Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир Иегова пек шухӑшлама тӑрӑшатӑр-и?

Эсир Иегова пек шухӑшлама тӑрӑшатӑр-и?

«Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (РИМ 12:2).

ЮРӐСЕМ: 56, 123

1, 2. Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн эпир мӗне вӗренетпӗр? Тӗслӗх илсе парӑр.

КАМ та пулин ачана парне парсан, ашшӗпе амӑшӗ ӑна: «Тавтапуҫ тесе кала»,— теҫҫӗ. Ача, тен, тавтапуҫ тесе ашшӗ-амӑшӗ хушнӑран ҫеҫ калать. Ӳснӗҫемӗн вара вӑл ашшӗ-амӑшӗ мӗнле шухӑшланине лайӑхрах ӑнланса пырать, ыттисем хӑйне ырӑ тунӑшӑн тав сӑмахӗсене чун-чӗререн калама пуҫлать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл пархатарлӑ пулма вӗренсе ҫитет.

2 Ҫавӑн евӗрлех чӑнлӑха пӗлнӗҫемӗн эпир Иеговӑн тӗп требованийӗсене тытса тӑма питӗ кирлине ӑнлантӑмӑр. Иеговӑпа ҫывӑхланса пынӑҫемӗн вара эпир ӑна мӗн килӗшнипе килӗшменни ҫинчен, вӑл пӗр-пӗр япала ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен ытларах пӗлсе пыратпӑр. Йышӑнусем тунӑ чухне Иеговӑн шухӑшӗсене шута илнипе эпир ун пек шухӑшланине кӑтартатпӑр.

3. Мӗншӗн Иегова пек шухӑшлама вӗренме ҫӑмӑл мар пулма пултарать?

3 Иегова пек шухӑшлама вӗренме питӗ кӑмӑллӑ пулсан та, ҫавна тума ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Хӑш-пӗр чухне пире хамӑр ҫитменлӗхсем чӑрмантараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, эпир Иегова нравственность, укҫа-тенкӗ, ырӑ хыпар сарас ӗҫ, юнпа тӗрӗс мар усӑ курнипе ытти ӗҫсем ҫине мӗнле пӑхнине пӗлетпӗр, ҫапах та мӗншӗн вӑл ҫак япаласем ҫине ҫапла пӑхнине пире ӑнланма йывӑр пулма пултарать. Иегова пек шухӑшлама пире мӗн пулӑшма пултарать? Тата ҫакӑ пирӗн йышӑнусем ҫине паян та, пуласлӑхра та мӗнле витӗм кӳмелле?

ИЕГОВА ПЕК ШУХӐШЛАМА МӖН ПУЛӐШӖ?

4. Эпир хамӑрӑн ӑс-тӑна мӗнле ҫӗнетме пултаратпӑр?

4 Рим 12:2 вуласа пар. Ҫак сӑвӑ йӗркинче Павел апостол Иегова пек шухӑшлама вӗренес тесен мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Умӗнхи статьяра каланӑччӗ ӗнтӗ, «ку ӗмӗре кура» пурӑнас теместпӗр пулсан пирӗн хамӑрӑн ӑс-тӑна ку тӗнчен витӗмӗнчен сыхламалла. Унсӑр пуҫне, Павел хамӑрӑн ӑс-тӑна ҫӗнетмелле тесе каланӑ. Ҫавна мӗнле тумалла? Турӑ мӗншӗн апла е капла шутланине ӑнланас тесен Библи тӗпчемелле, мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла тата майӗпен Иегова пек шухӑшлама вӗренсе пымалла.

5. Тӗпченипе хӑвӑрт вуласа тухни хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пур?

