Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус асӑннӑ «ырӑлӑх тӑвакансем» камсем пулнӑ тата мӗншӗн ҫынсем вӗсене ҫапла чӗннӗ?

Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус апостолсене ытти вӗренекенсем хушшинче пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн ҫунасран асӑрхаттарнӑ. «Патшасем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, халӑхсене тытса тӑракансене „ырӑлӑх тӑвакансем“ теҫҫӗ; эсир апла мар [«эсир унашкал ан пулӑр», ҪХ]»,— тенӗ вӑл вӗсене (Лука 22:25, 26).

«Ырӑлӑх тӑвакансем» тесе Иисус камсем пирки каланӑ? Хальччен упранса юлнӑ монетӑсене, текстсене тата тӗрлӗ япаласем ҫинче ҫырнӑ сӑмахсене шута илсен, грексемпе римлянсен паллӑ ҫынсене тата патшасене Эвергет («ырӑлӑх тӑвакан» тенине пӗлтерет) титул парас йӑла пулнӑ. Ҫак титула халӑха ырӑ ӗҫсем туса пулӑшакансем тивӗҫнӗ пулнӑ.

Ҫав титула илнисем хушшинче, тӗслӗхрен, Египет патшисем III Птолемей тата VIII Птолемей, Рим патшисем Юлий Цезарь тата Август, ҫавӑн пекех Иудея патши Аслӑ Ирод пулнӑ. Ирод пирки калас пулсан, вӑл чухӑн ҫынсене тумтир парса пулӑшнӑ тата выҫлӑхпа аптранӑ халӑх валли тулӑ кӳрсе тӑнӑ, ҫавӑнпа ҫав титула тивӗҫнӗ пулнӑ.

Библи тӗпчевҫи Адольф Дайсманн каланӑ тӑрӑх, Эвергет титулпа анлӑн усӑ курнӑ. Вӑл ҫырать: «Ӗлӗк-авал тӗрлӗ япаласем ҫинче ҫырнӑ сӑмахсене тӗпчесен, ҫӑмӑллӑнах ҫӗр ытла вырӑн [ҫак титула ҫырнӑ вырӑнсене] тупма пулать».

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «эсир унашкал ан пулӑр» тенине мӗнле ӑнланмалла? Тен, вӑл ҫынсемшӗн тӑрӑшмалла мар тесе каласшӑн пулнӑ? Паллах, ҫук. Иисус ыттисене мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пулӑшмалли пирки каланӑ пулмалла.

Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра пуян ҫынсем укҫине спектакльсем валли, аренӑсенче ирттернӗ вӑйӑсем валли, парксемпе храмсене тума тата ытти ӗҫсем валли те парнеленӗ. Анчах ҫавна вӗсем пӗр тӗллевпе кӑна — хӑйсене мухтаччӑр тата суйлавра вӗсемшӗн сасӑлаччӑр тесе тунӑ. Пӗр справочникра ҫапла каланӑ: «Хӑш-пӗрисем халӑха ырӑ кӑмӑлтан пулӑшнӑ пулин те, ытларах чухне ҫынсем ҫавна влаҫа тытса тӑма тунӑ». Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене чапшӑн тата харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ ҫунассинчен сыхланмалла тенӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен Павел апостол та ыттисене таса кӑмӑлтан пулӑшмалла тесе палӑртнӑ. Вӑл Коринфри христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать» (2 Кор. 9:7).