Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫутҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан

Ҫутҫанталӑк инкекӗ сиксе тухсан

«Ҫӗр ишӗлсе аннине тата шыв илнине пула пирӗн хваттертен тата япаласенчен нимӗн те юлмарӗ. Уласа йӗрес килетчӗ» (Эндрю, Сьерра-Леоне).

«Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн киле таврӑнсан пирӗн кил тӗппипех арканнине куртӑмӑр. Эпир шалт хытса кайрӑмӑр. Пирӗн хӗр чӗркуҫҫи ҫине ӳксе йӗме пуҫларӗ» (Дэвид, Виргин утравӗсем).

СИРӖН ҫутҫанталӑк инкекне тӳсме тиврӗ пулсан, эсир чӗрӗ юлнисен туйӑмӗсене ӑнланатӑр пулӗ: шалт аптраса ӳкни, йышӑнманни, ҫухалса кайни, хӑрани, канӑҫ ҫухатни тата хӑрушӑ тӗлӗксем. Ҫав тери вӑйлӑ хуйхӑрнӑран тата чун хавалӗ пӗтсе ларнӑран ҫынсен пурӑнас килми пулса ҫитет.

Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса иртнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑй та юлман пек, пурӑннинчен усси ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та Библире кирек мӗн сиксе тухсан та пурӑнмаллах тенӗ тата пурнӑҫ лайӑхланасса шантарнӑ.

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХ ПУРНӐҪА ТӖЛЛЕВЛӖ ТӐВАТЬ

Екклесиаст 7:8-мӗшӗнче: «Ӗҫӗн вӗҫӗ — пуҫламӑшӗнчен лайӑхрах»,— тенӗ. Ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса иртсенех пӗр шанӑҫ ҫук пек туйӑнма пултарать. Анчах та хӑвӑр пурнӑҫа майлаштарса яма чӑтӑмлӑн вӑй хурсан, пурнӑҫ йӗркеленсе кайма пултарать.

Библире «текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ» тесе ҫырнӑ (Исаия 65:19). Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗре тытса тӑма пуҫласан тата ҫӗр ҫинче рай пулсан ҫак сӑмахсем пурнӑҫланӗҫ (Псалом 36:11, 29). Ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула урӑх хуйхӑрмалла пулмӗ. Ҫынсем хӑйсен хуйхи-суйхи ҫинчен яланлӑха манса кайӗҫ, мӗншӗн тесен Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан ҫапла сӑмах панӑ: «Унчченхисем вара аса та килмӗҫ, чун-чӗрене таврӑнмӗҫ» (Исаия 65:17).

Шутласа пӑхӑр-ха: Пурнӑҫ Паракан пире малашлӑхпа шанчӑк парасшӑн — канӑҫлӑ та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн (Иеремия 29:11). Ҫакна пӗлни малалла пурӑнма мӗнле пулӑшма пултарать? Унчченхи статьяра асӑннӑ Салли калать: «Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫласан мӗнле пурнӑҫ пуласси ҫинчен хама аса илтерсе тӑни мана пулни-иртни ҫинчен ҫеҫ шутласа ҫӳресрен сыхлать тата паянхи йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пулӑшать».

Турӑ Патшалӑхӗ этемлӗх валли кӗҫех мӗн тӑвасси пирки пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире, темле йывӑр килсен те, мӗншӗн алла усмасӑр малалла пурӑнмаллине курма пулӑшӗ. Анчах та Библи пире шанчӑк парать кӑна мар. Тата унта ҫутҫанталӑк инкекне тӳссе ирттерме пулӑшакан принципсем те пур. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухар.