӗнче эпир ҫирӗп пулӑпӑр. Шанчӑк пире тӳсӗмлӗ пулма пулӑшӗ, вара эпир ниме пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулӑпӑр. Унсӑр пуҫне, шанчӑк пире ҫӳлти Атте усала пӗтерессе ҫирӗп шанма пулӑшӗ (Рим 12:12).

13. Аввакум 2:3-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗн пирки шантараҫҫӗ?

13 Аввакум 2:3 вуласа пар. Аввакум Турра тӳсӗмлӗн кӗтме шут тытнӑ. Ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарнӑ паллах. Пурне те Тума Пултаракан Турӑ Аввакума мӗн тери йывӑр пулнине питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Иегова хӑйӗн пророкне ӑшшӑн йӑпатнӑ тата ӑна канӑҫ паман ыйтӑвӗсем ҫине кӗҫех хуравласса шантарнӑ. Вӑл Аввакума ҫапла каланӑ теме пулать: «Чӑтсам кӑштах, шан мана. Эпӗ сан кӗлле илтрӗм. Хуравӗ вӑраххӑн килес пек туйӑнать пулсассӑн та, вӑл пурпӗрех пулать». Иегова пророка хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлас вӑхӑта палӑртса хуни пирки аса илтернӗ. Вӑл ӑна малалла та кӗтме хавхалантарнӑ. Аввакум кӗтни вара кӑлӑхах пулман.

Мӗншӗн эпир Иеговӑшӑн хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасшӑн? (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Йывӑр килнӗ чухне пирӗн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулмалла?

14 Пирӗн те йывӑр килнӗ чухне Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтмелле тата ӑна тимлӗ итлемелле, вара эпир ӑна ҫирӗп шанса тӑрӑпӑр тата чун канӑҫлӑхне ҫухатмӑпӑр. Иисус пире «вӑхӑт е тапхӑр» ҫинчен ытлашши шухӑшласран асӑрхаттарнӑ (Ап. ӗҫ. 1:7). Хӑҫан мӗн тумаллине Иегова пуринчен лайӑхрах пӗлет. Ҫавӑнпа та парӑнар мар, малалла та Турра ҫирӗп шанар, чӑтӑмлӑ пулар тата хамӑра кӗҫӗне хурар. Ҫавӑн пекех Иеговӑна кӗтнӗ май вӑхӑтпа ӑслӑ-тӑнлӑ усӑ курса сӑваплӑ ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те тӑвар (Марк 13:35—37; Гал. 6:9).

ИЕГОВА ХӐЙНЕ ШАНАКАНСЕНЕ ӖМӖРЛӖХ ПУРНӐҪ ПАРӖ

15, 16. а) Аввакум кӗнекинче мӗн-мӗн пирки шантарса ҫырнӑ? ӑ) Ҫавӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Турӑ «тӳрӗ ҫын... хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» тесе, «ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавне пӗлнипе тулса ҫитӗ» тесе сӑмах парать (Аввак. 2:4, 14). Эппин, Иеговӑна шанса тӳсӗмлӗ пулнисене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ кӗтет.

16 Аввакум 2:4-мӗшӗнче Иегова мӗн пирки сӑмах пани ҫинчен шухӑшлар. Ҫав сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑран Павел апостол вӗсене хӑйӗн ҫырӑвӗсенче виҫӗ хутчен илсе панӑ (Рим 1:17; Гал. 3:11; Евр. 10:38). Йывӑр вӑхӑтра ӗненӗве ҫирӗп упратпӑр пулсан тата Турра шанатпӑр пулсан, вӑл хӑйӗн сӑмахне мӗнле пурнӑҫланине хамӑр куҫпа курӑпӑр. Иегова эпир хамӑрӑн чаплӑ шанчӑка асра тытасса кӗтет.

17. Иегова хӑйне шанакансене мӗн пирки сӑмах парать?

17 Аввакум кӗнеки ҫак юлашки кунсенче пурӑнакансене питӗ кирлӗ япалана вӗрентет. Иегова хӑйне ӗненсе, шанса пурӑнакансене пурне те ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать. Ҫавӑнпа та кирек мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан та айтӑр малалла та Иеговӑна хытӑ шанар. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшатӑп тата ҫӑлатӑп тесе Аввакум урлӑ шантарать. Иегова пире хӑйне шанма тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре ертсе пырас вӑхӑта чӑтӑмлӑн кӗтме хавхалантарать. Ун чухне ҫӗр ҫинче телейлӗ, йӑваш кӑмӑллӑ ҫынсем ҫеҫ пурӑнӗҫ (Матф. 5:5; Евр. 10:36—39).

ИЕГОВӐНА ШАНӐР ТАТА САВӐНӐҪЛӐ ПУЛӐР

18. Иеговӑн сӑмахӗсем Аввакум ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

18 Аввакум 3:16—19 вуласа пар. Иеговӑн сӑмахӗсем Аввакум ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн ӗлӗк-авал мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем туни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна Иеговӑна тата хытӑрах шанма пулӑшнӑ. Аввакум хӑйӗн пӗр вӑхӑт хушши усаллӑха чӑтма тивессе ӑнланнӑ, анчах та ӑна Турӑ йӗркесӗрлӗхе кӗҫех пӗтересси ҫинчен пӗлни йӑпатнӑ. Аввакумӑн иккӗленӳсем сирӗлнӗ, халӗ вӑл хӑйне Иегова ҫӑласса ҫирӗп шаннӑ, ҫавӑнпа питӗ хӗпӗртенӗ. 18-мӗш сӑвӑ йӗркинчи пророкӑн сӑмахӗсем вӑл Иеговӑна чун-чӗререн шаннине кӑтартаҫҫӗ. Хӑш-пӗр Библи тӗпчевҫисем шутланӑ тӑрӑх, ҫав сӑмахсене ҫапла куҫарма пулать: «Ҫӳлхуҫашӑн савӑннипе сиккелесе ҫӳрӗп, Турӑшӑн хӗпӗртесе хам тавра ҫаврӑнӑп». Ҫак сӑмахсем мӗн тери хавхалантараҫҫӗ! Иегова пире чаплӑ шанчӑк парнеленӗ ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлас тесе мӗн тумаллине пурне те тӑвать.

19. Иегова пире те Аввакума йӑпатнӑ пекех йӑпаттӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

19 Аввакум кӗнекин тӗп тӗллевӗ — Иегова ҫине шанса пурӑнма вӗрентесси (Аввак. 2:4). Иеговӑна шанма вӗренмешкӗн пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле. Ҫавӑнпа пирӗн 1) хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине веҫех Иеговӑна каласа памалла; 2) Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ тата хӑйӗн организацийӗ урлӑ мӗн каланине тимлӗ итлемелле; 3) Иеговӑна хытӑ ӗненмелле тата вӑл хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫласса тӳсӗмлӗн кӗтмелле. Аввакум шӑп ҫапла тунӑ та. Иеговӑпа калаҫма пуҫланӑ чухне Аввакумӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑнчӑк пулнӑ, анчах та унӑн юлашки сӑмахӗсенче вӑл савӑнӑҫлӑ пулни тата Иеговӑна ҫирӗп шанни курӑнать. Айтӑр Аввакумран тӗслӗх илер, вара эпир те хамӑра ҫӳлти Аттемӗрӗн ытамӗнче пулнӑ пек туйӑпӑр. Ҫак усал тӗнчере ҫавӑн пек йӑпату тупма пулать-и вара?