Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эсир мӗнле шухӑшлани ҫине кам витӗм кӳрет?

Эсир мӗнле шухӑшлани ҫине кам витӗм кӳрет?

«Ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр» (РИМ 12:2).

ЮРӐСЕМ: 88, 45

1, 2. а) Петр Иисуса хӑвна хӗрхен тесен, вӑл мӗн хуравланӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Мӗншӗн Иисус ҫапла хуравланӑ?

ХРИСТОСӐН вӗренекенӗсем тӗлӗнсе хытса тӑнӑ. Вӗсем Иисус Израиль патшалӑхне ҫӗнӗрен никӗслессе шаннӑ, анчах та вӑл вӗсене хӑй нумай асап курасси ҫинчен тата хӑйне вӗлересси ҫинчен каланӑ. Вара Петр апостол ӑна: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ!» — тенӗ. Иисус ӑна тӳрех хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан! Эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! Эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн» (Матф. 16:21—23; Ап. ӗҫ. 1:6).

2 Ҫапла каласа Иисус ҫакна кӑтартнӑ: Иегова мӗнле шухӑшланипе Сатана тытса тӑракан тӗнчери ҫынсем мӗнле шухӑшлани хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур (1 Иоанн 5:19). Петрӑн сӑмахӗсенче вӑл ҫак тӗнчери ҫынсем пекех хӑй ҫинчен ҫеҫ шутлани курӑннӑ. Анчах та Иисус хӑйӗн Ашшӗ урӑхла шухӑшланине пӗлнӗ. Турӑ Иисуса хӑйне кӗтекен асапсене тӳссе вилме хатӗрлентересшӗн пулнӑ. Иисусӑн хуравӗ вӑл ҫак тӗнчери ҫынсен шухӑшӗсене сирсе янине тата Иегова пек шухӑшласшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ.

3. Ҫак тӗнче витӗмне хирӗҫ тӑма мӗншӗн йывӑр?

3 Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Христиансем пулнӑ май эпир Турӑ хамӑртан мӗн кӗтнине тӑватпӑр, анчах та эпир Иегова пек шухӑшлама тӑрӑшатпӑр-и? Ҫавна тӑвас тесен ҫине тӑрсах вӑй хумалла. Ҫак тӗнчери ҫынсем пек шухӑшлама пуҫлама вара питӗ ҫӑмӑл. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ку тӗнче сывлӑшӗ пирӗн ҫине пур енчен те витӗм кӳме хӑтланать (Эф. 2:2). Унсӑр пуҫне, вӑл хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма хӗтӗртет, ҫавна пула та ӑна хирӗҫ тӑма йывӑр.

4. а) Ҫак тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме парсан мӗн пулать? ӑ) Ку статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Ку тӗнчене хамӑр мӗнле шухӑшлани ҫине витӗм кӳме парсан эпир хамӑр ҫинчен ҫеҫ шутлама пуҫлӑпӑр тата мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки хамӑр йышӑну тӑвасшӑн пулӑпӑр (Марк 7:21, 22). Акӑ мӗншӗн ҫынсем пек мар, Турӑ пек шухӑшлама вӗренмелле. Ҫавна мӗнле тумаллине ҫак статьяра ӑнлантарса панӑ. Тата эпир ҫакна пӗлӗпӗр: пур япала ҫине те Иегова пек пӑхни ним тума та ирӗк памасть тесе шутлани мӗншӗн тӗрӗс мар тата Турӑ пек шухӑшлани пире мӗнле усӑ парать? Унсӑр пуҫне, эпир ҫак тӗнчен витӗмне пӑхӑнас мар тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр. Тепӗр статьяра вара Турӑ тӗрлӗ лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнине курӑпӑр тата ун пек шухӑшлама вӗренӗпӗр.

МӖНШӖН ИЕГОВА ПЕК ШУХӐШЛАНИ УСӐЛЛӐ?

5. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем мӗнле шухӑшлани ҫине никама та витӗм кӳме парасшӑн мар?

