«Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать»
Ҫынсем сире пӑрахма пултараҫҫӗ пулин те, кам сире нихӑҫан та пӑрахмӗ?
Ватӑлнӑ Давид патша каланӑ: «Мана ӗнтӗ аттем те, аннем те пӑрахрӗ, анчах Ҫӳлхуҫамӑм хапӑл тӑвӗ мана» (Псалом 26:10).
Иегова — «хӗрхенекен Атте, кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑ... ...Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать» (2 Коринф 1:3, 4).
1 Петр 5:7-мӗшӗнче каланӑ: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр».
Турӑ сирӗншӗн мӗнле тӑрӑшни ҫинчен «Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекери 12-мӗш сыпӑкра ытларах пӗлме пулать. Ӑна Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнеке www.pr418.com сайтра та пур.