Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

«Чӑнлӑха туян... ан сут»

«Чӑнлӑха туян... ан сут»

«Чӑнлӑха туян, ӑслӑлӑха, вӗрентнине, ӑс-хакӑла ан сут» (ЫТАР. 23:23).

ЮРӐСЕМ: 94, 96

1, 2. а) Пирӗн пурнӑҫра мӗн чи хакли? ӑ) Эпир мӗнле чӑнлӑхсене хаклатпӑр тата мӗншӗн? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ПУРНӐҪРА мӗн чи хакли? Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май эпир ҫак ыйту ҫине ҫӑмӑллӑнах хуравлама пултаратпӑр. Ку вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусем. Ҫак хутшӑнусене эпир нимпе те ылмаштармӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир Библири чӑнлӑха хаклатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пире хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗрпе ҫывӑхланма май пачӗ (Кол. 1:9, 10).

2 Шухӑшласа пӑхӑр-ха: пирӗн Аслӑ Вӗрентекен хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ мӗн тери нумай чӑнлӑха пӗлме май парать! Вӑл хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшне тата паха енӗсене уҫса парать. Ҫавӑн пекех Мессианла Патшалӑхӗ ҫинчен тата пире хытӑ юратнӑран хӑйӗн хаклӑ Ывӑлне пирӗншӗн пани ҫинчен те каласа парать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене вӑл пӗлӗтре пурӑнма, «урӑх сурӑхсене» вара ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма шанчӑк парнелет (Иоанн 10:16). Унсӑр пуҫне, Иегова пире мӗнле пурӑнмаллине кӑтартса парать. Эпир ҫак чӑнлӑхсене пурне те питӗ хаклатпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пире Пурнӑҫ Параканпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ тата пирӗн пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑваҫҫӗ.

3. Турӑ пирӗнтен чӑнлӑхшӑн укҫа парасса кӗтет-и?

3 Иегова — уҫӑ кӑмӑлпа паракан Турӑ. Чӑнлӑха шыракансене вӑл нумай ырӑлӑх парать. Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне те шеллемен. Иегова пирӗнтен чӑнлӑхшӑн укҫа парасса кӗтмест. Сӑмахран, пӗррехинче Симон ятлӑ ҫын чиртен сыватма хӑват илес тесе Петр апостола кӗмӗл сӗннӗ. Петр ӑна сивлесе: «Санӑн кӗмӗлӳ хӑвӑнпа пӗрлех пӗттӗр: эсӗ Турӑ тивлетне укҫалла илме шухӑш тытрӑн»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 8:18—20). Апла «чӑнлӑха туян» тенине мӗнле ӑнланмалла-ши?

«ЧӐНЛӐХА ТУЯН» ТЕНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

4. Ҫак статьяран эпир чӑнлӑх ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?

4 Ытарӑшсем 23:23 вуласа пар. Турӑ Сӑмахӗнче чӑнлӑха тупас тесен вӑй хумалла. Чӑнлӑхшӑн пирӗн кирек мӗн те пама хатӗр пулмалла. Ытарӑшсем кӗнекере каланӑ тӑрӑх, чӑнлӑха туяннӑ, е пӗлнӗ, пулсассӑн ӑна сутмалла мар, е унпа пурӑнма пӑрахмалла мар. Айтӑр «чӑнлӑха туян» тени мӗне пӗлтернине тата хӑш-пӗр чухне уншӑн мӗн пама тивнине пӑхса тухар. Ҫакӑ пире чӑнлӑхшӑн пархатарлӑрах пулма тата ӑна сутас мар тесе ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, эпир мӗншӗн чӑнлӑх пуринчен те хаклӑ пулнине курӑпӑр.

5, 6. а) Чӑнлӑха тӳлевсӗрех мӗнле туянма пулать? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Чӑнлӑх пире мӗнле усӑ парать?

