Ырӑ кӑмӑл сӑмахсемпе ӗҫсенче курӑнать
ЫРӐ сӑмахсемпе ӗҫсем хавхалантарма тата йӑпатма пултараҫҫӗ. Ыттисем хамӑрпа ырӑ пулни тата пирӗншӗн тӑрӑшни пире килӗшет — пирӗн чӗре пархатарлӑхпа тулать. Пире те ырӑ кӑмӑллӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
Ырӑ кӑмӑллӑ пулни ыттисемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшнине пӗлтерет, ҫакӑ вара сӑмахсемпе ӗҫсенче курӑнать. Чӑннипех те ырӑ ҫын хисеплӗн те сӑпайлӑн калаҫать кӑна мар, вӑл ыттисене хытӑ юратать тата вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшать. Анчах та чи кирли вӑл — ырӑ кӑмӑл святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри, ӑна кашни христианинӑн аталантармалла (Гал. 5:22, 23). Айтӑр Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫак лайӑх ене мӗнле кӑтартнине тата эпир вӗсенчен мӗнле тӗслӗх илме пултарнине пӑхса тухар.
ИЕГОВА ПУРИНПЕ ТЕ ЫРӐ КӐМӐЛЛӐ
Иегова пуриншӗн те, ҫав шутрах «пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те», ырӑ (Лука 6:35). «Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матф. 5:45). Ҫавӑнпа Иегова пурне те тунине ӗненмен ҫынсем те вӑл паракан ырӑлӑхсемпе усӑ курса савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Иегова Адампа Евӑпа мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Адампа Ева «смоква йывӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ». Анчах та Иегова вӗсене юрӑхлӑрах тумтир кирлӗ пуласса ӑнланнӑ: вӑл Эдем тулашӗнчи ҫӗре ылханнӑ, ҫавӑнпа унта «йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем» ӳсме пуҫланӑ. Турӑ Адампа Евӑшӑн тӑрӑшса вӑрӑм «тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ» (Пулт. 3:7, 17, 18, 21).
Иегова усаллисемшӗн те ырӑ пулсан та, ӑна уйрӑмах хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ырӑлӑх кӑтартма килӗшет. Тӗслӗхрен, Захария пророк вӑхӑтӗнче иудейсем Иерусалимри храма ҫӗнӗрен тӑвас ӗҫе пӑрахсан Туррӑн ангелӗ кулянса ӳкнӗ. Хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каланӑ чухне Иегова ӑна тимлӗ итленӗ те «ырӑ сӑмахсем, лӑплантаракан сӑмахсем» каланӑ (Зах. 1:12, 13). Ҫавӑн евӗрлех вӑл Илия пророкшӑн та тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче вӑл питӗ хытӑ хуйхӑрнӑран Иеговӑран вилӗм ыйтнӑ. Турӑ пророкӑн туйӑмӗсене ӑнланнӑ, вӑл ӑна хавхалантарма ангела янӑ. Илия Туррӑн пророкӗсенчен эпӗ ҫеҫ юлтӑм тесе шутланӑ, анчах та Иегова ӑна вӑл пӗччен пулманнине пӗлтернӗ. Иеговӑн ырӑ та хавхалантаракан сӑмахӗсем Илияна уншӑн малалла та ӗҫлеме пулӑшнӑ (3 Патш. 19:1—18). Иегова пекех ырӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен кам чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
ИИСУС ЫТТИСЕМПЕ ҪАВ ТЕРИ ЫРӐ ПУЛНӐ
Ҫӗр ҫинче Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне Иисус ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ тата ыттисен Матф. 11:28—30). Иисус ырӑ пулнине кура халӑх, вӑл кирек ӑҫта кайсан та, ун хыҫҫӑн утнӑ. Турӑ Ывӑлӗ ҫынсене хӗрхеннӗрен вӗсене сыватнӑ, апат ҫитернӗ тата хӑйӗн Ашшӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха вӗрентнӗ (Матф. 14:14; 15:32—38; Марк 6:34).
туйӑмӗсене шута илнӗ. Вӑл нихӑҫан та ыттисемпе хуҫаланман тата никампа та тӳрккессӗн калаҫман. Иисус ҫынсене хӗрхенсе ҫапла каланӑ: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп» (Иисус ҫынсемпе ҫав тери ырӑ пулни вӑл вӗсене ӑнланнинче курӑннӑ. Хӑйне меллӗ мар пулнӑ чухне те вӑл хӑйӗнчен пулӑшу ыйтакансене пурне те ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнӑ (Лука 9:10, 11). Тӗслӗхрен, юн кайнипе асапланнӑ хӗрарӑм сипленес тесе унӑн тумтирне сӗртӗнсен, Иисус ӑна, хӑраса ӳкнӗскере, ятламан. Ҫав хӗрарӑм Моисей саккунӗ тӑрӑх таса мар шутланнӑ (Лев. 15:25—28). Иисус 12 ҫул хушши асапланса пурӑннӑ хӗрарӑма хӗрхенсе ҫапла каланӑ: «Хӗрӗм! Ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул» (Марк 5:25—34). Иисус ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет!
