Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Никам та вилӗмрен хӑтӑлма пултараймасть

Никам та вилӗмрен хӑтӑлма пултараймасть

СӐМАХРАН, эсир питӗ паллӑ, калӑпӑр, тӗнчипе чапа тухнӑ тата хӑвӑра кӑмӑла каякан пианистка ҫинчен фильм пӑхатӑр тейӗпӗр. Ҫав фильм унӑн ачалӑхӗпе пуҫланать, унта вӑл инструментпа мӗнле выляма вӗреннине тата лайӑх калама хӑнӑхас тесе мӗнле вӑй хунине кӑтартса панӑ. Унтан эсир вӑл концертсем панине, пӗтӗм тӗнчипе гастрольсем тӑрӑх ҫӳренине, юлашкинчен вара тӗнчипе паллӑ ҫын пулса тӑнине куратӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл вӑтам ҫулӗсенче хӑйӗн пултарулӑхӗнче чи ҫӳллӗ шая ҫитет. Анчах та кӗтмен ҫӗртен фильм татӑлать — пианистка вилет.

Ҫак фильм вӑл — чӑннипех пурӑннӑ ҫын ҫинчен калакан чӑн истори. Ҫак ҫын музыкант-и вӑл, ученӑй-и, спортсмен-и е пӗр-пӗр паллӑ ҫын-и, фильмӑн сюжечӗ пурпӗр ҫавӑн евӗрлӗ пулать. Ҫын кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, вӑл ватӑлман тата вилмен пулсан, ыррине тата нумайтарах тума пултарнӑ пулӗччӗ.

Шел пулин те, пирӗнпе пуринпе те ҫавнашкалах пулать (Екклесиаст 9:5). Эпир кирек мӗн тусан та, ватлӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма пултараймастпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн пурнӑҫ пӗр-пӗр инкеке пула е тӳрленми чире пула сасартӑк татӑлма пултарать. Ҫын пурнӑҫӗ пирки Библире акӑ мӗн каланӑ: «Сирӗн пурӑнӑҫӑр... пӗр самант курӑнакан, унтан куҫран ҫухалакан пӑс вӑл» (Иаков 4:14).

Хӑш-пӗрисене пурнӑҫ пӗр усӑсӑр тата пӗр тӗллевсӗр иртет пек туйӑнать, ҫавӑнпа вӗсем «эппин, ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр» текен шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ (1 Коринф 15:32). Анчах та ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсем кирек хӑш вӑхӑтра та вилсе кайма пултарнине пӗлнӗрен тата хӑйсен нимле шанчӑк та ҫукран хӑйсене ҫавнашкал тытаҫҫӗ. Кашни ҫыннӑн — уйрӑмах ӑна йывӑр килнӗ чухне — халӗ-и е каярахпа ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Пурнӑҫра пире ҫакӑ кӑна кӗтет-и?» Ҫак ыйтӑвӑн хуравне ӑҫтан тупма пулать?

Нумайӑшӗ хальхи вӑхӑтра ученӑйсем ҫине шанаҫҫӗ. Наукӑпа медицинӑра ҫын пурнӑҫне тӑсас тӗлӗшрен тунӑ ҫитӗнӳсем шанчӑк параҫҫӗ пек. Хӑш-пӗр ученӑйсем ҫын пурнӑҫне май ҫитнӗ таран нумайрах тӑсас тесе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем вӑй хуни ӑнӑҫлӑ пулӗ-и е ҫук, пурпӗр ҫакӑн пек ыйтусем тӑрса юлаҫҫӗ: мӗншӗн эпир ватӑлатпӑр тата вилетпӗр? Пирӗн тӑшмана — вилӗме — хӑҫан та пулин ҫӗнтерӗҫ-ши, ҫакна шанма пулать-и? Малалла илсе панӑ статьясенче эпир ҫак темӑсене сӳтсе явӑпӑр та унтан: «Пурнӑҫран пирӗн ҫакна кӑна кӗтмелле-ши?» — текен ыйту ҫине хурав парӑпӑр.