5 Тӳлевсӗрех паракан япаласене илес тесен те хушӑран вӑй хумалла. Ытарӑшсем 23:23-мӗшӗнче «туян» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ мӗн те пулин хаклине илес тесен вӑй хумаллине е ҫавӑншӑн мӗн те пулин пама хатӗр пулмаллине пӗлтерет. Ҫак шухӑша пӗр тӗслӗх ӑнланма пулӑшать. Калӑпӑр, эсир пасарта банансене тӳлевсӗрех пани ҫинчен илтрӗр. Вӗсем сӗтел ҫине хӑйсемех килсе ларӗҫ-и? Паллах, ҫук. Банансене илес тесен пасара каяс пулать. Вӗсемшӗн тӳлемелле мар пулсан та вӗсене илме вӑй хумалла. Чӑнлӑхшӑн та укҫа тӳлемелле мар, анчах та вӑй хумасӑр ӑна илеймӗн.

6 Исаия 55:1—3 вуласа пар. Турӑ хавхалантарнипе Исаия ҫырнӑ сӑмахсем «чӑнлӑха туян» тенине лайӑхрах ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Иегова чӑнлӑх сӑмахӗсене шывпа, сӗтпе тата эрехпе танлаштарать. Таса сивӗ шыв уҫӑлтарса янӑ пекех Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсем те чуна уҫӑлтараҫҫӗ. Сӗт ачана ҫирӗп сывлӑхлӑ ӳсме пулӑшать, Библири чӑнлӑхсем вара пире Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иегова хӑйӗн сӑмахӗсене эрехпе танлаштарнӑ. Мӗншӗн? Библире эрех ҫынна савӑнтарать тенӗ (Пс. 103:15). Апла пулсан, «эрех... туянӑр» тесе каланипе Иегова пире ҫакна кӑтартать: чӑнлӑх сӑмахӗсемпе пурӑнни телей кӳрет (Пс. 18:9). Иегова ҫак илемлӗ танлаштарусене ҫырса парса эпир чӑнлӑха вӗренни тата унпа пурӑнни мӗнле усӑ пама пултарнине кӑтартнӑ. Халӗ вара айтӑр чӑнлӑха туянас тесе хӑш-пӗрисем мӗн панине пӑхса тухар.

ЧӐНЛӐХА ТУЯНАС ТЕСЕ ЭСИР МӖН ПАНӐ?

7, 8. а) Чӑнлӑха туянас тесен мӗншӗн вӑхӑт уйӑрмалла? ӑ) Пӗр хӗр чӑнлӑха туянас тесе мӗн панӑ тата вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

7 Вӑхӑт. Чӑнлӑха туянас тесен ҫак хака пурин те тӳлемелле. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара итлеме, кайран вара Библие тата ӑна ӑнланма пулӑшакан публикацисене вулама, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме тата унта ҫӳреме вӑхӑт уйӑрмалла. Ҫак ӗҫсене тума вӑхӑт тупас тесен, тен, ҫав териех пӗлтерӗшлӗ мар хӑш-пӗр ӗҫсене тумасӑр хӑвармалла. (Эфес 5:15, 16 вуласа пар.) Библин тӗп вӗрентӗвӗсене лайӑх ӑнланмашкӑн мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Кашни ҫынна тӗрлӗрен. Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен, ҫулӗсем тата ӗҫӗсем ҫинчен пӗр вӗҫӗм пӗлсе пыма пулать (Рим 11:33). «Хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмӗнче чӑнлӑха «черченкӗ чечекпе» танлаштарнӑ. Унта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пӗр чечек илнипех ан ҫырлахӑр. Пӗр чечек ҫеҫ ҫителӗклӗ пулнӑ пулсассӑн, ыттисем пулман пулӗччӗҫ. Пуҫтарӑр, пӗр чарӑнмасӑр шырӑр». Эпир хамӑра ҫапла ыйту пама пултаратпӑр: «Манӑн чӑнлӑх ҫыххинче чечек нумай-и?» Эпир ӗмӗр-ӗмӗрӗпе Иегова ҫинчен ҫӗннине пӗлсе пырӑпӑр. Халӗ вара пирӗн хамӑрӑн вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курса чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшмалла. Айтӑр чӑнлӑха шыранӑ пӗр хӗрӗн тӗслӗхне пӑхса тухар.