5 Тӗпчени вӑл хӑвӑрт вуласа тухса ыйтусен хуравӗсене тупса палӑртни кӑна мар. Библи вӗреннӗ чухне эпир Иегова ҫинчен, унӑн ҫулӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен пӗлсе пыратпӑр тата хамӑр мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлатпӑр. Тата эпир мӗншӗн Иегова пӗр япалана тумалла, теприне вара тумалла мар тенине ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр пурнӑҫра тата шухӑшсенче мӗн улӑштармалли ҫинчен шухӑшлатпӑр. Паллах, Библи тӗпченӗ чухне эпир ҫак пур ыйту пирки те кашнинчех шухӑшлаймӑпӑр. Анчах та Библи вӗренме уйӑрнӑ вӑхӑтӑн ҫуррине шухӑшламашкӑн уйӑрсан, лайӑх пулнӑ пулӗччӗ (Пс. 118:97; 1 Тим. 4:15).

6. Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне мӗн пулса иртет?

6 Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен тӑтӑшах шухӑшланӑ чухне тӗлӗнмелле япала пулса тухать: эпир Турӑ мӗнле шухӑшлани ялан тӗрӗс пулнине куратпӑр, унӑн шухӑшӗсене ӑнланма пуҫлатпӑр тата вӗсемпе килӗшетпӗр. Вара хамӑр шухӑшсене улӑштаратпӑр та ҫӗнӗлле, Иегова пек, шухӑшлама пуҫлатпӑр.

ПИРӖН ШУХӐШСЕМ ӖҪСЕМ ҪИНЕ ВИТӖМ КӲРЕҪҪӖ

7, 8. а) Иегова пурлӑх ҫине мӗнле пӑхать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗксене пӑхӑр.) ӑ) Иегова пек шухӑшлатпӑр пулсан пирӗншӗн чи кирли мӗн пулӗ?

7 Шухӑшсем туйӑмсемпе тата ӗҫсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ (Марк 7:21—23; Иак. 2:17). Ҫакна лайӑхрах ӑнланас тесе айтӑр тӗслӗхсем пӑхса тухар. Евангелирен эпир Иегова пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнине пӗлетпӗр. Турӑ хӑйӗн Ывӑлӗ пуян мар ҫемьере ӳстӗр тенӗ (Лев. 12:8; Лука 2:24). Иисуса ҫуратсан Мария ӑна «сырӑша вырттарнӑ, мӗншӗн тесессӗн хулара хӑна килӗнче вӗсем валли вырӑн тупӑнман» (Лука 2:7). Паллах, Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫуралма юрӑхлӑрах вырӑн тупма пултарнӑ. Анчах та вӑл Ывӑлӗ Турра пуҫҫапассине пӗрремӗш вырӑна хуракан ҫемьере ҫитӗнтӗр тенӗ. Ҫакӑ Иеговӑшӑн пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ.

8 Библире Иисус ҫурални ҫинчен ҫырнине вуланӑ май эпир Иегова пурлӑх ҫине мӗнле пӑхнине куратпӑр. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисен ку тӗнчери чи лайӑх япаласем пулччӑр теҫҫӗ, ҫакӑ ачисемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑсма пултарассине те шута илмеҫҫӗ. Анчах та Иегова пирӗнтен эпир хамӑрпа ун хушшинчи хутшӑнусене пуринчен ытла хакласса кӗтет. Эсир ун пекех шухӑшлатӑр-и? Сирӗн ӗҫсем мӗн кӑтартаҫҫӗ? (Еврейсем 13:5 вуласа пар.)

9, 10. Ыттисене такӑнтарма пултаракан ӗҫсем ҫине эпир Иегова пекех пӑхнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

9 Унсӑр пуҫне, Иегова пӗр христианин теприне такӑнтарни ҫине мӗнле пӑхни пирки шухӑшласа пӑхма пулать. Иисус ҫавӑн пек ҫын ҫинчен ҫапла каланӑ: «Ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ» (Марк 9:42). Ҫак сӑмахсенче Иисус ыттисене такӑнтаракансене хыттӑн сивлени курӑнать. Иисус пур енчен те хӑйӗн Ашшӗ пек пулма тӑрӑшать, ҫавӑнпа та ыттисен туйӑмӗсене шута илмесӗр хӑйсем мӗн тӑвас килнине тӑвакансене Иегова та сивлет тесе ҫирӗппӗн калама пулать (Иоанн 14:9).