5 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем мӗнле шухӑшлани ҫине никама та витӗм кӳме парасшӑн мар. Вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Эп хам пуҫпа пурӑнатӑп». Ҫавӑн пек ҫынсем эпир хамӑр йышӑну тӑватпӑр тата ҫапла тума пирӗн право пур тесшӗн пулас. Вӗсем хӑйсене евӗрлӗ пулма пӑрахасран хӑраҫҫӗ тата ыттисем каланӑ пек пурӑнасшӑн мар *.

6. а) Иегова пире мӗнле ирӗклӗх панӑ? ӑ) Пирӗн ирӗклӗхӗн чикки пур-и?

6 Иегова пек шухӑшлама пуҫласан эпир хамӑр евӗрлӗхе ҫухатӑпӑр тесе хӑрама кирлӗ мар. 2 Коринф 3:17-мӗшӗнче каланӑ: «Ҫӳлхуҫа вӑл Сывлӑш; ӑҫта Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ пур, унта ирӗклӗх». Пирӗнтен кашнине тӗрлӗ япаласем килӗшеҫҫӗ, мӗнле ҫын пулмаллине те эпир хамӑр суйлатпӑр. Ҫак ирӗклӗхе Иегова хӑй пире панӑ пулсан та, эпир хамӑр мӗн тӑвас тенине пурне те тума пултараймастпӑр. (1 Петр 2:16 вуласа пар.) Мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине ӑнланмалла чухне Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗнче мӗн ҫырнине шута илме хавхалантарать. Ҫапла туни пире ним тума та ирӗк памасть теме пулать-и? Е ҫакӑ пире усӑ кӑна парать?

7, 8. Мӗншӗн Иегова пек шухӑшлама вӗренсе пыни пире ним тума та ирӗк памасть теме ҫук? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене нравственность нормисене тытса тӑма вӗрентеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, вӗсем ачисене суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма, ӗҫчен пулма тата ыттисем пирки шутлама хавхалантараҫҫӗ. Ҫапла вӗрентни ачасене ним тума та ирӗк памасть тесе калама ҫук. Пачах урӑхла, ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем ӳссе ҫитӗнсен телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑван килтен тухса кайсан вара ачасем хӑйсем йышӑнусем тӑвӗҫ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ вӗрентнӗ нравственность нормисене тытса тӑрас терӗҫ пулсан, тӗрӗс йышӑнусем тума пултарӗҫ, вара вӗсен пӑшӑрханмалли те, йывӑрлӑхсем те сахалтарах пулӗҫ.

8 Юратакан Атте пулнӑ май Иегова хӑйӗн ачисем телейлӗ те тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнччӑр тет (Ис. 48:17, 18). Акӑ мӗншӗн вӑл пире таса пурнӑҫпа пурӑнма тата хамӑра ыттисемпе тӗрӗс тытма пулӑшакан принципсем панӑ. Вӑл пирӗнтен хӑй пек шухӑшласса кӗтет. Ҫакӑ пире ним тума та ирӗк памасть теме ҫук, пачах урӑхла: пире ӑслӑрах пулма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать (Пс. 91:6; Ытар. 2:1—5; Ис. 55:9). Ҫавна пула чӗрере савӑнӑҫ пулӗ, эпир хамӑр евӗрлӗхе те ҫухатмӑпӑр (Пс. 1:2, 3). Чӑнах та, Иегова пек шухӑшлани нумай усӑ кӳрет.

ҪЫНСЕН ШУХӐШӖСЕМ ИЕГОВӐННИПЕ ТАНЛАШАЙМАҪҪӖ

9, 10. Ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑннипе танлашайманнине мӗн ҫирӗплетсе парать?

9 Ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑннипе танлашаймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсем пур лару-тӑру ҫине те Турӑ пек пӑхасшӑн. Ку тӗнчери ҫынсем нравственность, ҫемье, ӗҫ е ытти япаласем тӗлӗшӗнчен паракан канашсем ытларах чухне Иеговӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ҫынсене хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хистеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, аскӑнланса пурӑннинче ним япӑххи те ҫук теҫҫӗ. Ҫемьеллӗ пурнӑҫ телей кӳмест пулсан хӑш-пӗрисене уйрӑм пурӑнма е витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех уйрӑлма канаш параҫҫӗ. Ҫакӑн пек канашсем Библипе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗрисем ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Хальхи вӑхӑтра ҫак канашсем Библири канашсенчен усӑллӑрах мар-ши?»