ЫРӐ ӖҪСЕМ ТӐВӐР
Эпир пӑхса тухнӑ тӗслӗхсенчен ҫакӑ паллӑ: ырӑ кӑмӑллӑ пулни ӗҫсенче курӑнать. Ырӑ ӗҫсем тума питӗ кирлине кӑтартас тесе Иисус ырӑ самаритянин ҫинчен ытарӑш каласа панӑ. Самарипе Иудея ҫыннисем тӑшманла пурӑннӑ пулсан та, самаритянин вилес патне ҫитнӗ иудея — хӗнесе ҫаратса ҫул хӗрринче пӑрахса хӑварнӑскере — пулӑшнӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран самаритянин унӑн суранӗсене тасатса ҫыхнӑ та ӑна хӑна килне илсе ҫитернӗ. Вӑл хӑна килӗ хуҫине ҫав ҫыншӑн тӑрӑштӑр тесе укҫа панӑ та: «Ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп»,— тесе сӑмах панӑ (Лука 10:29—37).
Унсӑр пуҫне, ырӑ кӑмӑллӑ пулни ыттисене хавхалантарнинче тата вӗсен туйӑмӗсене ӑнланнинче курӑнать. Библире каланӑ: «Чӗри тӗлкӗшни этеме хавшатать, ырӑ сӑмах вара — савӑнтарать» (Ытар. 12:25). Ырӑ кӑмӑл тата ырӑлӑх кӑмӑла ҫӗклентерекен, вӑй кӗртекен сӑмахсем калама хавхалантарать *. Ҫапла тусан эпир ҫынсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартӑпӑр. Пирӗн ырӑ сӑмахсем ыттисене хӑйсен йывӑрлӑхӗсене ҫӗнтерме пулӑшӗҫ (Ытар. 16:24).
ЫРӐ ПУЛМА МӖНЛЕ ВӖРЕНМЕЛЛЕ?
Турӑ ҫынсене «Хӑй сӑнарлӑ» пултарнине пула вӗсем унӑн паха енӗсене, ҫав шутрах ырӑ кӑмӑллӑха та, кӑтартма пултараҫҫӗ (Пулт. 1:27). Тӗслӗхрен, Рим ҫарӗн ҫӗр ҫын пуҫлӑхӗ Юлий, Павела хуралласа Рима ӑсатнӑскер, Павелпа ырӑ пулнӑ — «ӑна тусӗсем патне кайса вӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма» чарман (Ап. ӗҫ. 27:3). Каярах, Павелпа ытти ҫынсем ишсе пынӑ карап путсан, Мальта утравӗ ҫинче пурӑнакан ҫынсем вӗсемпе питӗ ырӑ пулнӑ, ӑшӑнма пултарччӑр тесе кӑвайт та чӗртнӗ (Ап. ӗҫ. 28:1, 2). Ҫакӑншӑн вӗсене мухтама пулать, анчах та ырӑ кӑмӑллӑ пулни хутран-ситрен ҫеҫ ырӑ ӗҫсем тунине пӗлтермест.
Турра савӑнтарса пурӑнас тетпӗр пулсан пирӗн ялан ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Иегова пире: «Ырӑлӑхлӑ... пулӑр»,— тет (Кол. 3:12). Паллах, ҫакна тума ҫӑмӑл мар. Мӗншӗн? Пире вӑтанчӑк пулни, хӑш-пӗр чухне хамӑр ҫинчен ҫеҫ шухӑшлани е ыттисем хирӗҫ тӑни чӑрмантарма пултарать. Апла пулин те, святой сывлӑш ҫине шансан тата ырӑ пулас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илсен, эпир ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерме пултарӑпӑр (1 Кор. 2:12).