10 Ҫак ыйту ҫине эпир Иеговӑпа Иисус пекех пӑхатпӑр-и? Пирӗн ӗҫсенче мӗн курӑнать? Хамӑр ҫипуҫпа эпир ыттисене кӳрентерме пултарнине е ӑна пула вӗсен аскӑн шухӑшсем ҫуралма пултарнине пӗлетпӗр пулсан, ыттисене юратнӑран эпир хамӑр ҫипуҫа улӑштармӑпӑр-и? (1 Тим. 2:9, 10.)

11, 12. Чаруллӑ пулни тата Турӑ курайман ӗҫсенчен йӗрӗнни пире ҫылӑх тӑвасран мӗнле хӳтӗлет?

11 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иегова йӗркесӗрлӗхе кураймасть (Пс. 5:6). Ҫитменлӗхсене пула пире ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмсене хирӗҫ тӑма ҫӑмӑл мар пулнине Турӑ пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл пире йӗркесӗрлӗхе курайми пулма вӗрентет. (Псалом 96:10 вуласа пар.) Иегова ҫылӑха мӗншӗн курайманни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан эпир те ҫылӑха курайми пулӑпӑр, вара юрӑхсӑр ӗҫсене тумӑпӑр.

12 Унсӑр пуҫне, йӗркесӗрлӗхе Иегова пекех кураймастпӑр пулсассӑн Библире пӗр-пӗр ӗҫ пирки ним те каламан пулсан та, эпир вӑл христиансемшӗн юрӑхлӑ маррине ӑнланса илӗпӗр. Тӗслӗхрен, хальхи вӑхӑтра ҫын чӗркуҫҫийӗ ҫине ларса ташлани — ирсӗр ӗҫсем шутне кӗрекен ташӑ — анлӑ сарӑлать. Хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек ташласан ҫылӑх пулмасть теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак ташша хутшӑнакансем ар хутшӑнӑвне кӗмеҫҫӗ *. Анчах та Иегова мӗн шутлать? Ӑна кирек мӗнле йӗркесӗр ӗҫ те йӗрӗнтерет. Ҫавӑнпа айтӑр чаруллӑ пулар тата Турӑ курайман ӗҫсенчен йӗрӗнер (Рим 12:9).

МӖНЛЕ ЙЫШӐНУ ТУМАЛЛИНЕ МАЛАРАХ ШУТЛАСА ХУРӐР

13. Турӑ пӗр-пӗр лару-тӑру пирки мӗн шутлани ҫинчен мӗншӗн маларах шухӑшласа пӑхмалла?

13 Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне Турӑ мӗнле шухӑшлани ҫинчен шухӑшлӑр, вара ҫакӑ сире пуласлӑхра тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ. Хӑвӑрт йышӑну тумалла чухне те эсир иккӗленсе тӑмӑр (Ытар. 22:3). Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

14. Иосиф Потифарӑн арӑмне мӗн каланинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

14 Потифарӑн арӑмӗ Иосифа аскӑн ӗҫ тума илӗртнӗ чухне лешӗ килӗшмен. Иосиф хӑйне мӗнле тытнинче вӑл Иегова мӑшӑрсем пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пуласса кӗтни ҫинчен малтанах шухӑшлани курӑнать. (Пултарни 39:8, 9 вуласа пар.) Вӑл ҫав хӗрарӑма ҫапла каланӑ: «Епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем?» Ҫакӑ Иосиф Иегова пек шухӑшланине кӑтартать. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Калӑпӑр, пӗрле ӗҫлекен сирӗнпе якӑлтатма пуҫларӗ. Е кам та пулин сире телефон ҫине аскӑнла сообщени е ӳкерчӗксем ярса пачӗ *. Ҫакӑн пирки Иегова мӗн шутлани ҫинчен малтанах тӗпчерӗмӗр пулсан, вӑл мӗн шутланипе килӗшрӗмӗр пулсан тата хамӑра мӗнле тытмалли пирки малтанах йышӑну турӑмӑр пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ юлма ҫӑмӑлтарах пулӗ.