10 Иисус каланӑ: «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ» (Матф. 11:19). Наукӑпа техника тӗлӗшӗнчен ҫынсем нумай ҫитӗнӳ тунӑ пулин те, вӗсем телейлӗ пулма чӑрмантаракан япаласене — вӑрҫӑсене, расӑна кура пӗр-пӗрне курайманнине тата преступлени тӑвассине — пӗтереймеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ку тӗнчери ҫынсем аскӑнланса пурӑнассинче ним япӑххине те курмаҫҫӗ. Анчах та ҫапла пурӑнни йывӑрлӑхсене татса паманнине нумайӑшӗ ӑнланать. Аскӑнланса пурӑннине пула тӗрлӗ чир-чӗр ерет, ҫемьесем арканаҫҫӗ тата ытти йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Турӑ пек шухӑшлакансен вара ҫемйисем телейлӗ, вӗсем ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерекен чирсемпе чирлемеҫҫӗ тата пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхпа пӗрлӗхре пурӑнаҫҫӗ (Ис. 2:4; Ап. ӗҫ. 10:34, 35; 1 Кор. 6:9—11). Ҫакӑ ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑннипе танлашайманнине уҫҫӑн кӑтартать.

11. Моисей мӗнле шухӑшлани ҫине кам витӗм кӳнӗ тата ҫавна пула вӑл мӗнле пиллӗхсем илнӗ?

11 Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсем ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑннипе танлашайманнине уҫҫӑн курнӑ. Тӗслӗхрен, Моисее «Египетри пӗтӗм ӑслӑлӑха вӗрентнӗ» пулин те, вӑл Иеговӑна «хамӑр чӗрене ӑслӑлантармашкӑн... вӗрент» тесе ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 7:22; Пс. 89:12). Унсӑр пуҫне, вӑл Турра «Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана» тесе йӑлӑннӑ (Тух. 33:13). Моисей хӑй мӗнле шухӑшлани ҫине Иеговӑна витӗм кӳме панӑ, ҫавӑнпа Турӑ хӑй мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫлама унпа усӑ курнӑ. Унсӑр пуҫне, Моисей пысӑк чыса тивӗҫнӗ — Сӑваплӑ Ҫырура ӑна ҫирӗп ӗненӳ кӑтартакансен шутне кӗртнӗ (Евр. 11:24—27).

12. Йышӑнусем тунӑ чухне Павел мӗн шута илнӗ?

12 Павел апостол ӑслӑ, вӗреннӗ ҫын пулнӑ, вӑл еврей тата грек чӗлхисене пӗлнӗ (Ап. ӗҫ. 5:34; 21:37, 39; 22:2, 3). Анчах та йышӑнусем тунӑ чухне вӑл ку тӗнче ӑслӑлӑхӗпе мар, Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:2, 3; 1 Коринф 2:6, 7, 13 вуласа пар.) Ҫавна пула Павел сӑваплӑ ӗҫре питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас шанчӑка илнӗ (2 Тим. 4:8).

13. Эпир Иегова пек шухӑшлама вӗреннипе вӗренменнишӗн кам яваплӑ?

13 Эппин, ҫынсен шухӑшӗсем Иеговӑннипе танлашайманни уҫҫӑн курӑнать. Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑ май эпир чӑннипех телейлӗ те ӑнӑҫлӑ ҫынсем пулса тӑратпӑр. Анчах та Иегова пире хӑй пек шухӑшлама вӑйпах хистемест. Никам та — ни «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» та, ни старейшинӑсем те — пире мӗн ҫинчен шухӑшламаллине каламаҫҫӗ (Матф. 24:45; 2 Кор. 1:24). Иегова пек шухӑшлама вӗренес тӗлӗшрен пирӗнтен кашни хӑй яваплӑ. Иегова пек шухӑшлас тесен пирӗн мӗн тумалла?

