Малалла пурӑнма вӑй юлмарӗ пулсан
Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Салли *, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула хӑйӗн пурлӑхне ҫухатнӑскер, аса илет: «Урӑх чӑтаймастӑп пек туйӑнатчӗ, кӗҫ-вӗҫ хуҫӑлса анӑп пуль тенӗччӗ».
Пире тепӗр инкек килсе ҫапма пултарать — юратнӑ ҫынна ҫухатни. Австралире пурӑнакан Джанис каласа парать: «Икӗ ывӑл та вилсен манӑн пурнӑҫ тӗппипех арканчӗ, манӑн ӑна катӑкӑн-катӑкӑн пуҫтарма тиврӗ. Пӗр вӑй та юлмарӗ. „Чӗре ҫурӑлса тухать! Мана вилме пулӑшсам. Ҫывӑрса каясчӗ те вӑранас марччӗ“,— тесе Турра йӑлӑнаттӑм».
Дэниелӗн арӑмӗ урӑх арҫынпа явӑҫсан, ҫакӑ унӑн чӗрине питӗ ыраттарнӑ. Вӑл калать: «Арӑм мана улталани ҫинчен каласа парсан, ман чӗрене ҫӗҫӗпе каснӑ пек туйӑнчӗ. Манӑн кӗлетке питӗ ырататчӗ. Ҫакӑ темиҫе уйӑха тӑсӑлчӗ».
Сирӗн аяларах асӑннӑ йывӑрлӑхсенчен хӑшне те пулсан тӳсме тивет-и?
Ҫакӑ сире те нумай хуйхӑ кӳрет пулӗ. Ку «Хурал башнин» кӑларӑмӗнче ҫак йывӑрлӑхсене тӳсме тивсен те мӗншӗн малалла пурӑнмаллине сӳтсе явнӑ. Малтан айтӑр ҫутҫанталӑк инкекне тӳссе ирттерме мӗн пулӑшма пултарнине пӑхар.
^ 3 абз. Ҫак статьясенче хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.