Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ҫыннӑн генӗсем ҫине витӗм кӳни пурнӑҫа тӑсӗ-ши?

Пурнӑҫа тӑсмалли майсене шырани

Пурнӑҫа тӑсмалли майсене шырани

«Турӑ вӗсене мӗнле йывӑр ӗҫ панине куртӑм эпӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Турӑ пӗтӗмпех илемлӗ пултарнӑ, этем чӗрине Вӑл ӗмӗрлӗх те хывнӑ» (Екклесиаст 3:10, 11).

ҪАК сӑмахсем, Соломон ятлӑ авалхи патша каланӑ сӑмахсем, ҫын пурнӑҫран мӗн кӗтнине питӗ лайӑх сӑнласа параҫҫӗ. Тен, шӑп пурнӑҫ питӗ кӗске пулнӑран тата пурпӗрех вилӗм ҫитессине пӗлнӗрен ҫынсем ӗмӗрсем хушши пурнӑҫа тӑсасшӑн ҫуннӑ. Ҫынсем пурнӑҫа тӑсмалли майсене шырани ҫинчен калакан халапсемпе калавсем историре нумай упранса юлнӑ.

Сӑмахран, Гильгамеша, Шумер патшине, илер. Унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калакан тӗлӗнмелле халапсем нумай упранса юлнӑ. «Гильгамеш ҫинчен калакан эпосри» халапсенчен пӗринче вӑл вилӗмрен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлес тесе хӑрушӑ ҫулҫӳреве тухса кайни ҫинчен каласа панӑ. Анчах та вӑл ҫавӑн пирки нимӗн те пӗлеймен.

Вӑтам ӗмӗрти алхимик хӑйӗн лабораторинче

Пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте Китайри алхимиксем эликсир тума хӑтланса пӑхнӑ, вӗсен шучӗпе ҫав эликсир пурнӑҫа тӑсма пултарнӑ. Вӗсем хӑйсем шутласа кӑларнӑ шӗвеке ртутьпе мышьяк янӑ пулнӑ. Шӑп ҫак эликсира пула Китайри хӑш-пӗр императорсем вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑтам ӗмӗрте Европӑри алхимиксем ылтӑнпа опытсем тунӑ. Вӗсем ҫын организмӗ йышӑнма пултаракан ылтӑн тӑвасшӑн пулнӑ. Ылтӑн тутӑхмасть, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав металл ҫын пурнӑҫне тӑсма пултарать тесе шутланӑ.

Хальхи вӑхӑтра биологсемпе генетиксем те ҫын мӗншӗн ватӑлнине пӗлесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ученӑйсем вӑй хуни ҫынсем ватлӑхпа вилӗме ҫӗнтермелли мая халӗ те шырама пӑрахманнине кӑтартса парать. Анчах та ҫавӑн пек тӗпчев ӗҫӗсем мӗн панӑ?

ТУРӐ «ЭТЕМ ЧӖРИНЕ... ӖМӖРЛӖХ ТЕ ХЫВНӐ» (ЕККЛЕСИАСТ 3:10, 11)

МӖНШӖН ВАТӐЛНИНЕ ХАЛЬХИ ВӐХӐТРА ПӖЛМЕ ТӐРӐШНИ

Этем клеткине тӗпчекен ученӑйсем ҫынсем мӗншӗн ватӑлнипе вилни пирки 300 ытла майлӑ ӑнлантарса параҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче молекулӑсене тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен биологсем чӗрчунсемпе ҫынсен клеткисем нумайтарах пурӑнма пултарччӑр тесе генсемпе белоксем ҫине витӗм кӳме вӗреннӗ. Пуян ҫынсем, ҫавӑн пек ҫитӗнӳсене кура, ученӑйсем этем мӗншӗн вилнине пӗлме пултарччӑр тесе вӗсене укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ученӑйсем мӗнле тӗпчевсем ирттереҫҫӗ?