КУ ТӖНЧЕНЕ ХӐВӐР ҪИНЕ ВИТӖМ КӲМЕ АН ПАРӐР

14, 15. а) Иегова пек шухӑшлас тесен пирӗн мӗн тумалла? ӑ) Рим 12:2 тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн ку тӗнчери анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

14 Рим 12:2-мӗшӗнче каланӑ: «Ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр». Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак сӑмахсем ҫакна кӑтартаҫҫӗ: чӑнлӑха пӗличчен пирӗн шухӑшсем ҫине кирек мӗн витӗм кӳнӗ пулсан та, эпир вӗсене улӑштарма тата Турӑ пек шухӑшлама вӗренме пултаратпӑр. Паллах, эпир мӗнле шухӑшлани ҫине пурнӑҫри опыт тата генсем витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Анчах та эпир хамӑрӑн шухӑшсене улӑштарма пултаратпӑр. Ытларах чухне ҫакӑ эпир мӗн ҫинчен шухӑшланинчен килет. Иегова ку е вӑл ыйту ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласан эпир вӑл вӗрентни тӗрӗс пулнине курӑпӑр. Вара пирӗн Иегова пек шухӑшлас кӑмӑл ҫуралӗ.

15 Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫак тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Апла пулсан Иегова эпир мӗн пӑхнине, мӗн вуланине е мӗн итленине ырламасть пулсан, пирӗн ҫавна тума пӑрахмалла. Ҫакӑ мӗншӗн кирлине ӑнланма пӗр тӗслӗх пулӑшать. Калӑпӑр, кам та пулсан хӑйӗн сывлӑхне лайӑхлатас тесе усӑллӑ апат ҫиме пуҫлама шутлать. Анчах та вӑл сиен кӳрекен апата ҫиме пӑрахмасть пулсан, усси пулать-и вара? Ҫавӑн евӗрлех эпир хамӑр ӑс-тӑна Туррӑн шухӑшӗсемпе тултаратпӑр пулсан, ҫав вӑхӑтрах ку тӗнчере анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсене те хамӑр ҫине витӗм кӳме паратпӑр пулсан, ҫавӑнтан усси сахал пулать.

16. Хамӑра мӗнрен хӳтӗлемелле?

16 Эпир хамӑра ку тӗнче витӗмӗнчен пур енчен те хӳтӗлеме пултаратпӑр-и? Ҫук, эпир «ку тӗнчерен тухсах» кайма пултараймастпӑр. Вӑл пирӗн ӑс-тӑн ҫине кӑшт та пулин пурпӗрех витӗм кӳрет (1 Кор. 5:9, 10). Ырӑ хыпар сарнӑ чухне те ҫынсем пире хӑйсен йӑнӑш шухӑшӗсене е суя вӗрентӳсем ҫинчен калаҫҫӗ. Ку тӗнче шухӑшӗсене итлеме тиврӗ пулсан, пирӗн вӗсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳремелле мар тата вӗсене йышӑнмалла мар. Айтӑр Иисус пекех хамӑр мӗнле шухӑшлани ҫине Сатанана витӗм кӳме парар мар тата ҫак тӗнче витӗмӗнчен пӑрӑнма май пур чухне пӑрӑнар. (Ытарӑшсем 4:23 вуласа пар.)

17. Мӗнле лару-тӑрусенче ку тӗнче витӗмӗнчен пӑрӑнма май пур?

17 Тӗслӗхрен, туссене суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Библире каланӑ тӑрӑх, Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнсан эпир вӗсем пек шухӑшлама пуҫлӑпӑр (Ытар. 13:21; 1 Кор. 15:12, 32, 33). Унсӑр пуҫне, вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне те питӗ тимлӗ пулмалла. Унта эволюци теорине, пусмӑра тата аскӑн ӗҫсене ырлаҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫав вӑйӑ-кулӑран пӑрӑнмалла. Вара эпир хамӑр ӑс-тӑна «Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ» пыраканнипе вараламӑпӑр (2 Кор. 10:5).

Эсир хӑвӑр ачасене япӑх витӗм кӳрекен вӑйӑ-кулӑран пӑрӑнма вӗрентетӗр-и? (18, 19 абзацсене пӑхӑр.)

 

18, 19. а) Ку тӗнче япӑх витӗм кӳмест пек туйӑннӑ чухне мӗншӗн асӑрхануллӑ пулмалла? ӑ) Хамӑра мӗнле ыйтусем памалла тата мӗншӗн?