8 Марико * ятлӑ пӗр хӗр Японирен Нью-Йорка (АПШ) косметолога вӗренме куҫса килнӗ. Вӑл пӗр тӗн юхӑмне, Японире 1950 ҫулсен вӗҫӗнче пуҫланса кайнӑскере, хутшӑннӑ пулнӑ. Пӗррехинче пирӗн хӗрарӑм тӑван, пионер пулса ӗҫленӗскер, килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне Марикона тӗл пулнӑ. Марико Библи вӗренме пуҫланӑ. Мӗн пӗлсе пыни ҫав тери килӗшнӗрен вӑл хӑйӗнпе эрнере икӗ хутчен Библи вӗренме ыйтнӑ. Косметолога вӗреннине тата тулли мар кун ӗҫленине пула пушӑ вӑхӑт сахал пулнӑ пулин те Марико тӳрех пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне, Библи вӗренме ытларах вӑхӑт пултӑр тесе вӑл канма сахалтарах вӑхӑт уйӑрма шутланӑ. Ҫапла вӑй хунине пула Марико Иеговӑпа ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланса пынӑ. Пӗр ҫул та иртмен, вӑл шыва кӗнӗ. Ултӑ уйӑх иртсен вара, 2006 ҫулта, Марико пионер пулса тӑнӑ. Вӑл халӗ те пионер пулса ӗҫлет.

9, 10. а) Чӑнлӑха пӗлнӗ хыҫҫӑн эпир ырлӑх-пурлӑх ҫине мӗнле пӑхма пуҫлатпӑр? ӑ) Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм чӑнлӑхшӑн мӗн панӑ тата ҫавӑн ҫинчен вӑл мӗн калать?

9 Ырлӑх-пурлӑх. Чӑнлӑха туянас тесе хӑш-пӗр чухне пысӑк укҫа ӗҫлесе илме май паракан ӗҫе е карьера тума пӑрахма тивет. Иисус пулӑҫсем пулнӑ Петрпа Иакова «ҫын тытакансем» пулма чӗнсен вӗсем «тетелӗсене пӑрахса хӑварса Ун хыҫҫӑн кайнӑ» (Матф. 4:18—20). Ҫакӑ чӑнлӑха пӗлнӗ ҫынсен ӗҫрен тухса каймаллине пӗлтермест паллах. Библи тӑрӑх, кашни ҫыннӑн хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшмалла (1 Тим. 5:8). Апла пулин те Библи вӗренекенсен ырлӑх-пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхма тата пурнӑҫра чӑннипе мӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине уйӑрса илме вӗренмелле. Иисус каланӑ: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр... хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр» (Матф. 6:19, 20). Акӑ пӗр ҫамрӑк хӗрарӑмӑн тӗслӗхӗ.

10 Мария шкула кайичченех гольф выляма пуҫланӑ. Ҫак спорт вӑййинче вӑл пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, ӑна университетра вӗренме те стипенди панӑ. Унӑн пурнӑҫӗнче пӗртен-пӗр тӗллев кӑна пулнӑ — паллӑ гольфистка пулса тӑрса нумай укҫа тӑвасси. Каярахпа Мария Библи вӗренме пуҫланӑ. Хӑй пӗлсе пынӑ чӑнлӑхсене пула пурнӑҫӗ улшӑнса пынишӗн вӑл питӗ савӑннӑ. Вӑл калать: «Библири принципсемпе усӑ курса хамӑн пурнӑҫпа шухӑш-кӑмӑла улӑштарнӑҫемӗн хама телейлӗрех те телейлӗрех туяттӑм». Мария ҫакна ӑнланса илнӗ: пӗр вӑхӑтрах Иеговӑн тусӗ пулма та, карьера тума та май ҫук (Матф. 6:24). Чӑнлӑха туянас тесе вӑл паллӑ гольфистка пулса пуяс ӗмӗте пӑрахнӑ. Халӗ Мария пионер пулса ӗҫлет. Хӑй пирки вӑл ҫапла калать: «Эпӗ тӗллевлӗ те калама ҫук телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнатӑп».

