Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Халех телейлӗ пулма пулать

Халех телейлӗ пулма пулать

ПӖРРЕХИНЧЕ ҫынсем чирлеме, ватӑлма тата вилме пӑрахӗҫ — эсир те ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑнма пултаратӑр! Анчах та хальлӗхе эпир нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулатпӑр. Пурнӑҫа лайӑхлатас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Библири канашсем халех пире телейлӗ пулма тата тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшаҫҫӗ. Пурнӑҫри хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене пӑхса тухар та Библи ҫав тӗлӗшрен мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явар.

ТУЛЛИ ПУРНӐҪПА ПУРӐНАССИ

Библири канаш: «Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр» (Еврейсем 13:5).

Хальхи вӑхӑтра ҫынсене нумай мӗн туянма сӗнеҫҫӗ, вӗсемсӗр пурӑнма май ҫук теҫҫӗ. Анчах та Библи «мӗн пуррипе ҫырлахӑр» тет. Ҫакна мӗнле тума пулать?

«Укҫана ан хапсӑнӑр». Ҫынсем укҫашӑн хӑйсен сывлӑхне шеллемеҫҫӗ, ҫемйине сиен тума тата туслӑха аркатма пултаракан ӗҫсем тӑваҫҫӗ, нравственность нормисене пӑсаҫҫӗ, хӑйсен ырӑ ятне те варалаҫҫӗ (1 Тимофей 6:10). Ҫавӑн пек пысӑк хак тӳлеме кирлех-ши? Кам пуясшӑн ҫунать, ҫавӑ пуянлӑхпа нихҫан та тӑранаймӗ (Екклесиаст 5:10).

Япаласене мар, ҫынсене хаклӑр. Паллах ӗнтӗ, япаласем усӑ параҫҫӗ. Анчах та вӗсем пире хаклама тата юратма пултараймаҫҫӗ, ҫакна ҫынсем ҫеҫ тума пултараҫҫӗ. Япаласем мар, туссем пире тулли пурнӑҫпа пурӑнма пулӑшаҫҫӗ (Ытарӑшсем 17:17).

БИБЛИРИ КАНАШСЕНЕ ТЫТСА ТӐНИПЕ ХАЛЕХ ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛМА ПУЛАТЬ

СЫВЛӐХ ЯПӐХ ПУЛНӐ ЧУХНЕ

Библири канаш: «Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать» (Ытарӑшсем 17:22).

Савӑнӑҫ, лайӑх эмел пекех, чирпе кӗрешме пулӑшать. Анчах та йывӑр чирпе чирленӗ чухне мӗнле майпа савӑнӑҫлӑ пулма пулать?

Пархатарлӑ пулӑр. Хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатпӑр пулсан, пирӗн «пур кун та хурлӑхлӑ» пулӗ (Ытарӑшсем 15:15). Ун вырӑнне, Библире каланӑ пек, тав туса пурӑнни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ (Колоссӑ 3:15). Пурнӑҫра лайӑххине курма тата пӗчӗк япаласемшӗн те пархатарлӑ пулма вӗренӗр. Хӗвел аннӑ чухнехи илем, ҫил лӑпкӑн вӗрни, юратнӑ ҫын йӑл кулни — ҫаксем пурте пирӗн пурнӑҫа пуянлатаҫҫӗ.

Ыттисемшӗн тӑрӑшӑр. Пирӗн сывлӑх лайӑхах мар пулсан та, «илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35). Эпир тунӑ ырӑ ӗҫсемшӗн ҫынсем пире тав туни пирӗн кӑмӑла ҫӗклет, вара эпир хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен сахалрах шутлӑпӑр. Эпир ыттисене пулӑшнипе тата вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатма тӑрӑшнипе хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатса пыратпӑр.

ҪЕМЬЕНЕ ҪИРӖПЛЕТЕССИ

Библири канаш: «Мӗн аваннине пӗлсе пурӑн[ӑр]» (Филиппӑ 1:10).

Мӑшӑрсем пӗрле вӑхӑта сахал ирттереҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ. Анчах та ӑслӑ упӑшкапа ӑслӑ арӑм хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене хаклаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн аваннисенчен пӗри вӑл — хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ.

Ӗҫсене пӗрле тӑвӑр. Кашни хӑйне мӗн кирлине пӗччен тӑвас вырӑнне мӗншӗн-ха мӗн те пулин пӗрле тума пуҫлас мар? «Пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах»,— тенӗ Библире (Екклесиаст 4:9). Пӗрле апат пӗҫерме, физкультура тума, канма е иксӗре те килӗшекен вӑйӑ-кулӑ тупма пулать.

Мӑшӑра юратнине кӑтартӑр. Библи упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне юратма тата хисеплеме хавхалантарать (Эфес 5:28, 33). Ӑшшӑн йӑл кулни, ачашшӑн сӗртӗнни е пӗчӗк парне пани мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗн тери ҫирӗплетме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Мӑшӑрсен пӗр-пӗринпе ҫеҫ ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартмалла (Еврейсем 13:4).