Ырӑ кӑмӑллӑ пулас тесен тата мӗн тума пулать? Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Эпӗ ыттисене тимлӗ итлеме тата вӗсен туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшатӑп-и? Вӗсене мӗн кирлине асӑрхатӑп-и? Хамӑн тус-хурӑнташ пулман ҫынна эпӗ хӑҫан юлашки хут ырӑ турӑм?» Ҫак ыйтусем ҫине хуравланӑ хыҫҫӑн, тӗслӗхрен, хӑвӑр таврари ҫынсене, уйрӑмах, пухури тӑвансене, лайӑхрах пӗлме тӗллев лартма пулать. Ҫапла тусан эсир вӗсем мӗнле лару-тӑрура пулнине тата вӗсене мӗн кирлине курма пултарӑр. Кайран вара ыттисене ырӑ тӑвас тесе хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ыттисен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан манӑн хамшӑн мӗн тутарас килнӗ пулӗччӗ?» (Матф. 7:12). Ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма Иеговӑран пулӑшу ыйтсан вӑл пире пиллетех (Лука 11:13).
ЫРӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ ЫТТИСЕНЕ ЧӐНЛӐХА ЙЫШӐНМА ХАВХАЛАНТАРАТЬ
Павел апостол Туррӑн ӗҫлекенӗ пулнӑ май хӑй ыттисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинчен каланӑ чухне ырӑ кӑмӑллӑха асӑннӑ (2 Кор. 6:3—6). Павел ҫынсемпе чун-чӗререн интересленни унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсенче курӑннӑ, ҫавӑнпа ҫынсем ун патне туртӑннӑ (Ап. ӗҫ. 28:30, 31). Эпир ырӑ кӑмӑллӑ пулни те ыттисене чӑнлӑха йышӑнма хавхалантарма пултарать. Пуринпе те, ҫав шутрах пире хирӗҫ тӑракансемпе те, ырӑ пулатпӑр пулсан эпир, тен, вӗсен чӗрисене ҫемҫетӗпӗр, вара вӗсем хӑйсене лӑпкӑрах тытӗҫ (Рим 12:20). Вӑхӑт иртсен, тен, вӗсенчен хӑшӗ те пулин Библипе интересленме пуҫлӗ.
Ҫӗр ҫинчи райра шутсӑр нумай ҫын чӗрӗлсе тӑрӗ. Ун чухне вӗсем, паллах, чӑн-чӑн ырӑлӑха туйса илӗҫ. Тен, унччен вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫав ырӑлӑха туйса та курман. Пархатарлӑ пулнӑран вӗсем те ыттисемпе ырӑ пулӗҫ. Ыттисене ырӑ тӑвас теменнисем вара Турӑ ертсе пынӑ чухне ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатӗҫ. Турӑ паракан ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илекенсем пӗр-пӗрне юратӗҫ тата ыттисемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулӗҫ (Пс. 36:9—11). Ун чухне мӗн тери мирлӗ те хӑрушлӑхсӑр пурнӑҫ пулӗ! Ырӑ кӑмӑллӑ пулни халех мӗнле усӑ парать?
ЫРӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛНИ НУМАЙ УСӐ ПАРАТЬ
«Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет»,— тенӗ Библире (Ытар. 11:17). Ҫынсем ырӑ кӑмӑллисем патне туртӑнаҫҫӗ тата ытларах чухне хӑйсем те ырӑпа тавӑрма тӑрӑшаҫҫӗ. Иисус каланӑ: «Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ» (Лука 6:38). Апла пулсан ырӑ ҫынна туссем тупма тата туслӑха упрама ҫӑмӑлтарах.
Павел Эфесри христиансене: «Пӗр-пӗриншӗн ырӑ пулӑр, пӗр-пӗрне хӗрхенӗр... пӗр-пӗрне каҫарӑр»,— тенӗ (Эф. 4:32). Тӑвансем пӗр-пӗринпе хӗрхенекен, ырӑ кӑмӑллӑ пулма тата пӗр-пӗрне пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ пухушӑн чӑн-чӑн пиллӗх пулӗ. Ҫавӑн пек христиансем нихӑҫан та тӳрккессӗн калаҫмӗҫ, пӗр-пӗрне критиклемӗҫ, йӗплӗ сӑмахсем каламӗҫ тата элеклесе сӑмах сармӗҫ. Ун вырӑнне вӗсем ыттисене хавхалантарма тӑрӑшӗҫ (Ытар. 12:18). Ҫавна пула пуху ҫирӗпленсе пырӗ тата Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлӗ.
Куртӑмӑр ӗнтӗ, ырӑ кӑмӑл сӑмахсемпе ӗҫсенче курӑнать. Ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшсан эпир хамӑрӑн ырӑ та тимлӗ Иегова Турӑран тӗслӗх илетпӗр (Эф. 5:1). Ҫавна пула пирӗн пухури пӗрлӗх ҫирӗпленсе пырать тата ҫакӑ ыттисене чӑнлӑха йышӑнма хавхалантарать. Айтӑр яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулар!
^ 13 абз. Ырӑлӑх пирки святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен калакан статьясенчен пӗринче пӑхса тухӑпӑр.