18 Хӑш-пӗр чухне вара ҫак тӗнче шухӑшӗсем тӳрех палӑрса каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене уйӑрса илме пӗлмелле. Тӗслӗхрен, хыпарсене пӗлтернӗ чухне политика интересӗсене мала хума пултараҫҫӗ. Паллӑ ҫынсем ҫинчен каласа паракан историсенче ӑнӑҫлӑх пирки ҫак тӗнче мӗн шутлани палӑрса тӑма пултарать. Хӑш-пӗр фильмсемпе кӗнекесенче «пуринчен малтан хамӑншӑн тата хамӑн ҫемьешӗн тӑрӑшмалла» текен шухӑша тытса пыраҫҫӗ. Ҫакӑ чӗрене пырса тивме пултарать, ҫапла пулмалла та тесе шутлама та пултаратпӑр. Анчах та ҫапла шухӑшлани Библие хирӗҫлет, мӗншӗн тесен Библи тӑрӑх, эпир те, килтисем те телейлӗ пуласси Иеговӑна пуринчен ытла юратнинчен килет (Матф. 22:36—39). Ачасем валли кӑларнӑ кӗнекесенче, фильмсенче тата мультфильмсенче пӗтӗмӗшле илсен ним япӑххи те ҫук, анчах та хӑш-пӗрисенче, тӳррӗнех мар пулсан та, аскӑнланса пурӑнни вӑл йӗркеллӗ япала тесе кӑтартаҫҫӗ.

19 Ҫакӑ пур вӑйӑ-кулӑран та пӑрӑнмаллине пӗлтермест. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Ку тӗнче шухӑшӗсене тӳрех курма ҫук пулсан та, эпӗ вӗсене уйӑрса илетӗп-и? Ман ачасем тата хам мӗн пӑхнине е мӗн вуланине асӑрхаса тӑратӑп-и? Ачасем ҫак тӗнчене хӑйсем ҫине витӗм кӳме ан паччӑр тесе эпӗ вӗсене пур япала ҫине те Иегова пек пӑхма пулӑшатӑп-и?» Турӑ мӗнле шухӑшланипе ку тӗнче мӗнле шухӑшлани хушшинчи уйрӑмлӑха уҫҫӑн куратпӑр пулсан, эпир япӑх витӗме пӑхӑнмӑпӑр.

КАМ СИРӖН ҪИНЕ ВИТӖМ КӲРЕТ?

20. Пирӗн ҫине кам витӗм кӳнине мӗнле пӗлме пулать?

20 Ҫакна ан манӑр: эпир мӗнле шухӑшлани ҫине е Иегова, е Сатана тытса тӑракан тӗнче витӗм кӳрет. Сирӗн ҫине вара кам витӗм кӳрет? Ҫак тӗнче шухӑшӗсемпе килӗшетпӗр пулсан, вӗсем пирӗн ҫине витӗм кӳрӗҫ, вара эпир ҫак тӗнчери ҫынсем пек шутлама тата хамӑр кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма пуҫлӑпӑр. Акӑ мӗншӗн хамӑр мӗн пӑхнине, вуланине, итленине тата мӗн ҫинчен шухӑшланине асӑрхасах тӑмалла.

21. Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

21 Маларах каланӑччӗ ӗнтӗ, Иегова пек шухӑшлас тесен пирӗн ҫак тӗнче витӗмӗнчен пӑрӑнмалла кӑна мар, хамӑрӑн ӑс-тӑна Туррӑн шухӑшӗсемпе тултармалла. Вара эпир пур япала ҫине те Туррӑн куҫӗпе пӑхма пултарӑпӑр. Ҫавна мӗнле тумаллине тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

^ 5 абз. Никама та пӑхӑнса тӑмастӑп тесе шутлакан ҫын ҫине те витӗм кӳме пулать. Тӗслӗхрен, ҫакӑ пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен шухӑшланӑ чухне е мӗн тӑхӑнмаллине суйласа илнӗ чухне курӑнать. Апла пулин те хамӑр ҫине кам витӗм кӳрессине эпир хамӑр суйласа илетпӗр.