Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тунӑ

Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тунӑ

КАМ телейлӗ те нумай ҫул хушши пурӑнасшӑн мар? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: нихӑҫан чирлемесӗр, ӗмӗр-ӗмӗр тата телейлӗ пурӑнма мӗн тери лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Эпир юратнӑ ҫынсемпе нумайрах вӑхӑт ирттерме, тӗнче курса ҫӳреме, хамӑрӑн пултарулӑхпа ӑсталӑха аталантарма тата хамӑра килӗшекен япаласене нумайӑшне тӗпчеме пултарнӑ пулӑттӑмӑр.

Мӗншӗн ҫынсен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас килет? Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ пирӗн ӑша ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл хывнӑ (Екклесиаст 3:11). Ҫавӑн пекех унта «Турӑ — юрату вӑл» тенӗ (1 Иоанн 4:8). Турӑ пире юратать, ҫавӑнпа та эпир нихӑҫан та ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарайман пулсан, вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл паман пулӗччӗ.

Чӑнах та, никамӑн та вилес килмест. Библире ҫак кӗтмен хӑна пирки «тӑшман» тенӗ (1 Коринф 15:26). Вӑл пӗрисем патне иртерех, теприсем патне каярах килет. Анчах та вӑл яланах килет. Нумайӑшне вилес шухӑш килӗшмест, хӑратать те. Вилӗме хӑҫан та пулин ҫӗнтерӗҫ-ши? Пӗтерме пулать-и ӑна?

ШАНЧӐК ПАРАКАН СӐЛТАВ

Туррӑн ҫынсене вилмелле тӑвас тӗллев пулманнине пӗлни сире тӗлӗнтерӗ-и? Туррӑн тӗллевӗ тӑрӑх, ҫынсен ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн ҫинчен Библире Пултарни ятлӑ пӗрремӗш кӗнекере каласа панӑ. Унта Иегова Турӑ ҫӗр ҫинче ҫынсене пурӑнма тата телейлӗ пулма мӗн кирлине веҫех панӑ тесе каланӑ. Унтан вӑл пӗрремӗш ҫынна, Адама, тунӑ та ӑна рая, Эдем пахчине, пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван» (Пултарни 1:26, 31).

Турӑ Адама пӗр ҫитменлӗхсӗр тунӑ (Саккуна астутарни 32:4). Адамӑн арӑмӗн те пӗр кӑлтӑк та пулман: Евӑн ӑсӗ-тӑнӗ те, кӗлетки те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Иегова вӗсене каланӑ: «Хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, тискер кайӑксене, тӳпери вӗҫен кайӑксене, пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пултарни 1:28).

Адампа Евӑна ҫӗре туллиех тултарма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Чи малтан Евӑн ачасем, унтан унӑн ачисен ачасем ҫуралмалла пулнӑ, ҫапла вара ҫӗре Турӑ палӑртса хунӑ таран тултариччен пулмалла пулнӑ (Исаия 45:18). Адампа Евӑн хӑйсен пурнӑҫӗнче хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсене ҫеҫ курмалла пулнӑ пулсан тата Туррӑн тӗллевӗ мӗнле пурнӑҫланнине кураймасӑр вилмелле пулнӑ пулсан, Иегова вӗсене ҫавӑн пек пуласлӑх сӗннӗ пулӗччӗ-ши?

Чӗрчунсемпе пуҫ пулма хушни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Адамӑн чӗрчунсене ятсем парса тухмалла пулнӑ, ҫакна тума вара вӑхӑт кирлӗ пулнӑ (Пултарни 2:19). Анчах та чӗрчунсемпе пуҫ пулса тӑрас тесен унӑн вӗсем ҫинчен пӗлсе пымалла тата вӗсемшӗн мӗнле тӑрӑшмаллине ӑнланса ҫитмелле пулнӑ. Ҫакна тума вара тата нумайрах вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ.

Апла пулсан, Турӑ ҫӗре туллиех тултарма тата чӗрчунсемпе пуҫ пулма хушни ҫынсен пӗрремӗш мӑшӑрӗн нумай пурӑнмалла пулнине уҫса парать. Тӗрӗссипе каласан, Адам чӑнах та питӗ нумай пурӑннӑ.

ТУРӐ ҪЫНСЕНЕ ҪӖР ҪИНЧИ РАЙРА ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНТАРАСШӐН

НУМАЙ ПУРӐННӐ ҪЫНСЕМ

Адам, 930 ҫул

Мафусал, 969 ҫул

Ной, 950 ҫул

Хальхи ҫын, 70—80 ҫул

Библире каланӑ тӑрӑх, тахҫан ҫынсем эпир мӗн чухлӗ пурӑннинчен чылай нумайрах пурӑннӑ. Унта каланӑ: «Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ». Унсӑр пуҫне, Библире 900 ҫул ытла пурӑннӑ тата ултӑ ҫын ҫинчен асӑннӑ. Акӑ ҫаксем вӗсем: Сиф, Енос, Каинан, Иаред, Мафусал тата Ной. Вӗсем пурте Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен пурӑннӑ. Ноя илес пулсан, вӑл пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен 600 ҫул пурӑннӑ (Пултарни 5:5—27; 7:6; 9:29). Мӗншӗн вӗсем нумай пурӑннӑ?

Ҫав ҫынсем пурте Адампа Ева пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑранпа нумаях мар вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ. Тен, ҫавӑншӑн вӗсем нумай пурӑннӑ. Анчах та пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнипе эпир мӗн чухлӗ пурӑнни хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур? Вилӗме мӗнле ҫӗнтерӗҫ? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлас тесен чи малтан пирӗн мӗншӗн эпир ватӑлнипе вилнине ӑнланмалла.