Пурнӑҫ тӑршшӗне тӑсма тӑрӑшни. Хӑш-пӗр биологсем шутланӑ тӑрӑх, эпир теломерӑсене — пирӗн хромосомсен вӗҫӗнче вырнаҫнӑ пайсене — пула ватӑлса пыратпӑр. Теломерӑсем клетка пайланнӑ чухне генсенчи информацие упраса хӑвараҫҫӗ. Клетка пайланнӑ чухне кашнинче теломерӑсем кӗскелсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑхӑт иртнӗҫемӗн клетка пайланма пӑрахать, вара ҫын ватӑлма пуҫлать.

2009 ҫулхи Нобель премийӗн лауреачӗ Элизабет Блэкбёрн хӑйпе пӗрле ӗҫлекен ученӑйсемпе теломера кӗскелме чаракан фермент тупнӑ, ҫавна пула вара клеткӑсем вӑраххӑнрах ватӑлма пуҫлаҫҫӗ. Анчах та ҫав ученӑйсем хӑйсен ӗҫӗ пирки каланӑ май ҫакна палӑртнӑ: теломерӑсем кӗскелмесен те, ҫакӑ эпир вӑтамран 70 е 80 ҫулччен пурӑнма пултарӑпӑр тенине пӗлтермест.

Клеткӑсенчи информацие улӑштарни — ватлӑха хирӗҫ тӑмалли тепӗр май. Пирӗн клеткӑсем ватӑлса кайнӑ пирки пайланма пӑрахсан, вӗсем ҫумри иммун клеткисем патне тӗрӗс мар сигналсем яма пултараҫҫӗ, ҫавна пула шыҫӑсем тухаҫҫӗ, ыратни вӑраха каять тата чир пуҫланать. Нумаях пулмасть, Францири ученӑйсем ватӑ ҫынсенчен илнӗ клеткӑсенчи информацие улӑштарнӑ. Ҫав ҫынсенчен хӑш-пӗрисем 100 ҫултан та иртнӗ пулнӑ. Ҫав тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗн ертӳҫи Жан-Марк Леметр профессор пирӗн ӗҫ клеткӑсенчи «ватӑлас йӗркене каялла ҫавӑрма» пултарнине кӑтартса пачӗ тенӗ.

НАУКА ПУРНӐҪА ТӐСМА ПУЛТАРАТЬ-И?

Ватлӑха чармалли майсем чылай пулсан та, ученӑйсем нумайӑшӗ ҫынсем чылай ытларах пурӑнма пуҫламӗҫ теҫҫӗ. Чӑнах та, XIX ӗмӗртен пуҫласа ҫынсем нумайрах та нумайрах пурӑнаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑн тӗп сӑлтавӗ вӑл — ҫынсем хӑйсене таса тытни, чирсемпе кӗрешмелли меслетсене лайӑхлатни тата антибиотиксемпе, вакцинӑсемпе усӑ курни. Хӑш-пӗр генетиксем ҫыннӑн пурнӑҫ тӑршшӗ хӑйӗн чиккине ҫитнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Библи ҫыракансенчен пӗри, Моисей, 3 500 ҫула яхӑн каялла ҫапла палӑртнӑ: «Эпир пурӑнас ӗмӗр — ҫитмӗл ҫул, тӗреклӗрех пулсассӑн — сакӑрвунӑ ҫул; чи лайӑх вӑхӑчӗ те — йывӑр ӗҫ те чир анчах: вӑл хӑвӑрт иртет, эпир вӗҫсе пыратпӑр» (Псалом 89:10). Ҫынсем тем пек вӑй хурсан та, пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра та, Моисей каланӑ пекех, питӗ кӗске.

Ҫынпа танлаштарсан, хӑш-пӗр тинӗс чӗрӗпӗсемпе моллюсксем 200 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ, йывӑҫсем вара (сӑмахран, секвойя) — пин-пин ҫул. Эсир ҫын мӗн чухлӗ пурӑннипе ытти чӗрӗ чунсем мӗн чухлӗ пурӑннине танлаштарнӑ чухне сире эпир 70 е 80 ҫул пурӑнни тӗлӗнтермест-и — эпир урӑх нимӗн чухлӗ те пурӑнма пултараймастпӑр-и?