11. Чӑнлӑха туянни хамӑрпа тус-тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

11 Тус-тӑван. Библири чӑнлӑхпа пурӑнма шут тытни хамӑрпа тус-тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем ҫине витӗм кӳме пултарать. Мӗншӗн? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн ҫапла кӗлтунӑ: «Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). «Вӗсене... тасат» тенине «вӗсене... уйӑрса ил» тесе те куҫарма пулать. Чӑнлӑха йышӑнсан эпир ҫак тӗнчерен уйрӑм тӑма пуҫлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчери нормӑсем тӑрӑх мар, Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма тытӑнатпӑр. Туссемпе тата тӑван-хурӑнташсемпе эпир ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшатпӑр пулин те вӗсем пирӗнтен ютшӑнса кайма е пире хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Ҫакӑнтан тӗлӗнме кирлӗ мар. Иисус: «Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ»,— тесе каланӑ (Матф. 10:36). Чӑнах та, чӑнлӑха туянас тесе хӑш-пӗр чухне пысӑк хак тӳлеме тивет, анчах та Иисус шантарса каланӑ тӑрӑх, ҫапла тусан эпир хамӑр панинчен те ытларах илӗпӗр. (Марк 10:28—30 вуласа пар.)

12. Пӗр тӑван чӑнлӑхшӑн мӗн панӑ?

12 Аарон ятлӑ предпринимателе, еврей ҫыннине, мӗн ачаранпах Туррӑн ятне саспа калама юрамасть тесе вӗрентнӗ. Вӑл Турӑ ҫинчен чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫуннӑ. Пӗррехинче пӗр Свидетель ӑна Туррӑн ятӗнчи еврейла тӑватӑ хупӑ саспалли ҫумне уҫӑ саспаллисем хушсассӑн Туррӑн ятне «Иегова» тесе вулама пулать тенӗ. Аарон ҫав тери савӑннипе синагогӑна кайнӑ та ҫак чаплӑ хыпара раввинсене каласа панӑ. Туррӑн ячӗ ҫинчен чӑнлӑха пӗлсен вӗсем те унпа пӗрле савӑнӗҫ тесе шутланӑ вӑл. Анчах та раввинсем хӑйсене пачах урӑхла тытнӑ. Вӗсем Аарон ҫине сурнӑ та синагогӑран уйӑрса янӑ. Ааронпа тӑван-хурӑнташӗсем хушшинчи хутшӑнусем те япӑхланнӑ. Анчах та вӑл ал усман, малалла та Библи вӗреннӗ. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ та мӗн виличченех Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ. Хамӑрпа тус-тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем япӑхлансан та эпир, Аарон пекех, чӑнлӑхпа пурӑнма пӑрахмӑпӑр.

13, 14. Чӑнлӑха туянас тесен хамӑрӑн пурнӑҫра мӗнле улшӑнусем тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

13 Турра юрӑхлӑ мар шухӑшсемпе ӗҫсем. Чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑрас тесен тата Библири нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнас тесен хамӑрӑн шухӑшсемпе ӗҫсене улӑштармалла. Петр апостол ҫак улшӑнусем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Кӳнтем ачасем пек пулӑр, ӗлӗкхи пек, хӑвӑр пӗлмен чухнехи пек, ӳт хыҫҫӑн ан кайӑр... пур ӗҫре те таса пулӑр» (1 Петр 1:14, 15). Йӗркесӗр ӗҫсем ӑшне путнӑ Коринфри ҫынсен Иегова умӗнче таса пулас тесен хӑйсен пурнӑҫне тӗпренех улӑштармалла пулнӑ (1 Кор. 6:9—11). Хальхи вӑхӑтра та чӑнлӑха туянас тесен нумайӑшӗн Турӑ сивлекен ӗҫсене тума пӑрахмалла. Петр христиансене ҫапла та ҫырнӑ: «Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе... ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр» (1 Петр 4:3).