15. Виҫӗ еврей Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ пекех пире те ӑна шанчӑклӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

15 Халӗ виҫӗ еврейӑн — Седрахӑн, Мисахӑн тата Авденагон — тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем Навуходоносор туса лартнӑ ылтӑн йӗрӗхе пуҫҫапма килӗшмен. Патшана тӳррӗн хуравланинче вӗсем Иеговӑна шанчӑклӑ юлас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлани курӑнать (Тух. 20:4, 5; Дан. 3:4—6, 12, 16—18). Калӑпӑр, пӗрле ӗҫлекенсем суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уява палӑртма шутлаҫҫӗ, начальник вара ӑна уявлама пуринчен те укҫа пуҫтарма хушать. Эсир укҫа панӑ пулӑттӑр-и? Иегова кун пирки мӗн шутлани ҫинчен ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекичченех шухӑшлӑр. Вара ҫав виҫӗ еврее хӑйсен шухӑшӗсене ӑнлантарса пама тата хӑйсене тӗрӗс тытма ҫӑмӑлтарах пулнӑ пекех сире те ҫавна тума ҫӑмӑлтарах пулӗ.

Эсир кӗтмен лару-тӑрӑва хатӗр-и? Хатӗр пулас тесен тӗпчемелле, медицина документне ҫырса тултармалла тата хӑвӑра сиплекен тухтӑрпа калаҫмалла. (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16. Мӗншӗн васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пуличченех Иеговӑн шухӑшне пӗлмелле?

16 Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне те Иеговӑна шанчӑклӑ юлас тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Паллах, эпир юн е юнӑн тӑватӑ тӗп пайне яма килӗшместпӗр, анчах та юнпа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр процедурӑсем пирки кашнин хӑйӗн йышӑну тумалла. Йышӑну тунӑ чухне вара Библири принципсене шута илмелле (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Ҫак ыйту пирки хӑҫан шухӑшламалла? Больницӑра вӑйлӑ ыратнипе асаплӑннӑ чухне мар тата тухтӑрсем йышӑну тума васкатнӑ чухне мар. Халех тӗпчесе йышӑну тумалла та медицина документне ҫырса тултарса ӑна хӑвӑра сиплекен тухтӑрпа сӳтсе явмалла *.

17—19. Иегова мӗнле шухӑшлани ҫинчен мӗншӗн халех пӗлмелле? Мӗнле лару-тӑрусене пирӗн малтанах хатӗрленсе хумалла?

17 Петр шухӑшламасӑрах Иисуса: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр!» — тесен вӑл ӑна мӗн хуравлани ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иисус хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтни ҫинчен тата ҫӗр ҫинчи хӑйӗн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ пирки пророкла мӗн калани ҫинчен нумай шухӑшланӑ пулас. Ҫакӑ ӑна ҫирӗплетнӗ, вара вӑл Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма тата ҫынсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне пама пултарнӑ. (Матфей 16:21—23 вуласа пар.)

18 Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсем унпа ҫывӑхланасса тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре май килнӗ таран ытларах вӑй хурасса кӗтет (Матф. 6:33; 28:19, 20; Иак. 4:8). Иисуспа пулса иртнӗ пекех, хӑш-пӗр ҫынсем ырӑ сунсах пире урӑх ҫула суйласа илме хистеҫҫӗ. Калӑпӑр, ӗҫре начальник сире пысӑкрах вырӑн сӗнчӗ тата ӗҫ укҫине чылай ӳстересси пирки те шантарчӗ. Анчах ҫакӑ сире пухусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма чӑрмантарасса эсир ӑнланатӑр. Е, калӑпӑр, эсир вӗренетӗр пулсан, сире килтен аякра хушма пӗлӳ илме сӗнчӗҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру сиксе тухсан эсир йышӑну тӑвас умӗн, тен, кӗлтӑвас, тӗпчесе пӑхас, килтисемпе е старейшинӑсемпе калаҫса пӑхас тейӗр пулӗ. Иеговӑн шухӑшне пӗлсе ӑна юрӑхлӑ йышӑнӑва мӗншӗн халех тӑвас мар? Иеговӑшӑн ӗҫлеме халех ҫирӗп шут тытрӑр пулсан, ҫавӑн пек лару-тӑрусене лексен эсир хӑвӑра илӗртме памӑр, мӗн тумаллине лайӑх пӗлӗр.

19 Кӗтмен ҫӗртен урӑх лару-тӑрусем те сиксе тухма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫинчен те шухӑшласа пӑхма пулать. Паллах, пуласлӑхра мӗн пулассине пурне те пӗлме ҫук, ҫавах та хамӑр тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма тӑрӑшсан кирлӗ вӑхӑтра эпир хамӑр мӗн тӗпченине аса илсе тӗрӗс йышӑну тума пултарӑпӑр. Айтӑр Библи вӗреннӗ чухне Турӑ мӗнле шухӑшланине пӗлме тӑрӑшар, ун пек шухӑшлама вӗренер тата ҫакӑ пире халӗ те, пуласлӑхра та тӗрӗс йышӑнусем тума мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шутлар.

ИЕГОВА ПЕК ШУХӐШЛАНИНЧЕН СИРӖН ПУЛАСЛӐХ КИЛЕТ

20, 21. а) Ҫӗнӗ тӗнчере пирӗн мӗнле ирӗклӗх пулӗ? ӑ) Халех телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пире мӗн пулӑшма пултарать?

20 Эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Пирӗнтен нумайӑшӗ ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма ӗмӗтленет. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫынсем урӑх асап курмӗҫ. Паллах, ун чухне те ҫынсен суйласа илмелли ирӗклӗх пулӗ, кашниех хӑйне мӗн килӗшнине шута илсе йышӑну тума пултарӗ.

21 Ҫакӑ эпир хамӑр мӗн тӑвас килнине пурне те тума пултарасса пӗлтермест. Мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс мар пулнине суйласа илнӗ чухне йӑваш чӗреллӗ ҫынсем Иеговӑн саккунӗсемпе шухӑшӗсене шута илӗҫ (Пс. 36:11). Ҫав вӑхӑта кӗтнӗ май эпир халех Турӑ пек шухӑшлама вӗренсе телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултаратпӑр.

^ 12 абз. Ҫын чӗркуҫҫийӗ ҫине ларса ташлани вӑл — ҫурма ҫарамас, ясар шухӑшпа пӗҫҫисемпе сӗртӗнсе, пӗтӗм кӗлеткипе авкаланса ташлани. Старейшинӑсем фактсене шута илсе хӑш-пӗр чухне ҫакна аскӑн ӗҫ шутне кӗртеҫҫӗ тата ҫав ӗҫе пӑхса тухма комитет йӗркелеҫҫӗ. Христианин ҫавӑн пек ташша хутшӑннӑ пулсан, унӑн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла (Иак. 5:14, 15).

^ 14 абз. Телефон урлӑ аскӑнла сообщенисем, ӳкерчӗксем е видеороликсем ярса панине секстинг теҫҫӗ. Ӑна хутшӑннӑ хӑш-пӗр яшсемпе хӗрсене суд урлӑ явап тыттарнӑ. Пухури тӑвансем секстинга хутшӑнсан старейшинӑсем фактсене шута илсе комитет йӗркелеме пултараҫҫӗ. Ытларах информаци тупма пирӗн jw.org/ru сайта кӗрӗр те «Вопросы молодежи» рубрикӑра «Что мне нужно знать о секстинге?» онлайн-статьяна вулӑр. (БИБЛЕЙСКИЕ УЧЕНИЯ > ПОДРОСТКИ вкладкӑна пӑхӑр.) Унсӑр пуҫне, 2013 ҫулхи ноябрьте тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта «Как поговорить со своим ребенком-подростком о секстинге?» статьяна пӑхӑр, 4—5 страницӑсем.

^ 16 абз. Сире пулӑшма пултаракан принципсем ҫинчен пирӗн публикацисенчен, тӗслӗхрен, «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекерен (215—218 страницӑсем), ытларах пӗлме пулать.