14 Акӑ Девинпа Джасмин тӗслӗхӗ. Нумай ҫул хушши вӗсем эрехпе иртӗхсе пурӑннӑ. Девинн лайӑх бухгалтер пулнӑ, анчах та эрех ӗҫнине пула вӑл пӗр ӗҫре те тытӑнса тӑрайман. Джасмин вара хаяр та час ҫилленсе каякан хӗрарӑм пулнӑ. Пӗррехинче вӑл, ӳсӗрскер, Иегова Свидетелӗсене, икӗ миссионера, тӗл пулнӑ. Вӗсем ӑна Библи вӗренме сӗннӗ. Тепӗр эрнере миссионерсем Джасминпа Девинн патне киле килнӗ, анчах та вӗсем ӳсӗр пулнӑ, миссионерсем килессе вӗсем кӗтмен те. Тӑвансем тепре килсен вара пачах урӑхла пулнӑ. Джасминпа Девинн чи пуҫламӑшӗнченех Библие тӑрӑшса вӗренме тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курма пуҫланӑ. Виҫӗ уйӑх иртсен вӗсем ӗҫме пӑрахнӑ, каярахпа ҫырӑннӑ. Ҫав улшӑнусене ыттисем те асӑрханӑ, вара вӗсем пурӑнакан ялти ҫынсем нумайӑшӗ Библи вӗренме пуҫланӑ.

15. Чӑнлӑха туянас тесен хӑш-пӗр чухне мӗнле хак тӳлеме тивет?

15 Турӑ сивлекен йӑла-йӗркесем. Пӗр-пӗр йӑла-йӗркене Турӑ сивленине пӗлсен хӑшӗ-пӗрисене ӑна тытса тӑма пӑрахма йывӑр мар. Теприсене вара ҫакна тума питӗ хӗн, мӗншӗн тесен вӗсем килтисем, пӗрле ӗҫлекенсем е туссем кӳренмӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултараҫҫӗ. Уйрӑмах вилнисене чысланипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене тума пӑрахни килтисене ҫиллентерме пултарать (Сак. аст. 14:1). Ҫавӑн пек чухне кирлӗ улшӑнусем тума пире ытти христиансен тӗслӗхӗсем хавхалантарма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте Эфесри хӑш-пӗр ҫынсем мӗн тунине аса илер.

16. Эфесри хӑш-пӗр ҫынсем чӑнлӑха туянас тесе мӗн тунӑ?

16 Эфесра нумайӑшӗ асам туса пурӑннӑ. Ҫав хулари хӑш-пӗр ҫынсем чӑнлӑха туянас тесе мӗн тунӑ? Библире каланӑ: «Асам туса пурӑнакансем те нумайӑшӗ хӑйсен кӗнекисене пухса пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ; ҫав кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ та — вӗсем аллӑ пин драхма тӑнӑ. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ ҫав тери хӑватлӑланса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ» (Ап. ӗҫ. 19:19, 20). Эфесри христиансем ҫав питӗ хаклӑ кӗнекесене шеллемен, вара Иегова вӗсене нумай пиллӗх панӑ.

17. а) Чӑнлӑха туянас тесе эпир мӗн панӑ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

17 Чӑнлӑха туянас тесе эсир мӗн панӑ? Чӑнлӑх «чечекӗсене» пуҫтармашкӑн эпир хамӑр вӑхӑта шеллемен. Хӑш-пӗрисем нумай укҫа ӗҫлесе илмелли майсемпе усӑ курас темен, теприсен вара хӑйсемпе тус-тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем япӑхланнӑ. Нумайӑшӗн хӑйсен шухӑшӗсемпе ӗҫӗсене улӑштармалла пулнӑ е Турӑ сивлекен йӑла-йӗркесене тытса тӑма пӑрахмалла пулнӑ. Анчах та Библири чӑнлӑх эпир уншӑн мӗн панинчен чылай хаклӑрах. Эпир пӗлнӗ чӑнлӑхсем пире Иеговӑпа ҫывӑхланма май параҫҫӗ. Туррӑн тусӗ пулассинчен хаклӑраххи вара урӑх ним те ҫук. Чӑнлӑха пӗлни пире мӗнле пиллӗхсем пани ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир хӑш-пӗрисем ӑна мӗнле сутма пултарнӑ-ха тесе тӗлӗнме пултаратпӑр. Чӑнлӑха мӗнле сутма пулать тата ҫак пысӑк йӑнӑша тӑвас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫак ыйтусене эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 8 абз. Ҫак статьяри хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.